Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +12.5 °C
Все происходит в свое время для тех, кто умеет ждать.(О. Бальзак)
 

Ad

Софья Савнеш: Фермер ультрамарафонра епле çĕнтерме пултарнă?

Софья Савнеш04.05.2015 21:483836 views

1983 çулта Австралири 61 çулти фермер Клифф Янг Уэстфилдри ультрамарафона хутшăннă. Супермарафон дистанцийĕ 875 çухрăмпа танлашнă. Стартпа финиш Австралире, Мельбурнра тата Сиднейра пулнă.

Унта яланах тенĕ пекех тĕнче шайĕнчи çăмăл атлетсем хутшăнаççĕ. Вĕсем кун валли ятарлă тренировка ирттереççĕ, вĕсене паллă брендсем спонсор пулăшăвĕ параççĕ.

Клифф Янг чупма тытăниччен прессăна интервью панă. Вăл унта сурăхсене хăваланăран икĕ-виçĕ талăк çывăрманни пирки пĕлтернĕ. Фермер майĕпен чупнă, малтанах ыттисенчен юлса пынă. Анчах вăл кашни талăкра ултă сехет çывăрма чарăнман. Çапла майпа вăл ыттисене хăваласа çитнĕ, иртсе те кайнă. Финиша чи пĕрремĕш, чылай маларах, çитнĕ. Клифф Янг каярахпа çакна пĕлтернĕ: вăл чупнă вăхăтра тăвăл тухиччен сурăхсене пуçтарса çÿренине куç умне кăларнă-мĕн.

Клифф Янг тупăшăва 5 кун та 15 сехет те 4 минут кăтартупа çĕнтернĕ. Вăл ытти ăмăртусен кăтартăвĕсене те лайăхлатнă: 2 талăк маларах çитнĕ вăл. Ăна укçан парса хавхалантарнă. Анчах вăл унта парнешĕн чупман-мĕн.

Клифф Янг вегетарианец пулнă. Сверхмарафонра çĕнтернĕ хыççăн вăл хăйĕнчен 39 çул кĕçĕнрех Мэри Хоуэлла качча илнĕ. Анчах вĕсем 5 çултан уйрăлнă. Клифф Янг 2003 çулта усал шыççа пула çĕре кĕнĕ. 81 çул пурăннă вăл.

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
[Comments (4)]

Comments:

Сарбай // 4186.57.1361
2015.05.07 09:32
Маттур çын пур енепе те маттур, еçлеме ÿркемесен çапла вăл.
Ют Ҫын // 1413.46.4958
2015.05.08 11:04
Ҫап ҫапла Сарбай юлташ, тӗрӗс ӗҫлекен ҫын ниҫта та ҫухалса каймаст. Ӗҫлекен Ҫын ҫинчен пит сахал ҫыраҫҫӗ ҫыравҫӑсем,ҫав шутра Agabazar та. Эссе ҫырса паратех тетӗп.
Ют Ҫын // 1413.46.4958
2015.05.08 13:47
Ӗҫлемелле,тӑвансем,ӗҫлемелле.Ак кунта вулӑр-«Думали, всю жизнь будем на нефти жить, а оказывается, нужно работать»
Интервью гендиректора компании «Евродон» Вадима Ванеева.
bor1959 // 1039.8.4424
2015.05.09 12:52
Тӗрӗс,Ют Ҫын текен чӑваш. Паянтан ӗҫлеме пуҫласан пит те лайӑх пулмалла. Пурин тар кӑлариччен ӗҫлемелле, пурин те. Ӗҫлемен, тар юхтарман этем кунта ыттисене вӗрентсе ларма пултаримасть.Ют Ҫын,«Евродон» пирки вуларӑм. Маттур, чӑвашсем те ун пеккисем, талӑкра 16 сехет ӗҫлекеннисем пур. Малалла,Чӑваш Енъ ӗҫлекенсемпе!

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters