Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +15.3 °C
Начинай на чужой лад, чтобы закончить на свой.(Грасиан Бальтасар)
 

Ad

Agabazar: Пĕр карттă пирки

Agabazar21.02.2015 00:153751 views
Вăт çакăн пек карттă пур (сылтăмра).

Çак карттăпа пурте усă курма тăрăшаççĕ.

Ман пуçа вара урăх шухăш çавăрса илчĕ: чăнлăхпа килĕшсе тăрать-и-ха унта кăтартни?. Çав карттăна ĕненес пулсан Шупашкарта, Етĕрнере, Çĕрпÿре, Йĕпреçре, Шăмăршăра, Вăрнарта, Куславккара тата вĕсен таврашĕсенче тĕпрен илсен вырăссем пурăнаççĕ пек пулса тухать. Айвана та паллă: ку пачах та апла мар. Паллах, вырăссем унта та, ытти вырăнсенче те пур. Анчах та карттăна ятарласа урăх тĕспе сăрламалăхах мар. Улатăрпа Пăрачкав тăрăхĕсемшĕн çеç юрăхлă ку. Кун пек чухне тĕп мар наци (этнос) ушкăнĕсене пăнчăсемпе палăртмалла. Тата асăннă карттăра Чăвашстанра тутар тата ирçе йышĕсем пурăннине те кăтартман. Çук, ку карттă усă курма юрăхлă мар. Çынсене улталани çеç ăна çине-çине турта-турта кăларни.

Çак карттă пĕр çĕр сул каялла пурнăçпа килĕшсе тăма пултарнă. Анчах та паянхи куна вăл пĕтĕмпех кивелнĕ. Унта, сăмахран, Çĕнĕ Шупашкарта вырăссем пурăннине те пĕлме май çук!

 

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
[Comments (7)]

Comments:

2015.02.21 18:28
Аçтахар Плотников
Ку Енкка ӳкернӗ схема. Унта тӗпрен анатрисемпе вирьялсен тата анат енчисен ареалӗсем еплерех пулнине кӑтартнӑ. Схемӑласа. Йӑлӑм енче е Улатӑрпа Шӑмӑршӑ хушшинчи вӑрмансенче чӑвашсем пурӑннине те, паллах, ӗнентерме йывӑр. Мӗншӗн чикӗ шӑп Улатӑр патнеллерех иртнине те пӗлме ҫук. Чикки унта ҫав вӑрмансемпе пырать вӗт.
Agabazar // 1112.6.1519
2015.02.21 19:00
Agabazar
Енкка хăй шутласа кăларман.
Вăл хăйĕнчен маларахри схемăсемпе усă курнă. В.Нестеровăн "Над картой Чувашии" кĕнекинче те пур, сăмахран (хура-шурă вариант).
Улатăр вăрманĕсенчи палăртнă чикĕсем вара мана килĕшеççĕ. Анчах та унта ирçесен анклавĕсене пачах кăтартман (Алтышево, Атрать т. ыт те). Чăвашсем те унта Эйпеçсемпе Суйканра анчах мар. Çĕмĕрле хулинче вырăссем чăвашсенчен йышлăрахчĕ пулас. Атăл леш енче чăвашсем пайтах. Анчах та вĕсем çĕр-çĕр çул тĕпленсе пуранакансем мар. Юлашки вăхатсенче куçса ларнисем.
Неважно 2 // 3277.58.8127
2015.02.21 22:35
Ашмарин икĕмĕш томĕнче чăвашсане пайлать: вирьяла, анатрине, анать енчине, словарьĕнче атьа та - айта
Agabazar // 1112.6.1519
2015.02.21 23:09
Agabazar
Анат енчисен кăнтăрти чикки пăртик аяларах пулма тивĕçлĕ.

Админ:"Мӗншӗн чикӗ шӑп Улатӑр патнеллерех иртнине те пӗлме ҫук."

Улатăр Сăр çинче вырнаçнă. Сăр тепĕр енче— никамах пит пурăнман вăрмансем.
Agabazar // 4059.44.3508
2015.02.22 20:37
Agabazar
Шăмăршăна тата Улатăра карттă çинче тÿрĕ йĕрпе çыхăнтарас пулсан, çав йĕр таврашĕнче шăпах чăваш ялĕсем ларса тухнă пулĕччĕç: Баскак, Мулля, Суйкăн, Çĕнĕ Эйпеç. Улатăр патне çывхараспа çеç ирçесен анклавĕ пур. Сăмах май каласан, шăпах çав анклавра тĕнчипе паллă скульптор Степан Эрьзя ÿссе çитĕннĕ. "Будущий скульптор родился в 1876 году в деревне Баево Алатырского уезда Симбирской губернии в семье крестьянина. С детства его окружала великолепная природа родного края - дремучие леса, живописная речка Бездна,"
(Асăннă шыва чăвашла Пасна теççĕ, ку ята пăлхар несĕлсем Саккамран илсе килнĕ).

Ст.Эрьзя çуралнă ял (Баевка) Мордва Республикинче пулмалла. Анчах вĕсен килйышĕ Пасна тăрăхне куçса килнĕ (Новобаевка ялĕ тетчĕç пулас).
Agabazar // 4059.44.3508
2015.02.23 02:32
Agabazar
"Автобиография
Родился в 1876 году 28 сентября в деревне Баево Ардатовского уезда Симбирской губерни, теперь Ульяновской.
В 1878 году пересилились в Алатырский уезд, той же волости, в так называемые Баевские Выселки на реке Бездне, средн дремучих лесов.
С ранних лет стал рисовать и на берегу Бездны из черного ила начал лепить кошек и собак, а потом — плотогонов по реке Бездне. В 1885 году поступил в церковно-приходскую школу в селе Алтышево в восьми верстах от Баева."


Новобаевка мар, Баевские Выселки темелле иккен!!! Леш хайхи Баевка вара Ардатов уесĕнче пулнă (Халĕ Ардатов районĕ)
Agabazar // 2190.51.0822
2015.02.25 07:18
Agabazar
Мĕншĕн-ха Степан Эрьзя çинчен самаях каласа кайма тиврĕ? Мĕншĕн тесен эпир пăхса тухакан карттăра Ирçесен анклавĕсене вĕтĕ пăнчăсемпе те пулин кăтартман вĕт!!!

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters