Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +12.5 °C
Лучший руководитель тот, у которого подчиненные много способнее его.(Гудмунд Хернео)
 

Ad

Софья Савнеш: Илемпи, Пинерпи, Пинеслу, Алман та ҫуралать

Софья Савнеш01.11.2015 21:375228 views

Чӑваш Енре демографи лару-тарӑвӗ япӑх темелле мар. Ку енӗпе пӗлтӗр республикӑра хӑйне евӗр ҫитӗнӳ те пулнӑ: ҫуралнисен йышӗ вилнисенчен нумайрах пулнӑ. Ача ҫуралсан ашшӗ-амӑшӗ ун валли ят шырать. Халӗ паллӑ ӗнтӗ мӗнлерех ятсем анлӑ сарӑлни: Анастасия, Мария, София, Елизавета, Виктория… Арҫын ачасене ытларахӑшӗ Максим, Кирилл, Роман, Егор ят хурать. Республикӑра ачасене тӗне кӗмен чӑвашсен ятне паракансем те пур. Ку хутран-ситрен ҫеҫ тӗл пулать. Ҫапах ку та темӗн пекех…

Чӑваш Енре 2013 ҫул уйрӑмах интереслӗ пулнӑ темелле. Ун чухне ашшӗ-амӑшӗ ачисене чылай ҫыншӑн тӗлӗнмелле ят хунӑ. 2012–2013 ҫулсенче Илемпи, Синерпи, Пинерпи, Пинеслу, Салампи ҫуралнӑ.

Тӗрӗссипе, ку ятсем тӗлӗнмелле мар. Аслӑ ӑрурисем вӗсене астӑваҫҫех. Ҫамрӑксемшӗн ҫеҫ урӑхла пек туйӑнаҫҫӗ вӗсем. Тӗнче тетелӗнчи пӗр ҫӑлкуҫран вуласа пӗлнӗ тӑрӑх, чӑваш хӗрӗсен ятӗнчи –ПИ тӗрӗксен «бике» сӑмахне ҫывӑх. Чӑвашла ӑна «пике» тесе вуламалла. Тюркологсем ӑнлантарнӑ тӑрӑх, малтан ҫапла хӗрарӑма хисеплесе чӗннӗ. Кайран вара –ПИ ятсене кӗнӗ. Тӗслӗхрен, «Пинерпи» ят чӑвашсен «Пинер» ялӗнчен пулса кайнине ӗнентереҫҫӗ. «Синерпи» — Синер ялӗнчен.

-ПИ аффикс урӑх ятсем ҫумне те ҫыпӑҫнӑ. Тӗслӗхрен, Тунепи ят. Тунтикун ҫуралнӑ хӗрачана ҫапла чӗннӗ. Ҫак кун ҫуралнӑ арҫын ачана Тунюк тенӗ. Эрнекун кун ҫути курнӑ хӗрачана Эрнепи ят хунӑ, арҫын ачана – Эрнук. Ялта камӑн та пулин туй пынӑ чухне арҫын ача ҫуралнӑ тӑк ӑна Туймӑрса тенӗ, хӗрачана — Туйпи е Туйпике.

Амӑшӗ уй-хирте ӗҫленӗ чухне ҫӑмӑллансан хӗрачана Хиртепи ят панӑ. Вӑл е ку лару-тӑрура ҫуралнӑ ачана унпа ҫыхӑнтарса ят хурасси йӑлара пулнӑ. Тӗрӗссипе, ку тӗнчери чылай халӑхӑн ҫапла пулнӑ.

Анчах чӑвашсем православи тӗнне йышӑнсан ку йӑла манӑҫса пынӑ. Ҫапах ашшӗ-амӑшӗ ачине, православи ятне хунӑ пулсан та, ҫакнашкал ятсемпе чӗннӗ. Ку ачан иккӗмӗш ячӗ пулнӑ. Ку йӑла темиҫе ҫул сыхланнӑ.

Акӑ нумаях пулмасть Ҫӗнӗ Шупашкарта Татьяна Тимуковӑпа Михаил Илларионов ҫемйинче арҫын ача ҫуралнӑ. Ашшӗ-амӑшӗ ӑна ыттисенчен уйрӑлса тӑракан ят хунӑ: Алман.

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
[Comments (2)]

Comments:

2015.11.04 01:40
Аçтахар Плотников
The comment was deleted.: тӗрӗслев хыҫҫӑнхи
2015.11.04 01:44
Аçтахар Плотников
The comment was deleted.:

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters