Пăва çулĕ çинче :: Шуркинсен çемйинче
Килтен ман валли илсе килнĕ апат-çимĕçе атте пĕтĕмпех Анна Селивестровна аллине пачĕ те ман çине кăтартрĕ:
— Çакна та хăвăр çемйĕре йышăнăр ĕнтĕ.
— Мĕн калаçмалли пур, хамăн ачасемпе пĕрле çитерсе пĕрле усрăп, — япшар чĕлхе вĕççĕн тавăрса хучĕ хуçа-арăм. — Ман ачасемпе пĕрле вĕренме те çăмăл пулĕ ăна. Митя грамматикăпа та, арифметикăпа та аван вĕренет, Сантăра та пулăшса пырĕ.
Мана хваттере шанчăклă вырнаçтарнине туйса илсен, атте текех хулара чарăнса тăмарĕ, лашана шăварса кӳлчĕ те килелле уттарчĕ. Эпĕ ăна ăсатмалла урам вĕçне çити ларса кайрăм. Тăвалла çул хире илсе тухрĕ. Кипеккасси те курăнакан пулчĕ. Атте лашана чарчĕ. Эпĕ урапа çинчен сиксе антăм.
— Чипер кай, атте! — терĕм ăна, кăштах хурланса, — тен, хĕле кĕмесĕр те тĕл пулаймăпăр.
— Тăрăшса вĕрен, ачам, килтисемшĕн ан хуйхăр, эпир пĕр майлă пурăнăпăр, — çапла ырă сунса, атте лава хускатрĕ.
Хула урамĕпе анаталла утатăп. Куç хăрпанки айĕнчи куççуль тумламĕсем пĕрерĕн сăмса патне тапса тухаççĕ. Пĕчĕк тутăрпа шăлса типĕтетĕп, куçăм пурпĕрех шывланать, тĕтреленет. Урамри çуртсене те, çынсене те курмастăп. Эпĕ килтисем çинчен шухăшлатăп. Анне апат пĕçернĕ пек, сĕтел хушшинче эпĕ çуккишĕн хурланса çиеймест те пек: «Пĕчĕккĕ чухне ачашлаймарăм, лайăх пăхса та ӳстереймерĕм, халĕ, акă, йăваран вĕçсе тухса кайрĕ те тахçан килсе курать ĕнтĕ», — тесе, хăйне хăй ӳпкелешет пек...
Çула май пушта кĕтĕм те, конвертпа марка илсе, çавăнтах киле çыру çыртăм, Ванюк шăллăма шкулта тăрăшса вĕренме тата килте аннене пулăшма, ăна итлеме, маттур пулма хушрăм. Унтан килтисенчен пуçне асаттепе асаннене, инкене, кукаçипе кукамая, Эрнаслу аппана, кӳршĕсене те чунтан-вартан салам ятăм.
Аттерен уйрăлнă чухнехи йăшнă кăмăлăм шкулта та, хваттерте те час-часах сисĕнет. Учительница Кольцовăн «Косарь» сăввине пăхмасăр вĕренме хушсан, эпĕ тепĕр кунне класра ăна пĕр такăнмасăр вуласа патăм. Учительница мана тӳрлетсе акă мĕн каларĕ:
— Ку савăнăçлă, çутă кăмăллă сăвă, эсĕ ăна хурланса вулатăн. Ун пек Некрасовăн «Вырман анине» çеç вулама юрать.
Хваттерте Митя мана кунсеренех хăйĕн кĕнекисене кăтартать, урока та манпа пĕрле хатĕрленет. Грамматикăпа вăл мăна пуплев пайĕсене ăнлантарса парать, анчах эпĕ хăшпĕр вырăсла сăмахсене склонени тума пĕлместĕп. Ку тĕлĕшрен Митя та пулăшаймасть: «Вырăсла апла каламаççĕ», — тесе çеç хурать.
Анна Селивестровна килте çук чухне пирĕн пата Митя юлташĕ Гера Пчелов пырать. Пĕвĕпе вăл манран чылай пĕчĕккĕ те, анчах тем те пĕлет. Сарлака пит-куçлă та ырă кăмăллă ача вăл.
Гера малтан Митьăпа пĕрле ырана парса янă задачăсене тăвать, унтан хул хушшине хĕстерсе килнĕ кĕнекине кăтартать. Кунсерен çĕнĕ кĕнеке илсе килет вăл. Мана Гера: «Вырăсла лайăх калаçма вĕренес тесен, кĕнекесем ытларах вула», — тет. Унăн ашшĕ учитель иккен. Килĕнче вĕсен хăйсен библиотеки пур тет.
Эпĕ Герăпа часах туслашрăм. Вăл мана, чăваш ачине, тăтăшах хула тăрăх илсе çӳрет. Митя пек килĕнче хутланса ларма юратмасть. Пирĕн пата пырсан кирек хăçан та мĕн çинчен те пулин каласа тĕлĕнтеретех. Пĕррехинче вăл те Африкăра, те Индире çынна çиекен йывăç ӳсет тесе пĕлтерчĕ.
— Ураллă мар-тăр вĕт вăл, çынна епле тытать-ха? — ыйтрăм эпĕ.
— Йывăçĕ ураллă мар та, çын çывăхран иртсе пьшă чухне ăна унăн тураттисем ярса илеççĕ, тет. Йывăççин варринче çилĕм пек шĕвĕ япала пур, тет. Çав япала çынна çийĕнчех ирĕлтерсе ярать. Выльăха та тискер кайăксене те тытать, тет, вăл.
Çакнашкал хăрушă япала пирки калаçнă хыççăн Гера сумкинчен кулачă туртса кăларчĕ те, çичĕ пая уйăрса, кашнинех валеçсе пачĕ. Ку чухах пулчĕ, Анна Селивестровна паян таçта кайнă та кăнтăрлахи апат та хатĕрлемен. Эпир çемйипех выçă лараттăмăр.
Апат-çимĕç тĕлĕшĕнчен Шуркинсен килĕнче йĕрке çук вара. Малтанах, манăн кĕрпепе пăри çăнăхĕ пур чухне, Анна Селивестровна пире кунне виççĕ пĕçерсе çитеретчĕ. Пыра-киле манăн хутаçри çăнăх та, кĕрпе те пушанчĕ, çу та пĕтрĕ (шăрттана эпĕ пĕрре çеç тутанса юлтăм). Икĕ михĕ çĕрулми илсе килнĕччĕ — вăл та самаях чакрĕ. Анна Селивестровнăн чăланĕнче хăйĕн нимĕн те çук иккен. Упăшкишĕн илсе тăракан пенсийĕ те сахал пулмалла — çăкăр илме те çитмест. Пирĕн ялти пĕр ят çĕрĕ çинче çурмалларан туса илнĕ тырри те Пăвана çитнĕ-çитменех вĕçсе кайнă-мĕн.
Ирхине Анна Селивестровна пире çатма çинче кавăн ăшаласа парать те, хăй таçта тухса каять. Митьăпа йăмăкĕсем вĕри кавăн турамĕсене çăкăрсăрах çиеççĕ. Эпĕ ял ачи-çке! Çăкăрсăр эпĕ халиччен пăтта та çисе курман. Нимĕн тума та çук. Кунта манăн та çăкăрсăр кавăн çиме вĕренмелле пулчĕ. Анна Селивестровна таврăнасса кĕтсе ларма çук — шкула каятпăр.
Кăнтăрла иртсен икĕ сехетре эпĕ те Митьăпа йăмăкĕсем те шурă штукатурлă çурта таврăнатпăр. Кухньăри сĕтел çинче кавăнпа пĕçернĕ вир пăтти (Митя амăшĕ каллех килте çук). Кăна та ик-виç кашăкăн пайласа çăкăрсăр çиетпĕр. Хырăмра пушă. Часах çĕнĕ кĕнеке йăтнă Гера килсе кĕрет. Паян вăл пире Максим Горький калавĕсене вуласа кăтартать. Пирĕн хушăмăрта часах писательсем пирки те сăмах пуçланса каять. Эпĕ халиччен кĕнеке çыракан писательсем пурте ĕлĕк-авал пурăннă çынсем пулĕ тесе шутланă. Гера каланă тăрăх, Максим Горький халĕ те пурăнать, унăн ашшĕ ăна Хусанта курнă тет.
— Пушкин, Лермонтов, Толстой — пурте улпутсем пулнă, — аллине сулса илет Митя, — Горький пирĕн пекех чухăн пурăннă. Писателе мĕнле тухнă-ши вăл?
— Тăрăшнă. Вĕреннĕ, — сăмаха татса калать Гера, — тăрăшсан, эсĕ те писатель пулма пултаратăн.
— Эпĕ? — кулса ыйтатăп унтан.
— Эсĕ те пултаратăн, — тесе тĕлĕнтерет Гера, — анчах нумай вĕренес пулать. Çырас тесен, грамматикăна лайăх пĕлмелле тата склоненисене вĕренмелле.
— Чăвашла çырма юрать-и?
— Чăвашла типографи пулсан юрать. Эпĕ «Нарспие» аса илетĕп.
Максим Горький вĕренмесĕрех писателе тухнă тесе ĕнентерет Митя. Гера унпа килĕшмест, вĕренмесĕр писатель мар, писĕр те пулаймастăн тет.
Май пулсан, эпĕ халех Хусана Максим Горький патне кайса килĕттĕм тесе шухăша каятăп. Герăпа Митя çав-çавах тавлашаççĕ. Хула ачисем тем çинчен те пĕлеççĕ. Эпĕ Митьăсем патĕнче пурăнатăп пулсан та, тавлашура тăтăшах Гера майлă пулатăп. Вăл калани маншăн кирек хăçан та саккун.
Паян эпир шăп хĕрсе кăна кайсан, Анна Селивестровна килсе кĕчĕ.
— Ыран апат пĕçерме вутă çук, — терĕ вăл. — Чăрăш йĕкелесем пухма вăрмана каятпăр. Сантăр, эсĕ кунтăк йăт, Митя кĕрепле илет.
Эпир хатĕрленнине курса, Гера та вăрмана пыма пулчĕ.
— Аннӳ вăрçмаĕ-и? — ыйтрĕ хуçа-арăм, — аннӳ вăрçмасан атя, уçăлса çӳремелле. Чăрăш йĕкелĕсем пухасси йывăр ĕç мар.
Çул çинче эпир хур кĕтĕвĕ пек пĕр-пĕрин хыççăн карталанса кайрăмăр. Малта кивĕ юбка тăхăннă Анна Селивестровна пырать, ун хыççăн Митя, Гера, эпĕ утатпăр. Пирĕн хыçран хĕрачасем тăваттăшĕ те йăраланаççĕ. Кашниех кĕрепле, сенĕк е михĕпе пĕчĕк кунтăк йăтнă. Пире ертсе каякан Анна Селивестровна çеç пушăлла пырать. Хĕвелтухăçĕнче, хула хĕрринче, Хырла шывĕ юхса иртет. Ун урлă хывнă ансăр кĕпер çине кĕрсен, пирĕн мĕлкесем шыв çине ӳксе улăп пек пысăккăн курăнса кайрĕç.
— Кун пек çынсене вăрмана кĕртме те хăрушă, пĕр йывăç хăвармиччен çĕмĕрсе тăкĕç, — кулса илчĕ Гера.
— Шывра чăнах та эпир мар, çичĕ çухрăм ярса пусакан паттăрсем пыраççĕ тейĕн, — ерипен çеç каласа хучĕ Митя.
Зинăн улăп пуласси килмерĕ, унашкал çын валли юрăхлă пушмак та тупма çук терĕ.
Çапла шапăлтатса, эпир вăрмана пырса кĕтĕмĕр. Пирĕн тавра тем хулăнăш чăрăшсем саркаланса лараççĕ. Çĕрте тап-таса, пĕр йĕкел, пĕр чăрăш лăсси курăнмасть. Пăва çыннисем кунта çӳп-çапа та вырттармаççĕ. Эпир шап-шурă хăйăрлă çулпа шалалла утатпăр. Çултан инçе те мар пĕр çын тахçан ĕлĕк каснă йывăç тункатине тымарĕ-мĕнĕпе кăклать. Анна Селивестровна çак тункатана кăларма мĕнле ирĕк пани çинчен ыйтса пĕлчĕ. Вăрманта ĕçлекенсене çеç параççĕ иккен.
Малалла утатпăр. Чăрăш йĕкелĕсене пирĕн пек пухма шутлакансем кунта вăрман туллиех. Ăçта пăхнă унта кунтăк йăтнă çын çĕрелле пăхса çӳрет. Пĕр çĕрте пире хăйăр çине тăкăннă чăрăш лăссисем чылай пек туйăнса кайрĕç. Хутран-ситрен йĕкелĕ те пур. Анна Селивестровна аллипе çеç сулчĕ — эпир ĕçе пикентĕмĕр те: хĕрачасем чăрăш йĕкелĕсене пухаççĕ, эпир кĕреплепе лăссисене туратпăр. Пĕр-икĕ ывăçлăх пухăнсан — миххе яратпар.
Çакнашкал пĕр-икĕ сехет аппалансан, эпир чăрăш лăсси тултарнă михĕсене йăтса хулана таврăнатпăр. Гера çул çинчех килне кĕрсе юлчĕ. Каçхи апата Анна Селивестровна пурсăмăра та пĕрер татăк çăкăр, пĕрер кружка вĕри шыв тата икшер таблетка сахарин пачĕ.
Урайне пурин валли те пĕр вырăн сарса пăрахнă. Сылтăм енчен чи хĕррине Анна Селивестровна хăй выртать, унпа юнашар пĕчĕк хĕрĕ Маша, унтан йĕркипе Тоня, Люба, Зина, Митя лăпчăнса выртаççĕ. Митьăпа юнашар ман валли хурса панă улăм тӳшекпе килтен анне парса янă минтер пур. Эпĕ килти пек выртнă-выртманах çывăрса каяймастăп. Каçхи апат мана ним чухлĕ те тăрантармарĕ, каллех çиес килет. Малалла мĕнле пурăнмаллине пĕлместĕп, киле çырса яма та хал çитмест: пĕр урапа тиесе янă апат-çимĕçе пĕр уйăхрах çисе пĕтернине пĕлсен, аттепе анне мана çийĕнчех киле таврăнма хушĕç, эпĕ пĕлетĕп, вĕсем килте çемьепе те ман чухлă пĕтермен.
Хваттере урăх çын патне кĕнĕ пулсан, апат-çимĕçе те хам тĕллĕн çеç çинĕ пулсан, атте парса хăварнă кĕрпепе çăнăх мана раштава çитмеллеччĕ. Шăрттанне те пĕрер татăкăн шкула чиксе кайнă пулăттăм. Эпир, ял çыннисем, питех те айван çынсем çав. Аттепе анне Анна Селивестровна ыйткалакан пек чухăн пурăннине те тавçăрса илмен. Ман пирки сăмах тапратсан: «Ют çынна хваттер укçи тӳлесе тăриччен, хамăр пĕлекен Шуркин Палюк арăмĕ патĕнче пурăнтăр», — тесе канашларĕç. Акă халь пĕр уйăх хушшинчех вунă хваттер укçилĕх тухрĕ, çитменнине, кунĕ-кунĕпе выçă çӳретĕп. Хутран-ситрен Гера килсе кулачă татăкĕ çитерсен çеç кăштах чĕре сури тăватăп.
Çакнашкал чылайччен шухăшласа выртсан, эпĕ те куç хăрпанкисем йывăрланнине туйса илетĕп, нимĕн курми пулса, тĕлĕрсе каятăп. Сасартăк ман хăлхана хуçа-арăм сиксе тăни илтĕнет. Анна Селивестровна кухньăри сĕтел çине лампа çутса лартать те эпир çывăракан пӳлĕм алăкне ерипен хупса хурать. Пăртак тăрсан, вăл пӳлеме кĕрсе итлесе тăрать — ачасем пурте ăшă ыйхăра, эпĕ те çывăрам пекки туса вăрăммăн сывлатăп. Анна Селивестровна ман пуç вĕçĕнчи арчине уçать. Сăмсана шăрттан шăрши çапать. Çавăнтах тем пек çиес килсе каять. Анна Селивестровна арчине каялла хупса питĕрет те чĕрне вĕççĕн кухнине тухать. Эпĕ ниепле çывăрса каяймастăп. Кухньăра хуçа-арăмĕ ман шăрттана çиет... Çакăнтан вара эпĕ хуçа-арăм çине ырă куçпа пăхма пултараймастăп.
Пуринчен ытла хуçа-арăм ман шăрттана хăй пĕр-пĕччен çисе яни тарăхтарать.
Çак çĕрлехи истори хыççăн пĕр-икĕ кунтан Анна Селивестровна пире, тӳсе ватнă çĕрулмине çăнăхпа ирсе, пĕрер пашалу пĕçерсе пачĕ, тата тепрер пĕчĕк пашалу ирхи апата та хатĕрлесе шăвăç тирĕк çине турилккепе витсе хучĕ. Килте пулсан, ун пек пашалăва эпĕ пĕр-пĕччен вуннă çимелле те, кунта выçăллă-тутăллă усранинчен тĕлĕнме пăрахрăм ĕнтĕ. Çак асапа мĕнле те пулин пурăнса ирттерес те, юр ӳксен, атте, çуна кӳлсе, какай та, çăнăх та илсе килессе ĕмĕтленетĕп. Ун чухне вара ăна хама çĕн хваттере куçарса хăварма тархаслатăп.
Çакнашкал ĕмĕтпе выртса çывăрсан, ирхине хам çумри Митьăпа Зина мăкăртатса калаçнине илтсе вăранса кайрăм. Хуçа-арăм та, ачисем те пурте вăраннă, шăппăн калаçса выртаççĕ. Сăмах ман çинчен пырать.
— Ăна эпĕ пĕрмай пысăкрах татăк тыттаратăп, хамăн ачасенчен лайăх пăхатăп, — тесе анасласа илет хуçа-арăм.
— Кăна унтан эпĕ те кĕтменччĕ, — сассине парать Митя.
— Тен, эсир хăвăр хăтланнă? Тунма ан вĕренĕр, — хăратса калать Анна Селивестровна, — ну?
— Çук, эпир тивмен, — теççĕ хĕрачисем.
Эпĕ итлесе выртрăм-выртрăм та: «Мĕн пулнă пулать-ха?» — тесе йăшăлтатса илтĕм, хам вăраннине систертĕм. Хуçа-арăм ӳсĕрсе илчĕ. Ачисем шăп пулчĕç.
— Сантăр, мĕншĕн эсĕ çапла иртĕнетĕн? — Анна Селивестровна мана ятлама тытăнчĕ, — манран ыйтмасăр икĕ пашалу çисе янă?
Эпĕ çийĕнчех ăнланса та илеймерĕм.
— Мĕнле пашалу? Хăçан?
— Ан тун! Çĕрле тăрса çиекенни кăм пулнă? Эсĕ мар-и? Сисмеççĕ терĕн пулĕ. Сакăр пашалуран улттă çеç хăварнă.
Çакнашкал элеке тӳсме çук ĕнтĕ. Çавăнтах сиксе тăтăм та, тумланса, кухньăна чупса тухрăм, хурланса йĕрсе ятăм, кĕнекесемпе тетрадьсене кĕтесри арчана чиксе хутăм. Эпĕ ку таранччен атте-аннерен ыйтмасăр ниçта та ура ярса пусман, нихçан нимĕн илмен. Çук, кун пек мăшкăла эпĕ тӳссе тăма пултараймастăп. Халех тухса таратăп!
Питçăмарти тăрăх куççуль шăпăртатса юхма пуçларĕ, йĕме чарăнас-чарăнас тетĕп, чарăнаймастăп, — тарăхнă ăшчик ниепле те лăпланаймасть, хурланнăçемĕн хурланса ĕсĕклеттерет. Пӳртре часах кăшкăрашу тапранса кайрĕ. Чи малтан Люба çухăрса ячĕ:
— Сантăра ан айăплăр, пашалусене иккĕшне те эпĕ çирĕм... Тутлă пулчĕç те... Каçах, эсир çывăрса кайсанах тăрса çирĕм!
Анна Селивестровна кухньăна тухса мана ыталаса илет, каçару ыйтать, хĕрне вăрçса тăкать.
Эпĕ йĕре-йĕре халтан та кайнă... Унччен те пулмарĕ, хуçа-арăм аллинчи сарлака чĕн пиçиххи Люба çурăмĕ тăрăх ыткăнма тытăнчĕ. Хĕрĕ çари-çари çухăрать. Эпĕ пит-куçа шăлкаласа картишне тухрăм. Кăштах лăплантăм пулмалла. Çапах та пăрахса каяс шухăш пуçран сирĕлмест. Урама тухрăм. Пасар енчен тутлă кулачă шăрши кĕрет. Малалла утрăм...
Вăхăт мĕн чухлĕ иртнине пĕлместĕп, эпĕ хуларан тухса Кипеккасси патне çывхарнă та иккен. Васкатăп. Каçчен киле çитес тетĕп. Шкултан илнĕ кĕнекесене каялла учительницăна парса хăварманнишĕн çеç кăштах ӳкĕнетĕп.
Сăрталла улăхакан çул тăрăх ман хыçран хура лаша кӳлнĕ пĕр лав килет. Эпĕ ăна кĕтсе ерипентерех ута пуçларăм. Акă урапапа танлашрăмăр. Лав хуçи — Туманик Иванĕ пулах кайрĕ. Эпĕ вăтаннипе куçпуçа çĕрелле ӳпĕнтертĕм. Вăл мана палларĕ:
— Эсĕ ăçта каятăн?
— Эпĕ кунта вĕренме килнĕччĕ те хваттер ăнмарĕ, апат-çимĕçе çисе ячĕç те халĕ выçă усраççĕ, — тесе сассăма патăм.
— Эккей, нуша! — тет вăл, — лар, апла пулсан, эпĕ Анат Туçара чарăнатăп та, унта çитиччен те пулин пĕрле пыр ĕнтĕ, унтан çуран та чупса çитĕн. Анчах мĕншĕн эсĕ йĕретĕн?
— Куçа çӳп кĕчĕ пулмалла, шапăрах куççуль тухрĕ, — тесе хама хам çын пек тыткалама тăрăшатăп.
Туманик мана хутаççинчен хытнă çăкăр кăларса пĕр чĕл касса парать, унтан икĕ панулми тыттарать. Кулачăран та тутлăраххăн туйăнса кайрĕ çак çăкăр чĕлли. Çав вăхăтрах вăл мана ăшă киле, аннене, унăн апат-çимĕçне аса илтерчĕ.
— Хулара çĕр пирки çĕнĕ саккун тухасси çинчен мĕн шавлаççĕ? Илтмен-и? — тесе ыйтать лавçă. — Шкулта турă кĕнекисене ĕлĕкхи пекех вĕрентеççĕ-и?
Гера Пчелов мана аякри çĕршывсем, Максим Горький тата темле паттăр çинчен каласа кăтартатчĕ — çĕр саккунĕ çинчен эпĕ нимĕн те илтмен.
— Питĕрте самани лăпкă мар, тет. Тĕрĕс-ши?
Эпĕ кун пирки те уççăнах калама пултараймастăп.
Пĕркун, çулла, эпĕ ахалех Туманике çилленнĕ иккен. Вăл пĕртте усал çын мар. Мана епле ырă турĕ паян.
Хĕвел кăнтăрла тĕлне çитнĕ çĕре эпир Анат Туçана çитрĕмĕр. Туманик тем çăмăлпа хурăнташĕсем патне кĕрсе юлчĕ. Малалла вунпилĕк çухрăм манăн çуран утмалла. Çавăнпа эпĕ урапа çинчен аннă-анманах хĕвеланăç енне васкатăп.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...