Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +4.3 °C
Ожидание - это безумие, а что такое безумие, если не частичка надежды.(А.Дюма)
 

Ad

Blog Updates

 
 

Приговор хатӗр?

 

Акӑ черетлӗ чӑваш чӗлхи кунӗ ҫывхарса пырать. Шкулсемпе культура учрежденийӗсем ҫак уява уявлама хатӗрленме те пуҫланӑ пуль. Черетлӗ чӑваш чӗлхи диктанчӗ иртӗ, пирӗн Элтепер Чӑваш чӗлхи кунӗ ячӗпе саламлӗ, салам сӑмахӗсем тухса калӗ. Тата ытти ӗҫсемпе мероприятисем иртӗҫ. Юрать-ха пӗр эрне кӑна мар, уйӑх пек чӑваш чӗлхи тавра шавласа илӗҫ.

Чӑваш чӗлхи кунӗ ҫывхарнӑ май хамӑрӑн тӑван чӗлхен шӑпи пирки тепӗр хут сӑмах хускатассӑм килет. Паянхи кунхи лару-тӑрушӑн кам айӑплӑ-ши? Мӗншӗн-ха халӑх хӑйӗн тӑван чӗлхинчен писнӗҫемӗн писсе пырать?

Айӑплисене, паллах, нумай шырама кирлӗ мар. Чӑваш чӗлхин статусӗ ҫав тери анса ларнишӗн Мускаври политиксен витӗмӗ те пур, хамӑр республикӑри тӳре-шарасен айӑпӗ те, тӗнчери лару-тӑру та яваплӑ темелле. Айӑплисен ретне палӑртас тесен нумай-нумай сӑлтав шыраса тупма пулать. Ҫав шутра халӑхӑн та ман шутпа айӑпӗ питӗ пысӑк.

Мӗншӗн эпир, чӑвашсем, пит айӑплӑ? Ара, мускавсене витӗм кӳме ҫӑмӑлах мар, ку енӗпе самай вӑй хума тивӗ. Тӳре-шарана та юсасси ҫӑмӑл ӗҫ мар — вӗсем ытларах енӗпе ҫӳллӗрех шайрисене пӑхӑнса тӑраҫҫӗ, лешсем мӗн хушаҫҫӗ, ҫавна пурнӑҫлаҫҫӗ. Конституцире ҫырнӑ сӑмахсем ҫине, леш, хайхи, «влаҫ — халӑхӑн» тени ҫине, паянхи вӑхӑтра пӑхма кирлӗ мар пуль. Хальхи саманара унашкаллисем хут ҫинче кӑна юлнӑ. Ку вӑл факт. Чӑваш чӗлхи — патшалӑх чӗлхи тени те хут ҫинче кӑна юлнӑ. Факт. Урӑхла пулнӑ пулсан хӑвӑрах чухлӑр-ха: мӗнле патшалӑх хӑйӗн чӗлхипе ҫыхӑннӑ ыйтусенчен май ҫитнӗ таран пӑрӑнма, вӗсене курмӑш пулма тӑрӑшӗ? Мӗншӗн тесен факт тӗлӗшӗнчен чӑваш чӗлхи вӗсемшӗн, пирӗн Чӑваш Республикинчи тӳре-шарашӑн, патшалӑх чӗлхи мар. Йышӑнма йывӑр ӗнтӗ, анчах факчӗ ҫапла.

Халӑха илес пулсан вара эпир чӑн та хамӑрӑн айӑпа сирме пултаратпӑр. Апла пулсан шӑп та лӑп халӑх ҫине пырса тивекен айӑпа сирме тӑрӑшмалла та. Ҫавӑнпа чи пысӑк айӑпӗ халӑха пырса тивни пирки калатӑп та. Мӗншӗн тесен халӑхӑн 95%, тен, ытларах та, хӑйӗн чӗлхи тӗлӗшпе приговор тахҫанах хатӗрленӗ: шанӑҫ ҫук. Чӑваш чӗлхи XXII ӗмӗрте те малтанхи пекех янӑрасса шанмаҫҫӗ. Пурин те пуҫӗсенче — чӑваш чӗлхи пӗтет, унӑн ӗмӗрӗ вӗҫленнӗ текен шухӑш тымар янӑ.

Ку статьяна ҫырас шухӑш ӗнерхи калаҫу хыҫҫӑн ҫуралчӗ. Хайхи манпа salkus.ru сайта хатӗрлекенни ҫыхӑнчӗ. Вӑл чӑваш тематикиллӗ ӳкерчӗксен стокне, тепӗр май каласан, пуххине, ӑсталанӑ, сайта рекламӑлама ыйтрӗ. Аван ӗҫ, ҫавна май хам хатӗрленӗ темиҫе ӳкерчӗкпе файла та ӑна ярса патӑм. Вырнаҫтармашкӑн. Ачи те япӑх мар темелле, чӑвашла вӗренесшӗн. Вӑт... Ярса патӑм та… ку манран ӳкерчӗксене вырӑсла мӗнле ят памалла тесе ыйтать. Файл ячӗсем ман чӑвашла-ҫке… Чӑвашла ят мӗнпе чӑрмантарни пирки ыйтсан вара хайхи ҫак ача мана пурте чӑвашла пӗлмеҫҫӗ, ку ӳкерчӗксемпе чӑвашсем кӑна мар, ыттисем те усӑ курӗҫ тесе ӑнлантара пуҫларӗ. Юрӗ, ун шухӑшне ӑнланмалла пек (эп хам килӗшмен пулӑттӑм пулин те — манӑн https://gallery.chuvash.org сайт чӑвашла пулни ним енчен те кансӗрлемест). Тепӗр шухӑшӗ вара мана пач тӗлӗнтерсе пӑрахрӗ. Мӗнле пур, пунктуацине упраса хӑварсах, сире ҫаплипех пӗлтеретӗп: «к сожалению чувашский язык это язык бытового общения. профессиональных. научных и прочих терминов там нет, без "русификации" не жить». Ку шухӑш — чӑвашлӑхпа кӑсӑкланакан ҫыннӑн! Чӑваш культурипе ҫыхӑннӑ сайта хатӗрлекенӗн! Унӑн та, иккен, приговор хатӗр: чӑваш чӗлхишӗн шанӑҫ ҫук. Тӳрех ыйту ҫуралать: чӗлхе халӑхӑн чи пысӑк палли шутланать пулсан мӗн тума сана чӑваш культури кирлӗ-ши?

Кунашкал ҫынсем, чӑваш культурипе паллашма ӑнтӑлаканнисем, пурри, паллах, аван. Вӗсене хӑвалама, «эсир чӑваш культурипе усӑ куратӑр кӑна» кирлех мар пуль. Анчах ман шухӑшпа вӗсем ҫавах та чӑваш культуринчен пит инҫе. Енчен те хӑйсен пурнӑҫӗнче, кулленхи ӗҫре, чӑвашла усӑ курмаҫҫӗ пулсан, вырӑсли вӗсемшӗн меллӗрех пулсан — вӗсем чӑннипе чӑваш культури ӑшне путасшӑн мар пуль. Паян чӑвашла вӗренес кӑмӑл пур та — кайран кӑмӑлӗ ҫухалӗ. Ну вӗренчӗҫ, тейӗпӗр, чӑвашла. Анчах та чӑваш чӗлхипе усӑ курмаҫҫӗ пулсан — мӗн усси? Чӑвашла пӗлекен пӗр ҫын хушӑнчӗ. Аван. Анчах ҫакӑ ҫеҫ. Чӑвашлӑхшӑн вӗсенчен урӑх нимӗн уссине те курмастӑп.

Юрӗ, чӑваш чӗлхи калаҫу чӗлхи шайӗнчи япала текен стереотип патне таврӑнар-ха. Вӑт, чӑн та вӑл чылай чӑвашра самай тарӑн тымар янӑ. Ҫав шутра чӑвашла пӗлекенсен хушшинче те! «Вконтакте»-ри, Телеграмри ушкӑнсенчи комментарисене вуланах пуль, тӗл пулнах пуль? Пирӗн чӑвашсем хӑш чӗлхепе ҫыраҫҫӗ? Аха, вырӑсла! Чӑвашла пӗлеҫҫӗ пулин те! «Молодчина!» тесе саламлама вӗсене ҫӑмӑлрах. «Маттур» ҫырма чӑвашла раскладка кирлех мар пулин те чылайӑшӗ вырӑсла ҫырать. Чылайӑшӗ те мар, пурте тенӗ пекех тесен те йӑнӑш мар пуль. Сайра хутра кӑна чӑвашла ҫырма хӑю ҫитерекенсене куркалатӑн.

Мӗншӗн? Ара, пурин те пуҫӗнче тӳрех «профессиональных. научных и прочих терминов там нет» текенни сиксе тухать. Вӗсем мӗнле шухӑшлаҫҫӗ? Компьютер чӑвашла пӗлет-и? Ҫук вӗт, унта йӑлт вырӑсла. Апла интернет та йӑлт вырӑсла ӗнтӗ. Вара вырӑсла ҫырмалла. «Поздравляю!», «Молодец!» ҫырнисем ҫапла ҫуралаҫҫӗ те.

Тӗрӗссипе ҫакӑ йӑлт чӑвашла ҫырма хӑнӑхманнипе кӑна ҫыхӑннӑ. Эпӗ хам май ҫитнӗ таран ҫӗнӗрен паллашнӑ ҫынсене чӑвашла ҫырма вӗрентетӗп. Малтан хам чӑвашла ҫыратӑп. «О! Телефонра чӑвашла та ҫырма май пур-и вара?» — тесе ыйтнӑ хыҫҫӑн чӑвашла раскладка мӗнле лартмаллине ӑнлантарса паратӑп. Лартаҫҫӗ те вара ним мар вӗсемпе чӑвашла ҫыру ҫӳрететӗп. Ку ҫынсем — чӑваш культурипе ҫыхӑннисем мар! Ахаль ҫынсем кӑна. Юрҫӳренпе пӗрле ярӑнатпӑр та — кӑҫал паллашрӑм. Вӑт, вӗсем пӗрре те мана чӑвашла ан ҫыр-ха, вырӑсла атя ҫырар тесе каламаҫҫӗ. Пӗри пушшех те эп чӑваш саспаллисемпе ҫырнине курсан хӑех раскладкӑна тупрӗ...

Терминсем ҫук тени те питӗ тӗрӗс мар. Чӑвашла имӗш программӑлани пирки калаҫма май ҫук, физикӑна вӗренейместӗн. Приговор хатӗрленӗ! Май ҫук и баста! Ҫак ачана физикӑна ӗлӗк шкулта чӑвашлах вӗреннӗ тесе каларӑм та — вӗсем тарӑнах пӗлӳ илеймен пуль тесе ҫиеле тухма тӑрӑшрӗ. Кун пек калани те унӑн пуҫӗнчи стереотипа ҫапса ҫӗмӗрме май памарӗ… Хӑвӑрах шухӑшлӑр-ха: акӑ пур тейӗпӗр, «объект». Хӑть акӑлчанла ҫапла вӑл, хӑть вырӑсла. Анчах чӑвашла ун пекки пулаймасть иккен! Акӑлчанла пултарать, вырӑсла пултарать, чӑвашла вара — ҫук! Приговор хатӗрленӗ-ҫке! Ҫук и баста! Кунта тепӗр ен те пур. Теприсем «объект» валли чӑвашла, чӑваш сӑмахӗллӗ термин шырама пуҫлаҫҫӗ. Чӑваш чӗлхи чухӑн мар-ҫке теҫҫӗ вӗсем... Пуҫлаҫҫӗ вара шырама. Калӑпӑр, кивелнӗ сӑмах «ӗскер» пуррине шыраса тупаҫҫӗ. О! — теҫҫӗ! Чӑн та пирӗн чӗлхе чухӑн мар, эпир чӑваш сӑмахнех шыраса тупрӑмӑр! Анчах ӑна, ытти чӑвашсене илес пулсан, никам та пӗлмест... Пуҫлаҫҫӗ вара усӑ курма. Ытти чӑвашӗсем ҫакна кураҫҫӗ те, чӑваш чӗлхи вӗсемшӗн тӑван чӗлхе пулсан та, темле ют чӗлхе пек пулса тӑрать. Вырӑсла «объект» ӑнланмалларах пулнӑран вӗсем вырӑс чӗлхи ӑнланма ҫӑмӑлрах, усӑ курма ҫӑмӑлрах чӗлхе тесе вырӑсли ҫине куҫаҫҫӗ. Тӗрӗссипе вара «объект» та ним мар чӑваш сӑмахӗсем хушшинче хӑйӗн валли вырӑн тупайрать. Акӑлчан сӑмахӗ (эп халь вӑл ӑҫтан килнине шыраса тӑмӑп ӗнтӗ) вырӑс чӗлхинче хӑйӗн валли вырӑн тупнӑ пулсан чӑваш чӗлхинче ма вырӑн тупмалла мар вара? Халӑх ӑна чӑваш чӗлхинчи сӑмах пек йышӑннӑ пулсан вырӑсли ҫине куҫма хистекен пӗр сӑлтавах ҫухалнӑ пулӗччӗ. Тӳрех каласа хӑваратӑп: эп йӑлт вырӑс е интернационаллӑ терминсем ҫине куҫмалла тесе каламастӑп. Енчен те чӑвашла палӑртма пулать пулсан, паллах, чӑвашлипе уса курмалла. Анчах чи кирли — ӑнланмалла пулмалла. Вулаканӑн чӑвашла ҫырнине ӑнланас тесе пуҫ хыҫса лармалла ан пултӑр.

Ҫапла май, хамӑра, чӑваш халӑхне пырса тивекен яваплӑх питӗ пысӑк. Халӑх хушшинче анлӑ сарӑлнӑ стереотипсене пӗтерес тӗлӗшпе эпир кашни ӗҫлеме пултаратпӑр! Пӗр-икӗ ҫынна тӳрӗ ҫул ҫине тавӑрни те паянхи кунхи чӑваш чӗлхин йывӑр шӑпине юсама пулӑшать. Тӳре-шарана, Мускав ҫыннисене витӗм кӳме йывӑртарах пулсан, хамӑр таврари ҫынсене юсайратпӑрах ӗнтӗ! Чӑваш чӗлхин шанӑҫӗ ҫук, тепӗр 30-50 ҫултан вӑл пӗтет тесе лармалла мар, пирӗн тӑван чӗлхе XXII ӗмӗрте те, 23-мӗшӗнче те янӑрассишӗн ӗмӗтленсе ӗҫлемелле! Вара нимӗнле стереотипсем те пире хӑратмӗҫ!

Парӑнмалла мар, тӑванӑмсем, кӗрешмелле! Эпир, тем тесен те, ҫакӑ ҫутӑ тӗнчене чӑваш пулса килнӗ! Чӑваш чӗлхи те пӗтмешкӗн вилӗ чӗлхе пек ҫуралман. Пире пула кӑна, эпир хамӑр тӑрӑшмасан кӑна, вӑл пӗтме пултарать.

 

Х.К. «Ҫӑлкуҫ» сайт пирки калас пулсан вара — ӑна ӑсталакан ача пит маттур! Мухтамалла кӑна! Кам та пулин ҫавнашкал сайт тӑвасса кӗтсе тӑман — илнӗ те хӑех тунӑ! Ку тӗлӗшӗнчен эсир унтан тӗслӗх илме пултаратӑр.

Как волжские булгары в XXI веке татарами стали

Груди девственниц на том свете кусать будут змеи злые...

Урамсен чӑваш ячӗсем

Чӑваш халӑх сайчӗ 18 ҫула ҫитрӗ

New Posts

26.03.2025 12:44Приговор хатӗр?

24.03.2025 12:59Как для дачи выбрать хорошие саженцы черной смородины

24.03.2025 11:30Как для кухни правильно выбрать встроенную вытяжку

24.03.2025 10:54Услуга проката автомобиля

24.03.2025 10:36Почему не включается телевизор

24.03.2025 09:52Ретриты для опытных: углублённая практика и индивидуальный подход

24.03.2025 09:43Постгарантийное обслуживание Mercedes в Санкт-Петербурге от профессионалов

19.03.2025 18:01Использование бывших в употреблении труб в промышленности и строительстве

19.03.2025 17:59Как повысить конкурентоспособность предприятия?

13.03.2025 21:52Форум Lolzteam

Themes

Most commented

7097Как волжские булгары в XXI веке татарами стали

4315«Так не верно»!

3104Театра юратнӑ, медицинӑна ытарайман

2667Типой хуттӑрӗ ӳссе ларайман

2345Аксакалсем пухӑнма чӗнеҫҫӗ

2329«Канаш» хаҫат 35 ҫулта

1980В Чебоксарах состоялось заседание Чувашского Совета старейшин

1508Ранункулюсы: звезды ваших фотосессий!

1439Вӑл хӑварнӑ йӗр

1276Lolzteam Market: покупка аккаунтов Steam, Fortnite, VK, VPN, Discord

Orphus

Banners

Counters

0 Flood Chat