Пăва çулĕ çинче :: Шуррисем
Аллинчи саламачĕпе вăл мана юнаса çапла каларĕ:
— Çакă-и вăл пĕчĕклех хĕрлисене юратаканни?
— Çакă, ваше благородие, — терĕ те Ильпăрас, офицер умне чупса пычĕ.
— Арестовать! — мана çурăм тăрăх саламатпа сӳсе илчĕ Савик ывăлĕ. — Эпĕ кăтартăп сана Хĕрлĕ Çар!
Пӳртрен анне йĕрсе тухрĕ:
— Ача вĕт вăл, ача, мĕншĕн ăна тиветĕр! — тесе, Зосима йăлăнма тытăнчĕ вăл. — Айван-ха. Нимĕн те пĕлмест.
— Эпир ăна часах ăса кĕртĕпĕр. Упăшку ăçта?!
— Пăвара ĕçлетчĕ вăл. Халь таçта ĕнтĕ?
Мана асаттепе пĕрле хурал пӳртне хупса лартрĕç, Якрава тытнипе тытманнине пĕлеймерĕм. Чӳречерен шурă кокардăллă офицерсем урам тăрăх каллĕ те маллĕ юланутпа кустарса çӳрени курăнать, алăк умĕнчи часовой — ĕлĕкхи уретник ывăлĕ Муратов — час-часах пирĕн çине çаврăнса пăхать.
— Хĕрлисем мана лаша пачĕç хуть, çавăншăн айăплаççĕ, — тет асатте, — анчах сана, ачам, мĕншĕн кунта тытса килчĕç пулать-ха?
Урамра такам çухăрни илтĕнсе кайрĕ. Эпир иксĕмĕр те чуречерен тулалла пăхса илтĕмĕр. Пирĕн куç умне чуна çӳçентерекен картина тухса тăчĕ: хаяр офицерсем кӳршĕри ялăн комбед председательне, Ярхуна, саламатпа çунтарса пыраççĕ: «Калатăн-и, каламастăн-и?» — тесе, тем пирки хистеççĕ. Ярхунăн çийĕнчи тумтирĕ, хаяр йытă туланă пек, йăлтах çурăлса пĕтнĕ, хыçалтан çара çурăмĕ курăнать, питçăмартийĕсенчен юн сăрхăнать. Савик ывăлĕ Зосим аллинчи саламат чашлатса çӳлелле çĕкленмессеренех Ярхун питне хăрах аллипе хупăрлать, кас-кас такăнса, тĕшĕрĕлсех анать. Шĕвĕр пуçлă атă тăхăннă офицерсем ăна урисемпе тапса тăратаççĕ те каллех малалла сĕтĕреççĕ. Офицерсем хыççăн Ильпăраспа Керим пуян тата вĕсен «хӳрисем» сулланса пыраççĕ. Эпир Ярхуна хамăрпа пĕрле хупса лартаççĕ пулĕ тесеччĕ. Офицерсем ăна хурал пӳрчĕ умне йăлтах урăх шухăшпа илсе килнĕ иккен.
Ярхуна асаплантарнине курма офицерсем икĕ юнашар ял çыннисене те ирĕксĕрлесе кунта пухрĕç. Икĕ çамрăк прапорщик çырма хĕрринчен икĕ çĕклем чĕрĕ хăва йăтса килчĕç. Унтан сарлака çăварлă офицер Ярхуна çĕклесе тăратрĕ те, пурте илтчĕр тесе пулас, тем пек кăшкăрса пăрахрĕ:
— Кала часрах, çак вулăсра тата кам коммуниста çырăннă?
Ахлатса сывлакан Ярхун йĕри-тавра пухăнса тăнă ушкăн çине пăхса илчĕ те офицер енне çаврăнса тăчĕ.
— Мана вĕлернипе Совет влаçĕ пĕтмест!
— Молчать!!! Эсĕ пире кам коммунист иккенне кала!
— Эпĕ сире, анчăксене, урăх нимĕн те каламастăп. Зосим, нимĕн тăвайман енне, чĕрĕ хулла ярса тытрĕ, унпа Ярхуна хăмсарма тытăнчĕ.
— Ак çакна куратăн-и? Ак çакна куратăн-и? Ярхун, чăнах та, урăх пĕр сасă та кăлармарĕ. Урса кайнă офицерсем ăна тапса çĕре ӳкерчĕç те тумтирне сӳсе илчĕç. Икĕ прапорщик, икĕ çĕклемри чĕрĕ хулăсене пĕрерĕн илсе, çĕрте выртакан çынна, ых! тесе, мĕнпур вăйĕпе çаптарма тытăнчĕç. Сарлака çăварли çапмассерен: «Кала, кала, коммунистсем камсем!» — тесе тăрать.
Ярхун тăнне çухатсан, сарлака çăварлă офицер ун çине пĕр витре шыв сапрĕ, унтан каска çине тăратса лартрĕ.
— Вилессӳ килмест-тĕк, кала!
Ярхун, ахăртнех, мĕнпур хăватне пухса пулас, офицер еннелле çаврăнчĕ те ун пичĕ çине лач сурчĕ.
— А-а-а, эсĕ тĕреклĕ çын иккен. Эпĕ сана ахалех хĕрхенсе тăратăп иккен! — терĕ те офицер прапорщиксене темскер хушрĕ. Лешсем çийĕнчех тилхепе илсе килчĕç. Сарлака çăварли çак тилхепепе Ярхун пуçне кăшăлласа çыхрĕ, унтан пуслăх пек хулăн вĕрлĕкпе тирсе илчĕ те ерипен пăрма тытăнчĕ. Ярхун пĕрре çеç кăшкăрса илме ĕлкĕрчĕ...
Эпĕ текех тӳссе тăраймарăм — ăнтан кайса урайне тĕшĕрĕлсе антăм. Те нумай выртнă, те сахал — урапа çинче вăранса кайрăм. Ман пуç вĕçĕнче асатте ларать, тепĕр енче — хамăр касри Лăриван старик.
— Тинех тăна кĕтĕн пулать? — мана пуçран савса илчĕ асатте.
— Ăçта каятпăр?
— Пире, ачам, Пăвана илсе каяççĕ.
— Ярхуна вĕлерчĕç-им?
— Вĕлерчĕç, ачам, вĕлерчĕç. Пăвана çитсен, тен, пире те леш тĕнчене ăсатĕç.
Эпĕ пуçа çĕклесе малалла пăхса илтĕм те тĕлĕнсех кайрăм: пирĕн умра та, хыçра та лавсем. Пăва çулĕпе тăвалла хăпаратпăр иккен. Лавсем хыçĕнчен ут утланнă офицерсем пыраççĕ. Кашни лав çине икшер çын ларнă, вĕсем хушшинче эпĕ Михаил Алексеевича куратăп.
— Сана пĕчĕккĕ чухне вилĕмрен хăтарнă учителе те илсе каяççĕ вĕт: Пăваран Йĕпреçе кайма тухсан, Савик ывăлĕ тытнă, тет, ăна. Хăйĕн йыснăшне те хĕрхенмест, — ăнлантарать мана асатте.
Эпĕ Лăриван старик хулĕнчен тĕртсе илетĕп.
— Сана та салтака илчĕç-и-мĕн?
— Мана Пăвана çити сире леçме илсе каятпăр терĕç те, лашана каялла парĕç-и ĕнтĕ?
Алманчă вăрманĕнче пире тăрантас кӳлнĕ лав хăваласа çитрĕ. Эпир каялла çаврăнса пăхрăмăр та Зоя Савельевнăна, Михаил Алексеевич арăмне, палласа илтĕмĕр. Вăл, çамрăк хĕрача пек, тăрантас çинчен сиксе анчĕ те пирĕн умри лав патне чупса пычĕ. Муратов сыхласа пыракан упăшкине шурă тутăрпа çыхнă апат-çимĕç тыттарасшăн пулчĕ. Муратов Зоя Савельевна аллине тĕртсе ячĕ:
— Юрамасть!
Зоя Савельевна патне юланутлă Зосим çаврăнса пычĕ.
— Эсĕ, аппа пулсан та, ман сăмаха хăлхана чикмерĕн иккен, — çилленсе каларĕ вăл, — çав кĕлмĕç хыççăн сĕтĕрĕнсе çӳретĕн.
— Эх, чунсăр, — тесе, Зоя Савельевна çивĕч куçĕсемпе шăллĕне тĕллерĕ, — ман упăшкана хăртиччен каçару ыйтасчĕ. Йысну пулать вĕт вăл!
— Мана коммунист йысна кирлĕ мар. Сана та пуяж атте ятне çĕртсе çӳреме хушмăттăм. Эпĕ ун пек çын таврашĕпе хурăнташланиччен, пĕрех хутне, йытă амине арăм тăвăп, — ĕхĕлтетсе каларĕ мăн кăмăллă Зосим, — эпĕ мĕн хушасса куçран çеç пăхса тăрĕ. Тупнă камшăн хыпса çунма! Пыр, лашуна каялла çавăр та киле кай!
— Эх, шăллăм, шăллăм... Ман хута кĕрес вырăнне, йыснуна тĕрмерен хăтарас вырăнне, эсĕ те çапла калатăн-и?
— Тĕрмерен хăтарасси çинчен ан та ĕмĕтлен! Зоя Савельевна хăйĕн аллинчи тутăр çыххине Михаил Алексеевич умне хучĕ те хăй те унпа юнашар урапа çине сиксе ларчĕ. Унччен те пулмарĕ, Зосим вырăсла кăшкăрса пăрахрĕ:
— Посторонних не допускать!
Зоя Савельевна патне малти юланутсенчен уйрăлса юлнă тепĕр офицер пырса сылтăм аллине тăнлавĕпе танлаштарчĕ.
— Зоя Савельевна, — тархасланăн, сăмаха тăсса пуçларĕ вăл. — Эпĕ сире аçу умĕнчех каларăм. Лăпланăр, выртса канăр терĕм. Эсир пирĕн хыççăн вĕçтерсе килтĕр. Мĕншĕн? Пожеданов сирĕн урăрти пушмак пăтине те тăмасть вĕт? Ахалех чăрманса çӳретĕр.
— Господин Наговицын, прошу Вас, — тесе, Зоя Савельевна офицерăн лаши чĕлпĕрне ярса тытрĕ, тем пиркн ӳкĕтлесе ыйтма тытăнчĕ те, эпĕ унăн сăмахне илтеймерĕм.
Наговицын хушаматли ӳкĕте кĕмерĕ: «Юрамасть, юрамасть!» — тесе, вăл Зоя Савельевнăна хулĕнчен тытса чарчĕ те хыçалти лава кĕтсе илчĕ. Унтан, йĕнерлĕ лаши çинчен сиксе анса, Зоя Савельевнăпа юнашар унăн тăрантасĕ çине ларчĕ.
Шăмалакран иртсен, Зоя Савельевна тепĕр хут Михаил Алексеевич урапи патне пырса, унпа юнашар утма тытăнчĕ. Хальхинче хуралçă ăна хăваламарĕ.
Эпĕ темиçе хут та Михаил Алексеевич куçĕ умне курăнасшăн пулса, лав çинчен тайăла-тайăла пăхрăм. Вăл темшĕн пĕрмай малалла пăхса пырать. Лăриван старик, юланутлă çамрăк офицерсем çине кăтартса, асаттерен çапла ыйтрĕ:
— Кăсем мĕншĕн пурте çутă пакунлă вара?
— Ахвитсерсем иккенне пĕлтерет.
— Пурте-и?
— Пурте.
— Апла, салтакĕсем ăçта-ши вĕсен?
— Салтакĕсем килĕсене тарса пĕтнĕ пуль. Ахаль мар вĕсем сана, утмăлтан иртнĕскере, мобилизаци тунă, — тăрăхласа каларĕ асатте.
— Мана Пăваран каялла ямĕç те-ши? — хăраса ӳкрĕ Лăриван старик.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...