Пăва çулĕ çинче :: Ирĕкре
Тĕрмерен кĕшĕлтетсе тухакан çынсем, ăнсăртран, тӳрех пасар енне чупма тытăнаççĕ. Пăртак кайсан — каялла çаврăнса кăштах чарăнса тăраççĕ, унтан юланутлă командир патне пырса тав тăваççĕ, шуррисене ылханаççĕ, хăйсем мĕншĕн тĕрмене çакланни çинчен калаççĕ. Пĕрисем хĕрлисене пулăшнă, теприсем пуянсем пытарнă тырра продотряда кăтартса панă. Советран лаша, ĕне, çурт-йĕр илнĕ чухăн хресченсем те, ĕлĕкхи земские пăскăртса хăваланă паттăрсем те пур кунта. Пурте шуррисен гарнизонне çĕр варринче аркатса тăкнăшăн хĕпĕртенĕ. Сăмах май ватăраххисем килне таврăнма хăрушă мар-и тесе ыйтаççĕ, çамрăкраххисем хĕрлисен отрядне çырăнма васкаççĕ.
Асаттепе Тагир Каюм халсăр Юлдашева хулĕнчен тытса тăраççĕ. Юланутлă командир вĕсем патне хăй пырса ыйтрĕ:
— Утаймасть-и-мĕн?
Абдулла Юлдашев çывăхри тутар ялĕнчи Совет председателĕ пулнине пĕлсен, командир ăна тӳрех лазарета леçме хушрĕ.
Эпĕ Ухик тухасса кĕтетĕп. Вăл тĕрмери камерăсене тĕрĕслет, Михаил Алексеевич Пожеданова шырать. Командир та çĕр çине çĕклесе çапнă хапхаран танккаса тухакан кашни çынтан ыйтать: «Пожеданов комиссара курман-и?»
Ăна курнисем чылай та, анчах юлашкинчен вăл хăш камерăра ларнине татса калакансем çук! Акă тĕрме канцеляринчи хутсене тустарнă Ухик те васкаса тухрĕ.
— Ултă çынна вĕлерни çинчен çырнă протокол тупрăм, Пожеданова асăнман. Чĕррисен хушшинче те çук, — терĕ вăл, командир умне пырса.
— Апла эпĕ хам кĕрсе пăхам-ха, эсĕ кунта йĕркеле! — пирĕн енне тăсса кăтартрĕ командир.
Ухик, çĕре ӳпĕннĕ хапха çине тăрса, аллине çĕклерĕ:
— Пĕр минутлăха шăп пулăр-ха! — тĕрме умне чарăнса тăнă халăх çине пăхса илчĕ вăл. — Эпир сире шуррисен тыткăнĕнчен хăтартăмăр. Сире Совет влаçне пулăшнăшăн хĕсĕрленĕ. Анчах сирĕнпе пĕрле вăрă-хурахсене те ирĕке кăларас марччĕ! Ун йышшисене сирĕн хăвăрăн астумалла. Эпĕ пĕр Ярмуша кăна пĕлетĕп — ăна камерăран кăлармарăм!
— Ярмуш хăраххисем урăх çук кунта! — харăсах темиçе çын кăшкăрса каларĕç. — Эпир хĕрлисен хутне кĕнĕшĕн çаклантăмăр!
— Апла-тăк — киле вĕçтерĕр! Вăхăта сая ан ярăр! Ирĕке тухнă çынсем, урра! кăшкăрса, Ухике çавăрса илчĕç.
— Хĕрлĕ Çара çырăнатпăр, киле каймастпăр!
— Пирĕн кил шуррисемпе çапăçнă çĕрте!
— Винтовка та граната пар пире!
— Сирĕнтен юлмастпăр эпир!
Ухик кашнинех хулпуççинчен лăпкаса кăмăллать, пăшал та, граната та тупса пама пулать, шур сухаллă стариксене çеç вăл киле ăсанма сĕнет.
— Ма çырмастăн тата?
— Чим-ха, командир тухтăр! — тет Ухик, куçĕпе пире шыраса.
Асатте мана çавăтса малалла ярса пусрĕ, анчах Ухике сăмах хушма ĕлкĕреймерĕ — командир каялла çаврăнса килчĕ.
— Ну, мĕнле? — Ухик командир куçĕнчен пăхса ыйтрĕ.
— Кĕçĕр тĕрмере ларакансен пĕр ушкăнне хула хыçне илсе кайнине курнисем пур, анчах Пожеданов вĕсем хушшинче пулни паллă мар, — терĕ командир.
— Тен, Михаил Алексеевич тарма ĕлкĕрнĕ?! — чĕтресе ӳкрĕ Ухик.
— Тем пекчĕ те...
Ухик, хăй тĕллĕн пăшăлтатса, пирĕн енне çаврăнса пăхрĕ, унтан командирне Хĕрлĕ Çара çырăнма шут тытнă çынсем пирки хыпар турĕ.
— Юрать, Кипеккассине ертсе кай!
Çапла каласа, командир красноармеец çавăтса пынă йĕнерлĕ лаша çине сиксе ларчĕ. Тепĕр лаши çине ординарецĕ утланчĕ. Часах чул сарнă урам тăрăх икĕ лаша юртни илтĕнсе кайрĕ.
Ухик тĕрме умĕнчи çынсене строя тăратса шутласа тухрĕ те пĕр красноармееца хăй патне чĕнсе илчĕ.
— Петров, отряда хула садне илсе кай. Эпĕ халех унта пулатăп! — терĕ те вăл пирĕн ума васкаса пычĕ.
— Эсир мĕн кĕтсе тăратăр?
— Санпа сăмахласа пăхас тетпĕр, — лăпкăн кăна тавăрчĕ асатте.
— Сăмахласа тăма вăхăт çук вĕт, — урампа пыракан отряд енне тăсса кăтартрĕ Ухик.
— Пĕр сăмах калама юрать пулĕ ĕнтĕ?
— Кала, часрах!
— Пирĕн пата хăçан пыратăн?
— Часах пыраймастăп пулĕ.
— Мĕншĕн тата?
— Хăвах куратăн — çапăçу пырать...
— Эсир хуларах юлатăр-и?
— Çук, хуларан халех каятпăр.
— Инçе-и?
— Çук, инçе мар...
Асатте, Ухике ăнланнăн пуçне ухса, çĕлĕкне пусарах лартрĕ.
— Апла пулсан, пирĕн пата та çитсе курăн-ха, — терĕ вăл, савăнса.
— Темĕн çав... Эпĕ Атăл çине тухас тетĕп, унта Чулхуларан флотили килнĕ теççĕ...
— Матроса шыв çинех туртать пулĕ çав.
— Туртать, Тимахви йысна. Нимĕн тума та çук, — кулса ячĕ Ухик.
— Атăл çинче те тинĕсри пек çар пулать-и?
— Пулать. Шуррисене Каспи тинĕсне çитиех хăвалатпăр вара!
— Эпир мĕнле пурăнăпăр ĕнтĕ? Ярхуна вĕлерчĕç, эсĕ хуларан та каятăн...
— Халĕ эсир мансăр тă кам мăйлă пулмаллине пĕлетĕр, — терĕ Ухик. — Шуррисем сире ăса кӳртрĕç пулмалла.
— Çăвар пиçрĕ ĕнтĕ, — килĕшрĕ асатте. — Эсир пире сăмахпа ăнлантарса паратăр, шуррисем тĕрĕслĕхе саламатпа кăтартса хăварчĕç. Ĕмĕр манас çук!..
— Сывă пулăр, Тимахви йысна, — Ухик асаттене алă пачĕ. — Сирĕн киле васкас пулать, манăн отряда хăваласа çитмелле...
Асатте ăна ыталаса çурăмĕнчен лăпкарĕ, тăшмана парăнтарма пехиллерĕ, сывлăх сунчĕ. Ухик ман енне çаврăнчĕ:
— Сантăр, сывă пул!
Сăмсасăр карттус лентисем, ман пит-куçа сĕртĕнсе каллех инçетри тивĕсе аса илтерчĕç.
— Ухик, эпĕ те сирĕнпе пырам-и? Ухик пуçне сулларĕ:
— Юрамасть, санăн вĕренес пулать, Савтăр... Сывă пулăр!
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...