Ĕмĕр сакки сарлака. 2-мĕш кĕнеке :: Пĕрремĕш пайĕ
— Тĕпчеме тытăнсан?
— Ийя, ачам... Тĕпчеме тытăнсан... лаша илме укçа Михха пачĕ тенĕ вăл пĕтĕм халăх умĕнче...
Микула чĕтреве ӳкрĕ. Ĕнтĕ вăл çакна аван тавçăрчĕ: килте темле ăнланма çук инкек сиксе тухнă.
— Атте, тăхта... — каласа пĕтерессе кĕтмесĕрех чĕнчĕ Микула, — укçине эпĕ ярса пани çинчен Анук ним те каламарĕ-и сана?
— Эсĕ укçа ярса панă-и?!.
— Çапла. Çитмĕл тенкĕ парса ятăм, Ванюк валли парне илсе пынă вырăс хĕрарăмĕнчен. Вăл чăн та ыйткалакан пек тумланнăччĕ.
Ывăлĕ ăнлантарни Çтаппан чĕрине шарах çурчĕ.
— Пӳлĕхçĕм çырлахтăр, — йынăшса ячĕ вăл, — эпĕ кине курмасăрах тухса килтĕм вĕт...
— Куншăн чăн та тарăхмалла, атте. Вăл сана пĕтĕмпех каласа панă пулĕччĕ.
— Тăхта, ачам... Ытлашши ан ятла-ха! — татăклă каларĕ Çтаппан. — Эпĕ халех киле кайса пуриншĕн те каçарттарăп... — Çав вăхăтра пăрахут кăшкăртни илтĕнчĕ. — Ав пăрахут та килет.
— Кай, атте! — килĕшрĕ Микула. — Тĕплĕрех пĕлсе кил. Эсĕ ырă хыпар илсе килмесĕр ман чĕрем лăпланас çук.
Вĕсем официант килсе лартнă ĕçме-çимене тĕксе пăхмасăрах тухса кайрĕç.
XXIV
Сарай тӳпинче автан авăтса ячĕ. Платун алкум вĕçне васкаса тухрĕ те хĕсĕкрех куçĕпе çĕрлехи тĕттĕме сирме тăрăшса тарăхрĕ: «Вăт, паттăр... çурма çĕр çитрĕ, вăл çуках. Кунашкал аппалансан, пĕтĕм ĕçе пăсма пулать. Тарçине шанакан хăрах куçсăр, ачине шанакан сĕм-суккăр пулнă тесе ахаль каламан иккен ваттисем. Анчах самай вăхăт тăрса та кĕтсе илеймен пирки сурса хăварчĕ те пӳрте кĕчĕ. Кунта шăпах. Арăмĕпе ачисем туйми çывăраççĕ. Платун чĕрне вĕççĕн утса тĕпеле иртрĕ. Чӳрече умне пырса ларчĕ. Кĕçех урам тăрăх çын килнине курчĕ. Пӳрте Павăл кĕчĕ. Куçĕ тĕттĕме хăнăхса сăнама ĕлкĕриччен ашшĕн сассине илтрĕ:
— Ăçта çухалса çӳретĕн ку таранччен?
— Урам хушши шăпах пулмасăр ан кĕр терĕн-çке? Платуна ывăлĕ хуравлани çырлахтарчĕ пулмалла, вăл ĕçчен сасă çине куçрĕ:
— Мĕнле унта?
— Ним сас-чӳ те çук. Йĕри-тавра çӳресе те пĕр çын чунне курмарăм.
— Апла тесен кайма вăхăт.
— Атте, — хăюсăртарах сасă пачĕ Павăл. —Унта каймасан май килмĕ-ши?
— Хăраса ӳкрĕн-им?
— Хăранăран мар. Каймасан аванрах мар-ши тетĕп.
— Çук, Павăл, унсăрăн ĕç тухмасть. Пăшăрханма та сăлтав çук. Çылăха кĕрекенсем эпир çеç мар. Юлашки те эпир пулмăпăр. Лавкка уçса суту-илӳ тума тытăнсан, çылăхсене каçарттарма пуçлăпăр. Туррăн кăмăлĕ аслă. Вăл пире, аташса кайнă сурăхсем пек йышăнса, çылăхсене каçарĕ. Атя, кайрăмăр... — Платун хул хушшине пушă мих хĕстерчĕ. Вĕсем пӳртрен тухрĕç.
Урам хушши шăпăртах пулин те, Платунпа ывăлĕ такам хăваланă чухнехи пекех васкарах та пытанса утрĕç. Урам хуралçи шакăрчине сасартăк шаккаса яни вĕсен сехрисене хăпартрĕ. Вĕсем ирĕксĕрех çуйланса йĕри-тавра пăхкаларĕç, чарăнса тăчĕç. Шакăрча сасси тепĕр еннелле иртрĕ. Ку сасса урам хушши хăнăхса çитнĕрен пулмалла, ăна хаяр йытăсемпе какалама хастар хурсем те юплемесĕрех ирттерчĕç. Юлашкинчен шакăрча сасси инçете, ял вĕçнелле кайса çухалчĕ.
Платунпа ывăлне аран чун кĕчĕ. Вĕсем малалла утрĕç. Юмăç килĕн картиш алăкĕ умне çитсе чарăнчĕç. Кил хушши вăта çĕрĕнче ларакан ватă хурăн тăрри каçхи хăмăр тӳпе ăшне кĕрсе пытаннă. Пур еннелле те кăнтарса тăсăлнă тип тураттисем юмăç кил-çурчĕн канлĕхне хускатма хăякансене халь чиксе пăрахма хатĕр пек курăнаççĕ, Платун хăраса кайнипе чĕркуççи айĕсем чĕтреме тытăнчĕç.
— Эсĕ ним те ан хăра. Ăнсăртран чĕрӳне шик пырса кĕрсен, сăхсăх та виçĕ хутчен айккинелле сур. Вара пĕтĕм лăп-лап сирĕлĕ.
Кил хушшине кĕрсе алкум вĕçне çитсен, Платтун каллех пăшăлтатрĕ:
— Эпĕ кĕрсе пăхам-ха. Тухатмăш мĕн тăвать унта? Эсĕ кунта астукала, — тесе çенĕке кĕрсе кайрĕ.
Юмăç çывăрман. Ватăлсан çынна пĕчĕк ача ăсĕ кĕрет тесе ахаль каламан иккен. Ваçухха та çавнашкалах.
Çамрăк чухне вăл юмăç пăхасса пурнăçра питех кирлĕ ĕç пек шутланă. Çынсен йăрăсне пĕлме пултарнăшăн рехетленнĕ. Ватăлнăçемĕн çынсен йăрăсĕ интереслентерми пулчĕ ăна. Халь вăл хăнăхнă йăлишĕн те çынсемпе тĕл пулса пăшăрхантаракан шухăшĕсене сиресшĕн çеç юмăç пăхать. «Кирек хăçанччен пурăнсан та вĕçĕ пĕрех — вилĕм». Çавăншăн ун валли тепĕр интерес тупăнчĕ. Вăл кĕмĕл укçа чăнкăртатнă сасса пуç çавăрни пекех юратса пăрахрĕ. Кашни çĕрех, урам хушши тĕттĕмлĕхпе шăплăха путсан, сĕтел çине ывăçи-ывăçипе кĕмĕл укçа кăларса хунă та йăлт ывăничченех вĕсене чăнкăртаттарса ларнă. Çапла выляса ларнă çĕртех çынсем килсе кĕнĕ тĕлсем пулнăран, Ваçухха юмăçăн шутласа кăларайми мул пур текен хыпар ял çине сăрăлнă.
Кĕçĕр те акă Ваçухха, урам хушши йăлтах шăплансан, урăх никам та килсе кĕрес çука шаннипе, урлă сак айĕнче ларакан хурантан темиçе ывăç кĕмĕл илсе тухрĕ те сĕтел çине купаласа хучĕ. Хăй сĕтел хушшине вырнаçрĕ, çĕре ӳкесрен кĕмĕл купине, хăрах аллипе пӳлсе, пĕрер укçан иле-иле купа çине пăрахма тытăнчĕ. Кĕмĕлсем чуна савакан илемлĕ сасă кăлараççĕ...
Сасартăк алăк чĕриклетни илтĕнчĕ. Ваçухха шартах сикрĕ, выляма чарăнчĕ. Юратнă вăййине татнăшăн кăмăлсăрланчĕ:
— А-а... кам ывăлĕ е хĕрĕ çак тери çĕрле ман канлĕхе татма шут тытрĕ-ши?
Ĕнтĕ Платун çухалса кайрĕ. Юмăç çывăрманнине тĕл пуласса кĕтменччĕ вăл. Ваçухха çывăрмасть çеç мар, сĕтел хушшинче тем асамласа ларать иккен. Юмăç Платуна хăйне асамласа пăрахассăн туйăнчĕ, апла пулин те, тухса тарма вăй-хăват çитереймерĕ. Ку каç çинчен сахал мар шухăшланă-çке вăл, ку каç çине нумай шанчăк хунă...
— Эпĕ-ха ку, Ваçухха аппа, Платун... — юлашкинчен сасă пачĕ вăл.
Ваçухха чĕри ирексĕрех çуйланчĕ. Платун чее те усал çын тенине илтнĕ вăл. Халĕ çак çын ун кĕмĕлне туртса илме килнĕн туйăнчĕ. Ваçухха алăкне питĕрменшĕн пуçламăш хут хăйне хăй ӳпкелерĕ.
— А-а... телей е телейсĕрлĕх, пӳлехçĕ-и е сехмет илсе килчĕ сана ман пата, шăллăм?..
— Халех, Ваçухха аппа, пĕтĕмпех каласа парăп, — пăшăлтатрĕ те Платун малалла утăмларĕ. Патне çывхарсан, выçă кашкăр пек сиксе, юмăç карчăка карланкинчен ярса тытрĕ. Лешĕ сасă пама ĕлкĕриччен, ăна пăвса пăрахрĕ. Сĕтел çинчен сирпĕнсе çĕре ӳкнĕ кĕмĕл укçасем пĕр самант чăнкăртатса илчĕç те, пӳрт ăшчикки каллех щăплăха путрĕ. Платун юмăç карчăк виллине, таçта лектерсе ыраттарасран хăранă пек, упраса йăтрĕ те алăк кĕтессинче ларакан кравать çине вырттарчĕ. Çамки çине тапса тухнă тарне кĕпе çаннипе шăлса типĕтрĕ. Чи йывăр ĕçне тунă тесе шутларĕ вăл. Пĕртен-пĕр чĕрчĕлĕхĕн куçĕсем ĕмĕрлĕхе хупăнчĕç. Юмăç карчăка вĕлерме тивессине тахçанах шухăшланипе, халь уншăн ним чул та пăшăрханмарĕ. Вăхăта пушăлла ирттересшĕн мар васкаса урлă сак айне кĕчĕ. Кĕсйинчен çурта кăларса çутрĕ. Тавралла пăхкаланă майăн сулахай енче пир тĕркисем купаланса выртнине курчĕ.
Татьяна, юмăç пăхнăшăн пир парсан, ăна таса мар çĕре пăрахнă пек шухăшласа ахалех пăшăрханнă иккен. Пир тĕркисем кунта тирпейлĕн купаланса выртаççĕ.
Платун чĕри хаваслăн тапма тытăнчĕ. Куç умĕнче тĕлĕкре курман пуянлăх выртать. Миçе тăрăх-ши кунта? Анчах юмăçăн пир çеç пулмалла мар. Ана укçан та нумай панă. Тата вăл юмăç пăхса тупнă укçине ниçта пĕр пус салатманнине пурте пĕлеççĕ. Платун çурта çутипе шыранă çĕрте чи инçетри кĕтесре икĕ хуран ларни курăнчĕ. Вăл хĕрĕнче ларакан хуран патне пычĕ те ун ăшне çутатса пăхрĕ. Куçĕсем алчăрса кайрĕç. Хăйне хăй те ĕненмесĕр ывăçласа илсе çутă çĕре тытрĕ. Ним иккĕленмелли те çук — ывăç тулли пăхăр укçа. Килте пулсан ку укçа çине каçса каяс пекех пăхса рехетленĕччĕ вăл. Халь вăхăт çук. Хăвăртрах тухса каймалла. Анчах çынсем юмăç патне пăхăр укçа çеç илсе килнĕ-ши вара? Платун тепĕр хуранне çутатмасăрах аллине чикрĕ. Пăлхатса пăхрĕ, унта çепĕç сасă илтĕнчĕ. Ним иккĕленмелли те çук — кунта кĕмĕл укçа. Ун умĕнче юмахри пек шутласа кăларайми мул. Киле çеç хăвăртрах илсе çитермелле. Вара вăл такамран та пуянрах пулĕ. Платун нумай шухăшласа тăмарĕ, çуртине урайне лартса, пир тăрăхĕсене миххе чышрĕ. Вĕсем пĕр миххе вырнаçаймарĕç. «Тепĕр хут килсе кайма тивет», — шутларĕ те Платун, тултарнă михĕпе ике хурана урай варрине лартса, çенĕке чуса тухрĕ.
— Мĕнле унта? — пăшăлтатрĕ ашшĕне аран кĕтсе илнĕ Павăл.
— Майлах. Ватă тухатмăш вилнĕ пекех çывăрать. Вĕсем ним сас-чӳ кăлармасăр пӳрте кĕчĕç. Платун часах хурансен тĕлне тупрĕ, пĕрне Павăла илсе пачĕ, миххе те ăнах йăттарчĕ. Хăй тепĕр хуранне тытрĕ.
Урам хушши килнĕ чухнехи пекех вил шăплăхра. Вĕсем никама-ниме тĕл пулмасăрах килне çитрĕç.
— Эпĕ пирсене тирпейлĕп. Эсĕ хурансене нӳхрепе антар, — хушрĕ ывăлне Платун.
Павăл пĕр хуранне антарма ĕлкĕрнĕ çĕре ун патне ашшĕ пычĕ те:
— Акă мĕн, эсĕ хурансене çĕре тарăнрах алтса пытар. Эпĕ юлашки пирсене кайса илетĕп, — терĕ.
— Мĕн илсе килнипе çитĕ, — ашшĕне чарасшăн пулчĕ Павăл.
— Ырлăхран ан ывăн тенĕ ваттисем. Мул ытлашши пулмасть. Тухатмăша пурпĕр кирлĕ мар вăл, — ывăлĕпе килĕшмерĕ Платун.
Çавăнпа пĕрлех ун пуçне çуйлă шухăш пырса кĕчĕ: «Юмăç вилнине ыран ирех пурте пĕлĕç. Хай вилĕмĕпех вилнине ĕненĕç-ши? Тухтăрпа стражник килмесен çаплипех иртĕччĕ те... Кунашкал чух вĕсем хутшăнмасăр иртес çук. Тухтăр таврашсем çын мĕнле вилнине пĕлме пултараççĕ, тет. Е пăвса вĕлернине тавçăрсан, вара мĕн пулĕ? Кам вĕлернине пĕлеймĕç те, пурпĕр аван мар. Тухатмăшăн мул пуррине пурте пĕлеççĕ. Кун хыççăн ун укçине уççăн тыткалама хĕнрех. Мана шанмасăр тăракансем те тупăнĕç. Стражнике пĕлтермесĕр юмăçа хам ирĕкпех пытарттарсан мĕнле-ши? Кунашкал та май килмĕ. Кашниех староста ма çав териех юмăçа васкаса пытарчĕ-ши тесе калĕç. Каллех мана шанмасăр тăма пултарĕç». Ку ĕçе тума йывăрах мар тесе шутланăччĕ вăл малтанах. Халь ун умне тĕрлĕ чăрмавсем сиксе тухрĕç. Çапах та вăл нумай шухăшласа тăмасăрах май тупрĕ. «Тухатмăш чĕлĕм туртаканччĕ. Мĕншĕн тивертнĕ чĕлĕмĕпех çывăрса çунса кайма пултарайман вăл?» Пархатарлă ăс тупăннипе Платун кăмăлĕ каллех уçăлчĕ. Васкавлăн пӳрте кĕчĕ те кĕсйине краççын кĕленчи чиксе тухрĕ.
Урамра çав-çавах шăп. Урам хуралçи шакăрчи те шакăртатмасть. Вăл, ахăртнех, пĕр-пĕр пĕрене çине канма ларнă та çывăрса кайнă пулĕ.
Платун Ваçухха килĕнче юлашки пир тĕркисене хăвăрт миххе тултарчĕ. Пир айне саркаланă улам çине краççын сапрĕ. Унтан урлă сакпа йывăç кравать хушшинчи урай хăми çине краççын сапса çул турĕ, юмăç çине те тăкрĕ. Урлă сак айне çунакан çурта лартса хăварчĕ.
Урамра хăрушлăх палăрмарĕ пулин те, Платун такамран тарса ӳкесшĕн пек чупать. Çурта çунса пĕтсе вут-кăвар хыпса иличчен пуянлăхне пытарма ĕлкĕресшĕн вăл, çынсемпе пĕрле пушар сӳнтернĕ çĕре тухасшăн. Акă вăл пус хапхи тĕлĕнчен чупса иртрĕ те аслă тăкăрлăкалла пăрăнчĕ. Çав вăхăтрах хыçалта çын сасси илтĕнчĕ:
— Эй, тăхта-ха! Ăçта чупатăн?!
Платун шарт сикнипе чуть çеç йăванса каймарĕ. Çаврăнса пăхма хăрарĕ пулин те, çакна пуçĕнчен çухатмарĕ: мĕнле те пулин тарса хăтăлмалла. Çатан урлă каçса ӳксен аванччĕ. Анкартинче пытанма та çăмăлрах. Анчах тулли михпе мĕнле сиксе каçăн! Мĕнпур шанăçне ури çине хурса, вăй-хăвачĕ çитнĕ таран чупрĕ. Самайкайса та хыçра урăх сас-чӳ пулманран вăл кăштах лăпланчĕ. Ним çукран хăранăшăн хăйне ятласа та илчĕ. Васкама пăрахрĕ. Авă, тăкăрлăк та инçе мар ĕнтĕ. Унталла пăрăнсан, уттипе кайсан та пырĕ. Шăп çав вăхăтра такам михрен ярса тытрĕ. Михĕ Платун аллинчен вĕçерĕнсе ӳкрĕ.
— Ăçта чупатăн? Ма таратăн? — илтĕнчĕ сасă. Платун çаврăнса пăхрĕ. Хăйне тытса чарнă çынна паллаймарĕ.
— Эккей, э... Эсĕ-çке ку, Платун!
Платуна ку хальччен те илтнĕ сасă пек туйăнчĕ, ялта çук тум тăхăннăскере каллех палласа илеймерĕ. Çакна çеç ăнланчĕ: кирек мĕн пулсан та шарламасăр тăма юрамасть.
— Ийя, эпĕ ку. Сехре хăпнипе сывлăш питĕрĕнчĕ-ха...
— Унашкал мĕнрен хăрарăн?
— Ара, пир пухма çармăссем енне кайнăччĕ те... — ку ăнсăртран килсе кĕнĕ шухăш Платун хăюлăхне çĕклерĕ.— Хыçран ырă кăмăллă çын чупмасть пуль тесе чун юлмарĕ.
— Хăвна ырă кăмăллă тесе шутлатăн-и?!
Платун чĕлхине çыртрĕ. Палламан çын ун сăмахне ĕненмен пек туйăнчĕ ăна. Анчах лешĕ, хăйĕн шухăшĕсемпе çеç пурăнаканскер, Платун хуравласса кĕтсе илмерĕ.
— Пӳлĕхçĕм çырлахтăр, эсĕ те ырă çын пулсан, усалли кам-ши? Эсĕ ман кине терт кăтартнă чухне никамран та хăраман-çке, хăвна ху паттăр тытнă!
Платун хăй умĕнче кам тăнине палласа ялчĕ те пушшех хăраса ӳкрĕ. Çтаппан ăна çынна вĕлернипе çаратнă-шăн çеç мар, Анука хур кӳнишĕн те тавăрас пек туйăнчĕ.
— Турă пĕлет, Çтаппан, эпĕ ним чул та айăплă мар... — чĕтревлĕ сассипе сăмах хушрĕ Платун. — Эпĕ сан кил хушшине ура ярса пусман пулăттăм. Анчах хăй...
— Хупла çăварна, каяннăй пуçĕ! Е халь нимĕр туса хурăп! ш
Çтаплан Платуна тĕксе ячĕ. Лешĕ çăмха пек йăванса кайрĕ. Çтаппан унпала тек аппаланса тăмарĕ, килне çитме васкарĕ.
— Çынсене усал тума пăрахтармаллаччĕ те сана — алла варалас килмест. Атя, пир тăрăхĕсене пуçтар та ху çулупа ут! — тесе хăварчĕ Платуна.
XXV
Анук, çĕрĕпех çывăраймасăр асапланчĕ пулин те, ирпе суха патне кайма шут туса, вырăн çинчен тăчĕ. Кĕтерук çирĕп шанни тата Макçăм кумăшсем те халичченхи пекех ăшпиллĕн пăхни ăна пурнăçри чи йывăр вăхăтра та пĕччен маррине туйтарчĕç, пурнăçшăн малалла кĕрешес хăватне устерчĕç.
Çапла Анук, вырăн çинченех суха патне каяс шухăшĕпе тăрсан, витрисене çакнă кĕвентине хулпуççи çине хучĕ те, лашине çавăтса, çăл кутне кайрĕ.
Энĕшкасси ялĕ, çывăрнă чухне çеç лăпланаканскер, ыйхăран вăрансанах ĕнерхи ĕçсем çинчен калаçма тытăнчĕ. Калаçмасăр епле тусĕн? Хĕрарăм хăй аскăнланни çинчен халăх умĕнче пĕлтернине ĕмĕр тăршшĕнче те илтмен. Анук инкекĕшĕн савăнса кулнипе пĕрлех, вăл чысне çухатнине ялти мĕнпур хĕрарăмсене хур кӳни вырăнне шутласа, ăна сивлерĕç. Сантăрпа Наçтике шеллерĕç. Аскăн кинне пăрахса кайнăшăн Çтаппана мухтарĕç. Çак хушăрах, Анука телейлĕ пек шутласа, унăн ăраскалĕнчен кĕвĕçекенсем те тупăнчĕç. Михха хăйсене çав тери пысăк пуянлăх сĕнес пулсан, вĕсем те ним шухăшламасăр Анук пек пулĕччĕç... Выçлăхпа асап намăсран хăватлăрах. Ан тив, Анук çинчен халь темтепĕр калаçчăр. Уншăн вăл нихăш енчен те ка-тăлас çук. Çавăншăн унăн лаша тата çителĕклĕ çăкăр-тăвар пур. Кĕтерук паттăрлăхĕнчен, вăл старостăпа десятскисенчен хăраманнинчен тата Анук Лукарьене ислетнинчен тĕлĕнчĕç, вĕсене ырларĕç.
Анук çăл патĕнче пĕр ушкăн хĕрарăм тем çинчен халап çапса тăнине курчĕ. Вăл çывхарнăçемĕн лешсем пăшăлтатарах калаçма пуçларĕç. Анук çине йĕрĕнерех пăхрĕç. Тахăшĕ хыттăнах кулса ячĕ. Ăна курмалăхне ыттисем те ахăлтатрĕç. Кĕçех Анук хăлхине йĕлпĕрнĕ сасă пырса кĕчĕ:
— Юмахри пекех. Ирхине вырăн çинчен тăнă çĕре çӳпçе тулли укçа... Кил хушшинче лаша тулхăрать.
Анук чĕри çурăлас пекех ыратрĕ. Анчах вăл Энĕшкасси хĕрарăмĕсем мĕнлине аван пĕлет. Вĕсемпе питлешме е хăвна тӳрре кăларма çеç хăтлан, ку вара вут çине краççын сапнă пекех пулĕ. Вĕсем сана çĕр тӳсейми хурласа тăкĕç. Вĕсен усал чĕлхисенчен хăтăлма пĕр май çеç: хăйсемпе çивеччĕн калаçмалла. Анук хĕрарăмсене ним шутламан пек пăхрĕ те:
— Çынсен пурнăç майне пĕлеççĕ, сирĕн йышшисем мар. Юмахри пекех, ыйхăран вăраннă çĕре кил хушшинче лаша тулхăрса çӳрет. Тата лашине курасчĕ сирĕн! — терĕ.
— Чăнах-и?
— Куна эсех калатăн-и? — ахăлтатрĕç хĕрарăмсем.
— Эпех калатăп! — çав-çавах пуçсăрланса тавăрчĕ Анук. — Сирĕн нихçан та унашкал лаша пулас çук. Ан васкăр-ха, эсир куна çеç те курмăр. Акă ыранах ман кил хушшинче пăлан пек ĕне мĕкĕрсе çӳрĕ...
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...