Ĕмĕр сакки сарлака. 2-мĕш кĕнеке :: Пĕрремĕш пайĕ
Аслă урама кĕрсен Богданов, трамвай çинчен анса, ювелир патне кĕчĕ. Ăна хаклă япалисене кăтартрĕ.
— Сударь, сирĕн хаклă япаласем пĕр пуса та тăмаççĕ, — терĕ ювелир, çĕрĕсемпе хăлха ункисене тимлĕн сăнаса. — Фальшивăйскерсем...
— Мĕн терĕр? — тепĕр хут ыйтрĕ Богданов.
— Сирĕн япаласем пĕр пуса тăмаççĕ терĕм. Суяскерсем кăна. Çиелтен çеç сăрланă вĕсене.
Богданов ювелир патĕнчен вĕри шывпа ăшаласа янă пекех вĕтеленсе тухрĕ. «Шуйттан илесчĕ хĕрарăмĕ темерĕн! Чăннипех чавса тăршшĕ лартрĕ. Юрать-ха Степа çĕнтерчĕ. Вăл çĕнтермен пулсан, укçа ахалех пĕтетчĕ».
Аптранă енне вăл пасаралла çул тытрĕ. Çиелтен кăна сăрласа илемлетнĕ япаласене кĕсьере чиксе çӳриччен мĕн хака та пулин сутса ярас.
Тепĕр чухне телей шăл çĕмĕрсе кĕрет. Хăйĕн «хаклă япалисене» вăл пасарта пĕр усламçа виççĕр тенкĕлле тыттарса ячĕ... Ку та начар мар...
Подрядчикăн кăмăлĕ самаях майлашрĕ. Хупаха кĕрсе пуçне юсакаларĕ. Урамра тĕл пулнă городовойпа та калаçкаласа илчĕ. Пуринчен те вăл «цирк историйĕ» пирки ыйтса пĕлме тăрăшрĕ. Хыпарсем усалах мар. Циркра крючниксем пулнă тесе никам та шутламасть.
Хваттерне вăл хаваслă кăмăлпа таврăнчĕ. Тĕрĕсех, ырхан хĕрарăм чавса таршшĕ лартни ăна халь те вĕчĕрхентерет те, сирме тăрăшрĕ. Унсăрăн та пин те ултçĕр тенкĕ выляса илчĕ. Ку укçана ăспарах тыткалама пĕлсен, пысăк тупăш курма пулĕ. Халь паттăрсене курас килчĕ унăн. Пĕрер стакан эрех ĕçтерсен те çылăх мар. Анчах пӳлĕмĕнчен тухса кайма ĕлкĕреймерĕ, Матĕрне пырса кĕчĕ.
— Килех, килех, Матрена Игнатьевна! — Хаваслăн кĕтсе илчĕ Богданов.
— Аван-и, Илья Никонорович!
— Калама çук аван, Матрена Игнатьевна. Ман паттăрсем мĕнле сывлаççĕ унта?
— Ĕçе тухса кайрĕç.
— Степа мĕнле пурăнать?
— Çавăн çинчен калаçма килтĕм те.
— Мĕн пулчĕ апла?
— Вăл ăншăрт çапса хуçнă пекех имшернĕ.
— Мĕн тата?
— Мĕнне ху пĕлмелле, Илья Никонорович. Ылхавлă çурта ху илсе кĕнĕ. Сирĕн умрах çаратнă ăна. Юлашки укçине çухатсан, камăн чĕри çурăлмĕ?
Çтаппан инкекĕ çинчен аçа илтерни Богданов кăмăлне пăсрĕ.
— Вара мĕн тет? — вĕчĕрхенчĕ вăл.
— Вара-и? Вара акă мĕн, Илья Никонорович... Ман шутпа, вăл çухатнă укçана эсĕ тӳлесен май килмелле... — Богданов кулса ячĕ. Матĕрне сассине хăпартрĕ: — Эпĕ пĕрре те култарасшăн каламарăм, Илья Никонорович. Эс ăна çав çурта ертсе кĕмен пулсан, ун кĕсйинче паян кун та çĕр хĕрĕх тенкĕ выртĕччĕ. Килĕнче кинĕпе мăнукĕ татăк çăкăрсăр лараççĕ. Кĕçех тырă акма тухмалла, унăн вăрлăх та Çук.
Богданов кулма чарăнчĕ. Матĕрне çине тăрсах Çтаппан хутне кĕни ăна кулăшла туйăнчĕ.
— Матрена Игнатьевна, тăхта-ха! Эсĕ мĕншĕн-ха Степăшăн çав териех тăрăшатăн? Ыттисемшĕн ку териех тăрăшнине курманччĕ-çке?
Матĕрне вутлăн-хĕмлĕн пулса кайрĕ. Богданов унăн чĕрине кĕрсе пăхнă пекех туйăнчĕ ăна. «Аннеçĕм, хама хам халех алла илмесен тем шӳхăшлĕ!»
— Çук, кăна тĕрĕс каламарăн эсĕ, Илья Никонорович, — хумханнине аран пытарса татса хучĕ Матĕрне.— Эпĕ, пурне те пĕр тан шутласа, пуриншĕн те пер пек тăрăшатăп. Эсир нихçан та ман сăмахсене итлеместĕр. Ахăртнех, хĕрарăм мĕн пĕлет тесе шутлатăр пулмалла... Тĕрĕсех, сире вĕрентмелли çук. Эсир, хулара темиçе султанпах пурăнса унăн йăлисене пĕлсе çитнĕ. Степан Ивановнч çĕнĕ çын. Кунта ăна пысăк нуша хăваласа килнĕ. Эсир ăна аташтарса укçине çухаттарнă.
Богданов хăй айăплине аван ăнланать. Уççăнах йышăнасшăн мар çеç:
— Вăл пĕчĕк ача мар. Çур ĕмĕрне пурăнса ирттернĕ ĕнтĕ. Тăн илме вăхăт. Никам та вăйпа тытса ĕçтермен ăна, намăс çуртне те вăйпа илсе кĕмен.
Подрядчик сăмахĕсем Матĕрнене пушшех кӳрентерчĕç. Çтаппана хур кӳнĕн туйăнчĕ ăна.
— Куна тĕрĕсех каларăн, Илья Никонорович, ӳсĕре çаратмасан кама çаратмалла? — сиввĕнрех каларĕ вăл. — Анчах хулана пуçламăш хут килсе çакланнă çын мĕн тăвайтăр? Çитменнине, унăн тус-йышĕсем ытла ырă çынсем, ĕçтерсе ӳсĕртеççĕ те ирсĕр çурта илсе кĕреççĕ.
Матĕрне шухăшне вĕçлерĕ. Подрядчик мĕн каласса кĕтрĕ. Богданов пит-куçĕ çинче хаваслăх шевли выляма тытăнчĕ.
— Юрĕ, эсĕ мана çавăртăн. Хамран ĕçлесе илнĕ аллă тенкине тепĕр хут тӳлĕп. Ытти тăн илмелĕхне пултăр уншăн!
VI
Пурнăç тем таранах салху пулсан та, вăхăт малаллах шăвать. Хуняшшĕ килтен халь çеç тухса кайнă пекчĕ, унтанпа темиçе кун та иртрĕ ĕнтĕ. Анук хуняшшĕ хăй сăмахĕ çине тăрасса шанать. Çакăнпа пĕрлех вăл каярах юлса таврăнма пултарасса та ăнланать. Ашшĕсем патĕнчен илсе килнĕ çăкăрĕ пĕтни ăна каллех ывăлĕн сывлăхĕ пирки пăшăрхантара пуçларĕ. Текех ашшĕнчен çăкăр кайса ыйтма аванмарланчĕ. Макçăм кумĕсенчен ыйтма та именчĕ. Вара ирĕкçĕрех Лукарьене аса илчĕ. Упăшкине Михха пĕтересрен хăтарнине пула вăл уншăн ырă кăмăллă хĕрарăм пек туйăнать. Ан тив, Микула тахçанах ăçта та пулин вилсе выртнă-и, тен... Пурĕпĕр Лукарье ун чухне килсе систернине чун-чĕререн тав тума тивĕç. Вăл систермен пулсан, уретникпе стражник тата вĕсемпе пĕрле килнĕ ӳсĕр арçынсем Микулана çав каçах пĕтеретчĕç. Анука, Лукарье патне çăкăр ыйтма кайсан, вăл сăмахсăрах парса ярассăн туйăнчĕ. Анчах ун умĕнче те намăса кĕрес килмерĕ. Пĕртен-пĕр май: Лукарье патне мĕнле те пулин япала заклада хумалла. Анук васкаса çӳпçине уçрĕ те хуткупăс кăларчĕ. Çавăнпа пĕрлех чĕри хурлăхлăн вăркăшма тытăнчĕ. Упăшки çухалнă хыççăн хуняшшĕ килте çук чухне Анук, час-часах хуткупăс тытса, чăваш юррисене калама вĕренчĕ. Хуткупăсăн çепĕç те ачаш сасси ăна яланах телейлĕ кунĕсем çинчен: Микулана чунтан юратнине, ăна качча тухса ырă курнисене аса илтерчĕ. Халĕ çав чи хаклă япалана заклада кайса хума лекет. Вăл урлă сак çине вырнаçса ларчĕ те хуткупăсне туртса ячĕ, пĕрле хăй те юрларĕ, анчах сасăпа мар, ăшра кăна:
Икĕ тур лаша тан туртать,
Тилхепи тăрăх тар юхать.
Пĕтĕм шухăша шухăшласан,
Икĕ куçран куççуль юхать...
Анук куçĕнчен вĕри куççуль шăпăртатса анчĕ. Хуткупăсăн çепĕç те уçă сассинче юратăвăн тата Микулан сасси пур пекех туйăнчĕ ăна. Хуткупăс Анукшăн çеç мар, ывăлĕшĕн те паха. Акă, амăшĕ пĕр çавра юрлама ĕлкĕрейчĕ — Ванюк хаваслăн çухăрашса ун патнелле упаленсе пычĕ. Анук хуткупăсне ачи умне лартса пачĕ. Ванюк турткаласа сасă кăларчĕ те, пĕтĕм хаваслăхĕпе юрланçи туса:
— А-а-е-е, — тесе кăшкăрчĕ.
«Çук, тем пулсан та хуткупăса заклада хумастăп!» — татăклах шут тытрĕ те Анук, чĕрине пусаракан пĕр пысăк чулĕ хăпса ӳкнĕн туйăнчĕ. Тепĕр йывăр чулĕ çав-çавах пусса тăчĕ: «Заклада мĕн хурса çăкăр туянас-ха?» Вара вăл ачи валли вырăссем парса янă парне пуррине аса илчĕ. Тĕрĕсех, ку чаплă çивиттисемпе, утиялпа ывăлне чĕркесе никама та кĕвĕçтереймĕ. Урăхла ниепле те май шыраса тупайманнипе хăйне хăй йăпатма тăрăшрĕ: «Ĕнтĕ ывăлăма ун чухне шухăшланă пек чĕркеме те кирлĕ мар. Вăл самаях ӳснĕ. Тата ку паха парне закладра нумай вăхăтах выртмĕ. Паян-ыран ати укçа ĕçлесе таврăнĕ те, тӳлесе каялла илĕпĕр. Лукарье уншăн çăнăх пăтран кая памĕ. Вара ывăлпа иксĕмĕр ати ĕçрен таврăниччен ним шухăшсăр пурăнăпăр». Анук купăсне, ывăлĕнчен аран-аран вĕçертсе илсе, çӳпçене хучĕ. Çиттийĕпе утиялне кăларса миххе чикрĕ, ачине йăтса, пӳртрен тухрĕ.
Лукарье, сăнчăрти йыттисем хаяррăн вĕрсе янинчен хапха патне ют çын пынине тавçăрса, чӳречерен пăхрĕ те пĕчĕк хапхаран Анук ачине йăтса кĕнине курчĕ. Ан тив, вăл Анука чун-чĕринчен кураймасть, ăна тем майпа та пĕтерме тăрăшнă пултăр. Упăшки таçта çухалнă хыççăн Анук питех тертлĕ пурăннишĕн калама çук савăнать пултăр. Пурĕпĕр унпала хăй килĕнче тĕл пуласса тĕлĕкре те курмантан малтанах çухалса кайнипе ăна чи хаклă хăна килсе кĕнĕн туйăнчĕ. Вăл, ирĕксĕрех тивĕççĕн кĕтсе илме кирлĕ пек шутласа, тăруках ним тума аптранă енне пӳрт ăшчикĕнчи япаласене тирпейлеме тытăнчĕ. Анчах кунашкал çухални вăраха пымарĕ. Часах тăна кĕрсе хăйне хăй ятласа илчĕ:«Кама ырă хăна пек кĕтсе илме хатĕрленетĕп эпĕ? Хамăн вилмелле тăшмана-и?.. Çук, ăна хисеплеме мар, малти пӳр-те те кĕртме юрамасть!» Лукарье, хĕрачине йăтса, кайри пӳлĕме тухрĕ.
Хуçа арăмĕ Анука алăк патĕнче кĕтсе илчĕ. Кунта килнĕ чухне япала заклада хурасси уншăн нимех те мар пекчĕ. Халь, хуçа арăмĕпе тĕл пулсан, хăй чухăннинчен вăтанса, пуçне усрĕ. Калас сăмахне те калаймарĕ.
Лукарье те сăмах чĕнмерĕ, Анука шăтарасла пăхса тăчĕ.
Анчах çичĕ уйăхри пĕчĕк ачашăн амăшĕн кăмăлĕ мĕнле пулни нимĕн те мар. Лукарье хĕрĕ Клавье, хăй пек пĕчĕк ачана курнипе хавасланса, аллисемпе Анук ывăлĕ еннелле хăлаçланчĕ, тем пакăлтатса, пӳртри шăплăха сирчĕ.
Ванюк та парăмра юлмарĕ. Аллисемпе çатлаттаркаласа, хаваслăн çухăрса ячĕ.
— А-а-е-е!..
Лукарье пичĕ хĕрелсе, пĕçерсе кайрĕ. Ачасем ачашшăн пакăлтатни иккĕшĕ пĕр юнран пулнине ăнланса илнĕнех туйăнчĕ ăна. Сăнасарах пăхсан, вĕсем пĕр тăванне кирек кам та чухламалла. Ванюкăн куçĕпе çӳçĕ çеç амăшĕн. Сăмси-çăварĕ, кулăшĕ — каснă-лартнă Лукарье хĕрачин. Лукарье ирĕксĕрех шухăша ӳкрĕ: «Ку ачасем хăйсен пĕртăванне хăçан та пулин пĕлĕç-ши? Ӳссен пĕр-пĕринпе мĕнле пулĕç-ши?» Лукарье ачасем пĕртăванне пĕлтересшĕн, пĕр-пĕрин хутне кĕрсе пурăнмалла тăвасшăн ĕмĕтленчĕ. Ку самант хăçан килме пултарасса çеç шухăшласа илме пултараймарĕ. Сасартăк вăл Анукăн ывăлне чунтан юратнине туйрĕ. Çавăнтах иккĕшне пĕрле выляттарса курас килнипе хĕрачине ирĕке ячĕ. Лешĕ сетел хушшине кĕрсе ларчĕ те, Ванюк еннелле хăлаçланса, тем пакăлтатрĕ. Анук, ним тавçăрайманскер, ывăлне аллинчен ямарĕ. Сăмах чĕнсе, Лукарье шухăшĕсене татрĕ:
— Инке...
Ют сасă Лукарьене тăна кĕртрĕ. Ун умĕнче хăйне нумай терт кăтартнă тăшман тăнине аса илсен, вĕри юнĕ сивĕнчĕ. Çав вăхăтрах Анук çине тĕпчевлĕ куçĕпе сăнасарах пăхрĕ те, вăл чăнах та ытармалла мар илемлине курчĕ. Унăн нушапа ырханланнă пичĕ çинчи çăлтăр куçсем Микулана çеç мар, такама та ухмаха ертме пултарĕç!» «Вăл илемĕпе, маттур упăшкипе тата ывăлĕпе те манран телейлĕрех», — кĕвĕçсе шухăшларĕ Лукарье.
— Инке... Эпĕ заклада хума япаласем илсе килтĕм те... Лукарьешĕн «заклад» çĕнĕ сăмах мар. Ку сăмаха вăл ашшĕ килĕнче чухне те кашни кунах илтнĕ. Вĕсем патне чухăнсем тĕрки-тĕркипе пир, кĕпе, сăхман, хушпу-тухъя, сурпан таврашĕсем пырса заклада хуратчĕç. Чылай чухне каялла тӳлесе илеймен япаласем ĕмĕрлĕхех ашшĕ аллине юлатчĕç. Çав юлнă кĕмĕлрен Лукарье валли чи чаплă хушпу-тухья туса панăччĕ.
Михха килĕнче те çавах. Уйрăмлăхĕ çак çеç: хĕр чухне вăл заклада илес ĕçе хутшăнакан марччĕ, Халь ку ĕç пĕтĕмпех ун аллинче. Тата куна тума хут пĕлни е тăнлă-пуçлă пулни те кирлех мар. Чĕре çеç хытă пултăр. Çын нушине курса ан çемĕçтĕр.
— Мĕн кирлĕ сана? — Анук сăмахне илтмен пек пулса сиввĕн ыйтрĕ вăл.
— Заклада хума япаласем илсе килсеттăм, — терĕ Анук именсе.
— Япаласем тетĕн?
— Ийя, инке... Акă... — михĕ çине кăтартрĕ Анук.
— Ытла хаклăскерсем мар-и? Тӳлеме мул çитейĕ-ши? Анук Лукарье тăрăхласа кулнине сисмерĕ.
— Халех кăтартăп, инке... — терĕ те вăл, ывăлне сак çине лартса, михĕри тĕркене кăларса салатрĕ.
Лукарье, япаласем начарах маррине асăрхасан, ирĕк-сĕрех çывăха пырса, вĕсене хыпашласа пăхрĕ:
— Мĕн ку сан?
— Ача утиялĕпе çивиттисем. Вĕсене Микула Ванюк валли илсе килнĕччĕ...
Лукарье килĕнче мĕн кăна çук-ши? Анчах ача валли хатĕрленĕ кунашкал чаплă япаласене пуçламăш хут курать вăл. Çуралсанах хĕрачине Лукарье те, Энĕшкассинчи ытти çынсем пекех, улача кипкепе чĕркесе вырттарнă. Халь вăл ăна улăм тӳшек çинче вырттарать, Миххан пĕчĕк чухне çĕлетсе панă сăхманĕпе витет. Пĕчĕк ачана чаплă вырăн кирлех те мар. Сывлăхĕ пулсан, улача кипкепе чĕркесен те аван ӳсет. Лукарьен хăйĕн те ӳссе хĕр шутне кĕриччен кунашкал чаплă вырăн пулман. «Микула алăри ачи валли чаплă утиялпа çивиттисем илсе пама та укçине шеллемен. Мĕн тери ырă кăмăллă ашшĕ вăл? Анук кун енчен те манран телейлĕрех...» — çапла шутласа илчĕ те Лукарье пушшех кĕвĕçе пуçларĕ. Выçăпа аптранă çынна тавăрасси темех мар, пушă алăпа çеç кăларса ямалла.
Лукарье шухăшне каллех Анук сасси татрĕ. Ывăлĕ Лукарье хĕрачи патнелле упаленсе кайнине курчĕ те вăл:
— Ванюк! Ванюк! Аçта каятăн, папаçăм! —тесе, ачине çĕклеме тăчĕ.
Лукарье чарчĕ ăна:
— Тăхта-ха, ан тыт... Иккĕшĕ мĕн айкашаççĕ, курар!
— Эй, инке! Сан хĕре тивесрен хăратăп. Ман Ванюк ытла та пуçсăр ача. Ашкăнма юратать!
— Ана ма тивтĕр вăл? Иккĕшĕ пĕр варта выртнă тăван евĕрлех вĕт вĕсем, Иккĕшне те пĕр каçра çуратнă. Пĕр хуранти шывпа ят хунă...
Анук Лукарье ку сăмахсене ылхаçлăн каларĕ тесе йышăнчĕ. «Вĕсем чăн та пĕртăван пекех вĕт. Вĕсене чăн та пĕр хуранти шывпа ят хунă-çке!» Ачасем мĕн айкашасса пăхса тăчĕ.
Ванюк Лукарье хĕрĕ патне упаленсе çитсе ларчĕ, ăна палласа илме тăрăшнăн тинкерсе пăхрĕ. Вара Клавье пӳрнисене, хăлхисене, сăмсине тыткалама тытăнчĕ.
— Ав мĕнле ывăл сан... Куçĕпе курнине ĕненесшĕн мар, пурне те хăй аллипе тытса тĕрĕслесшĕн, — çемçен кулкаларĕ Лукарье.
Анук, ывăлĕшĕн тем пекех савăнчĕ пулин те, Лукарье сăмахĕ çине хуравламарĕ. Вăл ывăлĕ, хĕрачана тивсе, амăшĕн кăмăлне пăсасран хăрарĕ.
Унччен те пулмарĕ, — Ванюк хĕрача çӳçне туртрĕ пулмалла, — лешĕ çари çухăрса ячĕ. Ванюк хавасланса ал çупа-çупа ахăлтатрĕ.
— Восподи, Ванюк! Мĕн турăн эсĕ? Çапла тивеççĕ-и?!— хăраса ӳкрĕ Анук, чупса пырса ачине тытрĕ.
— Ав мĕнле ывăл сан... Ман хĕре тиве пуçларĕ... — паçăрхи пекех çемçен каларĕ Лукарье.
— Эй, инке... Пуçтах тесе астутартăм вĕт. Ана ачасемпе пĕрле яма юрать-и вара!
Лукарье урăх нимĕн те чĕнмерĕ. Ашĕнче çеç: «Çук, Микула ачине хам хĕрача пек юратăп. Çавăнпа вĕсене пуш алăпа ярас мар. Амăшĕ урăх шут. Май килнĕ чух унран кăшт мăшкăлласа кулсан та çылăх мар», — тесе тĕв турĕ.
— Юрĕ, мĕн сӳпĕлтетнипе çитĕ! Ман санпала аппаланса тăма вăхăт çук. Луччă çакна кала: мĕн кирлĕ сана? Мĕн шыраса килнĕ кунта?
Анук пуçламăш хут куçне çĕклесе пăхма хăйрĕ те хăй умĕнче Микулана систерме пынă ырă кăмăллă, тин çеç Ванюка хăй хĕрачипе пĕртăван шутлакан хĕрарăм мар, мăнаçлă та никама ним вырăнне хуман хуçа арăмĕ тăнине курчĕ.
— Заклад илсе килтĕм терĕм-иç, — салхуллăн астутарчĕ Анук.
— Заклад илсе килтĕн эппин?.. Уншăн мĕн парас?
— Çăнăх...
— Çăнăх?.. — йĕрĕнерех кулса илчĕ Лукарье, — сире, такамран та пуян çынсене, пĕчĕк ачи валли чаплă утиялпа çивиттисем илсе пама пултаракансене, çăнăх ыйтма намас мар-и?
Анук чĕри йĕппе чикнĕн ыратса кайрĕ. Вăл тинех Лукарье мăшкăлласа кулни Ванюк ун хĕрачине тивнинчен çеç килменнине сисрĕ. Килте татăк çăкăр пулсан, вăл кунтан урăх ним чĕнмесĕр тухса кайĕччĕ. Халь вара пуçран çапса анратнă пек вырăнтан та хускалаймарĕ. Мăшкăла тӳсме йывăр пулин те, вăл, этемлĕх мăнаçлăхне пусарсах, Лукарье чĕрине çавăрма хăтланчĕ.
— Кунашкал хаклă япаласем пирĕн йышшисене килĕшӳсĕр тесе хам та каларăм. Микула итлемерĕ. Ытла та пысăк нуша килсе хуçман пулсан, ăна нихçан та заклада хурассăм çукчĕ...
Юлашкинчен Лукарье йăлăхса çитрĕ. Анука хăвăртрах кăларса ярасшăн:
— Çăнăх миçе кĕренкĕ кирлĕ сана? — тесе ыйтрĕ.
— Çур пăт, — хуравларĕ Анук, малтан пĕр пăт ыйтма шухăшланине манса.
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...