Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +9.3 °C
Гений - это бессмертный вариант простого человека.(С. Довлатов)
 

Ad

Blog Updates

Надежда Савченкона уҫӑ саламлани

  06.03.2016 22:48 | 4337 views

Хисеплӗ Надежда Викторовна!

Сире, Украина паттӑра, Украинари Аслӑ Рада, Европа Канашӗн Парламентри Ассамблеин депутата, эпӗ Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен уяв ячӗпе хӗрӳллӗ саламлатап! Сире ҫирӗп сывлӑх сунатӑп! Ростов облаҫри Новочеркасск хулин тӗрмерен Ирӗке тухма сунатӑп! Шанатап - эсир тӑван Украинӑна сывӑ тавранӑр. Сире Украина халӑх, хисеплесе, юратса кӗтет! Хӑвна упрама сӗнетеп! Эсир Францири паттӑр хӗрӗ Жанна д,Арк пекех, хӑвӑн тӑван ҫӗршыва паттӑррӑн хӳтӗленӗ. Ҫакӑншӑн эсӗ те Украина историре ӗмӗрлӗхе юлатӑн. Анчах, халь эсир ҫамрӑк та чипер.

More...

 

Возражение господину Agabazarу

  06.03.2016 20:10 | Edit | Delete | 3393 views

Agabazar возражает Щербакову ради красного словца. Ему и сказать-то нечего, кроме как повторить слова советского учителя начальных классов: «раньше люди были темные, беззащитными, жили бедно, плохо, все равно, что скот, они думать, говорить и мечтать не могли, их сразу же сажали в тюрьму…».

Насчет публицистики в «исторической науке». Мне уже приходилось говорить, что истории, как науки, нет и быть не может в принципе в силу специфики данного вида литературного творчества, искусства.

More...

 

Хӗрарӑм патне пӗр чечекпе кай та... ҫӗрӗпе юрат

  06.03.2016 09:24 | 5147 views

Раҫҫейӗн маркетологӗсен гильдийӗн канашӗн пайташӗ Николас Коро сӑнанӑ тӑрӑх, Раҫҫей арҫынӗсем хӑйсен мӑшӑрӗсене парнепе савӑнтарма пӗлмеҫҫӗ. Ҫавна курах кашни виҫҫӗмӗш хӗрарӑм хӑйне Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗ ячӗпе парнеленӗ косметикӑпа парфюма лавккана тавӑрса пама хатӗр.

Кун пек пӗтӗмлетӳ патне пӗлтӗрхи пуш уйӑхӗн 8-мӗшӗ хыҫҫӑн хӗрарӑмсен хушшинче ирттернӗ ыйтӑм хыҫҫӑн ҫитсе тухнӑ.

Маларах асӑннӑ гильди тӗпчевӗ тӑрӑх, парнен пӗрре виҫҫӗмӗш пайӗ кухньӑпа ҫыхӑнни, йӑлари техника тата ҫипуҫ, парфюмерипе косметика.

More...

 

Возражение господину Щербакову

  04.03.2016 12:34 | 4355 views

Познакомился с лекциями Сергея (отчества, к сожаленью, не знаю) Щербакова. 1)Чувашская весна 1917 года. Процессы, партии, движения 2)Что такое нация, национальное движение, какие формы существуют?

Не знаю как у других, но у меня сложилось впечатление, что это чисто охранительная публицистика. То есть, та самая, о которой в краткой литературной энциклопедии (КЛЭ)) говорится так:

Наряду с прогрес.

More...

 

Чувашская весна 1917 года. Процессы, партии, движения

  03.03.2016 23:45 | 7143 views

Цикл лекций по этапам становления чувашской автономии — 1917–1925 годы и включает период от февральской революции до образования Чувашской АССР. Очередная лекция прошла 3 марта 2016 года в национальное библиотеке Чувашской Республики. Тема лекции: общие процессы после февральской революции, задачи и цели общественно-политические партий народов России весной 1917 года.

 

Сергей Щербаков:

Сегодня мы продолжаем наш цикл встреч из темы «Этапы становления Чувашской автономии».

More...

 

шухӑшсем

  03.03.2016 02:59 | 3095 views

 

чӳречерен пӑхса ларатӑп

инҫетри пӗр ҫутӑна.

сан пирки ялан шутлатӑп,

ыраттаратӑн чунӑма.

 

ташӑ каҫӗнчче паллашрӑм

темшӗн санпалла ун чух.

ташлама кӑна кӑлартӑм-

илемлӗ юрӑччӗ ун чух.

 

лекрӗм санӑн тыткӑна

илтсессӗн ҫепӗҫ сассуна.

курсассӑн санӑн кулӑна

эпӗ ҫухатрӑм пуҫӑма..

 

тинӗс евӗрех путарчӗҫ

санӑн хитре куҫусем.

ухмаха мана кӑларчӗҫ

санӑн ҫемҫе тутусем.

 

ҫав каҫ тухмасть халь асӑмран

ҫӗр шухӑш манӑн пуҫӑмра

,,мӗн пулчӗ ши?- ыйтап хамран

канлӗх ук халь чунӑмра.

More...

 

Сывӑ пултӑр Елчӗк ен!

  02.03.2016 19:45 | 5021 views

Статья ятне курсан вулакан ку хӑй те Елчӗк ҫынни пуль ӗнтӗ, ҫавӑнпа хӑй тӑрӑхне мухтать тесе шухӑшлама пултарӗ.

Ара, эстрада ҫӑлтӑрӗ тесе хӑйсемпе паллаштаракансен концерчӗсене кайсан: "Ӑҫта эсир, елчӗксем?" - йышши кӑшкӑрашу-ҫуйхашӑва илтме тӳр килет-ҫке. "Сывӑ пултӑр Елчӗк ен!" - тенӗрен те эпӗ савӑн пеккисенчен хӑраххи тесе шухӑшлама пулать-тӗр.

Ҫук, вӑл тӑрӑхри ҫын мар. Республикӑн кӑнтӑр енче вырнаҫнӑ ҫав районтисене унтисем хӑйсен тӑван чӑваш чӗлхине хытах сума сунӑран юрататӑп-хисеплетӗп.

More...

 

"Чӑваш" сӑмахӑн тупсӑмӗ майӗпен уҫӑлса пырать

  01.03.2016 17:38 | 4256 views

Мӗн кӑна ҫырман-ши "чӑваш" сӑмах ӑҫтан тухса кайни пирки!

Слапух Турра, паянхи кун ку сӑмахӑн чӑн пӗлтерӗшӗ майӗпен уҫӑмланса пырать.

Хуть те кам та хӑй халӑхӗн ячӗпе кӑсӑкланать. Шута каять, ятӑн тымарӗсем ӑҫтан пуҫланнӑ-ши, тет.

Ҫавӑнпа та этнонимӑн этимологине тӗпчени историе вӗренмелли чи лайӑх меслетсенчен пӗри пулса тӑрать. Пирӗн те ҫав майсенчен пӑрӑнса юлас марччӗ. Паянхи кун ҫакӑ яр уҫӑ:

"Чӑваш" сӑмах "Сувар" тенипе пачах та ҫыхӑнман!

Чӑваш сӑмахӑн пӗлтерӗшӗ майӗпен уҫӑмланса пырать, терӗмӗр.

More...

 

До китайского поля летите!

  01.03.2016 10:10 | 5446 views

В старинных песнях чуваши, садясь на китайский камень, с высокой горы пишут письма родным и вопрошают: «Тот, кто надел китайский йилень — не родственник ли наш дорогой?» И просят лебедя долететь до Китая и сесть в середине их поля.

Улӑхрӑм ҫӳллӗ тусем ҫине,

Лартӑм китай чул ҫине -

Лартӑм тӑвансене хут ҫырма,

Инҫетренех савса ыр сунма...

*

Ҫӳллӗ тусем ҫине пуса сартӑм,

Тылласассӑн йӗтӗн пулмӗ-ши?

Авӑрласан пурҫӑн пулмӗ-ши?

Тӗртсессӗн китай пулмӗ-ши?

More...

 

Мӗншӗн пирӗн медицина вӑйсӑр?

  28.02.2016 20:49 | 6196 views

Етӗрне районӗнчи Урпаш ялӗнче ҫуралнӑ Ксюша Максимова комӑна кӗрсе ӳкни мана та ыттисем пекех пӑшӑрхантарать. Унӑн шӑпишӗн нумайӑшӗ кулянать. Ахӗртнех, чылайӑшӗн ыйту хыҫҫӑн ыйту ҫуралать. Чӑннипе, блогерсем Ксюша пульницӑра выртнине, вӑл комӑра пулнине тӗнче тетелӗнче хускатман-тӑк эпир, тен, ун пирки пӗлместӗмӗр те. Кунашкал миҫе тӗслӗх ҫине ҫӳлтисем куҫ хупса ирттереҫҫӗ? Пирӗн ҫапла, халӑх пӗлесрен, калаҫасран хӑраҫҫӗ.

Халӗ Ксюшӑна Канадӑри тухтӑрсем пулӑшма хатӗрринине пӗлсен, пытармастӑп, чунтан савӑнтӑм.

More...

 
Pages: 1, ... 211, 212, 213, 214, 215, [216], 217, 218, 219, 220, 221, ... 372
Orphus

Banners

Counters

0 Flood Chat