Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +12.5 °C
Все происходит в свое время для тех, кто умеет ждать.(О. Бальзак)
 

Ad

Софья Савнеш: Ҫамрӑксем ӳпкелешмеҫҫӗ

Софья Савнеш26.06.2016 22:394431 views

Раҫҫейре Ҫамрӑксен кунне ҫулсерен ҫӗртме уйӑхӗн 27-мӗшӗнче паллӑ тӑваҫҫӗ. Ҫак куна яш-хӗр кӑна мар, аслӑ ӳсӗмрисем те, ваттисем те уявлаҫҫӗ. Ара, вӗсем те ҫамрӑк пулнӑ-ҫке-ха.

Историе илес тӗк, Ҫамрӑксен кунне 1958 ҫултанпа ҫӗртме уйӑхӗн юлашки вырсарникунӗнче паллӑ тунӑ. Совет Союзӗ аркансан 1993 ҫулхи ҫӗртмен 24-мӗшӗнче Раҫҫейӗн пӗрремӗш президенчӗ Борис Ельцин Ҫамрӑксен кунне ҫӗртмен 27-мӗшӗнче уявламалли пирки алӑ пуснӑ. Анчах чылайӑшӗ ҫакна пӑхмасӑр уява ҫӗртмен юлашки вырсарникунӗнче паллӑ тунӑ. Укаринӑра, Беларуҫре, Кӑнтӑр Осетире те ҫӗртмен 27-мӗшӗнче Ҫамрӑксен кунне паллӑ тӑваҫҫӗ. Вӗсем Совет Союзӗ аркансан ку йӑлана пӑрахӑҫламан.

Ҫак кун ҫӗршыври регионсенче мероприятисем йӗркелеҫҫӗ. Ҫав шутра — Чӑваш Енре те. Ҫамрӑксен хӑйсене ытла та харсӑр тытаҫҫӗ-ши? Ҫак кун лавккасенче эрех-сӑра сутма чараҫҫӗ. Ку, паллах, лайӑх. Анчах ку йӗркене ахальтен йышӑнман вӗт. Ҫамрӑксен тыткаларӑшне кура ҫапла тӑваҫҫӗ ӗнтӗ.

Правительство ҫӑмрӑксене пулӑшас тесе сахал мар тӑрӑшать. Вӗсем валли патшалӑх программисем пур. Яш-хӗре яла илӗртме тӑрӑшаҫҫӗ. Анчах вӗсем валли унта мӗн юлнӑ? Клубсем ишӗлеҫҫӗ, колхозсем тахҫанах арканса пыраҫҫӗ. Ҫамрӑксен ирӗксӗрех укҫа нумай тӳлекен ҫӗре кайма тивет. Паллӑ ӗнтӗ ӑҫталла каяҫҫӗ вӗсем — Мускава.

Ҫамрӑксене йывӑр-и, ҫӑмӑл-и — пуҫ усмаҫҫӗ вӗсем. Вӗсем малалла талпӑнма хӑнӑхнӑ, патшалӑхран янттине кӗтсе лармаҫҫӗ. Ӗлӗк ӗҫрен ҫынсене хваттер панӑ, вӗсем ӑна приватизациленӗ. Темшӗн ҫав ҫынсемех халӗ пурнӑҫа ӳпкелеҫҫӗ: ӗҫ укҫи пӗчӗк, хаксем пысӑк. Анчах вӗсем кредит тӳлемеҫҫӗ. Чылай ҫамрӑк пурӑнмалли кӗтесе ипотекӑпа туянать. Пур-пӗрех ӳпкелешмеҫҫӗ вӗсем. Ахӑртнех, ӗҫрен хваттер панӑ тӑк вӗсенчен чылайӑшӗ 5 пин тенкӗ ӗҫ укҫипе те ҫанӑ тавӑрса ӗҫлеме хатӗр — кварплата тӳлемелӗх ҫеҫ ҫиттӗр…

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters