Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +12.5 °C
Коль ты не чисто стал богат, Ступай поджариваться в ад. (С. Брант)
 

Ad

Agabazar: Тимӗр Акташ чӑвашла ҫырать

Agabazar28.10.2016 17:414060 views

Тимӗр Акташ — никӗсле хатӗрленӗвне кура историк (ЧГУра пӗлӳ илнӗ) тата журналист (МГУра вӗреннӗ).

Тутарстанти Ишельел ялӗнче ҫуралнӑ. (Асӑннӑ ял Чистай районӗче. Унтан, сӑмахран, хальхи чӑваш ҫырулӑхне ӑсталакансенчен пӗри Сергей Тимрясов (1851-1910) тухнӑ). Улттӑ тултарнӑранпа Шупашкарта пурӑнать.

Ӗнтӗ Тимӗр Акташ Чӑваш халӑх сайтӗнче чӑвашла статья ҫырса кӑтартрӗ. Акӑ вӑл:

Лайӑх малярсем тата тӑван чӗлхе ҫинчен. Ҫак кунсенче манӑн Шупашкарти Кӑнтӑр-Хӗвеланӑҫ микрорайонӗнчи пурӑнакан хваттер ҫумӗнчи тамбурӗнче малярсен бригада — хастар та ырӑ кӑмӑллӑ чӑваш хӗрарӑмсем юсавлӑ ӗҫӗсем турӗҫ. Маччана шуратрӗҫ, стенасене сӑрларӗҫ. Питӗ лайӑх та виҫеллӗ ӗҫлерӗҫ. 6 сул каялла кӳршӗсен хваттерти квартирантсем пӗр Интернет компание проводкӑна тума чӗнчӗҫ. Лешсем вара тӗрӗс мар электрокабель ҫине хӑйӗн прибор лартрӗҫ. Ҫакӑншӑн кайран пушар тухрӗ. Пожарниксем, тав Турра, сӳнтерчӗҫ. Пушар хыҫҫӑн маччапа стенасем хуралчӗҫ. Халь юсав хыҫҫӑн питӗ кӑмӑллӑ пӑхма. Эпӗ малярсене кӑшт пулӑшрӑм. Вӗсемпе тӑван чӗлхепе кӑмӑллӑ калаҫса хутшӑнтӑм. Вӗсем Шупашкарти "Верикаль" Управляющая компания ҫумӗнчи "Дом Сервис" ОООра ӗслеҫҫӗ. Светлана Александрова звеньевая, тата икӗ маляр - Зинаида Григорьевӑпа Надежда Степанова. Шел, вӗсем хӑш районӗнче ҫуралнӑ ыйтман. Вӗсен лайӑх ӗҫӗсем тунӑ тесе "Вертикаль" ООО директор патне электронлӑ ҫыру ятӑм. Малярсене преми пама сӗнтӗм. Перестройка вӑхӑтӗнче (1980-мӗш ҫулсем вӗҫӗнче) эпӗ, 6-ран Шупашкарта ӳснӗ чӑваш ачи, тӑван чӗлхепе иккӗмӗш хут майӗпен вӗрентӗм. Унччен 30 ҫул яхӑн чӑвашла калаҫман. 1950-мӗш ҫулсен вӗҫӗнче Шупашкарти шкулсенче вырӑсла кӑна вӗрентме пуҫларӗҫ. Тӑван чӗлхепе шкулта калаҫма та чарнӑ. Шкулти вӗрентекенсем манӑн аттепе аннене килте те ачасемпе вырӑсла кӑна калаҫма хушнӑ. Чӑваш акцент ан пултӑр тесе. Тата малашне аслӑ шкула вӗренме кӗрсе лайӑхрах пулать тесе. Халь пасарти, магазинсенчи сутуҫӑсемпе тӑван чӗлхепе ятарласа калаҫма тӑрӑшатӑп. Пурне те ҫакӑн пек тӑрӑшма сӗнетӗп. Чӑвашсемпе, йӑхташсемпе, тӑван чӗлхепе калаҫмалла. Тӑван чӗлхене юратмалла. Тата ун малашлӑх та пулӗ.

Аяла алӑ пуснӑ, хӑҫан тата ӑҫта ҫырнине палӑртнӑ.

Мӗнле пек? Ниччава вӗт!

Автор ансат пуплевсемпе, кӑткӑслатмасӑр калаҫма тӑрӑшать. Вырӑсла сӑмахсемпе ҫаврӑнӑшсене ("звеньевая" йышшисене) чӑвашлатмасӑр, цитата майӗпе илсе кӑтартать. Туртӑм категорийӗпе епле усӑ курнине сӑнама кӑсӑклӑ.

Ак ҫак ӳкерчӗкре "хула" сӑмах шӑпах туртӑм категорийӗнче тӑрать. Ҫавна кура унӑн форми те урӑхла — ХУЛИ (пусӑм юлашки сыпӑк ҫине ӳкет, "л" ҫемҫелмесӗр вуланать. Чарӑнура тӑракан ҫын Тимӗр Акташ тесе ан шутлӑр тата — вӑл мар!).

Мӗншӗн-ха ҫакна асӑнма тата илсе кӑтартма шутларӑм?

Тимӗр Акташ ҫырнине вуласа тухрӑм та хӑшпӗр тӗлте автор туртӑм категорийӗнчи формӑсемпе ӑнӑҫлах мар усӑ курнӑн туйӑнчӗ.

Ҫавна май мӗн сӗнме пулать-ха чӑвашла пуҫласа ҫырма тытӑнакансене?

Вӑт эпӗр пурте шкулта акӑлчан чӗлхи вӗренетпӗр. Вӑл чӗлхере артикльсем пуррине пӗлетпӗр. Акӑлчансен палӑртавлӑ артиклӗ (the) чӑваш чӗлхинчи туртӑм категорийӗпе тӳр килет чылай енӗпе. Хӑйӗн функцийӗсемпе ӗнтӗ. Унта та кунта та ятарласа палӑртасси малта тӑрать.

Артикльсене еплерех усӑ курасси тӗлӗшпе пире хӑш чухне чылай пуҫ ватма тивет: те кирлӗ вӑл асӑннӑ ӑстрӑмра, те кирлӗ мар? Чӑваш чӗлхинчи туртӑм категорийӗпе те тепӗр чухне ҫаплах пулса тухать хӑшпӗр ҫынсен.

Тӗрӗс усӑ курас тесен, хайхи акӑлчан тата чӑваш чӗлхинчи тӑрӑмсене танлаштарса пӑхни вырӑнлӑ ман шутпа.

Ҫапла вара шкулта ют ҫӗршыв чӗлхине тӑрӑшса вӗреннинчен пысӑк усӑ пултӑр.

Ят:<<Лайӑх малярсем тата тӑван чӗлхе ҫинчен.>>

Кунта, ман шутпа, "лайӑх малярсемпе тӑван чӗлхе ҫинчен" тесен аванрах пулнӑ пулӗччӗ. Мӗншӗн тесен черетлесе тухакан ӑнлавсем кун пек чухне чӑнах та (автор ҫапла шутлать пек туйӑнать) пӗр рете лараҫҫӗ.

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters