Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +12.5 °C
Что я делаю когда испытываю искушение? Стараюсь испытать его подольше.(Пруст)
 

Ad

Софья Савнеш: Питӗрти гейзерсем

Софья Савнеш07.06.2014 17:183574 views

Санкт-Петербург тесенех куҫ умне вырӑс усадьбисем, капӑр парксем, кармансем тухаҫҫӗ. Унта вӗсем чӑннипех те нумай ҫав. Анчах Питӗрте никамах та пӗлмен вырӑнсем те пур. Вӗсем те хӑйсен илемӗпе тӗлӗнтереҫҫӗ. Вӗсенчен пӗри — Гатчинск гейзерӗсем.

Гатчинск районӗнчи Корпиково ялӗнчен инҫех мар – вӑрмансем. Унта ҫӗр айӗнчен шыв тапса тӑрать. Шӑпах ҫаксене вырӑнти халӑх Гатчинск гейзерӗсем тет. Ҫак фонтансен ҫӳллӗшӗ 1,5 метртан ытлашши мар, анчах вӑрман ҫывӑхӗнче вӗсем питех те илемлӗ курӑнаҫҫӗ.

Чӑннипе, ҫак фонтансене гейзер тени тӗрӗсех мар. Ахӑртнех, вӗсем ахаль ҫӑлкуҫем ҫеҫ. Чӑн-чӑн гейзерсем сиплӗхӗпе уйрӑлса тӑракан вӗри шыв пӗрӗхтереҫҫӗ. Вӗсем вулкансем ҫывӑхӗнче пулаҫҫӗ. Ҫак ял ҫывӑхӗнче кунашкалли, паллах, ҫук.

Хӑшӗ-пӗри каланӑ тӑрӑх, Гатчинскри гейзерсем ҫын алли перӗнмесӗр пулман. Совет вӑхӑтӗнче гедозеист ӑсчахсем кунта Ленинграда шывпа тивӗҫтерес тӗллевпе шӑтӑксем тунӑ, шыв шыранӑ имӗш. Паллӑ мар сӑлтавсене пула проекта пӑрахӑҫланӑ, шӑтӑксене хупнӑ. Анчах пурӑна киле шыв ҫӳлелле тухма ҫул тупнӑ. Ҫапла майпа гейзерсем пулса кайнӑ.

Кунта ҫулталӑкӑн кирек хӑш вӑхӑтӗнче те килме пулать. Тӗрлӗ уйӑхра гейзерсем хӑйне евӗр курӑнаҫҫӗ. Уйрӑмах хӗлле илемлӗ. Ун чухне шӑннӑ фонтан хӑйӗн тавра тӗрлӗ кӳлепе «ӑсталать». Анчах гейзерсем патне ҫулла ҫитме меллӗрех.

Ку вырӑнта гейзерсене шырани кӑна мар, вӑрманта уҫӑлса ҫӳрени те мӗне тӑрать! Уҫӑ сывлӑш, хитре фонтансем… Туристсем кунта ҫутҫанталӑкпа киленме питӗ кӑмӑллаҫҫӗ.

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
[Comments (1)]

Comments:

Agabazar // 1266.65.2450
2014.06.11 12:14
Agabazar
Гатчинск мар, Гатчина теес пулать....

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters