Сăвăç


Мекек-мекек качака...


Мекек-мекек качака

Çуллен хĕсĕр çӳресен,

Мĕне кирлĕ качака?

Çыруç тавраш поэтсем

Уссăр сăмах çырсассăн,

Кама кирлĕ çавăсем?

Хаклавçăпа сăвăç


Сан сăввунтан, Митӳç, калам:

Тăвар пĕрре те каламан

Яшка пекех. Çапман калай

Кала, кама рехет парать?

Ытла та хăйăлти сассу,

Тип кашăка çăвар туять.

Каланине веçех асту,

Ан ман: ик вĕçлĕ вăл туя.

Хĕлхем тете, асав шăлу

Куратăп: хĕрхенми çыртать.

Чăтаймĕ те капла шăллу.

Çапсан пурин те ыратать.

Сăмаххуна илеп шута,

Анчах та эпĕ шур хута

Чун тарĕпе çеç хуратам,

Хам утас тенĕ пек утам.

Сăвăçсен пĕрпеклĕхĕ


— Эпĕ Ухсайран та

Çĕклентĕм çӳле, —

Янтрашать пĕр сăвăç

Сăввисемпеле.

 

Эпĕр ĕненетпĕр

Ку пĕрпеклĕхе.

Мĕншĕн хирĕçлес-ха

Ыр тĕрĕслĕхе?

 

Ухсай уксахлатчĕ

Вăрçăран килсен.

Вĕçкĕнрех поэтăн

Уксах сăввисем.

Чи таса чунлă, тӳрĕ чунлă сăвăç...


Чи таса чунлă, тӳрĕ чунлă сăвăç

Килсессĕнех çак çутă тĕнчене,

Шăпи телейсер пулнă-çке, —

мĕн тăвăн? —

Чи чăннине,

Чи хаклине,

Чи кирлине

Каланă уççăн ĕçлĕ çынсене.

 

Унăн сăмахĕ патшана витернĕ,

Тĕрĕс сăмах канăç паман ăна.

Сăвă йĕрки çавтер хĕнпе çĕнтернĕ, —

Вăл ырлăх суннă чăн вулакана.

 

Сăвăçсене сăвви сĕнсен те вилĕм,

Тĕрĕслĕхе чунтан ĕненнĕрен,

Хĕрӳ чĕрешен вĕртĕр Çĕпĕр çилĕ, —

Айккинелле кайман тур çул çинчен.

 

Эзоп юптарнă... Çивĕч калаçнишĕн

Пĕр шелсĕр тĕп тăваççĕ сăвăçа.

Овидие те ирĕке савнишĕн

Яраççĕ ют çере — ан кĕр куçа.

 

Чун тĕкĕрĕ, пурнăç карапĕ — сăвăç,

Вăл ĕмĕр урлă малаша курать.

Хăш-пĕр чухне уншăн çак çĕр те тăвăр,

Вăл çĕнĕ кун, вăл çĕнĕ çĕр уçать.

 

Çавăнпалах ĕмĕр юратнă Пушкин,

Пуçне тайманшăн сăхă трон умне,

Пӳçне хурать. Ăна элекçĕ-ушкăн

Тертсех парать мур-вилĕм аллине.

 

Малалла

Хăш-пĕр сăвăçсене


Лĕпĕш вĕлтĕртетнĕ пек çыратăр,

Шухăшсăр та çăмăллăн, хитре.

Кĕç акатăр тата выратăр,

Тар тăкса курмасăр уй-хирте.

 

Хĕр çинчен тĕрлетĕр ярăм-ярăм:

«Шăлĕ тикĕс, пĕвĕ тайăн мар...»

Мур илесшĕ, лаша мар хĕрарăм,

Вулакан улшуçă чикан мар.

 

Сиршĕн пурнăç — вĕçĕмсĕр уяв-тăр,

Çăлтăрсем, чечек те юрату...

Пахчари сар кайăк пек юрлатăр,

Çĕр çинче çук тейĕн ырату.

 

Сăввăрсем, мĕн калăн, вуланаççĕ,

Пыл пекех пылак сăмахăрсем.

Пĕр çитменлĕх: хăвăрт хупланаççĕ

Манăçу тусанĕпе вĕсем.

 

Е нухрат, е шухăш иксĕлсессĕн,

Тăлмача куçатăр вăр-варах.

Çылăха пĕлмесĕр, пĕр тесессĕн,

Майăклатăр мĕскĕн автора.

 

Пĕр-пĕрне каçса кайсах мухтатăр,

Гение тухатăр черетпе...

Турткăш та, хӳре сарсассăн, капăр,

Вĕçевре танлашмĕ пĕрхĕтпе.

Эп кĕпепе çуралнă


Укçа-тенкĕрен аптраса çитсен тӳрех ун патне кивçене каятăп. Пулăшать Мархва, хыт кукарланса тăмасть. Анчах та париччен малтан сăввисене вуласа-итлеттерсе тăна илет.

— Ну мĕнле, килĕшет-и? — ыйтать ывăнса çитсен хура куçĕсене ялкăштарса.

— Тем каламалла ĕнтĕ, — тетĕп ĕнсене кăтăртаттарса. — Эп, анкă-минкĕ, ăна-кăна чухласах çитерейместĕп те... Вопшетă, япăхах мар пек: янăравлă, чун-чĕрене вырăнтан хускатать.

— Тоттă! — мăн кăмăллăн пăхать ман çине кӳршĕ хĕрарамĕ. — Кам çырнине пĕлес пулать!

Нумаях пулмасть укçа нуши мана каллех Мархва патне илсе çитерчĕ.

— А, эсĕ-çке... — терĕ вăл хваттер алăкне уçса. — Тавай кĕр!

Килĕнче Мархва, ман телейĕме кура, пĕчченех пулчĕ. Хăй хĕрĕнкĕ. Сĕтел çинче — пуçланă «портвейн» кĕленчи.

— Лар, — çемçе пукан сĕнчĕ вăл мана.

Лартăм.

— Тутанса пăхатни? Саншăн, арçыншăн, ку кĕсре шăкĕ кăна-ха та, анчах урăххи — хăватлăраххи — çук.

— Ку та пăсмасть, — хĕпĕртесех килĕшрĕм эпĕ, мухмăрпа аптранăскер.

Пĕрер черкке сыпнă хыççăн Мархва «эп çиччас» терĕ те балкон çине тухса тем мăкăртатма, сăхсăхма пуçларĕ.

Малалла