Пăва çулĕ çинче :: Кӳлĕ хĕрринче
Утă çулмалли хăшпĕр уçланкăсем картунтан чылай аякра. Унта эпир лаша кӳлсех каятпăр.
Вăрманта пурăнма лайăх та — ӳпре пурри йăлăхтарать. Утă çулмалли уçланка тухсан ниепле те тӳсмелле мар, кунти сывлăшра ӳпререн нумай япала çук та пулĕ. Ăçта уçă вырăн пур — пур çĕрте те ӳпре ларать: икĕ алăпа хăлаçланса хăваласа та, милĕкпе çапса та хăтăлма çук. Куçкĕретех сана çисе яраççĕ вĕсем. Гера, ӳпререн хăтăлас тесе, çак çуллахи шăрăхра та питне алшăллипе çыхрĕ, куçĕсене çеç уçă хăварчĕ. Ӳпресем пурпĕрех канăç памарĕç. Çухи айĕнчен те пулин йăпшăнса кĕрсе çыртма тытăнчĕç. Кунта ӳпререн хăтăлас тесен, вĕçĕмсĕр тĕтĕм мăкăрлантаракан кăвайт умĕнче ларас пулать е кĕрепле тытса аттепе кукка çулса пăрахнă утă паккусĕсене пуçтарма тытăнас пулать. Икĕ алла та пĕрмай каллĕ-маллĕ суллани ӳпресене хăратать. Ывăнсан, пăртак канам-ха тесе, уçланкă варринче чарăнса тăма çук вара. Хĕвел çинче çиçсе тăракан ӳпре кĕтĕвĕсем эсĕ ĕçлеме чарăннă-чарăнманах сана ирхи тĕтре пек сăрса илеççĕ, санăн юнна ĕçме тытăнаççĕ. Ку çеç те мар-ха — эсĕ çăварпа сывлатăн-тăк, — ӳпресен пĕр кĕтĕвĕ санăн пыру тĕпне пырса çапăнать, сăмсапа сывлатăн-тăк — сăмсу тулли тулать. Ĕçлеме тăрсан канса илесси çинчен ан та шухăшла.
Ахаль мар ĕнтĕ тем пек тĕреклĕ Кавăрле кукка та, çавине пăрахса, уçланкă хĕрринчи кăвайт патне чăрăш лăссисем йăтса пырать. Ун хыççăн эпир те уçланкă хĕррине чупатпăр. Ешĕл чăрăш лăссисем витĕр çăра тĕтĕм мăкăрланать. Тĕтĕм çине ӳпресем пыма хăймаççĕ. Кунта çеç кăштах канса илме май пур. Гера пуçне хупăрласа çыхнă алшăллине салтать, ӳпресем çыртса хĕретнĕ ал тунине кăтартать. Эпир унпа ӳпресене мĕнле пĕтерме май пурри çинчен канашласа илетпĕр. Гера тĕтĕм мăкăрлантаракан вĕркĕч тумалла та утă çулнă çĕре лартмалла тет. Эпĕ пожарниксен насусĕ пулсан та юрать — шывпа пĕрĕхсе тăрăттăмăр тетĕп.
— Кĕçĕр насуссăр та çумăр пĕрĕхсе илет мар-и? — тесе тӳпенелле пăхать атте.
Вăл кăвайт патне пуринчен кайран пырса тăчĕ те чĕлĕм тивертнĕ май çулса пăрахнă утта хĕрхенсе илчĕ:
— Çумăр çусан, утă тĕсĕ пăсăлать, хуралса каять.
Кавăрле кукка, ăна лăплантарса, çумăр пирки иккĕленнĕ пек турĕ:
— Темĕн, — терĕ вăл, — кĕçĕрех çăвас пек мар. Ыран уяр тăрсан, тепĕр кунне типме те ĕлкĕрĕ, утă капанĕсем туса хурăпăр.
— Пĕр ларнă-тăк, апат та туса пăрахас мар-и? — тесе, атте пирĕн çине пăхса илчĕ. — Йĕкĕтсен мĕнле, хырăм выçман-и?
Гера тĕтĕмпе чыхăнса каять. Упре мăшкăлĕнчен хăтăлас тесе, вăл тĕтĕм çулĕ çинех ларнă та куçĕсене хĕретсе пĕтернĕ.
— Упре çыртни те килĕшмест, куçа тĕтĕм кĕни те аван мар, — тет вăл, кулса, — хăш вăхăтра аван-ши вăл вăрманта пурăнма?
— Кĕркунне лайăх, — тет атте, — кĕркунне ӳпресем те пулмаççĕ, мăйăр та ĕлкĕрет.
Эпĕ урапа айне сулхăна лартнă турăх чĕрессине туртса кăларатăп, атте çăкăр хутаççине салтать, кукка шăналăк сарса майлать. Гера куçне тĕтĕм кĕнипе кăвайт айккинерех кайса тăнă та каллех ӳпресен тыткăнне çакланнă, çăка милĕкĕпе мунчари пек çапăнать. Пĕр енне мăкăрланса сарăлакан тĕтĕм çулĕ çинчех тилхепепе йывăçран кăкарса хунă лашасем те тăраççĕ. Вĕсем паçăрах çиме пăрахнă, хăйсен çумне çыпçăнакан пăвансене хӳрипе хăваласа тăтăшах пуçне ухаççĕ, тапхăр-тапхăр малти урисемпе çĕре тапса тулхăрса илеççĕ.
Гера, пирĕн Хушкапуç патне пырса, хăйĕн милĕкĕпе хăвалать. Лаша ăна ăнланать, милĕкĕпе хăмсарнишĕн пĕртте çилленмест. Вăрмана килнĕренпе Гера ăна питех те ачашлать. Хулара ӳснĕскер, вăл халиччен лаша çине те утланса курман тет. Тен, çавăнпах та вăл, Хушкапуçа ялан тарават. Апат хыççăн кирек хăçан та лаша валли пĕрер татăк çăкăр шăлавар кĕсйине чикет.
— Гера, апата кил! — тесе чĕнет çăкăр чĕллисене касса сĕтел çитти çине хунă атте.
Гера милĕкне йăтса кăвайт патне çывхарать те каллех тарăхса илет:
— Кам шухăшласа кăларнă-ши çак ӳпресене?!
Атте ăна хĕрхенсе акă мĕн калать:
— Атьăр çӳлти хута хăпарса апатланатпăр. Гера тĕлĕнсе тăрать:.
— Ăçта вăл иккĕмĕш этаж, пĕлĕт çинче-и?
Атте çăкăр чĕллисене каялла хутаççа чиксе хурать те ура çине сиксе тăрать. Урапа çинчен пуртă илсе уçланкă хĕрринчи чи хулăн яхта патне утса пырать. Йĕплĕ хулăллă яхта тураттисем ярăм-ярăм саркаланса кайнă. Атте çак ытама кĕмен яхтăн пĕр енчи тураттисене ирткелесе тасатрĕ те, пусма пек туса, çӳлелле хă-парса кайрĕ. Эпир тĕлĕнсех пăхса тăратпăр.
— Çӳлте ӳпре çук-и-мĕн? — ыйтать Гера.
Атте юплĕн-юплĕн туратланса кайнă яхтăн çуррине çитрĕ те пире кăшкăрчĕ:
— Астăвăр, пуртта пăрахатăп!
Эпир курăк ăшне ӳкнĕ пуртăпа, атте хушнă тăрăх, çамрăк çăкасене касса сӳрĕмĕр те пушăт турăмăр. Атте яхта тураттисене çав пушăтпа çыха-çыха ача кӳми пек пилĕк йăва турĕ, унтан урапа айĕнчи çăкăр хутаççине те, турăх чĕрессине те, кăвайт çине котелокпа çакса вĕретнĕ шыва та, кĕл ăшне хурса пĕçернĕ çĕрулмисене те çӳле пама хушрĕ. Апат-çимĕç хыççăн хамăр та атте тунă пусма тăрăх яхта çине хăпарса кайрăмăр. Тĕлĕнмелле! Акă ăçта вăл ырлăх. Пĕр ӳпре çук! Кăштах сил вĕрни сисĕнет — ĕнертен пуçласа çăка çеçкисем çурăлма тытăнчĕç — кунта вĕсен тутлă шăрши сăмсана яерет. Тĕтĕм шăрши те çук.
— Кунта вырăн лаша валли те пур, çĕклесе хăпартма çеç кансĕр пулĕ, — киленсе кайсах кулать Гера.
— Домкратпа лашана та хăпартма пулать, — тет кукка.
Эпĕ домкрат мĕн иккенне пĕлместĕп. Ыйтма иментĕм. Кăна, апат хыççăн лаша шăварма кайсан, Герăран ыйтатăп ĕнтĕ. Йĕри-тавралла тапса тăракан яхта тураттисем темиçе сийлĕ пĕлĕт пек çăра: аялалла пăхсан, çĕр куранмасть, çӳлелле пăхсан, пĕлĕт курăнмасть. Халапри пек туйăнса кайрĕ. Çӳлти хута хăпарас умĕн пĕр кана пикенсе ĕçленĕ хыççăн апат та аван анать. Тутлă та. Кăвайт умĕнче апатланнă чухне яшкаран та, турăхран та, чейрен те ĕнĕк шăрши кĕретчĕ. Кунти сывлăш вара — симпыл!
Апата эпир, Герăпа иксĕмĕр, кĕл ăшне хурса пĕçернĕ çĕрулминчен пуçларăмăр. Аттепе кукка малтан пĕрер кружка вĕри шыв ĕçрĕç. Унтан, çав кружкăсене турăх тултарса, çунса кăштах кăмрăкланнă çĕрулмисене турăхпа сыпса çиме тытăнчĕç. Асатте тата йăлтах урăхла — малтан турăх, унтан çĕрулми çирĕ, чейне юлашкинчен тин ĕçрĕ. Эпир çĕрулмине ешĕл суханпа, турăха çăкăрпа çирĕмĕр. Кун пек тутлă апат халиччен астивсе те пăхман пек туйăнса кайрĕ.
Апат хыççăн канмалла çĕнĕ вырăн çине выртса та пăхрăмăр — персе анасран пĕртте шикленмелле мар иккен: темиçе турата пĕрле çыхса тунă йăваран ӳкес тесен те ӳкме çук, сăпкари пекех шанчăклă.
— Упа çурисем кунта пулсан мĕн хăтланĕччĕç-ши? — ыйтать Гера.
— Упа çурисем йывăç çине пакша пек пăравур хăпараççĕ, — терĕ кукка.
Пирĕн уçланкăран кăнтăр енче пĕр çирĕм-вăтăр утăмранах кӳлĕ пур. Унта эпир лашасене шăваратпăр, чей вĕретме шыв та çавăнтан йăтатпăр. Паян Хушкапуçпа кукка лашине шăварма вăхăт çитнĕ пулсан та, «çӳлти хутран» анас килмест. Гера пурпĕрех хăйĕн татăкне çисе ямарĕ, лаша валли хăварчĕ:
— Ну, кайрăмăр-и?
— Кӳлĕ хĕррине-и? Каяс пулĕ, кайран килсе çывăрăпăр, — тетĕп яхта тураттисенчен çакăнса аялалла анса.
Гера лаша çине утланчĕ те чăтлăха кĕрсе кайрĕ. Эпĕ ун хыççăн кукка лашине çавăтса утрăм.
Вăрман варринчи кӳлĕ хĕвел çинче тирĕкри çуллă яшка пек йăлтăртатса выртать, тĕл-тĕл сарă çеçкесем çурăлса тухнă, вĕсен ешĕл çулçисем шыв тĕпĕнчен карттус сăмси пек курăнса тăраççĕ. Кӳлĕ хĕрринчи çăкасем, пур енчен те шыв çине ӳпĕнсе, çеçке çурна. Кас-кас килсе вĕрекен çил çăка тураттисене шыва путарса йĕпетет. Гера лаша çинчен сиксе анчĕ те сылтăмри хăмăшлăх çине тăсса кăтартрĕ.
— Куратăн-и? Чĕпĕсем ишеççĕ!
Унччен те пулмарĕ, хăмăш хушшинчен кайăк кăвакалĕ вĕçсе тухса тарчĕ. Эпир унăн шыври чĕпписем патне чупса пытăмăр. Пыл карасĕ пек сарă чĕпĕсем, пирĕнтен хăраса, чăл-пар саланчĕç те кӳллĕн тепĕр енчи йывăç çулçисем айне пытанам пекки турĕç. Эпир каялла чакрăмăр, хулăн çăка хыçне тăрса курăнми пултăмăр. Кӳлĕ хĕррине пуçне пĕшкĕртнĕ лашасем çеç тăрса юлчĕç. Лашасем шыв ĕçсе те тăранаймарĕç — кайăк кăвакал каяллă вĕçсе килчĕ те кӳллĕн тепĕр кĕтессине шыв çине ларчĕ, пуçне каçăртса ункун пăхкаласа илчĕ — сассине пачĕ: «Нарт! Нарт!» Пире хирĕçри чĕпĕсем, амăшĕн сассине илтсе, кӳлĕ варрине. ишсе тухрĕç те умлă-хыçлăн карталанса, йыхăрнă çĕре çывхарчĕç. Гера кĕсйинчен çăкăр татăкĕ туртса кăларчĕ те (ăна вăл Хушкапуç валли хатĕрленĕ пулнă) кӳлĕ çине тăсса кăтартрĕ:
— Ывăтса парам-и? Çиеççĕ-ши?
— Çăкăр те çиеççĕ вĕсем.
Килти кăвакал чĕпписене ялта кирек кам та вир кĕрпи, çăкăр тĕпренчĕкĕ тата çăнăхпа пиçнĕ улма варса парать. Кайăк кăвакал чĕпписем вăрман варринчи шурлăхра мĕн çисе пурнаççĕ-ши? Кунта вĕсене кам кĕрпе сапса патăр? Апатне амăшĕпе ашшĕ тупса параççĕ-тĕр (халĕ, тен, ашшĕ шăпах апат шырама вĕçсе кайнă-тăр), анчах мĕнле апат-ши вăл? Пирĕн шутпа, çăкăр тĕпренчĕкĕсене кăвакал чĕпписем çимеллех.
Гера сарлака çăка çулçисем хыçне пытанса çăкăр татăкне кӳлĕ варрине ывăтрĕ. Часах вăл, шăмпăлт! туса, чĕпписене ертнĕ кайăк кăвакал çывăхне ӳкрĕ. Эпир сиссе те юлаймарăмăр — кайăк кăвакалĕ, нарт-нарт туса, тепĕр хут вĕçсе кайрĕ. Кӳлле тăрса юлнă чĕпписем те, каллех чăл-пар саланса, кашниех шыври йывăç хӳтлĕхне васкарĕç, пирĕн куçран çухалчĕç, хевтесĕр çилпе пĕчĕк çăмха пек çăкăр татăкĕ те вĕсен енне юхса кайрĕ — пур-пĕрех ун патне пĕр чĕппи те тухмарĕ. Эпир, малалла мĕн килĕ-кайĕ тесе, чĕпĕсем пытаннă çĕрех тухса лартăмăр. Айван чĕпĕсем хăшĕ сарă çеçке çулçи айне кĕрсе тăнă, хăшĕ шыв çине усăнса аннă йывăç çулçи хӳттине пытаннă, пĕри тата çĕрĕк йывăç татăкĕ çумне тĕршĕннĕ те пуринчен лайăх пытантăм, мана никам курмасть тесе шутлать пулĕ. Акă амăшĕ кӳлĕ урлă вĕçсе иртрĕ, пире курса, шыв çине лармарĕ, вăрман ăшне пытанса тăтăшах сассине пама тытăнчĕ: «На-арт! На-арт!» Эпир каллех çăка çулçисем хыçне пытантăмăр. Тĕлĕнсе кайăн çав! Чĕпĕсем шывран типпе утса тухрĕç те кӳлĕ хĕрринчен вăрманалла, амăшĕ чĕннĕ вырăна, тайкаланса кайрĕç. Эпир тӳссе тăраймарăмăр, çăкалăхран чупса тухрăмăр та икшер чĕпĕ ярса тытрăмăр. Ыттисем хупах çулçи айне кукленсе ларчĕç. Картунта упа çурисем пурăнни пирĕн ĕмĕте çĕклентерсе ярать, çакă кайăк кăвакал чĕпписене те çынна илентерес килет.
— Чăх чĕпписемпе пĕрле çӳреççĕ-ши? — тет Гера. Манăн кĕçĕрех картуна таврăнас килет. Гера та кайăк кăвакал чĕпписене йăтса халех куккапа инке килне чупма хатĕр. Аттепе кукка вара пĕртте пирĕн савăнăçа тарават пулмарĕç, картуна та ырансăр таврăнаймастпăр тесе пĕлтерчĕç. Кайăк кăвакал чĕпписем пирки атте акă мĕн каласа кӳрентерчĕ:
— Вĕсене кĕркунне кайăк пулса çитсен тытас пулать, халĕ амăшне çеç куççульпе йĕртетĕр.
Гера чĕпĕсене кунтăка ярса çăкăр тĕпретсе пачĕ — çимеççĕ, çӳлелле хăяккăн пăхса илеççĕ те ирĕке тухса тарасси çинчен канашланă пек, пĕр-пĕрин çумне сĕртĕнсе хăйсен чĕлхипе калаçма тытăнаççĕ. Кӳлĕ леш енчек амăшĕн сасси илтĕнет. «Нарт! Нарт!» — тесе, вăл хурланса йыхăрать. Кунтăкри, тыткăнти, чĕпĕсем унăн сассине илтеççĕ пулмалла та — пирĕнтен вăтаннăн, нимен те шарламаççĕ.
— Кăларса ярар пулĕ, шалккă, — терĕ Гера.
— Атя, пĕрерĕн ярар.
— Çук, ушкăнĕпех кайччăр, атту çухалма пултараççĕ. Тепĕр минутран эпир кӳлĕ хĕррине йăпшăнса пытăмăр та тăватă чĕппе те каялла шыва ятăмăр. Хамăр паçăрхи хулăн çăка хыçне пытанса тăтăмăр. Ирĕке тухнă чĕпсем çийĕнчех амăшĕн сасси енне çул тытрĕç. Тата пăртак тăрсан, эпир телейлĕ кайăк кăвакал çичĕ чĕппине те хăмăшлăха ертсе кайнине курса юлтăмăр.
— Айвансем, кĕркуннеччен пысăк пулăр!
Кӳлĕ хĕрринчен хăпарнă чух эпир уçлянкă урлă ут утланнă Ортишка иртсе пынине куртăмăр. Ун хыçĕнчен çава йăтнă Шаккаман старик утать. Пирĕн лава курсан, вĕсем тăп чарăнчĕç.
— Тимахви шăллăм, эсĕ кунта çулатăн-и? — тесе асаттерен ыйтрĕ Шаккаман.
— Кунта. Эсир ăçталла çул тытрăр?
— Эпир картун çырминчен Черченкĕ улăхне куçатпăр. Эккей, курăкĕ епле лайăх кунта! — асаттене алă парса, кăвайт умне ларчĕ Шаккаман.
— Курăкĕ лайăх, — терĕ асатте, — Совет влаçĕ пире ĕлĕкхи улпутсемпе пĕр тан турĕ вĕт! Шел, Курак Çĕпритунĕ çак куна кураймарĕ. Ăна вăрман улпучĕ асаплантарнине астăватăн пуль?
Герăпа Ортишка «çӳлти хута» хăпарса кайрĕç, эпĕ асаттесемпе юнашар хутланса лартăм.
— Курак Çĕпритунĕ мĕнле вилнине ăна пĕтĕм вулăсĕпе пĕлеççĕ.
Чухăнсене çĕр те, вăрман та панă çĕнĕ саманашăн савăннă асатте аллипе хăлаçланса тавралăха кăтартрĕ:
— Мĕн каланă пулĕччĕ-ши вăл халĕ? Шаккаман хăй те асаттепе пĕр кăмăллă.
— Çĕпритун-и?.. — терĕ вăл, — Çĕпритун вăл çак куна курас пулсан, ĕненес те çукчĕ. Тĕлĕк куртăм тейĕччĕ. Чăнах та ирĕк самана çитнине туйсан вара пуртă йăтса, тӳрех вăрман улпучĕ патне чупнă пулĕччĕ...
— Ах тур, усалччĕ ĕнтĕ вăл, — кĕлленнĕ кăвайтсене патакпа пĕр çĕрелле тĕртсе каларĕ асатте, — вăрман улпучĕ. Епле çĕр чăтса тăратчĕ-ши ăна?.. Ара, ман куç умĕнче пулса иртрĕ вĕт вăл. Эпĕ хăрнă йывăç тиенĕччĕ те килелле уттараттăмччĕ. Унччен те пулмарĕ, мана хирĕç вăрман улпучĕ сиксе тухрĕ. Тăлăп çухине тăратнă кăй — сăсар çĕлĕкĕ çеç курăнать. Çуни çиве кавир витнĕ, шереписем юр тăрăх сĕтĕрĕнсе пыраççĕ. Э, лавçи тата çĕлĕкĕн тăррине хур шăмми чиксе лартнă, халапри темле асамăçла кайăк пек туйăнса кайрĕ. Манăн ун чухне шикленме сăлтавĕ те çукчĕ: вăрман укçи тӳленĕчче, билечĕ те хам çумрахчĕ. Пурпĕрех улпут кăшкăрса пăрахсан, шартах сикрĕм. Ара, «вăрман вăрри» тесе хăратать вĕт-ха. Эпĕ çĕлĕке илтĕм те пуç тайрăм, хĕври билета шырама тытăнтăм. Хĕллехи сивĕре, паллах ĕнтĕ, темиçе хут тумтир тăхăнатăн. Пĕрне вĕçертетĕп, теприне йӳле яратăп — билечĕ, мур илесшĕ, таçта кайса кĕнĕ, ниепле тупаймастăп. Алă та кӳтсе кайрĕ.
Шăпах эпĕ айланса тăнă вăхăтра, тĕлнех килчĕ, çатăрка çаппи тиенĕ Çĕпритун персе çитрĕ. Вăрман улпучĕ ăна та чарчĕ: билет ыйтрĕ.
Çĕпритунăн мĕнле билет пултăр? Унăн лаши те хăйĕн мар, — пӳртне кăштах хутса ăшăтмалăх вутă тиесе килме пулăшса, кӳрши парса янă.
Ларкăч çинчи ямшăк сиксе анчĕ те Çĕпритуна юр çине тĕртсе ячĕ. Лавне, уллучĕ хушнă пек, йăвантарса пушатрĕ те лашине хăй çуни хыççăн кăкарса хучĕ.
Çĕпритун улпут умне чĕркуçленсе ларчĕ, лаша хамăн мар тесе тархасларĕ. Улпучĕ ун сăмахне хăлхйне те чикмест.
— Кăкартăн-и? — ямшăкĕнчен ыйтать вăл.
— Кăкартăм.
— Кайрăмăр апла пулсан!
Мĕн тăвас тетĕн — кайрĕç. Курак хыçалтан чупса пырать, турра кĕлтунă пек йăлăнать. Улпучĕ ӳкĕте кĕрет-и-ха... Курак вăрман кантурне çитиех лĕпĕстетсе пырать. Лешĕ лашине тӳлесе илме хушать.
— Манăн укçа çук, — тет Курак.
— Килне кайса ил, — хушать улпучĕ.
— Манăн килте те пĕр пус çук, — тархаслать Курак. — Лаши хамăн мар терĕм-çке. Унсăр эпĕ киле таврăнма пултараймастăп. Лашана памастăр-тăк — кунтан ниçта хăпмастăп!
Çиллес улпут куçĕнчен вăрман хуралçисем анчăкла пăхса тăраççĕ, тет. Вĕсем Курака ăшă çуртран урама хăваласа кăлараççĕ, мăшкăллаççĕ, ĕнсе чиккинчен те тыттарса илеççĕ. Шартлама сивĕре çын епле-ха тулта çĕр каçтăр? Ирхине вăрман хуралçисем улпут патне пыраççĕ те пусма çинче шăнса ĕнтĕркенĕ Курака кураççĕ. Мĕн тăвас? Тăлăппа чĕркеççĕ те килне леçсе пăрахаççĕ. Эпир халсăр Курака мунча та кӳртрĕмĕр, тарлатса та пăхрăмăр, ура çине тăрасса шантăмăр. Пулмарĕ, пĕр вунă-вуникĕ кун асапланса выртрĕ те вилсе те кайрĕ...
Асатте чĕнми пулчĕ, кăвайтри вутпуççисене пĕр çĕре пуçтарчĕ те пĕр-икĕ хутчен вĕркĕч пек вĕрсе илчĕ.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...