Раккасси


Раккасси


(халăх юрри майлă)

— Кĕмĕл-ши эс, Раккасси,

Ылтăн-ши эс, Раккасси,

Хĕртсе хĕвел пăхнă чухне

Ылтăн пуль эс, Раккасси.

 

Сала-ши эс, Раккасси,

Хула-ши эс, Раккасси,

Ялăмăрсем ӳснĕ чухне

Хула пуль эс, Раккасси.

 

Çеçке-ши эс, Раккасси,

Çырла-ши эс, Раккасси,

Садăмăрсем чечен чухне

Çеçке пуль эс, Раккасси.

 

Çăтмах-ши эс, Раккасси,

Юмах-ши эс, Раккасси,

Тус-тăванпа пĕрле чухне

Çăтмах пуль эс, Раккасси.

 

Сăвă-ши эс, Раккасси,

Кĕвĕ-ши эс, Раккасси,

Юррăмăрсем юхнă чухне,

Юрă пуль эс, Раккасси.

«Тăван Енĕм, Тăхăрьялăм...»


Тăван Енĕм, Тăхăрьялăм,

Чĕрери суран...

Эп ăçта кăна пулмарăм —

Эс чунрах ялан.

 

Ав Элшелĕ, Раккассийĕ.

Çут Шемек кунтах.

Ĕскӳлпелен Кив Мертлийĕ

Çума-çумăнах.

 

Элшелпелен юнашарах

Шурă Раккасси.

Янăратчĕ кашни каçах

Купăсăн сасси.

 

Çак ялта çуралнă, ӳснĕ

Валентин Урташ,

Юлнă халăхра ун чунĕ,

Вăл — ман хурăнташ.

 

Савнă каччă Киштекренччĕ,

Юман йăхĕнчен.

Ĕмĕрĕ кĕске ун пулчĕ,

Уйрăлчĕ пиртен...

 

Киштекрен инçе те мар-ха

Пĕчĕк Таккавар.

Эп унта чылай пулман-ха,

Çыннисем — вăр-вар!

 

Аслă çулпалан кайсассăн —

Пӳркел йăмрисем.

Унти тутарпа чăвашăн

Туслăх саккисем.

 

Кушкăри шкулта ĕçленĕ

Çамрăк чух атте.

Вулама, çырма вĕрентнĕ

Хĕре-йĕкĕте.

 

Элшел ялĕ — вăйăм-халăм,

Манăн тĕп кĕтес.

Асран кайми тăхăрьялăм,

Эсĕ — ман хĕрес.

Çул сăмахĕ


Ăçта çеç çитмерĕм пулĕ

Хам кĕске кунçулăмра.

Поэт çулĕ — пурнăç çулĕ, —

Ĕмĕр çуннă çулăмра.

 

Миçе хут-ши вилтĕм-çунтăм, —

Юрăçа вилĕм тивмест.

Ман çĕршывăм — килĕм-çуртăм —

Ывăлне вилĕм сĕнмест.

 

Паттăрне парать вăл пурнăç,

Хăй юнне парать чунне.

Вилĕме çĕнсе кам курнă

Вăл çавна парать чапне.

 

Çӳремерĕм ятшăн-чапшăн

Ачалла пăшал тытса,

Хам çĕршывшăн та чăвашшăн

Эп çӳрерĕм юн тăкса.

 

Таврăнманшăн тусăм-йышăм

Эп çӳреп тĕнче касса,

Юрăçа, эс, халăх, йышăн

Ал парса та ыр сунса.

 

Çулăмра пĕтнĕ тус-тантăш

Калайман сăмахсене

Каласа çӳреп пĕр тăтăш,

Тĕл пулса тăвансене.

 

Хыçăмра Тутар çĕршывĕ,

Умăмра Чăваш тĕнчи, —

Пурăнсан этем ыр-сывă,

Ма пулмасть тăван панче?

 

Тутарта пур савнă ялăм —

Чăваш ялĕ Раккасси.

Туçине тата мĕн калăн —

Вăл та манăн хунькасои.

 

Эпĕ хам тутар чăвашĕ,

Малалла