Пăва çулĕ çинче :: Пĕр усăсăр иртсе кайнă кун
Паян атте мана Туманик патне хуттăра хайса килме хушрĕ. Вăл пире сăмавар юсаса панăшăн пĕр пăт ыраш çăнăхĕ памалла. Туманик пирĕн ялтан виçĕ çухрăмри Тарăнварта пурăнать.
Çу варринче Тарăнвар çырминчи шыв урлă чăх та урине йĕпетмесĕр утса каçма пултарать. Уяр çанталăкра кунта, тепĕр чухне, лаша шăварма тăрсан, çăл та тупаймастăн, ирĕксĕрех хуттăрти пусă патне кайма тивет. Анчах, Тарăнвар шывсăр çырма пулсан та, унăн çыранĕсем таçтан аякран вашмăкланса анаççĕ. Тӳпери вырăнтан вар тĕпне çитес тесен, темле аслă шыв хĕррине аннă пек, çухрăм ытла анаталла утмалла. Эхер те эсир урапа кӳлнĕ лашапа пулсан, айлăма анса çитиччен сирĕн тинкĕр тухать вара: тилхепĕре пĕрмай мĕнпур вăйпа каялла туртса пымалла — унсăр лашăр сиккипех сикме тытăнать. Мĕн тăвас тетĕн-ха, лашине урапи тĕксе пырать иккен те, вăл ирĕксĕрех васкать. Ку мĕн-ха...
Пыра-киле çыран каçанĕ çине тухса тăратăн. Кунтан вара лашăра тытса чарма сирĕн хăватăр та, меслетĕр те çитмест. Лашăр тем пек ăслă пулсан та, хыçалтан тĕртекен урапана вăл нимле те тытса чараймасть, чăнкă çыранлă çырма тĕпне ыткăнать.
Акă мĕншĕн ĕнтĕ эпĕ, çыран каçанĕ çине тухсан, лашана чартăм та урапан кайри кустăрмине пăявпа ӳречерен çаклатса çыхса хутăм. Кустăрма çаврăнми пулчĕ, анаталла сĕтĕрĕнсе пычĕ. Ку лашана чăнкă çĕртенех уттарса антарма май пачĕ.
Улăх пек сарлака вар таçтан аякран куçа илĕртсе выртать. Çуркунне шыв айне пулнă нӳрлĕ вырăнта халĕ кĕркунне те лаша ăмăрĕ таран ем-ешĕл курăк ӳсет. Ăçта пăхнă унта сарă та шурă çеçкесем йăлтăртатаççĕ. Вырăнĕ-вырăнĕпе кĕрен чавкапуçĕ кашласа ларать. Çакă Тарăнвар пирĕн ял çĕрĕ пулсан, эпĕ кунта каçсеренех выртма çӳремелле. Хушкапуç çу каçиччен ырă курнă пулĕччĕ. Тин çеç чăнкă сыран хĕрринчен лапама аннă лаша урăм-сурăм хунаса ӳсекен курăка çулпа пынă çĕртех пуçне пĕксе çырта-çырта илет. Эпĕ тилхепене карт туртрăм. Тарăнварăн тепĕр енчн çыранĕ патне хистерĕм. Унта Туманик Иванĕн пĕр-пĕччен çурчĕ çиçсе ларать.
— Килте пур-и? — тесе кăшкăртăм эпĕ, хапха умне çитсе тăрсан.
Мана хирĕç Туманик арăмĕ тухрĕ.
— Хуçи Тарăнвар пуçне кайрĕ, мĕн тума кирлĕччĕ?
— Атте ячĕ мана, сăмавар юсанăшăн пĕр пăт çăнăх илмелле терĕ.
— Э-э, пĕлмен вĕт, эсĕ килессе пĕлнĕ пулсан, тен, вăл килтех ларнă пулĕччĕ, пĕлмен, — кăвакарчăн пек кăлтăртатса илчĕ хыткан хĕрарăм.
Манăн атте хушнă ĕçе тумасăр каялла таврăнас килмерĕ (çитменнине, анне кăвас хума çăнăх кĕтет). Эпĕ, çул ăнманнишĕн пăшăрханса, Тарăнвар пуçĕнчи çичĕ килĕллĕ тепĕр хуттăр енне çаврăнса тăтăм. Хуçа арăмĕ те унталла пăхса илчĕ.
— Паçăрах кайрĕ те, темшĕн таврăнмасть, — терĕ вăл, ман хута кĕнĕ пек пулса.
— Çăнăхне эсĕ хăвах виçсе параймăн-и?
— Эй, çук, ачам, арçын хăй калаçса килĕшнĕ вĕт, çăнăхне те хăех патăр. Мана юрамасть. Ятласа тăкĕ. Тепĕр чух, хăй килте чухне кил.
Эпĕ пĕр пăт çăнăхшăн лашана тепĕр хут ĕшентерсе çӳрес килменнине пĕлтертĕм, хуçа таврăнасса кĕтме пултăм.
— Миккуль, тух-ха! — калинккене уçса кăшкăрчĕ хуçа арăмĕ.
Шалтан пăрçа урапи пек кăтра çӳçлĕ ача тухрĕ. Вăл манран пĕр-икĕ çул кĕçĕн пулмалла, анчах тĕреклĕ шăмшаклă, патвар курăнать. Питçăмартийĕсем те тулалла тулли тăпăрчă хутаççи пек тапса тăраççĕ. Амăшĕ ăна, сăртри хуттăра улăхса, ашшĕне чĕнсе килме хушрĕ.
Миккуль манăн лаша пуçĕнчи çĕнĕ чĕн йĕвене хыпашласа пăхрĕ, ăна ăçтан илнине ыйтрĕ.
— Атте салтак пиçиххинчен туса пачĕ, — терĕм эпĕ. Амăш кил хушшине кĕрсе кайсан, Миккуль мана та хăйпе пĕрле пыма чĕнчĕ.
— Лашапах-и?
— Çук, лашу кунтах тăтăр, лашапа сăрталла хăпариччен çуран маларах çитме пулать.
Эпир Хушкапуçа тăварса хăмăтне хыврăмăр, йĕнĕрчĕкне салтса илтĕмĕр, унтан, тилхепепе урапа кустăрминчен кăкарса, çурт умĕнчи курăк çине ятăмăр. Лаша ешĕл курăка каçса кайсах тĕпĕнчен çыртса çиме тытăнчĕ.
Туманик çурчĕпе сăртри çичĕ килĕллĕ тепĕр хуттăр хушшинчи сукмак çине ӳксен, Миккуль «çĕрлехи отряд» çинчен сăмах тапратрĕ. Эпĕ хамăр таврари хуттăрсене çĕрле темле вăрăсем çаратса çӳреççĕ тенине темиçе хут та илтнĕ. Пирĕн ялйышсем вĕсене темшĕн «çĕрлехи отряд» теççĕ. Миккуль çав «отряд» атаманне курнине пĕлтерсен, эпĕ тĕлĕнсех кайрăм.
— Мĕнле çын вара вăл?
— Вăл-и? Акăш-макăш усал çын. Ярмуш ятлăскер. Ярмуш лаша вăрри иккенне эпĕ мĕн пĕчĕкренпех пĕлетĕп. Атте салтакра чухне асатте лашине вăрлакан та çавă пулнă теççĕ. Хăйне курман вара эпĕ. Çавăнпа та Ярмуш пирки çине-çинех Миккульрен ыйтатăп.
— Кам пек вăл? Çӳллĕ çын-и?
— Çӳллĕ мар, хăвах курăн акă. Вăл паян кунта иртенпех килĕрен киле сăра ĕçсе çӳрет.
— Хуттăрта унăн хурăнташĕсем пур-и? Миккуль мана тăрăхланăн тутине мăкăртса илет:
— Хм... Хурăнташĕсем тет. Ăна мĕншĕн ĕçтернине пĕлетĕн-и? Çĕрле хăйĕн ушкăнне хуттăра çаратма ертсе ан килтĕр тесе ĕçтереççĕ вĕт. Эсĕ ялта пурăнатăн та нимĕн те пĕлместĕн иккен!
Сукмак икĕ айккипе хулпуççи таран курăк ӳсет. Тĕлĕ-тĕлĕпе пирĕнтен те çӳллĕ тĕмсем тĕл пулаççĕ, сăртри хуттăр та куçран çухалать. Ун пек чухне чун та сӳлетсе каять, çăра курăк тĕмĕсен ăшĕнчен темле тискер кайăк сиксе тухассăн туйăнать. Çитменнине, эпир Тарăнвар сăртне çурса анакан акăш-макăш тарăн çырма тĕлне персе çитрĕмĕр, икĕ çыранĕ те хĕп-хĕрлĕ тăм, тискер, нимĕнле курăк та курăнмасть. Çырма тĕпĕнче çеç питлĕх пек сарлака çулçăллă уткăшкарпа ама курăк ӳсет.
Эпир малалла васкатпăр. Акă сăртри хуттăр пахчисем патне çитрĕмĕр. Çыран хĕррине хăмла лартнă. Çăка шалчасем тăрăх явăнса хăпарнă хăмла шереписем пĕчĕк шăнкăрав пек туйăнаççĕ, кассăн-кассăн килсе вĕрекен йăваш çил хăвачĕпе вĕсем силленсе илеççĕ те, çавна ирĕксĕрех чарăнса итлетĕн.
Хăмла пахчисем леш енче чăнах та шăнкăрав сасси илтĕнсе кайрĕ. Эпир чăнкă çыран хĕррипе сăрталла хăпартăмăр та шатрун çурт умĕнче тройка кӳлнĕ тăрантас тăнине куртăмăр. Пĕр пек виçĕ хура лаша пуçĕсене уха-уха илеççĕ, мăйĕнчен çакса янă шăнкăравсене чăнкăртаттараççĕ. Тăрантас йĕри-тавра пĕр ушкăн çын вĕркет. Пурте арçынсем. Вĕсен хушшинче эпир Миккуль ашшĕне те куртăмăр. Вăл тĕпри лашана йĕвенĕнчен тытса тăрать, — тапранса кайма памасть.
— Пăх-ха, Ярмуша пĕчĕк ача пек йăтса тухаççĕ, — крыльца çине тăсса кăтартрĕ Миккуль.
Эпĕ çӳллĕ крыльца картлашкисем тăрăх шĕвĕр сухаллă çынна иккĕн йăтса аннине куртăм та тĕлĕннипе шанк хытса тăтăм. Акă вăл, Ярмуш, çавра питлĕ хăй, куçĕсем сысна çуринни пек хулăн хăрпанкăллă. Ăна тăрантас патне илсе çитерсен, ушкăнти çынсем ăмăртмалла кăшкăрма тытăнаççĕ. «Ярмуш, пирĕн пата каятпăр!» — «Çук, Ярмуш малтан манăн хăна пулмалла-ха!» — «Ытла пит, халĕ ман пата каймасан, кăрчама пичĕки тапса тухма пултарать!» Çапла калаçсах ушкăн Ярмуша тăрантас çине йăтса лартрĕ. Пĕри, чиркӳ тăрри пек шĕвĕр шлепке тăхăнни, ларкăч çине сиксе ларчĕ, шăхăрчĕ, тилхепине туртса пичеври лашисене хистерĕ, тĕприне те кĕске саламатпа хăмсарса илчĕ. Тройка тапранса кайрĕ. Крыльца умне тăрса юлнă çынсем, тăрантас хыççăн юнаса, лачлаттарсах çĕре сураççĕ.
— Нуша килсен сыснана та йысна тес пулать, нимĕн те тума çук.
Ку сăмахсене çӳллĕ çын, шатрун çурт хуçи хушрĕ.
— Ан та кала, ан та кала!
— Эх, самана, çавăн пек йĕксĕке пуççапатпăр пулать!
— Çав вăрă-хураха ĕнсе чикки парса мур ямне кайса пăрахас вырăнне хăна тăватпăр, йăтса çӳретпĕр. Çын-и эпир, хăравçăсем! — вăрçса каларĕ салтак гимнастерки тăхăннă çын, ахăртнех, вăл манăн атте пек нумай пулмасть фронтран таврăннă пулĕ.
— Эсĕ, Левентей, паттăр пулса, пĕтĕм пурлăхна çĕрлехи каскăнсене парса яр эппин, — салтака тĕртсе илчĕ шатрун çурт хуçи, — ушкăна хирĕç тăма çук вĕт пĕччен?
— Мĕнле пĕччен? Çичĕ килте çирĕм арçын. Çур взвод салтак... Çирĕм арçын çичĕ пуртă йăтса тухсан та, çав ӳсĕр вăрă-хурахсене çĕнтерме пулать, пирĕн хăшпĕрисен пăшал та пур! — аллине чăмăртаса каларĕ Левентей.
— Çапли çапла та, хăюлăх çитмест, çав пĕтерет пире. Миккуль ашшĕ куçне курăнма, хăй мĕн çăмăлпа чупса килнине пĕлтерме тăрăшать. Туманик ăна асăрхамасть — вăл пĕрмаях çурт умĕнчи çынсемпе сăмахлать.
— Влаçа пĕлтермелле! — тет вăл, аллисене сулкаласа.
— Влаçĕ вăл Питĕрте те вăхăтлăха кăна, тет те, кунта, вулăсра, унăн ячĕ çеç ĕнтĕ. Мĕн тума пултартăр вăл! — Туманик Иванне хирĕç тавăрать халиччен чĕнмесĕр тăнă шĕпĕн сăмсаллă çын.
— Хальхи самана вăрă-хурахшăн çеç вăл, пирĕн пек хресченсемшĕн вилĕм ку.
Çичĕ кил ларса тухнă çыран хĕррипе каллех шăнкăрав сасси янăраса кайрĕ. Тройка, хуттăр тавра çаврăнса, каялла килчĕ. Эпир тăракан çуртпа юнашар кил умне çитсен, лав тăпах чарăнчĕ. Ярмуш, тăрантас çинчен анса, тайăлса кайрĕ, çийĕнчех лавçă ярса тытман пулсан, вăл тырă тултарнă михĕ пек çĕре персе анатчĕ. Эпĕ Ярмуша тройкăпа килне леçме кайнă тесе ăнланнăччĕ. Çук иккен, ăна хуттăр çыннисем килĕрен киле кӳртсе хăналаççĕ, пĕр-пĕр килтен тепĕр киле илсе кайма тăрсан та, тăрантас çине лартаççĕ, çул ытла кĕскипе хуттăр тавра çавăраççĕ.
Ушкăнти çынсем каллех тăрантас патне пырса тăчĕç, ӳсĕр Ярмуша хулĕнчен тытса пӳрте илсе кĕме пикенчĕç — Ярмуш, çунаттине амантнă курак пек, аллисемпе çапкаланма пуçларĕ, тӳрех шала кĕресшĕн пулмарĕ, халăх çинче сăмах каласшăн иккен вăл.
— Кĕçĕр эсир лăпкă çывăрма пултаратăр, кĕçĕр сирĕн пата килекен пулмасть... Кăна сире эпĕ калатăп, — тайкаланса илчĕ вăл. — Эпĕ... Ярмуш, калатăп!
— Ан килччĕрех, Ярмуш. Сана тем пек тав тăвăттăмăр!
— Ĕмĕр манмăттăмăр!
Ярмуш ахаль те хĕсĕк куçĕсене пушшех хĕсет, ĕхĕлтетсе кулать:
— Эпĕ сире витĕр куратăп, май килсен, эсир мана паян-тăк паян тытса парăттăр, май килмест, мĕншĕн тесен никама тытса пама çук. Патша çук, земски çук, уретник çук. Ара, кама тытса парас тетĕр?! Манран асли уесра кам пур? Эпĕ хушмарăм-тăк — сире никам тивмест, эпĕ кача пӳрнепе çеç тăсса кăтартам — çап-çара тăрса юлатăр! Çапла-и, Левентей салтак?
Усĕр Ярмуш, сасартăк урăлнă пек пулса, паçăрхи салтак енне çаврăнса тăчĕ.
Левентей, куçпуçне вылятса, темскер калама тăчĕ — шĕпĕн сăмсаллă çын ăна тĕртсе ячĕ, ахăртнех, Ярмуша çиллентересрен хăрарĕ, ун вырăнне вăл, маларах иртсе, хăй тăчĕ.
— Çапла пулмасăр, çапла, Ярмуш. Эсĕ пире хĕрхен ĕнтĕ, ют çын мар-çке, мĕнле пулсан та эпир пĕлĕшсем.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...