Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 -3.0 °C
Отказаться от риска - значит отказаться от творчества.(А. Макаренко)
 

Ad

Blog Updates

 
 

Шӑл йӗрмесӗр кулма вӗренесчӗ

 

«Капкӑн» журнал пирки пуҫланнӑ калаҫӑва малалла тӑсатпӑр.

 

1970 ҫулта эпӗ тӑванла Пушкӑртстанри район хаҫатӗнче ӗҫлеме пуҫларӑм. Унта Николай Леонтьев тусӑм чӗннипе тухса кайрӑм. Унччен салтакра виҫӗ ҫул хӗсметре тӑнӑччӗ.

Пушкӑртсемпе тутарсем мана нихҫан та «кит манта!» (кай кутан!) тесе каламан. Калама ҫеҫ те мар, эпӗ Шупашкара «Капкӑн» журнала куҫнине пӗлсен хӑш-пӗрисем кӗҫ-вӗҫ куҫҫуль кӑлармарӗҫ.

Чӑвашсен кулӑшпа сатира журналӗн тиражӗ вӑл тапхӑрта сахалах марччӗ-ха, анчах ҫав тираж ҫултан ҫул ӳссе пыратчӗ. Паллах, эпир тӑрӑшмасӑр пулаймастчӗ ҫакӑ. Совет Союзӗнчи пур кӗтесӗнче пурӑнакан чӑвашсем те «Капкӑна» илсе тӑччӑр тесе тӑрӑшаттӑмӑр. Сӑмахран, казахсен «Ара» (Тӗкӗлтура) кӑларӑмӗсенче «Чӑвашсен «Капкӑн» журналӗ» ятпа темиҫе хутчен те ятарлӑ страницӑсем кӑлартӑмӑр. Ҫапла майпа журнал унта 3 пин экземпляр таранччен кайса тӑма пуҫларӗ. Тутарстан, Пушкӑртстан, Мускав, Чӗмпӗр, Самар облаҫӗсенче те нумайӑн хапӑл тӑватчӗҫ кулӑш ӑстисене. Кӗҫех «Капкӑн» 97 пин экземплярпа тухса тӑма тытӑнчӗ. Ҫырӑнакансен шучӗ 100 пинрен те иртнӗччӗ, анчах 1980 ҫулта хут ҫук тесе 5 пин ҫырӑнакана укҫа каялла тавӑрса памалла турӗҫ.

Вырӑнти авторсене ятарласа кӑларнӑ значок параттӑмӑр, ку вӗсене чаплӑ кабинет хуҫисемпе хӑюллӑн калаҫма, ҫивӗч темӑсем хускатма пулӑшатчӗ. Тӗрлӗ канашлусене ятарлӑ удостоверенисем те параттӑмӑр. «Капкӑн» вӑл вӑхӑтра КПСС Чӑваш обкомӗн органӗ шутланса тӑратчӗ. Редакцире ятарлӑ автомашина пулманран пире таксипе ҫӳреме талонсем паратчӗҫ. Обком гаражӗнчен машина чӗнсе илме те пулатчӗ. Ҫул ҫӳренӗ чухне пире ГАИ ҫыннисем чарса чӑрмантарма «вӑтанатчӗҫ».

Тӳрех каламалла, «Капкӑн» шӑлйӗрев журналӗ пулман, ӑна ҫӗршывӗпех пӗлнӗ, сума сунӑ темелле. Хӑватлӑ темӑсене те хӑш чух эпир чи малтан ҫӗклеме пултарнӑ. Сӑмахран, Аркадий Ваксберг «Баня» суд очеркне «Капкӑн» хыҫҫӑн самай кайран пичетлесе чапа тухрӗ.

Пӗр ҫулхине пире Одессӑри «Юморина» фестивале чӗнсе чыс турӗҫ. Унта эпӗ Григорий Лучпа кайса килнӗччӗ.

«Капкӑн» — чӑвашсен чи юратнӑ журналӗ. Ун тиражӗ чакнин сӑлтавӗ, ман шутпа, пӗрре кӑна: номерсене никама пырса тивмен, никама та «кӳрентермен» пӑнтӑхнӑ кулӑшсемпе тултарса тӑни. Апла пурӑнма ансатрах ӗнтӗ, «Капкӑн» никама та хӗстермест пулсан капкӑнҫӑсем ҫине сиввӗн пӑхакансем пулмӗҫ. Анчах кунашкал каннӑҫлӑх нумая тӑсӑлманни халь куҫкӗрет.

 

Виталий Енӗш,

Пушкӑртстан культурин тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ.

Сӑнӳкерчӗкре: В. Енӗш хӑйӗн ӗҫтешӗн Т. Иванов-Таҫукӑн пултарулӑх каҫӗнче (2015).

 

Х.Ҫ. Чӑвашсен профессионал-ҫыравҫӑсен юлашки пухӑвӗнче «Капкӑн» журнала хупнӑшӑн пӑшӑрханса «ҫӳлтисене» чӗнсе ӳкӗт йышӑннӑ теҫҫӗ, мӗншӗн ҫавна паян кунччен те халӑх умне кӑлармарӗҫ?

Камсем вара эпир, чӑвашсем, паян? Иккӗмӗш ҫавра

Ҫӑкӑр? Что это такое?

Чӑвашӑн тӑлӑх йӑвӑҫне — тӑвӑл хуҫать. Е тепӗр хут Мускаври чӑвашсен автономийӗ пирки

Йӗмен ача патне амӑшӗ пымасть, е Ӑшталансан орден-медаль парӗҫ-ши?

New Posts

29.03.2017 12:33Не каждому художнику в общественном месте кричат «Ура!»

29.03.2017 10:15Горизонты исторического просвещения

27.03.2017 08:54Шӑл йӗрмесӗр кулма вӗренесчӗ

26.03.2017 11:21Не отщепенцам мерить величие гения

24.03.2017 14:33Ҫӑкӑр? Что это такое?

24.03.2017 11:55Камсем вара эпир, чӑвашсем, паян? Иккӗмӗш ҫавра

23.03.2017 22:27Эдуард Лебедев тата... Акапасар

23.03.2017 08:24Чӑвашӑн тӑлӑх йӑвӑҫне — тӑвӑл хуҫать. Е тепӗр хут Мускаври чӑвашсен автономийӗ пирки

20.03.2017 18:04Атӑлҫи Пӑлхарӑн чӑн-чӑн историйӗ

20.03.2017 12:26Николай Исмуков: «Если завтра умрет наш язык, то я готов умереть сегодня»

Themes

Most commented

3001На чувашском конь еще не валялся...

1981Атӑлҫи пӑлхарсем тата чӑвашсем

1854Волжские булгары и чуваши

1381И снова к вопросам преподавания культуры родного края…

1326«Капкӑн» журнал 100 ҫула пурӑнса ҫитӗ-и?

1143Чӑваш ваттисен тӗп канашӗн йышӑнӑвӗ

1084Николай Исмуков: «Если завтра умрет наш язык, то я готов умереть сегодня»

688«Кӑларса ҫапап сана кӗнекӳсемпе пӗрле урама»

643Не отщепенцам мерить величие гения

546«Ӑраскала» кам пуҫласа янӑ?

Orphus

Радио (30.03.2017)

13:10
 
Чĕререн тухакан сăмахсем (12+)
14:00
 
Новости (12+)
14:10
 
Юрă вăчăри (12+)
14:20
 
Азы православия (12+)
15:00
 
Хыпарсем (12+)
15:10
 
Юрă вăчăри (12+)
15:20
 
Чун-чĕре киленĕçĕ (12+)
15:40
 
На страже закона (16+)
16:00
 
Новости (12+)
16:10
 
Тата мĕн кирлĕ пурнăçра? (12+)
17:00
 
Новости (12+)
17:10
 
Тус-юлташ саламĕ (0+)
18:00
 
Хыпарсем (12+)
18:10
 
Юрă вăчăри (12+)
18:20
 
Тăван ăс-хакăл (12+)
19:00
 
Новости (12+)
19:10
 
Тема дня (12+)
19:20
 
Путь к здоровью (12+)
20:00
 
Хыпарсем (12+)
20:10
 
Юрă вăчăри (12+)
20:20
 
Çичĕ юрă (12+)
21:00
 
Новости (12+)
21:10
 
Çичĕ юрă (12+)
22:00
 
Хыпарсем (12+)
22:10
 
Юрă вăчăри (12+)
23:00
 
Новости (12+)
23:10
 
Юрă вăчăри (12+)

Banners

0 Flood Chat

Group on Facebook 1100+
 
 
About us | Statistic
(c) 2005-2010 Chuvash.Org. Questions about the site: p-code.ru
Распродажа. Качественное оборудование, объемные этикетки в компании Нола Плюс!