Халал


Халал


Питĕ сивĕ хĕл кунĕ,

Тăлăп тăхăн, хăна.

Сивĕнмест-ха çын чунĕ

Хĕл сиввишĕн кăна.

 

Чăвашпа чăваш пултăр

Çывăх тус та юлташ.

Кĕвĕçӳ сан ан пултăр,

Усалпа ан аташ.

 

Çак сăмах — ман йыхравăм,

Çак сăмах — ман халал.

Çак сăмах — ман ялавăм,

Йăлт тасалтăр усал!..

Ăнлантаркăч

1935 çулта Шупашкарта пурăнакан Иван Ильинран П.Ф.Филиппов учитель çырса илнĕ. Юхма Мишши архивĕнче упранать.

Атте халаллани


Эп вилçен, мана пытарăр

Халăхпа, ялпа.

Вилтăпри çине тĕм лартăр

Кайăксем ларма.

Хĕрес çине çырса хăварăр

Халăх вулама.

Ман кун-çул йĕрпе паллашччăр

Арусем çапла.

Вăрçăра ку çын та пулнă,

Таврăннă киле,

Ах, анчах урасăр юлнă

Гитлер нушипе.

Мĕн кăна курман-ши эпĕ

Ирĕк çĕршывра.

Усалпа ялан кĕрешрĕм

Хĕрлĕ усалпа.

Тĕресшĕн ултава хирĕç

Тухрăм эп вăрçа.

Ах, анчах пĕччен эп имĕç

Çав çапăçура.

Тĕрĕслĕхшĕн тăват çул лартăм

Халахшăн тăрса.

Ах, çав! Халăх тăнлаймарĕ

Хĕрлĕ усала.

Ял-йыш халăх — мĕскĕн халăх,

Чĕмсĕр ун сасси.

Мĕскĕн ун малти пуласлăх

Çитĕ курасси.

Çак сăвва туйса çыратăп

Кĕриччен çĕре.

Пур ватти-вĕтти каçарăр

Еххĕм Петĕрне.

 

Кăрлач, 1989.

Асаттен халалĕ


Калатчĕ асатте мана:

— Эс, ульăм, пысăк ӳс!

Йывăрлăхсем çапсан пуçна

Нихçан ăна ан ус!

Русаковсен ятне ан яр!

Чăваш ятне ан çĕрт!

Пул тăшманпа чее, хаяр!

Кам вăйсăр — хутне кĕр!

Эс, Аркади — чăваш ачи!

Эс — пĕчĕк Русаков!

Ял-йышсемпе ĕçле те çи.

Ку — пурнăçăн сакки!

Тăван ту эсĕ тăвана,

Юлташ пул туспалан.

Кинчеккее — тăван ялна

Юрат! Ăна ан ман!

Эп пултăм икĕ вăрçăра —

Тăван ялтан инçе.

Мана сыхларĕ тыткăнра

Пулни вăл çĕр çинче.

Кинчеккее — тăван яла

Ман туртăнатчĕ чун.

Çак еннелле — тухăçалла

Пăхаттăм кашни кун.

Кунта ман юлнă, ма, тесен,

Çемьеçĕм, тăвансем.

Эп килтĕм вăрçă вĕçленсен

Тăван ялах. Пĕлсем!

Çапла калатчĕ асатте

Пире — ачасене.

Анчах та пурпĕр — халĕ те

Манмастăп сăмахне.

Эп те калатăп, ак, паян:

— Çĕклентĕр тăван çĕр!

Тăвансемпе эс пул тăван!

Чăваш ятне ан çĕрт!