Пăва çулĕ çинче :: Хулари тĕлпулусем
Тырă вырма тухас умĕн анне мана Пăвана тепĕр хут ăсатрĕ. Хĕрĕх пилĕк çухрăмри хулана пирĕн Хушкапуç кăçал пĕрре çеç хутламан ĕнтĕ. Çул çинче вăл хăех пĕлет ăçтан пымаллине — тилхепе те тытмалла мар. Çын аташма, йăнăш çулпа кайма пултарать, Хушкапуç — çук, вăл аташмасть.
Анне мана малтан пĕр-пĕччен çул çине кăларса ярасшăн пулмарĕ. «Хăрушă, ача-пăча çумне тахшин те çыпçăнма пултарать», — терĕ вăл, манпа пĕрле асаттене е кукаçие лартса яма шутласа. Ман телее, асатте килте пулмарĕ — вутă пирки Карапай Шăмăрша кайна, кукаçи сывлăхран кăштах йăшнă — выртсах тарать. Вара анне ирĕксĕрех манпа килĕшрĕ — çул çине пĕчченех тухма ирĕк пачĕ. Эпĕ хăраканни мар. Хушкапуç та мана итлет. Эхер те пĕр-пĕр ял урлă каçнă чух ача-пăчасем çыпçăнсан, урапа çине улăхса ларма хăтлансан, элĕ пĕрре çеç шăхăратăп — лаша çилçунат пек сиксе ӳкет. Ун чух мана никам хăваласа çитеймест.
Хирте, паллах, ман çума никам çулăхмасть. Вăрмансем — аслă çулпа кайсан — хулана çитиччен те тĕл пулмаççĕ. Пирĕн таврара пĕлтĕр Ярмуш банди иртĕнсе çӳретчĕ, хуттăрсене çарататчĕ. Кăçал вăл та ытлашши ашкăнмасть: «Комиссарсенчен хăратăп», — тесе каланă пулать вара. Çитменнине, Ярмуш пуянсене çаратать, манăн урапа çинче — килте пĕçернĕ çăкăр, пĕр чӳлмек турăх та ешĕл сухан пур. Мĕне хапсăнтăр-ха вăл, Ярмуш? Лашана-и? Пирĕнни пек лаша çине вăл куç хӳрипе те пăхмасть!
Килтен эпĕ ирхине кетӳ хăваланă вăхăтрах тухрăм. Хушкапуç тикĕт сĕрнĕ урапана кăлтăртаттарса аслă çулпа хĕвеле хирĕç юртать. Эпĕ çывăрса тăранайманнипе хутран-ситрен анаслакаласа илетĕп. Ыйха парăнма юрамасть. Пĕр-пĕччен пынă чух санăн куçпуçу чĕрĕ пулмалла. Унсăрăн пĕр кĕтмен çĕртен кăсăк курма тĕл килĕ. Анне те шанми пулĕ, «ача-пăча» тейĕ. Эпĕ ача-пăча шутĕнчен тухнă ĕнтĕ.
Кивĕ Ахпӳртпе Тури Туçа хушшинче мана шăнкăрав çакнă лав хăваласа çитрĕ. Эпĕ каялла çаврăнса пăхрăм: икĕ тимĕр кăвак лаша сарлака ăмрисене вылятса юртаççĕ. «Мĕнле ямшăк-ши ку?» — тесе, эпĕ урапа айккинелле уртăнса илтĕм. Тăрантас çинче Ухик ларса пырать. Эпĕ, лав çинчен сиксе анса, ун патне чупса пытăм, сывлăх сунтăм.
— Аçу патне каятăн-и? Пĕчченех-и? Хăрамастăн та-и? — тесе, вăл, ларкăч çинчи ямшăкне, куç хĕссе, ман çине кăтартрĕ.
Кĕске сăмсаллă ямшăк мана мухтанăн ăшшăн пăхса ялкăшрĕ, «ачи пултарать» тенĕ пек, Ухике хирĕç çаврăнса темскер каларĕ.
— Апат леçме çеç каятăн пулсан, кӳр кунта хутаççуна, хамăр кӳртсе парăпăр, эсĕ килне кай. — Тăрантас çинчен анса, Ухик пĕр кана манпа юнашар утса пычĕ, — эпир аçупа пĕр урамрах пурăнатпăр вĕт.
Пăвана атте патне каясси маншăн кирек хăçан та ĕмĕтри тутлă пылак пек туйăнать. Халĕ те, пĕр тухнăскер, хулана çитсе курасах килет. Ухик ырă кăмăлтан сĕннине сирсе яма та аван мар. Пĕр самантлăха шухăша каятăп. Ухик эпĕ килелле çаврăнасшăн маррине сисетмĕн, ямшăк енне çаврăнса, чĕлĕм тивертсе ярать, ман çинчен мансах кайнă пек пулать.
— Эпĕ аттене тырă вырма килех илсе таврăнасшăн вĕт, анне çапла хушса ячĕ, — тетĕп Ухике.
— Хăвăн ирĕк, — килĕшет вăл. — Çул çинче пĕччен хăрамастăн-и?
— Кашни пилĕк-ултă çухрăмран ял иккен те, мĕнрен хăрамалла? — пысăк çынла сасса хулăнлатса калатăп хам.
Пар ут кӳлнĕ тăрантас шăлтăртатса малалла ыткăнсан, эпĕ тусанлă çул çинче каллех пĕр-пĕччен тăрса юлтăм. Хушкапуçа ямшăк лашисем хыççăн хăваласа ывăнтарма юрамасть, кайран ăна эрнипе кантарма тивĕ. Урапа çине улăхса лартăм та Ухикĕн кĕске пăшалне аса илтĕм. Унашкал пăшал пулсан, эпĕ ниçта та хăрас çук. Пĕлтĕр аттен икĕ кĕске пăшалччĕ, темшĕн пĕрне хама пама ыйтмарăм. Халĕ хăйĕн те çук: пĕрне вăрман хуралçинчи Кавăрле куккана, теприне Пăвари пĕлĕшне парса янă. «Хам валли винтовка кĕпçине татса тăвăп», — тенĕччĕ те — халиччен те тăваймасть.
Лаша пĕр тикĕс лĕпсĕртетет. Эпĕ ăна хистеместĕп. Кун вăрăм-ха. Каçчен пурпĕрех Пăвана çитетĕп. Кушкăна çитсен, пусă умĕнче чарăнса тăтăм: Хушкапуçа пĕр патьен шыв кăларса патăм. Кушкăран тухсанах çӳллĕ мечĕтлĕ Сăрьел — тутар ялĕ курăнса кайрĕ. Унта ман урапа тавра икĕ хĕрлĕ йытă явăнса сике-сикех вĕркелерĕç те — лаша хăнк та тумарĕ, Урама тухса тăнă хура тумлă пĕр тутар ман çине пăхса тăчĕ-тăчĕ те: «Эн, малай, ăçта каятăн?» — тесе кăшкăрчĕ.
— Совнархоза! — хурав патăм кăна.
Сăрьелĕнчен Лаш Таяпа, Лаш Таяпаран Хайпăç — ял хыççăн ял ылмашăнса пырать. Сисмерĕм те — Пăвана çитме вунпилĕк çухрăм çеç юлчĕ. Пĕлĕт çине пăхса илтĕм: хĕвел çӳлте-ха. Хулана ир çитетĕп иккен. Атте ĕçрен таврăниччен лашана çитерсе, шăварма та ĕлкĕрĕп. Çапла шухăшласа пынă май эпĕ сисмен те — ман хыçра каллех икĕ тимĕр кăвак лаша çăварлăхĕсене чăмласа тулхăрса илчĕç. Ухик... Вăл Лаш Таяпара пуху ирттертĕм терĕ, çавăнпа манран хыçа тăрса юлнă. Пăвана иксĕмĕр те пĕрле пырса кĕтĕмĕр. Атте мана курсан питĕ те савăнчĕ. «Эпĕ хам та киле пыма хатĕрленсе тăраттăмччĕ, икĕ эрнелĕхе отпуск пачĕç, эсĕ килни юрĕ-ха, çуран утмалла пулмарĕ», — тесе, вăл лаша хăмăт-йĕвенĕсене тĕрĕслерĕ, урапа тевĕшĕсене карăнтарса пăхрĕ, тикĕт лакăмне те темле пыл пек çăра çу тултарса хучĕ.
Каçхине эпĕ Гера Пчелова курас кăмăлпа урама тухрăм, Хула сачĕ патне çитсен, пĕлтĕр хам вĕренме хăтланнă шкула, Шуркинсен çемйине аса илтĕм. Çук, чун Шуркинсем патне пĕртте туртмасть. Митя путсĕр амăшĕшĕн айăплă мар та, пурпĕрех Гера пек интереслентермест вăл мана.
Тетĕç урамĕнчи кăмăллă çурта пырса кĕрсен, эпĕ чи малтан Гера ашшĕне асăрхарăм. Вăл мана пĕлтĕр пĕр-икĕ хутран ытла курман — халĕ палламасть ĕнтĕ тесе шутларăм. Хам мĕн çăмăлпа çӳренине пĕлтерме çеç тытăннăччĕ — Максим Антонович мана хăна вырăнне хурсах алă пачĕ.
— Нумай, нумай пулатчĕ-ха эсĕ килменни, Сантăр, — тесе, вăл мана шалти пӳлĕмнех илсе кĕчĕ. — Амăшĕ, варени пар пире, чей ĕçтер!
Гера амăшĕ те мана тăван пек хапăл турĕ. Эпĕ Гера ăçтине пĕлесшĕн пултăм.
— Халех килет, садраччĕ-ха вăл, — тесе, амăшĕ терраса çине тухса кайрĕ.
— Гера сана час-часах асăнать, кăçал кĕркунне кунта килетĕн пуль?
— Кăçал манăн атте те кунта ĕçлет, кăçал хăрушă мар, — вĕри чей куркине чашăк çине йăвантарса хыпарлатăп хам.
— Ăна та пĕлетĕп. Хăйпе курса калаçма тĕл килмерĕ те — мухтанине илтсе, лайăх ăста теççĕ. Гера пире пурне те пĕлтерсе тăрать.
Садри Гера чупса кĕрсен, эпĕ çийĕнчех сĕтел хушшинчен тăрса тухрăм, ăна урама васкатрăм. Ашшĕпе амăшĕ мана ӳпкелешсех юлчĕç: «Чейне мĕншĕн пĕр курка çеç ĕçрĕн, кукăльне мĕншĕн çимерĕн?» — тенĕ сăмахсем темиçе хутчен те илтĕнчĕç.
Хĕвелпе пиçсе хуралнă пит-куçлă Гера, пĕлтĕрхипе танлаштарсан, йăлтах улшăннă пек туйăнать. Тăслак та çинçереххĕн курăнать. Çăлтăр пек йăлтăртатса çунакан куçĕсем çеç ĕлĕкхи ырă кăмăллă юлташа аса илтереççĕ.
Эпир кĕркунне ăçта вĕренесси çинчен калаçатпăр. Гера улттăмĕш класа куçнă, эпĕ çĕнĕ профтехшкула кĕрес тетĕп. Малалла Гера Хусанти университет пирки ĕмĕтленет: «Анчах унта гимнази пĕтермесĕр илмеççĕ», — тесе вăрăммăн сывласа ярать. Эпĕ техник пуласшăн.
— Эсĕ киле хăçан каятăн? — Гера сасартăк хултан ярса тытрĕ мана.
— Ыран.
— Эпĕ те санпа ларса пыратăп, Патăртьелĕнче халĕ манăн аппа пур, учительница, тин çеç Йĕпреçрен куçса пынă вăл унта.
— Иккĕн шыва кĕме çӳрĕпĕр вара. Атя, атте патне кĕрсе калар, ыран вăл та отпуска пырать, — тесе, эпĕ Герăна хваттере илсе кайрăм.
Атте, паллах, манăн хулари юлташа хирĕç пулмарĕ, кăнтăрла иртсен икĕ сехетре çул çине тухатпăр терĕ. Гера килне чупрĕ, ырана хатĕрленсе тăрас пирки ашшĕпе амăшне пĕлтерме васкарĕ.
Тепĕр кун ирхине эпĕ аттепе пĕрле совнархоз мастерскойне ерсе кайрăм.
Революциччен мана чăваш ачи тесе вĕренме йышăнман мастерскойра халĕ темĕн чул çьш ĕçлет. Атте мана слесарнăя та, тимĕрçĕ лаççине те, юсама кӳнĕ машинăсене те кăтартса çӳрерĕ, юлашкинчен заведующи пӳлĕмне илсе кĕчĕ.
— Ывăл, — терĕ вăл ман пирки, — кĕркунне вĕренме килес тет.
Ĕлĕкхи симĕс карттуслă техник вырăнĕнче халĕ çĕнĕ заведующи, ырă кăмăллă тутар, ĕçлет. Вăл мана тăван ачине курнă пекех савăнса çурăмран лăпкарĕ:
— Ăста пулма тăрăшакан малайсене эпĕ юрататăп, — терĕ вăл. — Кил. Сентябрĕн пĕрремĕшĕнче вĕренме тытăнăпăр!
Ман умрах атте отпуск илсе тырă вырма киле пырасси çинчен калаçса татăлчĕ.
Хулана килнĕ ятпа эпĕ хамăн учительница Зоя Савельевна патне те кĕрсе тухма шут тытрăм. (Унăн хваттерне паçăр атте кăтартрĕ.) Вăл кăçал, Патăръел шкулĕнчи ачасем çуллахи каникула салансанах, упăшки патне Пăвана куçрĕ. Михаил Алексеевич ăна илме тройкăпах пынăччĕ.
Зоя Савельевна мана курнă-курманах кухньăран йĕкĕр алăклă терраса çине илсе тухрĕ, çаврака сĕтел умне лартрĕ, чей тултарса пачĕ, печени, варени, канфет туртса кăларчĕ, тем пек тарават пулчĕ, ялти хыпарсем çинчен ыйтса пĕлме тытăнчĕ. Кĕркунне эпĕ те хула çынни пуласси çинчен хыпар тусан, вăл, çепĕç тутисемпе хитрен кулса, чăлт-шурă шăлĕсене кăтартрĕ.
— Профтехшкул уçăласси çинчен мана Михаил Алексеевич та каласа кăтартнăччĕ.
— Çур кун класра вĕренмелле, çур кун мастерскойра ĕçлемелле пулать теççĕ.
— Тинех техник пулатăн апла, — тесе, Зоя Савельевна ман куçран пăхрĕ.
Хапха умне лав килсе чарăнни илтĕнсе кайрĕ.
— Михаил Алексеевич каллех таçта кайма тухнă пулĕ ĕнтĕ, пĕрмай вулăсран вулăса тĕрĕлтеттерсе çӳрет.
Çапла каласа, Зоя Савельевна ура çине тăчĕ те, супăнь кăпăкĕ пек шурă кĕпи çухавине вĕçертсе, алăк уçма тухрĕ. Эпĕ пĕчченех тăрса юлтăм. Михаил Алексеевича сăмах калама хатĕрленсе, чей те ĕçми пултăм. Крыльца алăкĕ уçăлса хупăнни илтĕнчĕ.
— Хĕрĕм! Пĕтрĕмĕр вĕт! Хута кĕр! — тесе, такам кăшкăрса ячĕ.
Эпĕ, сĕтел хушшинчен тăрса, кĕленче алăк патне чупса пытăм: Савик хуçа хĕрĕ умне чĕркуçленсе ларнă тă тем пирки тархаслать. Çакнашкал мыскара хам тарçăра пулнине тепĕр хут аса илтерчĕ. Ун чухне Савик хуçа атă çĕлетсе памасăрах мана хăваласа кăларнăччĕ. Патшана вырăнтан сирпĕтнине илтсен, вăл пĕр вăхăтра çĕнĕ саманана мухтаса çӳрерĕ, Михаил Алексеевичпа хурăнташланма та кăмăл тăвать тесе калаçатчĕç. Октябрь революцийĕ хыççăн пирĕн ялйышсем унăн тара илнĕ çĕрне туртса илсен, Савик хуçа ниçта тухса кĕми пулчĕ. Хуттăр тавра касса панă хăйĕн ят çĕрне акма та Сергей ывăлĕ çеç çӳретчĕ. Кристин аппа каланă тăрăх, вăл Зоя Савельевнăпа Михаил Алексеевич туйне чаплă тума хатерленнĕ. Комиссарпа хурăнташланни самаях сиплĕх парасса шаннă-мĕн. Зоя Савельевна тата ашшĕнчен пехил ыйтмасăрах Михаил Алексеевич патне, Пăвана, куçса кайнă. Савик хуçа, тем пек кăмăлсăр пулсан та, Пăвари чул çуртне, парне вырăнне хурса, кĕрӳшне пама тăнă, тет. Кун пирки пирĕн ялта темиçе тĕрлĕ те калаçса илчĕç. Пĕрисем калаççĕ, хуняшшĕн парнине Михаил Алексеевич йышăнман, теприсем йăлтах урăхла шавлаççĕ: «Санăн чул çурту пурпĕрех Совета куçать, ун пек парне пире кирлĕ мар», — тесе каланă пулать вара Савике унăн хĕрĕпе кĕрӳшĕ. Мĕнле пулнă-тăр ĕнтĕ — Пăвара Савике хапăл тусах кайман. Хăнана та пĕр-пĕрин патне çӳремен.
Юлашки вăхăтра Савикпе унăн хĕрĕ çинчен питех калаçсах каймастчĕç. Паян акă тата мĕн куратăп...
— Ĕлĕкхишĕн тем пек çилленнĕ пулсан та, каçар аçуна, ухмах пулнă, ăс çитеймен, — тесе, Савик çине-çинех пуççапать. — Аçу вĕт эпĕ... аçу. Чĕплĕм. Тăван юнăм... Усала хурсан та, ан пăрах аçуна. Турă пул. Пихампар пек ырă пул. Ман хута кĕрех?
Зоя Савельевна, ӳкĕтлесе, ăна аран-аран ура çине тăратрĕ. Вăрăм асав шăллă çиллес йытă пек тискеррĕн курăнса кайрĕ Савик. Çамки çине тапса тухнă шăнăрсем татăлас пек туртăнса пăчăртаннă. Пăтранчăк шыв тĕслĕ куçĕсем нимĕн те курмаççĕ-мĕн — кĕленче пек хытса ларнă. Икĕ питçăмартийĕ, икĕ пушă хутаç пек, икĕ енне усăнса, пĕркеленсе пĕтнĕ. Хура сухалĕ те хăйĕнни пек мар — васканипе йăнăш çакса тухнă япала пек туйăнать.
— Мĕн пулнă вара? — ерипен ыйтрĕ Зоя Савельевна.
— Эх, хĕрĕм!.. Ку саманара ыррине ан кĕт ĕнтĕ. Виçĕ кĕлетри тырра чухăнсем пырса çырса кайрĕç. Питĕртен килнĕ салтаксене, прототрет теççĕ-и çав мур илесшĕсене, Уксах Ярхун ертсе пычĕ. Кашни кĕлете уçтарса пăхрĕç. Вутлă арман пĕрми таран тĕрĕслерĕç. Мĕн чул тырă пуррине шута илчĕç. Сутма та, пытарма та юрамасть, — персе пăрахатпăр тесе хăратса хăварчĕç. Акă мĕнле тутлă вăл Совет влаçĕ. Хам пурлăхпа хам хуçа мар вĕт?!
— Миçе пăт памалла турĕç вара?
— Миçе пăчĕ паллă мар та, эпĕ çапла шутлатăп, ыйткалакан Ярхун таврашĕнчен ыррине ан кĕт кутăруçăн. Контрибуцие вĕсем самаях лаплаттарса хурĕç тетĕп... Питĕр вăл пысăк хула теççĕ. Выçă ларакансем унта сахал мар-тăр. Эпир айăплă-и ĕнтĕ уншăн? Эпир хамăр çиес тырра парса ямалла-и ĕнтĕ? — кăштах лăпланса, Савик тарланă ĕнсине тĕрĕллĕ пĕчĕк тутăрпа шăлса типĕтрĕ.
Зоя Савельевна ăна шалти пӳлĕме илсе кĕчĕ. Эпĕ каялла сĕтел хушшине кĕрсе лартăм. Уçă алăкра çав-çавах Савик сасси трубаран васкаса тухакан тĕтĕм пек кĕрлесе тăрать.
— Хĕрĕм! Чунăм! Мĕнпур шанчăк та — сирте. Кĕрӳ чармасан, Уксах Ярхун пĕр пĕрчĕ тырăсăр тăратса хăварĕ. Хутаç çакса ыйткалама каяс пулĕ. Мĕнле, кĕрӳ мана мăйкăчран кăлармаллах пек вĕт? Ырă-и, усал-и, эпĕ — санăн аçу. Сана пĕчĕккĕллех вĕрентмен пулсан, халĕ çак куна та курас çукчĕ, кĕрӳ пек чаплă çын арăмĕ те пулас çукчĕ. Тĕрĕссипе калатăп вĕт? Мĕншĕн чĕнместĕн? Самани вăл тĕрлĕ çаврăнма пултарать. Ку самантра мана йывăр килчĕ, тепĕр самантра сире йывăр килĕ. Пĕрне-пĕри пулăшмасăр тăма выльăх мар вет эпир. Кĕрӳ ăçтарах-ши? Курма тĕл килĕ-ши?
— Ĕçе кайрĕ вăл. Кăнтăрласăр килмест.
— Комиссар та комиссар теççĕ, уес ăна мĕн енĕпе пăхăнса тăрать ĕнтĕ?
— Çĕр тĕлĕшпе ĕçлет вăл.
— Апла вăл, хресченшĕн пулсан, чи асли, ĕлĕкхи наказной улпут пекки ĕнтĕ. Пултарать. Пуçра пур пулас. Салтакран вăл прапорщик пулса таврăнчĕ-и-ха? Санăн шăллу та прапорщик, анчах пиçмерĕ, ни комиссара, ни коммуниста тухаймарĕ. Çӳрет Чĕмпер тăрăх укçа тăкса. Çак йывăр саманана килте пурăнса ирттер, мана Ярмушран хӳтĕлĕн терĕм. Итлемерĕ. Картла выляма юратать пулас. Сан пек мар вăл. Тулкки çук ачаран... Кĕрӳн ашшĕ-амăшĕсем патĕнче хăнара пултăр-и? Çурт-йĕрĕсем тĕрĕс-тĕкел пуль? Вăрман хĕрринче, унта, хуралтсене чаплă тăваканччĕ. Çемйи пысăк-и? Пире тахçан паллаштаратăр ĕнтĕ. Кĕрӳ хурăнташĕсене хăнана чĕнес кăмăл пур та, килмесрен, намăс курасран хăратăп. Хурăнташпа хурăнташ килĕштермеллех пек те...
Эпĕ ашшĕпе хĕрĕ калаçса ларнине итлесе тăма аван мар терĕм. Кайма тăтăм. Усĕрсе илтĕм. Салху сăн çапнă Зоя Савельевна, ман пата тухса, вĕри чей тултарса пачĕ. Эпĕ текех тытăнса тăмарăм — тав туса йĕкĕр алăк енне ярса пусрăм. Кунта шăпах Савикпе пуçа-пуçăн çапăнтăмăр (эпĕ вăл мана хирĕç тухма тăнине асăрхаман). Вăл мана хулара тĕл пулнишĕн пĕртте тĕлĕимере. Тӳрех аллине пачĕ:
— Сывă-и, юлташ! — тесе, йăвашшăн кăна кăркка пек кăлтăртатса илчĕ.
Михаил Алексеевич хăйĕн пуян хуняшшĕне мĕн каланине эпĕ илтмен вара. Эпир — Гера, элĕ тата атте — çав кунах Пăваран киле тухса килтĕмĕр. Çул çинче пире тăрантаслă Савик хуçа хăваласа çитрĕ те сас-чĕв памарĕ, çийĕнчех чĕн саламатпа лашисене юнăрĕ, пирĕнтен ирттерсе кайрĕ. Лашисем иккĕшĕ те вĕçкĕнленсе юртаççĕ пулсан та, хуçи темшĕн пуçне уснă вара. Ахăртнех, кĕрӳшĕпе сăмахлани чĕри патнех пырса пĕтеймен пулас.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...