РУССКАЯ ВЕРСИЯЧĂВАШ ВЕРСИЙĚ
ENGLISH VERSIONESPERANTO VERSIO
Тысячи путей ведут к заблуждению; к истине - только один.
(Руссо)
  :: Comments to Post 883
 System
 
 Menu
 
 Gallery
 
 Banners
 
 Ad
Get Gigs of Popular Chuvash Music at Music.chuvash.org
 
 Comments to Post 883

[ All entries in Admin's blog ]

 Хветĕр Уяра вуланă май...

 2009-07-02 00:53:59 :: 551 Просмотрено
Хветĕр Уярăн «Таната» романне вулатăп. Вуланă май электронлă вулавăша кĕртсе пыратăп. Хветĕр Уяр чаплă сăмахçă пулни курăнать — вуланă май пĕлмен сăмахсем тăтăшах сиксе тухаççĕ, сăмахсара пăхса илме тивет:

пăркăт — пăртан тунă çунашка
вушар — выр. упрямый, скупой, жадный
тытса ан хутлат — «ура хутлатса лар» тенине пĕлетĕп-ха, кун евĕр усă курнине вара — пĕлместĕп. Ку сăмахçаврăнăша вырăсла куçарас пулсан «чтобы меня не скорчило от радикулита» пулать пулас.
термен — хал.
«Кĕперсем, хăва тĕмĕсем, кран юписем вĕлтлете-вĕлтлете тăрса юлнă». Хм... темиçе сăмахсар пăхрăм, анчах та кран сăмах пĕлтерĕшне пĕлеймерĕм. Хальхи «кран» мар ĕнтĕ...
вĕренлерĕ — çук, ку сăмаха эп сăмахсарта шырамарăм. Унсăр та ăнланма пулать. Анчах та сăмахĕ! Сăмахĕ! Ахаль «вĕрен» сăмахран еплерех хитре сăмах пулса тăнă! Вырăсла ăна «завязал» тесе куçарма пулать, анчах ăнлан-ха — мĕнпе çыхса хунă? Те çиппе, те канрапа, те вĕренпе! Чăваш сăмахĕ вара тÿрех палăртать — вĕренпе çыхса хунă! Канрапа мар, çиппе мар — вĕренпе! «Великий могучий русский язык» теççĕ... чăваш чĕлхи те катăк мар!
чĕркуççи калекки — калек сăмахăн пĕлтерĕшне тупаймарăм. Сăмахсарсенче çук...
ластăк — ку сăмах «пая» пĕлтерет иккен! Çăкăр ластăкĕ — кусочек хлеба. Хитре сăмах...
путмар — вырăсла «нары» пулать. Çук, пĕлместĕп...
хурхух — ку ÿсентăранăн ячĕ ытла та хитре. Акă вăл: http://www.cag.su/img/fotomenubottomleft/foto56_338.jpg — курнă пулĕ? Эп те курса, анчах та чăвашла ятне пĕлменччĕ-ха...
кăсăя пĕççи пек — хитре фразиологизм. «...кăсăя пĕççи пек çеç те пулин шыва çăкăр татки пăрахнă...» — ак епле усă курать ăна Хветĕр Уяр. Икĕ тĕлте тĕл пултăм ĕнтĕ...
йăрхах — йывăç çекĕл. Пирĕн килте ун пек япала пулман та — ку сăмаха пĕлместĕп çав...
шучă — эх, пирĕн ялта хăмла ытлашши ÿстерместчĕç те пĕлместĕп çав. «хăмла шуччине» пĕлетĕп, хайлавра вара «шучăпа» çырнă та мĕн сăмаххи-ши теп... Сăмахсарта çук... Юрать-ха Кукăль (Google) хăмла шуччине тупса пачĕ :).
кикен — чемерица иккен. Ÿкерчĕкĕсене пăхрăм-пăхрăм... курман пулас ун пек курăка.
мăйăр та, юман йĕкелĕ те — пĕр пулă пуçĕ — ку фразеологизм мана килĕшрĕ.

Уф... паянлăха çитет пулĕ.

//«Таната» сăмахăн пĕлтерĕшне тупма сире валли хăваратăп :)

Comments:

Santăr
2009-07-02 10:10
кикен ÿкерчĕкĕсне википединче курма пултаратăн. Нÿмай ÿсет вăл пирĕн тăрăхра.
http://images.google.ru/images?q=%D ... tf-8&rls=org.mozilla:ru:official&client=firefox-a&um=1&ie=UTF-8&ei=HU9MSqieHo-OjAfzmc1i&sa=X&oi=image_result_group&ct=title&resnum=938095585 кунта ÿкăрчĕксем нумай.
2009-07-02 11:04
Ӳкерчĕкĕсене куртăм — эп хăй ӳсентăранне палламастăп. Пирĕн тăрăхра ӳсмест пулмалла. Е сахал тĕл пулать.
Хурхухĕ нумай ӳсет те ӳкерчĕкне курсанах палласа илтĕм.

Add blog comment

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ

Supported HTML Tags:
<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

 
 Search
 
 
 In Forum
Hĕvelpi Хуншан - пирĕн ваттисем? /Культура Хуншань - наши предки? (45)
SerteUntri Ваттисен сăмахĕсемпе каларăшсем (193)
Admin Текста тӳрлетекенсем кирлĕ (0)
Admin Шур перчетке çыхса (2)
Admin Çĕнĕ пай / Новый форум (4)
Admin Çуралнă кун ячĕпе, саламлапăр (280)
michman ГТРК "Чувашия" (14)
serush1 Чувашизм в русском языке (92)
Santăr Ономастика чувашская (302)
SerVal Укçа пуçтаратпăр / Ищем спонсоров (27)
CRadio Этимология этнонима "чуваш" (269)
Хазтар Болгары (166)
Admin углубленное изучение чувашского языка в городской школе (22)
alboru Лама, чуваш и культовая скрипка (9)
Хазтар Топонимсем / Tопонимов (18)
 
 In Blogs
Интернет лавкка
Чăваш чĕлхи вилнĕ тесе палăк лартар! Эп чăваш чĕлхишĕн тесе кăкăра çапса кăшкăракан карма çăварсемшĕн пухăнма тепĕр вырăн пултăр.
«Тăван Енри» телепрограмма меллĕрех
Салам
Весной- зима
Pri Chuvasha kiel literatura lingvo
9 марта-праздник
Х
Паллашни
Туссем
Пулăшма ыйтаççĕ
Переписка
О жизни военных пенсионеров
Çул хакĕ — пĕрре савантарчĕ, тепре хурлантарчĕ
Миçе çын — çавăн чухлĕ шухăш.
 
(c)2005 PCode.PP.Ru & Студия дизайна "WEB-3HAK"