Пушхирти кĕлчечексем :: Иккĕмĕш пайĕ
Ну, паттăр, эпĕ килтĕм. Мĕирен пуçлăпăр калаçăва?
— Хăв çинчен каласа кăтарт, — терĕ Иван.
— Ытла та чее чăваш эсĕ, Иван. Паллашу йĕркине арçынран пуçласан вырăнлăрах пулнă пулĕччĕ. Ну, юрĕ, эсĕ — суранланнă çын. Каçарăпăр. Итле эппин...
Маша качча хăй çинчен кĕскен каласа пачĕ. Паллах, пурнăçĕнчи вăрттăнлăхĕсене пурне те уçса памарĕ. Пурин çинче чарăнса тăрса чунне кулянтарасшăн пулмарĕ. Ачалăх, кукамăшĕ патĕнче пурăннă çулсем, тăлăхсен интерначĕ, медучилише...
Амăшĕ çинчен те, ашшĕ çинчен те, йĕкĕреш хăраххи шăллĕ çинчен те асăнмарĕ.
— Рожкова Мария Евгеньевна...
— Чим-ха, Маша, пирĕн совхозра Смирнов хушаматлă выльăх тухтăрĕ ĕçлет. Тĕсĕпе вăл сан сăнлăрах. Çук, пĕр сăнлă. Ашшĕ ячĕ те Сирĕнни пек. Хушамачĕ çеç... Смирнов.
— Пĕр пек сăнлă çынсем тĕнчере сахал-им? Хăш-пĕр чухне ячĕ те, ашшĕ ячĕ те, хушамачĕ те, тĕсĕ-пуçĕ те пĕр пек пулма пултарать, — терĕ хĕр калаçăва урăхçул çине пăрса. — Иван, кала-ха пĕр пытармасăр, эсĕ Ленăна питĕ хытă юрататăн пулмалла. Çапла ятлă пулмаллаччĕ санăн савнийĕ?
— Çапла. Лена. Ленукăм, пирвайхи тата юлашки юратăвăм. Манăн йăмăкăм, савнийĕм.
— Ăнланмастăп...
— Ленăпа эпир пĕр тăвансем мар, анчах пĕр çемьере, пĕр атте-анне ытамĕнче ӳснĕ. Ачаранах тесен те тĕрĕс пулĕ — юратса пăрахнă.
— Телейлĕ эсир, — терĕ ассăн сывласа Маша.
— Эсĕ хăвна телейлĕ мар тесшĕн-и?
— Ман çинчен — уйрăм калаçу. Ну, юрĕ, вăхăт иртни те сисĕнмерĕ. Каймалла. Ырă каç пултăр. Ыранччен, — терĕ те хĕр, кушак пек асăрхануллăн утса, палатăран тухса кайрĕ.
"Çĕнĕ çулччен Мускава çитсен... Тата пĕр çул сипленсен... Киле çыру ярăп... Çук, сывалса çитиччен, хам тĕллĕн утма тытăниччен хыпар тумастăп. Ăнланатăп, ун пек туни — чунсăрлăх пулать. Анчах урасăр çынпа Лена пĕрлешме килĕшмесен? Эх, ухмах çав эпĕ, ухмах! Пĕрлешесси çинчен шухăшлатăп-и? Ан тив, тĕрĕс-тĕкел аттепе анне патне таврăнсан юрĕ ĕнтĕ. Лена, тепĕр тесен, манăн йăмăкăм. Хамăн йăмăкăма урасăр çынна качча пама хам та килĕшмен пулăттăм. Пĕрле пулаймасан та пиччĕшĕпе йăмăкĕ пулса юлатпăрах", — шухăшласа выртрĕ каччă.
Кĕтнĕ самант та çитрĕ. Паян суранланнисен пĕр ушкăнне Раççей çĕршывне ăсатмалла. Самолетпа.
Тимĕр çунатлă ăмăрткайăк тусем-сăртсем çийĕнчен вĕçет. Суранланнă салтаксене Маша Рожкова медсестра, Денис Ушков çамрăк хирург тата тăватă салтак ăсатаççĕ. Маша Афганистана каялла таврăнмалла марах вĕçет.
Çур сехете яхăн вĕçнĕ хыççăн самолет сасартăк чĕтресе илчĕ та анса ларма хатĕрленчĕ. Салона бортинженер тухса пурне те лăпланма ыйтрĕ, нимĕнле хăрушлăх та çуккине пĕлтерчĕ.
Самолет сăртсем хушшинчи пĕр пĕчĕк аэродрома анса ларчĕ.
Тахăш самантра самолет алăкĕсем уçăлса кайрĕç. Салона автомат тытнă душмансем кĕрсе тулчĕç. Вĕсен хушшинче вырăсла пĕлекенни те тупăнчĕ.
— Хăвăр вырăнăрсенчен ан хускалăр. Итлемесен — ĕмĕрлĕхе çакăнтах выртса юлма пултаратăр. Ĕмĕрлĕхех! Экипаж членĕсене урама тухма ыйтатпăр. Медработниксем салонрах юлаççĕ!
Летчиксене илсе тухнă хыççăн салонта тăватă душман çеç тăрса юлчĕç. Вĕсем те пулин вырăсла пĕлменскерсем.
Машăпа тухтăр аманнисене лăплантарма тăрăшрĕç. Пĕтĕм тĕнчери "Хĕрлĕ хĕрес" организаци саккунĕсем тăрăх чирлĕ тата аманнă çынсене тыткăна илме право çукки çинчен каласа пачĕç. Часах пулăшу килсе çитессине пĕлтерчĕç.
Виçĕ кун хушши салона никама та кĕртмерĕç, душмансем çеç пĕр-пĕринпе улшăнса тăчĕç. Апат-çимĕç, ĕçмелли шыв, им-çамсем, сурансене çыхмалли материалсем пĕтсе пычĕç.
Тăваттăмĕш кун суранланнă салтаксене пĕр ушкăна, офицерсене тепĕр ушкăна пайласа бронетранспортерсем çине лартса илсе кайрĕç. Маша офицерсен хушшинче икĕ ури те çук çын пулнипе çак ушкăнрах юлчĕ. Çапла пулни хăйне те, Ивана та кăштах çăмăллăн сывласа яма вăй-хал кĕртрĕ.
Офицерсем пурĕ те тăваттăн çеç пулнипе медработниксем ушкăнра урăх пулмарĕç. Капитан, икĕ аслă лейтенант тата пĕр лейтенант Маша хӳтлĕхĕнче юлчĕç.
— Çитрĕмĕр Мускава, лейтенант юлташ. Çĕнĕ çул ячĕпе! — терĕ Маша качча чăтăмлăрах пулма ыйтса.
"Вăхăт çитсен — çумăр çăвать. Вăкăт çитсен — куççуль тăкăнать. Вăхăт çитсен — чарăнать. Вăхăт çитсен — çын ĕмрийĕ вĕçленет. Вăхăт çитсен — çĕнĕ Чун çуралать. Вăхăт çитсен...
Тен, манăн телейĕм пĕтмен-тĕр-ха, пурăнас кунăмсемте вĕçленмен — тĕр? Тен, манран телейлĕ çын та çук-тăр çут тĕнчере?
Вăхăт çитсен..." — çӳлелле пăхса шухăшласа выртрĕ чăваш каччи.
VI. Мăшăр çул
Иван хĕсметре тăмалли çул — мăшăр çул. Вăл тăватă çул пĕрре нарăс уйăхĕ 29 кунлă çул, пулать. Мĕн авалтанах чăвашсем мăшăр çулсене кăмăлласах кайман, мĕншĕн тесен (мĕншĕнне паянхи кун та ăсчахсем тĕплĕн ăнлантарса параймаççĕ-ха) çакçул çĕр чăмăрĕ çинче нихçан пулман тискер пулăмсем, чир-чĕрсем, çĕр чĕтревĕсем, катастрофăсем, вăрçăсем... пулса иртеççĕ. Чăвашсен авалхи йăли-йĕркипе мăшăр çул пысăк ĕç пуçарса яма та, качча кайма та, авланма та юраман. Çак йĕркесене пăсакансен ĕмĕрĕ телейлĕ иртмест тенĕ. Тен, тĕрĕсех те пуль...
Сидоровсем те кăçалхи мăшăр çула пысăк йывăрлăхсемпе, пысăк хуйхă-суйхăпа ирттерсе ячĕç. Мăнкун эрнинче Иван Петрович, Татьяна Ивановна ашшĕ, ĕмĕрне Çăлкуç ялĕнче тĕп бухгалтерта ĕçлесе иртгернĕскер, ĕç вырăнĕнчех вилсе кайрĕ.
Ун хыççăн Мария Ивановна, унăн мăшăрĕ, мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченнех ял вулавăшĕнче ĕçленĕскер, картишĕнче выльăх-чĕрлĕхпе аппаланнă вăхăтра шалкăм çапнипе пĕр самантрах çут тĕнчерен уйрăлчĕ.
Телейлĕ мăшăр, пĕр-пĕрнехисеплесе, юратса, пăхса пурăннăскерсем.
Ыран Сăпас уявĕ тенĕ чухне, нумай вăхăт хушши пульницара тăнне çухатса выртнă хыççăн, Николай Сергеевич амăшĕ, Юлия Никитична, ĕмĕрлĕхех куçне хупрĕ. Мĕскĕн, çамрăклах тăлăха юлнăскер, пĕр-пĕччен ывăлне ӳстерсе çын тунăскер, мăнукĕсен телейлĕ пурнăçне кĕтсе илеймесĕрех çĕре кĕчĕ.
Паллах, виçĕ вилене те Татьяна Ивановнăпа Николай Сергеевич тата Лена тирпейлесе пытарчĕç.
Юлашки вăхăтра Татьяна Ивановна та чирлекелет. Николай Сергеевича çеç, калăн, юманран тунă. Ленăна хуçалăха ертсе пыма вăй-хал парса, хавхалантарса пурăнать.
Хавхалантарса тенĕрен, Лена çак туйăмпа тĕлĕкре çеç тĕл пулкалать, юратăвĕпе савăнать, унтан çухатать... Тĕл пулать... Çухатать...
Иван салтакран таврăнмалли вăхăт та иртсе кайрĕ. Çĕнĕ çул çывхарса килет. Каччăран вара нимĕнле хыпар та çук. Çĕр çăтса янă тейĕн.
Çĕнĕ çула совхозăн правлени членĕсем общежитире кĕтсе илме пулчĕç. Лена уява хутшăнман та пулĕччĕ. Юрамасть. Пĕрле ĕçлекенсене хисеплемен пек пулса тухасран хăрать. Çитменнине, хуçалăх ертӳçин саламлă сăмах та каламалла.
Уява хатĕрленме обшежити пуçлăхĕ Мария Григорьевна ытларах пулăшрĕ. Чи пысăк та çутă пӳлĕме чăрăш лартрĕç. Теттесемпе илемлетрĕç. Хĕл мучи те, юрпике те пулчĕç уявра. Кĕреке тĕрлĕ апат-çимĕçпе тулчĕ.
Сехет йĕпписем 12 сехет тĕлнелле çитеспе совхоз ертӳçи сăмах илчĕ. Пухăннисем пуçлăх сăмахне ура çинче аллисене шампански эрехне тултарнă фужерсем тытса итлерĕç. Лена сăмахне каласа пĕтереймерĕ. Йĕрсе ячĕ...
— Манюк аппа, мĕн тумалла? Ăçта вăл? Мĕншĕн пĕр хыпар та çук? — ĕсĕклесе йĕчĕ Лена комендант пӳлĕмĕнче.
— Таврăнать вăл. Таврăнатех. Курса тăрăн. Афганистанран çырусем часах çитеймеççĕ. Нумайăшĕ çул çинче çухалать. Чылай салтак, уйрăмах офицерсем, хĕсметрен икĕ-виçĕ уйăх, çуршар çул кая юлса таврăнать. Иван вăрçă пыракан çĕршывра хĕсметре тăрать. Йывăрлăхсем, улшăнусем пулса иртме пултараççĕ. Тен, ăна улăштарма çĕнĕ командирсем пырса çитеймен-тĕр. Ан йĕр, эсĕ питĕ çамрăк-ха. Уйăх пек хитре пит-куçна куççульпе çума иртерех-ха. Атя, иккĕн пĕр-пĕрне еаламласа çак фужерсене пушатар. Унтан куç курĕ унта...
Вĕсем уяв пӳлĕмне пырса кĕнĕ çĕре çамрăксем аванах хĕрнĕччĕ ĕнтĕ: ташлаççĕ, кулаççĕ, юрлаççĕ.
— Ташла. Юрла. Савăн, Лена! Çĕнĕ çул уявĕнче хăвна ху мĕнле тытатăн, çулталăк тăршшĕпех çавăн пек пулăн, — хавхалантарчĕ хĕре Мария Григорьевна.
Лена кăмăлĕ кăштах хытрĕ. Питĕ-куçĕнче те кулă палăрчĕ.
— Елена Николаевна, Сире ташă картине чĕнме юрать-и? — илтĕнсе кайрĕ сасартăк Юрий Евгеньевич сасси.
— Мĕнех, тархасшăн!
Елена Николаевна уяв каçĕнче ытларах выльăх тухтăрĕпе ташларĕ. Тĕрĕссипе, Юрий Евгеньевич ăна хăй чĕнчĕ.
— Мĕнле, Мария Григорьевнăна кӳрентерместĕн-и?
— Çук, Елена Николаевна. Сирĕнпе калаçнăранпа вăл шухăш пуçра та пулман.
— Мĕнле шухăш-туйăмсемпе пурăнатăр? Совхозра, паянхи уявра чипер хĕрсем питĕ нумай.
— Тĕрĕс. Хĕрĕсем вĕсем питĕ нумай. Чĕрене тыткăнлаканнисем çукрах çав...
— Ăнланаймарăм. Каçарăр та, Сирĕн чĕрĕре пĕр харăсах миçе пике тыткăнлама пултарать?
— Çук, ун пек каласшăн марччĕ. Пур çавăн пекки. Анчах ун патне çывхарма та хăратăп. Çитменнине... Вăл мана...
— Каласа пĕтерĕр, тархасшăн, Юрий Евгеньевич?
— Çитет, Елена Николаевна, урăххи çинчен калаçар-ха.
Çур çĕр иртсе виçĕ сехетчен тăсăлчĕ Çĕнĕ çул уявĕ. Лснăпа каччă киле кайма пĕрлетухрĕç. Юрий Евгеньевич хĕре ăсатма кайрĕ. Ленахирĕçлемерĕ. Кунĕпе ĕçре ĕшеннĕ, тăраниччен тахçантанпах çывăрса курманскер, уявра пĕр-икĕ фужер шампански эрехне ĕçнĕ хĕр хăйне лĕпсĕр кайнăнах туйрĕ. Юрать-ха, ун çумĕнче тĕреклĕ каччă пырать. Ахальтен киле çитиччен темиçе хутчен те ӳкнĕ пулĕччĕ.
— Акă çитрĕмĕр те. Тавтапуç, Юрий Евгеньевич. Эсир пулман пулсан...
— Нимех те мар. Эпĕ Сирĕншĕн темĕн тума та хатĕр...
Хĕр алăк патнелле утрĕ. Виçĕ-тăватă утăм тусанах ури шуса кайнипе тăсăлса ӳкрĕ.
Юрий Евгеньевич ун патне чупса пырса тăма пулăшрĕ. Пальто çинчи юра силлерĕ.
— Ыраттармарăр-и, Елена Николаевна? Асăрхануллăрах пулăр, тархасшăн.
Лена утма пикенчĕ. Ури ыратнипе çĕнĕрен тайăлса кайса каччă ытамне кĕрсе ӳкрĕ.
Юрий Евгеньевич хĕре хăй çумнелле пăчăркарĕ. Хĕр тутинчен асăрхануллăн чуптуса илчĕ.
Ленăшăн çак самант токпа çапнăнах туйăнса кайрĕ. Каччă ытамĕнчен вĕçерĕнсе вирлĕн çутăлтарса ячĕ.
— Нихăçан та, илтетĕр-и, нихăçан та урăх тĕкĕннĕ ан пултăр! Мана çак куна çитсе савнийĕм те тутасенчен хĕрӳллĕн чуптуса курман. Мĕнле хăйрăр Эсир?
— Каçарăр, тархасшăн, Елена Николаевна. Хам та сисмерĕм. Сире кӳрентерме шутламан та. Эпĕ... Эпĕ... Пĕтĕм чун-чĕререн, — терĕ те каччă ял урамĕпе чупса кайрĕ.
— Ача-пăча... — мăкăртатрĕ Лена.
Лена ниепле те çывăраймарĕ. Йĕрсе выртрĕ. Çутăличчен хĕр минтерĕ самаях нӳрленчĕ.
«Иван, чунăм, эсĕ кĕçĕр ман çумра пулнă пулсан çак намăса курман та пулăттăм. Тутасене ют арçын чуптуса вараларĕ. Каçар...»
— Çĕнĕ çул ячĕпе, хĕрĕм! Вăратмарăм-ха, çывăртăр терĕм.
— Анне, миçе сехет?
— Кĕçех вуннă çитет. Ан пăшăрхан. Аçу ĕç вырăнĕсене тĕрĕслеме тухса кайрĕ ĕнтĕ. Çулталăкра пĕрре тăраниччен çывăрнипе çылăх пулмĕ-ха, — терĕ амăшĕ хĕрне пуçĕнчен ачашласа.
— Çук, аннеçĕм, юрамасть.Хамăнах каймаллаччĕ.
Лена вырăн çинчен сиксе тăрса питне-куçне йĕпетрĕ. Тумланчĕ те апат тумасăрах правление тухса чупрĕ.
— Ай, тур-тур, чăн-чăн пăрчăкан! Лара-тăра пĕлмен ача-пăча! Пăх — ха эсĕ ăна, выçă хырăмĕпех тухса чупрĕ вĕт, — мăкăртатса юлчĕ Татьяна Ивановна.
Кăнтăр апачĕ тĕлнелпе Николай Сергеевич таврăнчĕ.
— Турра шĕкĕр, пурте йĕркеллех. Ан вăрат. Çывăртăрах, — терĕ апата ларса.
Çак вăхăтра алăка шаккани илтĕнсе кайрĕ.
— Кĕрĕр. Алăк уçă, — терĕ Татьяна Ивановна.
Пӳлĕме почтальонка пырса кĕчĕ.
— Каçарăр, тархасшăн, темĕн капа пĕлмелле ĕнтĕ. Уяв ячĕпе саламлани те вырăнсăр... Акă алă пусăр, ятарлă çыру илсе килтĕм, — терĕ вăтам çулхи хĕрарăм почтальонка шывланнă куçĕсене тутăр вĕçĕпе шăлкаласа.
— Ан васка-ха, Нина, ирт тĕпелелле. Паян уяв. Сĕтел хушшине лар, — терĕ Николай Сергеевич.
Амăшĕн чĕри шартах сикрĕ.
— Мĕнле ятарлă çыру? Камран? — тесе почтальонка тытгарнă çырăва вулама тытăнчĕ.
Вуласа пĕтереймерĕ — йĕрсе ячĕ.
Николай Сергеевич мăшăрне сакă çине ларма пулăшрĕ. Вулама тытăнчĕ.
— Иван хыпарсăр çухалнă? — чĕтрерĕç ашшĕн кăвакарса кайнă тутисем.
Сидоровсемшĕн мăшăр çул хыççăнхи тепĕр çул та пысăк хуйхăран пуçланчĕ. Çапла вăл, пĕр çĕртен татăлнă çип, епле тăрăшса сыпсан та, çав тĕлтенех татăлать.
Анчах пурнăçĕ малаллах тăсăлать. Паян каллех хĕвел тухать. Çĕнĕ кун пуçланать. Тăвас тенĕ ĕçе пурнăçлаймарăм, курас тенине кураймарăм тесе каламалла мар. Пурнăç хăех пурнăçлантарать те, кăтартать те, вырăнне те лартать.
Тăваллах талпăнмалла. Пурăнмаллах.
VII. «Хам шухăшсенчен хăратăп...»
«Мĕн кăна пулса иртмест-ши пĕр вăхăтрах: çĕнĕ чун çуралса пĕрремĕш сасă кăларать; пĕри савăннипе ура хуçса ташлать; тепри хурланнипе каçса кайсах макăрать; пĕр ялта ав кĕрлесе туй пырать; ав тепĕр ялта тупăк йăтса тухаççĕ...
Ай, хăрушă! Мĕн шухăшласа выртатăп-ха, айван, лайăххи çинчен ĕмĕтленмелле.
Çуралнă кунăм та çывхарса килет. Тата тепĕр çул ватăлатăп. Çапах пурнăçран улшăнусем, çĕнĕ улшăнусем, аван улшăнусем кĕтетĕп. Иван салтака кайнăранпа виçĕ çул иртрĕ. Кĕтетĕп. Анчах кĕтнин усси пулĕ-ши? Пĕр хыпарсăр çухалнă салтакăн... Çук! Çук! Начарри çинчен шухăшламастăп...
Юрий Евгеньевич... Çак виçĕ çул хушшинче маншăн вăл та çывăх юлташ пулса тăчĕ. Хитре. Ăслă пек те. Маншăн тем тума та хатĕр, шанчăклă, çамрăк çын. Вылянчăклă шухăш-туйăмĕсем те хытса пыраççĕ. Пурнăç урапи ун урлă та каçса кайрĕ пулас.
Пăх-ха эсĕ ăна, епле çирĕп кăмăллă! Хăйĕн тĕллевĕсене пурнăçлассишĕн чунĕпе кĕрешет. Качча кайма хистет...
Анчах чĕреçĕм пирвайхи юрату тыткăнĕнчен нихăçан та хăтăлаймĕ çав. Иван сăнарĕ чунăмран нихăçан та çĕтмĕ...
Çаплине çапла та...Малаллах талпăнмалла. Пурăнмалла. Кĕçех çирĕм пиллĕк тултаратăп. Пĕччен пурăнма йывăр. Кичем. Хăрушă! Пурнăç океанĕнче пĕччен ишесси — чĕр тамăк. Пурнăçра тăвăлĕ те, çиçĕмĕ те, аслатийĕ те — пурте пулаççĕ. Вĕсене пĕччен çĕнтереймĕн. Юлташ кирлех пулать. Чĕререн юратманни те. Хăй çеç мана алă çинче йăтса çӳретĕр.
Юрий Евгеньевич, иккĕмĕш юратăвăм, калама та хăрушă, пулайма — сан та малашнехи пурнăçăмра шанчăклă юлташăм пулма пултарайĕ-ши?
Хам шухăшсенчен хăратăп. Çук, шухăшсене аттепе аннене уçса памаллах. Ахальтен... Ухмаха тухма та пулать», — шухăшласа выртрĕ Лена.
Иван салтака кайнăранпа Лена çуралнă кунне шавлăн уявласа курман. Кăçал вара Сидоровсем çак уява хăйсем патĕнче кĕтсе илме хатĕрленчĕç. Хăнана чи çывăх çынсене, Ленăн тус-юлташĕсене, чĕнме пулчĕç. Уявра Юрий Евгеньевич та пулмалла.
Татьяна Ивановна та хăйĕн усал шухăшĕсене сирсе ярасшăн — каччăпа тĕл пулса тĕплĕнрех ыйтса пĕлесшĕн...
...Çамрăксем хĕрсе кайсахташă вăййинче савăннă вăхăтра Юрий Евгеньевич кухньăна пырса кĕчĕ. Татьяна Ивановна хăна пăтти пĕçеретчĕ.
— Каçарăр, Татьяна Ивановна, Лена ăçта кайса çухалчĕ?
— Пĕр ĕçпе кайрĕ-ха. Ан пăшăрханăр, часах таврăнмалла.
Каччă пӳлĕмрен тухма хатĕрленчĕ.
— Юрий Евгеньевич, вăхăтăр пулсан наччаслăха тăхтаса тăраймăр-ши? Сире нумай вăхăт хушши тытса тăмăп.
— Тархасшăн, Татьяна Ивановна. Хаваспах. Эпĕ кĕçĕр Сирĕнпе тата Николай Ивановичпа калаçса татăласшăнччĕ-ха. Лена кăштах тухса çухални вырăнлă пулчĕ тейĕпĕр. Тархасшăн, итлетĕп Сире.
— Эсир мана, ватă çынна, каçарăр тархăсшăн. Сирĕн хушаматăр, Смирнов, малтанах çапла пулнă-и?
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...