Пушхирти кĕлчечексем :: Иккĕмĕш пайĕ
«Ан çиллен, чунăм. Эпĕ сана тутусенченех чуптăватăп», — терĕ хĕр çырăва темиçе хутчен чуптуса илсе. Унтан ăна шкатулкăна чиксе хучĕ.
...Правленире ирхи лару пуçланиччен пуçлăх пӳлĕмне общежити коменданчĕ Мария Григорьевна пырса кĕчĕ. Куçĕсем шывланнă хăйĕн.
— Елена Николаевна, пулăшăр, Юрий Евгеньевич тарăхтарсах çитерчĕ. Утма çул памасть, ара, ман çума куршанак пекех çыпçăнать. Тăлăх арăм тесе çаплах кулмалла мар ĕнтĕ.
— Лăплан, Манюк аппа, унпа паянах калаçса пăхăп.
Правлени ларăвĕ нумаяхтăсăлмарĕ. Совхоздиректорĕн райĕçтăвкома каймалла. Лена, вăхăчĕ пулмасан та, выльăх тухтăрне лару хыççăн кăштах тытăнса юлма ыйтрĕ.
— Мĕнле пурăнатăр, Юрий Евгеньевич? Общежитири пурнăç условийĕсем йĕркеллех-и?
— Тавтапуç, Елена Николаевна. Кăштах кичемрех, паллах...
— Çавăнпа Мария Григорьевнăна тарăхтарма пуçларăр-и?
— Елена Николаевна, Эсир мĕн, çамрăк çын мар-им? Мария Григорьевнăпа ман хушăри туйăмсем — пирĕншĕн çеç. Эпĕ — арçын, вăл — хĕрарăм. Мĕн, «Шуçăм» совхозра пĕр-пĕрне савма, юратма правлени ларăвĕнчен ирĕклĕх ыйтмалла-им?
— Акă мĕн, Юрий Евгеньевич. Сирĕн чунăрти туйăмсене эпĕ вуçех те пĕлсе тăрасшăн мар. Юратăр. Савăр. Анчах хăвăр кам иккенне, ăçта ĕçленине, çынлăх мĕн иккенне манса ан кайăр. Сыв пулăр! — терĕ те совхоз директорĕ сĕтел çинче выртакан хутссне портфельне чикме тытăнчĕ.
— Анлантăм, Елена Николаевна. Района чипер кайса килмелле пултăр.
УАЗик район центрне çул тытрĕ. Лена паян шофер çумне лармарĕ. Хыçалти ларкăч çине вырнаçса тарăн шухăша путрĕ.
«Эх, чунăм, ытлата йывăр пĕчченĕçлеме, пурăнма. Санăнçунаттусем — тураттусем хӳттинче сăпкари пекех туяттăм. Паян вара... Ют çынсен туйăмĕсемпе те хуçаланма тӳр килет.
Пăх-ха эсĕ ăна, ĕçлеме çеç тытăннă, хĕрарăмсем хыççăн чупать, — шухăшларĕ вăл выльăх тухтăрĕ пирки. Хам та ĕнтĕ, хытах вăрçаймарăм. Мемме!
Çук. Мĕн каласан та Юрий Евгеньевич чипер каччă. Сăнĕ-пичĕпе те... Артист пек. Нумай-нумай хĕрсен чĕрисене çунтарĕ-ха.
Ай, тур-тур! Эпĕ ун çинчен ытларах шухăшлама пуçламарăм-ши? Çук! Иванах çитеймест. Чунĕпе те, ăсĕпе те... Ара, кашни çынах артист пек хитре пулаймасть. Хитре сăн-пите, улма пек, турилкке çине хураймăн...»
Лена, шухăшсен авăрне путнăскер, сисмерĕ те тĕлĕрсе кайрă.
Хĕр килне таврăннă çĕре таврана каç чаршавĕ карса илме ĕлкĕрнĕччĕ ĕнтĕ. Килтисем каçхи апат тумасăрах хĕрĕ таврăнасса кĕтеççĕ.
— Ан пăшăрханăр. Эпĕ çитрĕм! — вирхĕнсе кĕчĕ пӳрте Лена.
— Ытла çӳхе тумланса çӳретĕн, хĕрĕм. Сивĕтсе пырать. Часах раштав уйăхне кĕретпĕр, — мăкăртатрĕ Татьяна Ивановна, апат-çимĕç хатĕрленĕ май.
— Çуран çӳреместĕп вĕт, аннеçĕм. Ашă машинăпа.
— Мĕнле хыпарсемпе таврăнтăн? — терĕ ашшĕ калаçăва хутшăнса.
— Хĕл каçма хăтĕрленес ыйтусене сӳтсе яврĕç. Пирĕн совхоз çинчен паян асăнмарĕç. Атте, чăх-чĕп фабрикинче юсав ĕçĕсем хăçан вĕçленеççĕ?
— Тепĕр эрнерен пĕтеретпĕр, хĕрĕм. Ан пăшăрхан. Аçу ертсе пыракан ĕç яланах кал-кал пырать.
Çемье каçхи апата ларчĕ.
— Хĕрĕм, — терĕ Татьяна Ивановна, — совхозăн выльăх тухтăрĕ çинчен лавккара хĕрарăмсем аван мар калаçнине илтрĕм. Вăл Манюк хыççăн чупать теççĕ-и вара?
— Пĕлместĕп, анне. Мĕн пуртан-çукран Юрий Евгеньевич çинчен калаçу пуçарса ятăн-ха?
— Нимех те мар, ара, хĕрĕм. Авланман. Çамрăк-ха. Ун пек чипер каччăшăн совхозра качча кайман хĕрсем те чылай...
— Атя, атя, каласа пĕтер, аннеçĕм. Сана мĕн-тĕр канăç памасть.
— Канăçĕ-мĕнĕ... Юрий Евгеньевич сăнĕ, куçĕсем, хăтланăвĕ, кала — çăвĕ... Мĕнле-тĕр кинора е тахçанхи пурнăçра курнă сăнара аса илтереççĕ.
— Тупрăн калаçу. Яшкуна çи. Сивĕнсе кайĕ, — чăтаймасăр каласа хучĕ Николай Сергеевич.
— Пĕлместĕп. Кама аса илтерет сана выльăх тухтăрĕ? Ну, юрĕ, тăрантăм. Тавтапуç сире. Питĕ тутлă пулчĕ. Чăтма çук çывăрас килет, — терĕ Лена ашшĕпе амăшне питĕсенчен чуптуса илсе. Унтан çывăрмалли пӳлĕмне кĕрсе кайрĕ.
Яланхи пекех, çывăрма выртас умĕн Лена савнийĕн çырăвне вуласа тухрĕ. Вуласа тухрĕ тени те тĕрĕсех мар пулĕ. Сăвă катанă пек, пăхмасăрах пăшăлтатрĕ...
... Çуллахи шăрăх кун. Хĕртсе хĕвел пăхать. Тĕпсĕр сенкер тӳпере тăри юрă шăрантарать.
Ял хĕрринчи кӳлĕре Иван шыва кĕрет. Лена кукша пуç чечекĕсенчен пуç кăшăлĕ çыхать. Пĕтнĕ пекех ĕнтĕ, виçсе пăхмалла.
— Иван! Чарăн ишме! Каялла çаврăн! Пуç кăшăлне тăхăнса пăхмалла!
Иван илтмест. Каялла çаврăнса пăхмасăрах малалла ишет. Ишет...
Ишет... Часах курăнми пулать ĕнтĕ...
Лена хăранипе кăшкăрса ярать.
— Турăçăм, тĕлĕкре кăна иккен! Ырă тĕлĕкех мар пулĕ ку. Чĕрем сиксе тухаслах тапать, — тесе ыйхăран вăранса кайрĕ.
Татьяна Ивановна часах çывăрса каяймарĕ. Юрий Евгеньевич сăнарĕ евĕрлĕ арçын канăç памарĕ ăна.
«Ăçта курнă-ха çавăн сăнарлă çынна? Огнев? Женя? Çук. Пулма пултараймасть. Юрий Евгеньевич хушамачĕ те урăхла...» — текелесе çаврăнкаласа выртрĕ хĕрарăм, унтан...
... Çимĕк кунĕ. Сидоровсен çемйи Иван амăшĕн вил тăпри çине чечексем хурать. Сасартăк аслати авăтма, çиçĕм çиçме тытăнчĕ. Масар çинчи çĕр шăтăртатса, вут-хĕм сирпĕтсе çурăлчĕ. Çĕр çурăкĕнчен Евгений Огнев кӳлепи тухса тачĕ. Çӳллĕ, палăк евĕр этем, типсе хăрнă аллисемпе Татьяна Ивановнăна ярса тытрĕ. Хăй патнелле сĕтĕрчĕ. Чĕрĕ палăкăн урисем çеç курăнмаççĕ. Калăн, чĕркуççи таран ăна çĕр çăтса илнĕ...
Хĕрарăм Николай Сергеевич аллисенчен вĕçерĕнесшĕн мар. Кăшкăрчĕ. Сасси тухмарĕ...
— Таня, Таня тетĕп, вăран, тархасшăн, мĕн пулчĕ сана? — тесе Николай Сергеевич мăшăрĕн клеще пек хытса кайнă аллисенчен вĕçерĕнесшĕн, ăна вăратасшăн тăрăшрĕ.
Тара ӳкнĕ хĕрарăм, куçне уçса пăхмасăрах, лăпкă ыйхă тĕнчине куçрĕ.
IV. Манăн — пурăнмаллах!
Салтаксен эшелонĕ Таджикистана икĕ эрнерен тин çитрĕ. Пулас офицерсене ушкăнсем çине пайларĕç. Кашни ушкăна уйрăмшар машинасем çине лартса погранзаставăсене илсе кайрĕç. Тăхтав вырăнĕсенче ушкăнсене нумай тытмарĕç, малалла, çитес çĕре васкарĕç.
Иван Сидоров Таджикистанпа Ăфганистан чиккинчи чи çӳллĕ ту-сăртсем хушшинче вырнаçнă погранзаставăна çакланчĕ. Казармăсем пĕр хутлă çеç, ытла пысăках та мар. Çӳлтен пăхсан вĕсем сăрт-ту пейзажĕнче çухалса каяççĕ.
Застава пуçлăхĕ, Осипенко майор, пограничниксене çĕнĕ коман — дирпа, Сидоров лейтенантпа, паллаштарчĕ.
Нумаях тăраймарĕ кунта Иван Сидоров, икĕ эрнерен урăх заставăна куçарчĕç. Тата тепĕр уйăхран, вĕренӳ курсĕсем вĕçленсен, Сидоров лейтенант ушкăнне Афганистана ăсатрĕç.
Çапла майпа, пĕр çĕртен тепĕр çĕре куçса çӳресе, ултă уйăх иртсе те кайрĕ. Тĕплĕн вырнаçса çитиччен Иван килне урăх çыру çыраймарĕ.
Çу уйăхĕн шăрăх кунĕсем тăраççĕ. Служба паян та, кашни кунхи пекех, пĕр пăтăрмахсăрах иртрĕ. Пограничниксем расписани тăрăх çар ĕçне вĕренчĕç, хĕç-пăшал тасатрĕç, шанса панă чикке сыхларĕç...
Сидоров лейтенант паян дежурствăра. Каçхи тĕрĕслев ирттернĕ хыççăн Лена патне çыру çырма ларчĕ...
Эх, пурнăç, пурнăç! Ыран мĕн пуласса мар тата пĕр минутран мĕн килсе тухасса та пĕлместĕн çав. Çак самантри вăхăт тыткăнĕнче пурăнатăн, ăна пăхăнатăн. Иван тăван килĕ, ашшĕ-амăшĕ, савнийĕ çинчен шухăшларĕ. Служба вĕçленме ултă уйăх çеç юлнă. Часах кĕтнĕ самант — тĕлпулу вăхăчĕ — çитмелле. Тунсăх туйăмне юратнă çынсем патне хăвăртрах илсе çитермелле. Хăвăртрах!
Акă çырма тытăннă çыру та вĕçленсе пырать. Юлашки, сывпуллашу сăмахĕсем...
Çак вăхăтра çĕр кисренме тытăнчĕ. Казарма маччи ишĕлсе анчĕ. Çурта вут хыпса илчĕ.
Дежурнăй офицер "Тревога!" команда та парса ĕлкĕреймерĕ. Пограничниксем канакан пӳлĕмсем вут ăшĕнче юлчĕç.
Перкелешӳ, снарядсем çурăлнă, тупăсем пенĕ, пулеметсем шăтăртатнă сасă тĕнче пĕтнинех аса илтерчĕ.
Иван хăй те сисмерĕ — çак тамăкри вăйлă хум ăна чӳречерен урамалла сирпĕнтерчĕ...
... Лейтенант çар госпиталĕнче тăна кĕчĕ. Пĕчĕк палатăра вăтăра яхăн йывăр аманнă пограничник. Йынăшни, ахлатни, кăшкăрни, йĕни... чуна çӳçентерет.
— Шыв... — терĕ Иван куçне уçнă-уçманах. Аллисене, урисене хускатма пикенчĕ. Çук, итлемеççĕ. Калăн, вĕсене çыпăçтарса çеç хунă.
— Шыв... — йынăшса пăшăлтатрĕ Иван чăвашлах, хăй ăçта выртнине ăнланса илеймесĕрех,
Медсестра ун патне чупса пычĕ. Нӳрлĕ тутăрпа салтак тутисене йĕпетрĕ. Иван тăнне çухатрĕ.
Куннехинче Иван урăх палатăра тăна кĕчĕ. Пӳлĕмĕ пысăк. Çӳллĕ. Çынсем те сахалтарах.
— Куçна уçрăн-им, кăйкăрăм? — терĕ салтак çумĕнче ларакан медсестра. — Кам эс? Ăçтан? — чăвашлах ыйтрĕ хĕр.
— Ăçта эпĕ? Мĕн пулнă мана? Мĕншĕн алă-урасем хускалмаççĕ? — ыйту çине ыйту пачĕ Иван.
— Лăплан, чунăм. Эсĕ Кабулти çар госпиталĕнче. Ан хускал. Юрамасть. Атлу-урусене бинтпа çыхнă. Гипсланă. Эпĕ — Маша, сан пекех чăваш çынни, медсестра.
— Кабул? Нимĕн те ăнланмастăп. Мĕнле Кабул? Астумастăп. Эпĕ кам иккенне тата мĕн ятлине те пĕлместĕп. Турăçăм! Ăçта эпĕ? Кам эпĕ?..
Иван кăшкăрашма тытăнчĕ. Медсестра тухтăрсене чĕнсе килчĕ. Укол тунă хыççăн Сидоров çывăрса кайрĕ.
Тăватă эрне выртать чăваш каччи çар госпиталĕнче. Ăс-тăнне çухатнă Иван, тин çеç çуралнă ача пек, ерипен-ерипен госпитальти пурнăçпа, çынсемпе паллашать. Унăн ячĕ те, ашшĕ ячĕ те, хушамачĕ те çук. Вăл кам пулнине çирĕплетекен документсем те çухалнă: те çуннă, те çĕрпе хупланнă?..
— Чăвашсем хушшинче Иван ят анлăн сарăлнă. Эпир те сана вăхăтлăха Иван тесе чĕнĕпĕр. Эсир кам, ăçтан иккенне çирĕплетиччен тата ăс-тăна кĕрсе хăвăра палласа иличчен. Юрать-и? — терĕ Маша ирхи апат çитернĕ хыççăн.
— Маша. Илемлĕ ят. Иван ят та килĕшет мана. Анчах тăвăррăн, читлĕхе хупса хунăн туятăп. Алă-урасене салтса яма çук-ши?
— Хальлĕхе юрамасть. Тухтăрсем тепĕр эрнерен çĕнĕрен тĕрĕслесе пăхĕç...
Тепĕр эрнерен Иван медкомисси иртрĕ. Тухтăрсем пĕр-пĕринпе мĕн çинчен-тĕр пăшăлтатса калаçрĕç. Медсестрасене малалла мĕн тумаллине каларĕç. Васкама сĕнчĕç.
— Мĕн? Мĕн терĕç? — ыйтрĕ Иван медсестраран.
— Ан пăшăрханăр, ак халех ыратнине çĕнтерекен укол тăвăпăр та...
— Маша...
Мĕн чухлĕ, ăçта выртнине астумасть Иван. Урăх палатăра выртнине çеç асăрхарĕ. Пуçĕ те пур пек. Тавралăха та курать. Сывлать те. Анчах... Пилĕкĕнчен аяларах.... Нимĕн те çук... Аллисем те хускалмаççĕ, пӳрнисем те....
— Урасем, урасем ăçта манăн? ^Туймастăп вĕсене. Хускалмаççĕ вĕсем. Мĕн ку? Тĕлĕк-и? Чăнлăх-и? Ăçта ман урасем? — тесе Иван кăшкăрсах йĕрсе ячĕ.
Ун патне Маша чупса пычĕ: лăпкарĕ, çупăрларĕ, хăй те каччăпа пĕрле куççуль юхтарчĕ.
— Лăплан, ăмăрткайăкăм. Чăт, кăйкăрăм. Йĕр! Кăшкăр! Ан вăтан!
Тата икĕ эрне иртсе кайрĕ. Паян Маша палатăна савăнăçлă пит-куçпа пырса кĕчĕ.
— Савăн, Иван Сидоров! Санăн документăсене штабра шыраса тупнă. Сăн ӳкерчĕк тăрăх эсĕ кам, ăçтан пулнине çирĕплетнĕ. Кур-ха, паллатăн-и?
Маша ăна сăн ӳкерчĕк кăтартрĕ. Каччă хăйне палласа илчĕ.
— Эпĕ ку, Иван Николаевич Сидоров. Чăваш каччи. Атăл тăрăхĕнчен...
— Питĕ маттур, кăйкăрăм! Çакăн пек çитĕнӳсемпе пĕрер уйăхран иртнĕ пурнăçна вуçех аса илĕн, — терĕ савăннипе медсестра.
Хăй те сисмерĕ — Ивана çамкинчен чуптуса илчĕ.
Тепĕр кунне Маша палатăна кăштах кая юлса пычĕ. Каччă çывăрать — ха терĕ пулас, ура вĕççĕн тенĕ пек утса пычĕ вăл койка патне.
—Эй, салтак! Вăран, ыйхă чăпти, — тесе Ивана ачашшăн кăтăклама тытăнчĕ.
— Тухтăр! Тухтăр! — кăшкăрса ячĕ хĕр. — Сывламасть вăл!
Тухтăрсем Ивана урапа çине вырттарса реанимаци пӳлĕмне илсе кайрĕç.
Кăштах вăхăт иртсен, çут тĕнчерен капельница клапанне çăтса уйрăласшăн пулни палăрчĕ...
Икĕ-виçĕ кунран Маша каччăпа нумайччен калаçса ларчĕ. Ăна аслă медсестра вырăнне куçарнă иккен. Ăна халĕ вырăс хĕрĕ Галя пăхать.
— Эх, чăнах та ухмах Иванах эсĕ! Мĕн, вилсе кайса çăмăллăх тупас терĕн-им? Сан пек чипер каччăсен пурăнмалла та пурăнмалла, — терĕ Маша пукан çине вырнаçса.
— Камшăн пурăнмалла? Мĕншĕн пурăнмалла? Икĕ урасăр инвалид кама кирлĕ?
— Каччă пул! Пуçу сывă. Ăсу-пуçу сывалса пырать. Аллусем те чиперех. Ура вырăнне ура туса парĕç. Качака путекки пекех сиккелесе çӳрĕн. Савнийĕ чунран юратать пулсан, урусем çукки çине пăхса тăмĕ. Йăтса çӳрĕ. Хĕрарăмсем вĕсем çапларах. Вĕсене ăнланма йывăр, — терĕ Маша чун-чĕререн.
— Савни? Лена! Лена! Аса илтĕм! Манăн Лена пур! Хĕвелтен те, уйăхран та хитре Ленукăм пур! Атте! Анне! Манăн эсир те пур! Турăçăм! Чăтăмлăх пар! Манăн пурăнмаллах!
Иван никамран вăтанмасăр, пĕчĕк ача евĕр, чĕтре-чĕтре йĕме тытăнчĕ.
V. Вăхăт çитсен...
Афганистан... Афганистан...
Политиксем шухăшласа кăларнă кама-тăр тупăш паракан вăрçă иккĕмĕш çул пырать. Килте стенасем те пулăшаççĕ теççĕ. Кунта, ют çĕршывра, уйрăмах тĕн тĕлĕшĕнчен уйрăлса тăракан çĕршывра, Раççей салтакĕсене питĕ йывăр: урăх чĕлхе, урăх йăла-йĕркесем... Кашни утăма, кашни хусканăва пĕлсе тата вăхăтра тумалла, мораль енчен те хăвна ху питĕ çӳллĕ шайра тытмалла....
Кĕрхи кунсем тăраççĕ. Кĕркунне — Афганистанра та кĕркуннех. Çанталăкĕ Раççейри вăтам тăрăхринчен самаях уйрăлса тăрать.
Çанталăкĕ, тавралăхĕ тенĕрен, кунта ытлашшиех нимĕн те çук: йĕри-тавра тусем-сăртсем, çырма-çатрасем...
Кăн-кăвак тĕпсĕр тӳпе çеç хăв ăçта пурăннине вăхăтлăха мантарса ярать. Вăхăтлăха кăна çав...
Иван выртакан палатăра ирхи тĕрĕслев иртнĕ хыççăн хăйсене кăштах хăйсем авантарах туякан салтаксем анекдот калама тытăнчĕç. Кулă тени чирлĕ çыншăн та усăллă. Салтаксем куçĕсем шывланичченех кулчĕç. Калăн, таврара нимĕнле вăрçă та пымасть, хăйсем те тăван килĕсенче канаççĕ.
Алăк уçăлчĕ те, палатăна Маша пырса кĕчĕ. Иван выртакан койка патне пырса ăна питĕнчен чуптуса илчĕ.
— Салам, ентешĕм! О-о-о! Санăн пит-куçна хĕрлĕ тĕс кĕнĕ. Эпĕ пĕлтеркен хыпара илтсен савăннипе пиçнĕ çырла пекех ирĕлсе кайăн.
— Ну, кала хăвăртрах! Ялан тăсма юрататăн вара, Маша, — терĕ салтак.
— Çĕнĕ çул уявне эпир тăван çĕршывра кĕтсе илме пултаратпăр. Сĕре те йывăр аманнисене Мускаври çар госпитальне ăсатма йышăннă. Хатĕрлен, чунăм!
Иван савăннипе нимĕн те калаймарĕ, аллисене çеç çӳлелле çĕклесе силлерĕ. Мĕн-тĕр каласшăнччĕ, пырне мĕнле-тĕр япала хĕсĕнсе ларнăн туйăнчĕ.
— Маша, тархасшăн, ĕçӳсене пĕтерсен ман пата калаçса ларма кил — ха. Темĕнчченех çывăрса каяймастăп. Чăвашла калаçни чун-чĕрене сывалма пулăшать. Çук, Галя та аван хĕрача, тиркеместĕп. Манăн чăвашла калаçас килет. Юрĕ-и?
— Килĕшетĕп. Анчах хăв пурнăçу, çемйӳ. тăван ялу çинчен каласа парăн. Эпĕ — хам çинчен. Атту хăçантанпа пĕр-пĕрне пĕлетпĕр, çав вăхăтрах... пĕлместпĕр те...
— Килĕшетĕп.
Каçхи апат вăхăчĕ çитрĕ. Госпитальти чирлĕ, суранланнă салтаксе — не апатлантараççĕ, ыйтсан хушса та параççĕ.
Галя ĕçĕсене пĕтерсен, пурне те ырă тĕлĕксем курма сунса, палатăран тухса кайрĕ. Тепĕр çур сехетрен аслă медсестра Маша пырса кĕчĕ.
— Каçарăр та, эпĕ ентешĕм патне кăштах калаçкаласа ларма килнĕччĕ. Кансĕрлеместĕп-ши? — ыйтрĕ хĕр палатăра выртакансенчен.
— Хуть те çывăрсах кайăр, — терĕç лешсем.
— Тавтапуç.
Маша кунта килес умĕн тирпейленни куçкĕретех: пит-куçне сăрланă, духи сапăннă.
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...