Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +15.3 °C
Выбрать время - значит сэкономить время. (Ф. Бэкон)
 

Ad

Таисия Ташней: Ҫӗр ҫинчи манӑҫа тухнӑ илемлӗ вырӑнсем

Таисия Ташней07.12.2014 20:003591 views

Ҫын алли пымасан пурте юхӑнать ҫав. Ҫав шутра – чулран ҫавӑрнӑ ҫурт-йӗр те. Ҫакӑнта илсе кӑтартнӑ вырӑнсенчен хӑшӗсене ҫут ҫанталӑк стихийӗ, вӑрҫӑ-харҫӑ е техногенлӑ инкек хур тунӑ, теприсем саманапа килӗшсе тӑманнипе манӑҫа тухнӑ.

Ҫӗр ҫинче шыв айне путарнӑ Христос статуйи е Намиби ҫеҫехирӗнчи Колманскоп пек хитре вырӑнсем те пур. Халӗ вӗсем ҫынсене сайра-хутра кӑна илӗртеҫҫӗ. Акӑ, сӑмахран, пӗр арҫын Болгаринчи коммунистсен партийӗн Тӗп комитечӗн ишӗлме пуҫланӑ ҫуртне ӳкерет.

TH_arozqiW_OcqJrshTmfQ.jpg

Коммунистсен партийӗ ҫӗршыва тӗрӗслесе тытса пыма пӑрахнӑ хыҫҫӑн ҫурт та кирлӗ мар пулса юлнӑ.

n21eQy_u5wdTWOmm278d0A.jpg

Е тата Великобританири Темза юханшывӗн вӑрри тӗлӗнче вырнаҫнӑ ҫар форчӗсем.

2nYRMSrLQ_TX2tD75TI4LA.jpg

Ку ӳкерчӗкре – Мускав облаҫӗнчи ракетӑсем кӑларакан «Энергомаш» ҫар савучӗ. Ӑна Lana Sator ятлӑ блогер ӳкерсе илнӗ. Режимлӑ объекта вӑл 2011 ҫулта лекнӗ.

E04ITq5qMEYoTfFd79enKQ.jpg qPVwmEb74gtW-JHkdh1G7w.jpg

Колумбинчи Эль-Отель-дель-Сальто кану ҫурчӗ чун мӗлкиллӗ ҫурта аса илтерет. Ӑна пуян туристсем валли 1928 ҫулта уҫнӑ, иртнӗ ӗмӗрӗн тӑхӑрвуннӑмӗш ҫулӗсен пуҫламӑшӗнче хупнӑ.

jsTrxqdJOoG-DBGyFjVqmA.jpg

Италири Бэзиликэта провинцийӗнчи чун мӗлкиллӗ вӑтам ӗмӗрсенчи хула. Унта пурӑнакансене 1963 ҫулта ҫӗр темиҫе хут та чӗтреннӗ хыҫҫӑн куҫарнӑ.

51EbsBiiAVio09bLZ2clWg.jpg

Вӑтам ӗмӗрсенчи Бодиам замок. Романтикӑлла ҫав кермен Англинчи Хӗвелтухӑҫ Суссекс графствӑпа юнашар вырнаҫнӑ.

twi0KhNQHrnHF3JcAp1JWw.jpg

Чернобыльти атомлӑ электростанцинче ӗҫлекенсемпе вӗсен ҫемйисем валли тунӑ Припять хула. Унти ҫынсене 1986 ҫулхи инкек хыҫҫӑн куҫарса кайнӑ.

twi0KhNQHrnHF3JcAp1JWw.jpg

Серби Республикинчи Требевич тӑвӗ ҫинче бобслей трасси Сараево хулинчен кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ еннерех вырнаҫнӑ. Ӑна 1992–1995 ҫулсенчи Боснири вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче сиенлетнӗ.

pf4jCLkNGEatnZX1TnfDcQ.jpg

Комбоджинчи Ангкор-Ват храмӗ ишӗлчӗксем хушшинче ӳсекен йывӑҫсен тӗлӗнмелле формине кура туристсене илӗртет.

oNUXtHmVVRQnoKUXtAciag.jpg WNlmNk4QQiBBFK4A6Tb8wA.jpg

Антарктидӑри «Партиотсен сӑрчӗ» пӑр аэродромӗ патӗнчи ишӗлсе анӑ самолет.

PlQgO4_7xfS-Jm066vGfiw.jpg

Японири Nara Dreamland кану паркне 2006 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче хупнӑ.

1L37PGVskjIOWNIKHaPrQg.jpg

Ун пек шӑпа Пекин хӗрринче вырнаҫнӑ Wonderland кану паркне те пырса тивнӗ.

2HSPYM4Is5sg6fUhCO9nUA.jpg Ic7cQLu6ocRNs7UrOkI6Qw.jpg

Хирти туса пӗтермен кермен. Ӑна вырӑнти влаҫсемпе фермерсен хушшинче ӑнланманлӑх сиксе тухнӑ хыҫҫӑн хӑпартма чарӑннӑ.

A7Xv04DZanxtwvflFzk81A.jpg

Италири Христосӑн шыва путарнӑ статуйи. Ӑна Италин пӗрремӗш аквалангистне хисеплесе 1947 ҫулта ятарласа шыва янӑ.

FI8Q-64KyTnfcsTe1ZMVDQ.jpg zLleE3ytGg40TuEia1aiBA.jpg

Намибинчи чун мӗлкиллӗ Колманскоп хула. Вӑл тӑрӑхра алмаз пӗтнӗ хыҫҫӑн ҫынсем унтан 1954 ҫулта пӑрахса кайнӑ.

wFSjJ3fDa6hzwkL15abL2g.jpg

Мексикӑри Юкатан ҫурма утравӗ ҫинчи Ик-Киль Сеноут – майясем сӑваплӑ ҫӑлкуҫ тесе шухӑшлакан вырӑн. Унта ҫамрӑк арҫынсемпе хӗрарӑмсене ҫумӑр ҫутӑр тесе парне вырӑнне пенӗ. Халӗ унта туристсем шыв кӗме юратаҫҫӗ.

Ul4xEJPPBJHdqit1b7RBSw.jpg
 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
[Comments (3)]

Comments:

Иван // 4117.51.7078
2014.12.19 11:11
Хĕрĕм, тасарах çырсам.Камбоджăри, Аслă Британири, Колумбири,Англири темелле, юхан шыв, тăхăр вуннă, хĕвел тухăç. Орфогорфи правилисене никам та пăрахăçламан.
Иван // 4117.51.7078
2014.12.19 12:12
Каçарăр, орфографи темеллеччĕ - ку васкаварлăх йăнăшĕ.
Agabazar // 1417.90.5094
2014.12.19 13:30
Agabazar
Комбоджи мар, Комбоджа. Ку орфографи ыйтăвĕ мар. Ку — лексикологи ыйтăвĕ Аслă Британи теесси те çавах.

Колумбири, Англири — кăсене еплерех çырасси те кунта орфографипе мар, грамматика нормисемпе çыхăннă.

Юханшыв. Тăхарвуннă. Хĕвелтухăç. Кăсем пирки

Çырулăх йĕркевĕсен мухтавлă 75-мĕш параграфне пăхăр

. Тата — эп уçнă ятарлă темăна пăхăр! http://chuvash.org/blogs/comments/2212.html


Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters