Пăва çулĕ çинче :: Патшана вырăнтан сирпĕтнĕ!
Пирĕн асатте патне каçсеренех кӳршĕри стариксем пухăнса лараççĕ. Эпĕ юрататăп вĕсем калаçнине итлесе ларма. Асатте тантăшĕсем пирĕн касра чылай, анчах пирĕн пата пыраканнисенчен Лăриванпа Терен старик пеккисем çук вара. Вĕсем тем çинчен те пĕлеççĕ, тем çинчен те каласа кăтартаççĕ. Эпĕ Лăриванран вăл Кавказ текен çĕршывра пулни çинчен пĕлтĕм: унта çӳллĕ сăрт-тусем пур, тет, çыннисем — черкессем иккен, ялан çутă кинжал çакса çӳреççĕ, тет.
Çуран çӳрекенни çук та имĕш унта, пурте юланутпа çӳреççĕ. Лашисем вара — çилçунатлă, тет. Пысăк мар, çинçе, анчах сăрт çине хăпарнă чух чупнă пек хăвăрт утаççĕ, тет. Пирĕн ял лашисем пек лӳпперрĕн çӳрекен лаша тĕсĕ те çук унта. Лăриван Кавказра салтакра пурăннă, черкессемпе вĕсен хĕрарăмĕсене асăнса, вăл темиçе тĕрлĕ мыскара çинчен хыпар тăвать. Ватă салтак сăмахĕнчен эпĕ черкессем питĕ те харсăр иккенне пĕлетĕп, хăйсем кунак (тус) тунă çынна çав тери хăналама юратаççĕ, ырă кăмăллă та тулли савăнăçлă çынсем имĕш. Лăриван старик сăмахне итле-итле манăн та черкессем пек хамăр лашана утнă чухне те чупнă пек хăвăрт çӳреме вĕрентес килет. Часрах çулла пултăрччĕ, ун чухне куç курĕччĕ тетĕп ăшра.
Лăриван сывлăш çавăрнă май чĕлĕмне табак тултарса тивертет те пĕр кана чĕнмесĕр ларать. Çак вăхăтра сăмах манăн асатте илет. Вăл та салтак пулнă, тĕнче каснă çын-çке-ха, Лăриван черкес халăхĕ пирки калать-тĕк — асаттен Варшава çинчен, поляксем çинчен каламалли пур. Кашни каç çĕнĕ мыскарасене аса илет вăл, хăшне-пĕрне ик-виçĕ хут каласа кăтартать пулсан та, пухăннă халăх асаттене пӳлмест, тин илтекен япала вырăнне хурса, шăппăн ларать; чĕлĕм тĕтĕмĕ кăмака еннелле туртăнать. (Пухăннă çынсем чĕлĕм нумай туртма тытăнсан, асанне юшка уçать.)
Асатте хыççăн черет Терене çитет. Тытăнать вăл ĕлĕк-авал шартлама сивĕре Тетĕçе тырăпа кайни çинчен юмах яма. Терен салтакра пулман, инçетри хуласенче мар, хамăр кĕпĕрке хулинче Чĕмпĕрте те пулман вăл — унта çитме çĕр çухрăм кăна та, Терен тĕлĕнчен тĕл килмен те килмен. Тетĕç хули пиртен 80 çухрăмра, хевелтухăç енче. Терен çак 80 çухрăма хĕл варринче тырăпа кайса килни çинчен те калама çук инçетри çула тухса çӳренĕ пек каласа кăтартать. Чи малтан вал ялти çĕрме пуян Ваçутка патĕнче тарçăра пураннине асанать. Хĕл варринче Ваçутка анкартинчи капанĕсене çаптарма тытăннă пулать. Тырă сутса укçа тума шут тытнă. Ун чухне хĕлĕ сивĕ тăнă, пуян ăна-кана пахман, пĕр ирхине ирех тарçисене тăратса, анкартине хăваланă. Тарçасемпе пĕрле Ваçуткан аслă ывалĕ Кавăрле пулнă. Кавăрле капан çине хăпарнă та, хăй тертленнине пытараймасăр, тарçисен умĕнче çапла каланă, тет: «Ку капан тыррине сутса пĕтериччен атте пуçне çиесчĕ, пĕтĕм мулĕ хама пулĕччĕ»,— тесе тĕлĕнтернĕ, тет. Пуян таврашĕсем вĕсем кирек хăçан та пĕр-пĕрин çине çăханнăн пăхаççă тесе, Терен Кавăрле ашшĕнчен те ĕмĕтсĕртерех пулнине астутарать. Вăл тарçисене сакăр лавпа ыраш сутма Тетĕçе илсе кайнă имĕш, ашшĕ каланă хакран хаклăрах сутма ĕмĕтленсе пынă. Терен çул тăрăх хăй мĕнле-мĕнле терт курнине каласа кăтартать. Вăл малти лав çинче ларса пынă. Шартлама сивĕ сывлама та паман, пас тытнă турă лаша та шап-шуррăн курăннă. Терен чаппанпа пулнă, анчах вăл пуррипе çукки сисĕнмен те, сивĕ çурăм шăммине те, каçана та, хулпуççине те чĕпĕтнĕ. Тырă лавĕсем çинче ларса пыракан тарçăсем, шăнса кӳтесрен хăраса, сике-сике аннă та лавсем хыççăн утнă, пĕр-пĕринпе кĕрмешкелесе ăшăннă, икĕ хут тăла сырнă урисемпе те тăпăртатнă. Хыçалти лав çинче пыракан хуçа ывăлĕ çеç пĕртте анса утман, вăрăм çухаллă тăлăппа чĕркенсе ларнă та вăл пĕртте хускалман. Пĕр кун кайнă хуçа лавĕсем, икĕ кун кайнă, виççĕмĕш кунне кăнтăрла тĕлне Тетĕçе çитнĕ. Малти лав тилхепине тытса килне Терен, хула урамне пырса кĕрсен, хыçалти лав патне чупса пынă та хуçа ывăлĕнчен лавсене ăçта тăратмалли çинчен ыйтма тытăннă. Лешĕ çывăрса пынă иккен, Терене хирĕç нимĕн те чĕнмен. Терен ăна хулĕнчен тĕртсе вăратма тăрăшнă, лешĕ кăлт йăваннă та лав çинчен тухса ӳкнĕ. Ăна тăратма тăрсан тин хуçа ывăлĕ шăнса вилнине сиснĕ. «Ашшĕ пуçне çиме ĕмĕтленнĕ çамрăк хуçа хăй пуçне хучĕ вара çавăн чухне тырăпа кайса», — терĕ юлашкинчен Терен.
Ытти кӳршĕсенчен пирĕн пата каçсеренех Шаккаман старик пыратчĕ, анчах вăл нихçан та пĕр юмах та ярса памасть, итлесе çеç ларать. Тепĕр чухне Лăриванпа Терен ытлашши юптарма тытăнаççĕ, малтанах хăйсем каласа кăтартнă юмахах тепĕр тĕрлĕ çавăрса хураççĕ, ун пек чухне манăн сухаллă стариксем тыттарнине астутарас килет, анчах эпĕ пĕчĕккĕрех çав-ха, ваттисене хирĕç çăвар уçма аван мар тесе çеç шăла çыртса ларатăп. Пĕркунне Лăриван старик пĕррехинче хăй салтакра чухне мулкач тытни çинчен каласа кăтартнăччĕ те мулкачĕ вĕшле йытăпа пĕр тан пулнă тесе ĕнентернĕччĕ, паян вăл мулкачĕ пăруран пĕртте кая мар тесе хучĕ. Тепĕр эрнерен, тен, çав мулкач татах та ӳсет-и? Лăриван старик тыттарнине Шаккаман сисрĕ те пĕр чĕнмесĕр ирттерсе ячĕ, ман çине çеç ăшă куçĕсемпе кулнăн пăхса илчĕ. Темшĕн чĕмсĕр вăл, Шаккаман, хăй утмăлтан иртнĕ пулсан та, каччă пек, шăлне çыртса ларать. Эпĕ вăл хĕрсе калаçнине нихçан та илтмен, килĕнче те вăл хуллен çеç сăмахлать имĕш. Ывăлĕсемпе кинĕсене çилленсен те, вăл пĕр сăмах çеç калать, тет: «хăямат».
Çакнашкал йăваш çыннăн халăх çине тухса çӳресси килмест пулĕ тесе шухăшламалла ĕнтĕ. Çук, Шаккаман пĕрмай халăх пухăннă çĕрте ларать, пирĕн асатте патне пымасăр пĕр каç ирттермест. Эпĕ Шаккаман пĕрмай чĕнмесĕр ларнипе вăл тĕлĕнмелле çĕнĕ хыпар пĕлтерессе кĕтмен. Тен, çавăнпа та паян Шаккаман пирĕн пата пырса кĕнĕ-кĕменех çĕлĕкне урайне çĕклесе çапни, аллине чăмăртаса калаçма тытăнни те мана тĕлĕкри пек туйăнса кайрĕ. Шаккаман алăк патĕнчен тĕпелти сĕтел умне пырса ларчĕ, аçаттепе Терен старик çнне пăхса илчĕ, унтан, ман енне çаврăнса, кулса ячĕ. Çук, ку тĕлĕк мар, Шаккаман чăнах та тĕлĕнмелле хыпар илтнĕ иккен.
— Патшана вырăнтан сирпĕтнĕ! — терĕ вăл. — Тинех ирĕке тухатпăр!
— Çакнашкал хыпара эсĕ ăçтан илтрĕн вара ? — хуллен çеç ыйтрĕ асатте.
Ямшăкра çӳрекен Ваççа каларĕ, вăл тин çеç Пăваран таврăнчĕ! Вăрçă пĕтет, пирĕннисем киле таврăнаççĕ, — тесе, Шаккаман ман çине пăхса кулса ячĕ. — Сантăр, ыранах укăлча умне тухса тăр, аçу килессе кĕт, тен, вăл чугункăпа Йĕпреçе çитсе те тăнă пуль!
Кăна илтсен, эпĕ çĕр хутах киле, анне патне, тухса чупрăм. Çенĕк алăкне Ванюк шăллăм уçрĕ.
— Мĕн пулнă, çĕр варринче çынсене вăратса çӳретĕн?
— Патшана вырăнтан кăларнă! Атте час килет! — савăннипе ниçта кайса кĕреймесĕр чупкаласа çӳретĕп, «чăх куçне» çутма шăрпăк шыратăп.
Манăн уçă сасă аннене те вăратрĕ. Ванюк шăллăм селĕп чĕлхипе атте мĕн илсе килесси çинчен пакăлтатать:
— Ман валли атти пăшал исе киет.
Анне турăш умне тăрса сăхсăхрĕ те, мана сĕтел хушшине лартса, асатте патĕнче эпĕ мĕн илтнине йĕркипе каласа пама хушрĕ.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...