Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +12.5 °C
Фактов всегда достаточно - не хватает фантазии.(Д.Блохинцев)
 

Ad

Таисия Ташней: Чӑвашла калаҫасси «Хаклӑ юлташсем» тенинчен пуҫланса унпах вӗҫленет-ши?

Таисия Ташней23.11.2014 13:4124161 views

Нумаях пулмасть Краснодарти Куҫару бюровӗн сайтӗнчи ҫак информаципе паллашма тӳр килчӗ. Унта чӑваш чӗлхипе паллаштаракан справка илсе кӑтартнӑ. Унта епле ҫырнипе килӗшекенсем те, килӗшменнисем те пулӗҫ-тӗр. Акӑ епле ҫырнӑ унта (кӗскетсе куҫартӑм):

«Чӑваш чӗлхи – чӑвашсен чӗлхи, тӗрӗк чӗлхе тытӑмӗнче пӑлхарпа хасар ушкӑнне кӗрет, ҫак ушкӑнри чӗрӗ юлнӑ пӗртен-пӗр чӗлхе.

Чӑваш чӗлхи Чӑваш Республикинче, Тутарстанра, Пушкӑртстанра, Самар, Чӗмпӗр облаҫӗсенче, ҫавӑн пекех Урал, Атӑлҫи, Ҫӗпӗр тӑрӑхӗсенчи хӑш-пӗр облаҫре, крайра, республикӑра сарӑлнӑ.Чӑваш Республикинче вӑл вырӑс чӗлхипе тан патшалӑх чӗлхи шутланать.

Чӑвашла калаҫакансем – 1,3 миллиона яхӑн ҫын (ку вӑл 2002 ҫулхи ҫырав тӑрӑх), ҫав вӑхӑтрах этнос чӑвашсен шучӗ асӑннӑ ҫырав 1 миллион та 637 пинпе танлашнине палӑртнӑ. Ҫак йышран 55 проценчӗ Чӑваш Республикинче пурӑнать. Вӑйлах уйрӑлса тӑман икӗ диалект пур: анатрисем (у-па калаҫаканнисем) республикӑн кӑнтӑр районӗсенче пурӑнаҫҫӗ тата турисем (о-па калаҫаканнисем) – ҫурҫӗр районсенче, тепӗр майлӑ каласан, Атӑл юханшывӗн ҫывӑхӗнче.

Чӑваш чӗлхи тӗрӗк чӗлхин тӗнчин инҫӗшӗнче вырнаҫнӑ, «пӗтӗмӗшле тӗрӗк стандартӗнчен» чылай уйрӑлса тӑрать. Чӑваш чӗлхин фонетикинче тӗрӗк чӗлхинчи З тата Ш саспаллисем вырӑнне Р тата Л калаҫҫӗ. Юлашки сыпӑка та уҫӑмлӑрах палӑртаҫҫӗ .Сӑмахри ударени тури чӑвашсен тӗрлӗ вырӑна лекет, ҫавна литература чӗлхине йӗркеленӗ чух тӗпе хунӑ. Грамматика уйрӑмлӑхӗн шутне тӗрӗк чӗлхинчи тӗрлӗ фонетика варианчӗллӗ -ЛАР нумай хисеп аффиксӗ вырӑнне –СЕМ усӑ курни кӗрет. Кунсӑр пуҫне глаголсен, падежсен, кӑтартуллӑ местоименисен никӗсӗ тӗрӗк чӗлхинчипе пӗр килмест. Чӑваш чӗлхин фонетикинче, грамматикинче, лексикинче ытти тӗрӗк чӗлхисем витӗм кӳни сисӗнет. Чи малтанах – тутар чӗлхин (анатри диалектра), ҫавӑн пекех монгол, финн-угр (мари тата удмурт), иран тата вырӑс чӗлхисен. Чӑваш тата вырӑс чӗлхисен ик чӗлхелӗхӗ анлӑ сарӑлнӑ вӑхӑтра (1989 ҫулхи ҫырав чӑвашсен 88 проценчӗ чӑвашла ирӗклӗн калаҫнине кӑтартса панӑ) вырӑс чӗлхинчен йышӑннӑ сӑмахсем вырӑссен фонетика сӗмне упраса хӑварса кӗрсе пыраҫҫӗ.

Чӑваш литература чӗлхи анатри диалект ҫинче никӗсленнӗ. Литература чӗлхин йӗркеленӗвӗнче И.Я. Яколвев тата вӑл ертсе пыракан Чӗмпӗрти учительсен чӑваш шкулӗ (XIX ӗмӗр вӗҫӗ) пысӑк вырӑн йышӑннӑ. Чӑваш чӗлхине шкулта предмет евӗр вӗрентеҫҫӗ. Кунсӑр пуҫне рсепубликӑри хӑш-пӗр аслӑ шкулта икӗ семестр вӗрентеҫҫӗ. Чӑваш чӗлхинче чӑваш чӗлхипе радио тата телевещани ҫукпа пӗрех, анчах чӑвашла периодика кӑларӑмӗсем кун ҫути кураҫҫӗ. Чӗлхене усӑ крумалли сфера питӗ ансӑр. Пӗтӗм хута вырӑсла кӑна ҫыраҫҫӗ. Чӑваш чӗлхипе яллӑ вырӑнта ытларах йӑлара кӑна усӑ кураҫҫӗ. Чӑваш ҫамрӑкӗсенчен чылайӑшӗшӗн тӑван чӗлхе вырӑс чӗлхи пулса тӑрать. Чӑваш Ен правительствин политики обществӑра чӑваш чӗлхине сахалтарах усӑ куртарас, чӑвашсене пӗтӗмпех вырӑслантарах тӗллевлӗ. Пӗр правительство сайтне те, шкул е район сайчӗсене те чӑвашла тытса пымаҫҫӗ. Элтепер тата правительство пайташӗсем тухса калаҫни «Хаклӑ юлташсем» дежурнӑй фразӑран пуҫланать та чӑвашла калаҫасси ҫакӑнпа вӗҫленет. Тухса ҫӳремелли вырӑнсенче е аслисене чӗнме «господин, госпожа» вырӑс сӑмахӗсен аналогӗсем ҫук. Шупашкарта илтекен чӑваш чӗлхи литература чӗлхинчен уйрӑлса тӑрать, вирьялсене ҫывӑхрах-тӑр, вӑл вырӑс сӑмахӗсемпе хутӑшнӑ.

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
[Comments (104)]

Comments:

Асар // 4117.51.7078
2014.12.29 11:34
Чăваш чĕлхине ЭСИР вырăс этикинчен кĕнĕ, чăваш аслашшĕне те, кукамăшне те, такам ют çыннине те яланах ЭСĔ тенĕ. Ларатăр пуш сăмах вĕçтерсе.
Тимӗр // 4916-2612
2014.12.30 20:40
Асар,эсĕ-гений.Кунта темиçе çул Акапасара çакна ăнлантарас тесе мĕн кăна çырмарĕç пуль.Бор хăта:куратн-и?.Пурах усси форумран.Тĕрĕслĕх çиеле тухать.Мухтав Акапасара ăнланма пултарнишĕн.
Agabazar // 5418.9.4598
2014.12.30 21:35
Agabazar
Асар // 4117.51.7078 2014-12-29 11:34 <<Чăваш чĕлхине ЭСИР вырăс этикинчен кĕнĕ, чăваш аслашшĕне те, кукамăшне те, такам ют çыннине те яланах ЭСĔ тенĕ. Ларатăр пуш сăмах вĕçтерсе.>>

Асар, кунашкал халлапа çаптарма кăшт айвантарах çынсене шыраса пăхăр.

Урăх сĕнÿ те пур. Шупашкар хулин ПРОКУРОРĔН кабинетне черет тăрса кĕрĕр те хайхи пуçлăхпа "эсĕ" тесе калаçма пикенĕр.

Ку япаласем пирки ку сайтра миллион хут çырнă, тупса вулама пултаратăр.
Agabazar // 5418.9.4598
2014.12.30 21:39
Agabazar
Атила // 3913.58.4645 2014-12-29 11:20: <<Акапасар,енчен те Эсĕ хăвнв Эсир тетересшĕн пулсан,хăвнв хăв Эсир те вара.>>

Çынна сĕнÿ париччен малтан хăвăр çинче тĕрĕслесе пăхăр!

bor1959 // 1039.8.4424
2014.12.30 22:39
Асар маттур! Тимĕр те гений! Анчах Акасапар гений та мар, анчах вăл пит АЙВАН мар! Ку айван мар тени уншăн чи пысăк хисеп пулмалла. Унăн миçе диççертаци тата миçе патент-ши?
Якур // 2705.59.9034
2014.12.31 08:54
Прокурорпа мĕн хăрататăн,эсĕ Акапасар хăта? Прокурор пĕр енчен влаçлă чиновник, тепĕр енчен сана сыхлакан чиновник. А эпĕ санпа калаçатăп тĕпелте, килти хÿшĕре. Сана "Эс" тени мĕнрен килĕшмест? Уншăн эс хăвна уксах, сукăр чăлах е чирлĕрех туятăн?
Асар // 4117.51.7078
2014.12.31 09:29
Акапасар, хула прокурорĕпе вырăсла пуплеме тивет, вăл - федерал, унăн чăвашла "пĕлме" юрамасть. Курнă-и ЭСĔ пĕр-пĕр прокурор судра чăвашла айăпланине? Ăнт, унпа ВЫ (ЭСИР) тесе калаçмалла. Тата - миллион хут çырнă пуль те, усси вара?
Agabazar // 1302.96.1012
2014.12.31 09:53
Agabazar

Асар, пĕлĕш мар çынсемпе "эсĕ" теессипе экспериментсем ирттерме Акапасартан мар, Шупашкар Прокурорĕнчен е Патшалăх Думинчи Аршинова, Яровая тата Мизулина хоспошасенчен пуçлăр. Е тата Путинăн пресс-секретарĕ пур унта, Песков хушаматлăскер. Çавнашкал экспериментсем ирттерме питĕ меллĕ.

bor1959 // 1039.8.4424
2014.12.31 10:28
Акасапара асăннă чиновниксемпе эксперимент туса ирттерме сĕнес. Тен çавна валли ятарласа хут çуратмалла?
Agabazar // 1302.96.1012
2014.12.31 10:31
Agabazar
Асар // 4117.51.7078 2014-12-29 11:34 <<Чăваш чĕлхине ЭСИР вырăс этикинчен кĕнĕ, чăваш аслашшĕне те, кукамăшне те, такам ют çыннине те яланах ЭСĔ тенĕ. Ларатăр пуш сăмах вĕçтерсе.>>

Вырăс этикетĕнче те ĕмĕрĕпех пĕрне-пĕри "эсĕ" теесси малта тăнă. Ытти халăхсем хушшинче те. Кунта нимĕнле "чăвашлăх" та çук. Патшасем, дворянсем, корольсем, графсем, кнеçсем, герцогсем хушшинчен тухнă япала у. Кайран вара аяларах сийсене те аннă. Халь вара Таймерсем, Асарсем, Якурсем çав йăлана пăрахăçлаççĕ имĕш. Кулса вилмелле!

Педагогсен форумĕнче те пурччĕ кунашкал тема. Халь вара кăларса пенĕ. Темшĕн килĕшмен.

Пор, мана экспериментсем кирлĕ мар. Эп пĕлĕш мар çынсене "эсĕ" теессишĕн хĕрĕнсе çÿреместĕп. Пурне те "Эсир" теме яланах хатĕр.

Pages: 1, [2], 3, 4, 5, 6, 7, ... 11

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters