Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +9.3 °C
Гений - это бессмертный вариант простого человека.(С. Довлатов)
 

Ad

Таисия Ташней: Мӗншӗн хура вӑрман каш кашлать?

Таисия Ташней15.03.2016 21:154112 views

Чӑваш Енри экологсем уйрӑмах хӳтӗлемелли ҫутҫанталӑк лаптӑкӗсем сахалланса юлншишӗн пӑшӑрханаҫҫӗ иккен. Кун пирки ҫӗршыври паллӑ информаци агентствисенчен пӗри, Regnum, республикӑри Ҫамрӑксен экологи дружини тӗнче тетелӗнче ҫырни тӑрӑх пӗлтерет.

Тӑван тавралӑх шӑпи ик айкки те тӑвайкки маррисене республикӑн Ҫутҫанталӑк министерстви иртнӗ уйӑхра регион тата вырӑнти пӗлтерӗшлӗ уйрӑмах хӳтӗлемелли территорисене ҫирӗплетнӗ хыҫҫӑнхи тӑрӑм шухӑша янӑ.

Асӑннӑ ведомство приказӗпе ҫирӗплетнӗ списока 58 объект кӗнӗ, ҫав шутран 29-шӗ — уйрӑмах хӳтӗлемелли ҫутҫанталӑк территорийӗ. Малалла та цифра чӗлхипе каласан, пӗлтӗр регион пӗлтерӗшлӗ уйрӑмах хӳтӗлемелли территорисем 94 пулнӑ, кӑҫалхи приказпа 65-шӗ списокран «тухса вӗҫнӗ».

Уйрӑмах хӳтӗлемелли ҫутҫанталӑк территорине Йӑлӑмрисем пачах кӗреймен-мӗн. Ҫав вӑхӑтрах Атӑл леш енчисенче Хӗрлӗ кӗнекери ӳсентӑран та ӳсет, Хӗрлӗ кӗнекене лекнӗ чӗрчун та унта хӳтлӗх тупнӑ. Ҫав шутра Изьяр, Пысӑк тата Пӗчӗк Акӑш, Астраханка кӳлӗсене тата вӗсен тавралли вӑрмансене асӑнаҫҫӗ. Кӳлхӗрри, Ҫуткӳль, Тени карст (карст тесе шыв ҫисе кайнипе ҫӗр айӗнче хӑвӑлсем пулса кайнине калаҫҫӗ) кӳллисем те, вӗсем самай тарӑнскерсем, Гузовски вӑрманӗ те, Чуварлей хырлӑхӗ те тата ытти те республика шайӗнче хӳтӗлеме тивӗҫ территорисен списокне кӗреймен.

Ҫакӑнта чи кӑсӑкли — ҫапла пулса тухнин сӑлтавӗ тӳре-шаран маларах асӑннӑ приказӗ ӑнӑҫсӑр пулса тухнипе ҫыхӑннӑ тесе те калама йывӑр. Ку вӑл малтанласа шухӑшласан. Республика шайӗнчисем федераци шайӗнчи саккунсемпе килӗшсе тӑрассишӗн хӑйсен нормативлӑ хучӗсене тӳрлетеҫҫӗ-якатаҫҫӗ, юсаҫҫӗ-ҫӗнетеҫҫӗ-ҫке.

Кун пек шухӑшласа кайсан федералсене сурчӑк сирпӗтсе ним мар вӑрҫса-хӑртса пӗтерме пулать пек. Ара, мӗн тесе вӗсем шухӑшламасӑр-тумасӑр регионсенчи уйрӑмах хӳтӗлемелли ҫутҫанталӑк территорийӗсене пӗтерсе, тӗп туса пыраҫҫӗ-ха?! Саккунне тимлӗрех тикшерсен апла вӑрҫма-ӳпкелеме те сӑлтав ҫук иккен. Мускаврисем ҫав тери усал шухӑшпа йышӑнман та-мӗн ун пек территорисем пирки калакан саккуна.

Списокра, ансатрах каласан, уйрӑмах хӳтӗлемелли территори йӗркелесси пирки йышӑну тунисем кӑна пулмалла. Чӑваш Енри переченьрен тухса ӳкнӗ 65 территори туса хурасси пирки хӑй вӑхатӗнче ун пек йышӑну туман.

«Апла тӑк федераци шайӗнче йышӑннӑ саккуне сӑтӑр тӑвассишӗнех ҫырнӑ-тӑр», — тесе, тепӗр тесен, каллех калама пулать пек-ха. Анчах хальхинче те хамӑра алӑра тытса чарма тивет. Переченьрен кӑларса ҫапмалла тесе касса татман федераци саккунӗнче. Тепӗр майлӑ каласан, списокран кӑларса пенӗ ҫав 65 территорие саккунлӑ туса хумалла та уйрӑмах хӳтӗлемелли территорисен переченьне кӗртмелле. Анчах ун валли вӑхӑт та, укҫа та, вай-хал та кирлӗ.

Уйрӑмах хӳтӗлемелли ҫутҫанталӑк территорийӗсене тата чӗрчун тӗнчине сыхлас тата усӑ курас енӗпе ӗҫлекен республикӑри дирекци ҫапах та пит пӑшӑрханмах сӗнмест. Хӳтӗлемелли территорисем чакнине кура вӗсене йӗркелессине ҫывӑх вӑхӑтра ҫӗнӗрен чӗртсе тӑратма шантарать ҫав дирекци: ҫитес ҫул виҫҫӗ йӗркелесшӗн, 2020-мӗш ҫулччен — вуннӑ.

Шантарнине чылай кӗтмеллине ӑна-кӑна курнӑ шурсухалсем пӗлеҫҫӗ-ха. Тен, ҫавӑнпах-тӑр Чӑваш Енри хастар экологсем РФ ҫутҫанталӑк министрӗ Сергей Донской ячӗпех ҫыру хатӗрленӗ, унта хӑйсен чун ыратӑвне уҫса панӑ...

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters