Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +5.3 °C
Покорение женщины - это слишком дорогое удовольствие.(Мавпа)
 

Ad

Blog Updates

Пурӑнмалла!!!

  03.04.2015 12:40 | 3031 views

Чӗрне вӗҫҫӗн пырса кӗтӗм ҫӗн ҫуркуннене...

Улӑштарчӗ кӳршӗ алӑк, эп вара - тӗне:

Манӑн халӗ хамӑн Турӑ, хамӑн саккунсем -

Телее ҫеҫ йышӑнатӑп, хуйӑха сирсе...

 

Симӗс курӑк шӑтса тухрӗ ҫырма-ҫатрара...

Кӑтраланчӗ ҫамрӑк хурӑн - яштака майра...

Чӗрне вӗҫҫӗн пырса кӗтӗм... Утрӑм паттӑрла!

Ӗмӗр вӑрӑм, ҫулӗ такӑр... Тек, пурӑнмалла!!!

 

Ҫулталӑкра пӗрре чечекленекен Анса-Пӑрака пушхирӗ

  03.04.2015 11:26 | 3397 views

Ӗненетӗр-и, ӗненместӗр-и — анчах ку чӑн та пушхир сӑнӗсем. Америкӑри Анса-Пӑрака наци паркӗнчи тип ҫӗрсем ҫулталӑкра пӗрре чечекленсе илеҫҫӗ. Ҫак асамлӑхпа паллашма ҫынсем таҫти аякри кӗтессенчен те килеҫҫӗ.

Пушхир ыттисем евӗрлех — чӑнкӑ ту хушӑкӗсем, вилӗ тӑварлӑ ҫӗр. Чӗрчунсем те ҫуккипе пӗрех кунта. Ҫӑмӑл мар вӗсене кунта кун кунлама. Кунашкал вырӑн чӑн-чӑн ҫулҫӳревҫӗсене кӑна — хӑйсемшӗн мӗн те пулин ҫӗнни уҫакансене, йывӑрлӑсенчен хӑраманскерсене — илӗртме пултарать. Анчах та нарӑспа ака уйӑхӗнче ҫак вырӑна лексен кунти асамлӑх хуть те камӑн чӗрине те тыткӑнлама пултарӗ.

More...

 
[Comments (1)]

Халӑх курман опечаткӑсем

  01.04.2015 08:56 | 3626 views

Текст ҫырнӑ чухне йӑнӑш тӑвасси часах пулать. Уйрӑмах тӗнче тетелӗ валли ҫырнӑ май — унта хаҫатри пек тӗплӗн тӗрӗслемеҫҫӗ. Пирӗн сайтра опечаткӑсем чылай пурри пирки те сахал мар каланӑ пире — кӑна эпир йышӑнатпӑр, анчах йӑнӑшӗсене ятарласа туманни ҫинчен каласа хӑварасшӑнах. Тӗнче тетелӗ валли текста хӑварт ҫырмалла — информацие часрах ҫитерме тӑрӑшмалла. Ун пек чухне вара пӗрре-иккӗ вуласа тухан пулин те хӑш-пӗр кӑлтӑкӗ куҫран тарать-таратех.

Паян, кулӑш кунӗнче, эпир сире ҫав вӑхӑт хушшинче пухӑннӑ кулӑшла е мӗнпе те пулин кӑсӑклӑ опечаткӑсемпе паллаштарасшӑн.

More...

 
[Comments (7)]

Анатолию Данилову — 60

  31.03.2015 09:34 | 4841 views
Художник Анатолий Данилов. Вернисаж

В Чувашском государственном художественном музее работает Персональная юбилейная выставка живописи заслуженного художника ЧР Анатолия Данилова, посвящённая его 60-летию.

Он уроженец Красночетайского района ЧАССР, выпускник ХГФ ЧГПИ. С 2003 по 2013 годы – декан этого же факультета.

More...

 

Ватлăхра ÿкĕнмелли сăлтавсем

  30.03.2015 20:08 | 7473 views

Пирĕнтен кашниех кунсерен епле те пулин утăм тăвать. Анчах вĕсенчен хăшĕшĕн ватлăхра ÿкĕнме тивĕ. Акă çав сăлтавсем:

1. Татти-сыпписĕр сериал, реалити-шоу йышши кăларăмсем пăхса телевизор умĕнче вăхăт нумай ирттернĕшĕн.

2. Чăн пурнăçпа киленес вырăнне тĕнче тетелĕнче ларнишĕн.

3. Сывă пурнăç йăли-йĕркине пăхăнмашăн.

4. Пурнăç илемĕпе киленме пĕлменшĕн. Ялан таçта васканишĕн-хыпăннăшăн.

5. Сахал ĕненнишĕн. Пĕлтерĕшлĕ ĕмĕтпе çунатланманнишĕн.

6. Хĕвел тухса аннипе киленменшĕн те хăвăра тарăхма тивĕ.

More...

 
[Comments (13)]

Арçын халсăрланасси мĕнрен е камран килет?

  30.03.2015 18:01 | 2433 views

Камăн мĕн шухăш та, эпĕ вара хальхинче - арçынсен халсăрлăхĕ пирки-ха. Ку темăна манăн Нью-Йоркра пурăнакан 83 çулти Кармен Делль'Орефиче халĕ те арлă-арăмлă хутшăнупа пурăннине пĕлтернине вуланă хыççăн хускатас килсе кайрĕ. 68 çул мода тĕнчинче ирттернĕ çав хĕрарăм паян та чипер. Хăй вăл Итали скрипачĕпе Венгри балеринин çемйинче çуралнă. Ĕмĕрĕнче подиум тăрăх самай километр утнăскер чи вăрăм карьерăллă модель шутланать. Çавна пулах ăна Гиннес кĕнекине кĕртнĕ. Паян та вăл чипер. Унтан та ытларах арçынсемпе чун киленĕçĕ тупнине пытармасть иккен кинеми çулĕнчи чиперкке.

More...

 

Мĕн çинине кала та кăмăлна пĕлем

  30.03.2015 17:44 | 3284 views

Ĕненетĕр-и е çук-и, анчах хăш-пĕр ăсчах çын кăмăлне вăл мĕн çиме юратни тăрăх пĕлме пулать тесе шухăшлать иккен. Швейцарири ученăйсен ушкăнĕ пине яхăн çынна сăнава хутшăнтарнă та çавăн пек пĕтĕмлетнĕ.

Атьăр-ха эппин хамăра тата хамăрăн çывăх çыннăмăрсене сăнаса пăхар. Кам мĕнле апат юратнине аса илер те Швейцарири Биологи инсититучĕн ăсчахĕсем йăнăшнипе йăнăшманнине палăртар.

Таса чунлă та тӳрĕ кăмăллисем сиенлĕ апат-çимĕç çиме кăмăллаççĕ имĕш. Усаллисенчен тата мăкăртатма юратаканнисенчен чылайăшĕ усăллă апат-çимĕçе суйлаççĕ пулать.

More...

 
[Comments (1)]

Итали çинчен - кăсăкли

  29.03.2015 21:28 | 3180 views

Италие çитсе килме ĕмĕтленекен нумаййи пирки иккĕленместĕп. Ара, илемлĕхĕпе хăйĕн патне кăчăк туртать-çке вăл. Мĕнпе уйрăлса тăрать вăл? Мĕнпе тĕлĕнтерет?

• Италире 20 регион. Кашнин – хăйĕн диалекчĕ, хăш чухне калаçăва кÿршĕ регионтисем те ăнланмаççĕ-мĕн.

• Регионсем вара коммунăсем çине пайланаççĕ. Вĕсем те пĕр-пĕрин калаçăвне ăнланмасан та пултараççĕ.

• Ку, ахăртнех, лайăх хыпар. Италире ача çурчĕсем çук.

• Çавăн пекех унта килсĕр-çуртсăр чĕрчунсем те çук.

More...

 
[Comments (3)]

Черкесов хуравӗ

  28.03.2015 21:23 | 3523 views

Тӑван чӗлхе кунӗ ячӗпе эпир — Чӑваш халӑх сайчӗ — уҫӑ ҫыру ҫырнӑччӗ. Черкессов ячӗпе. Вулайманнисем унпа кунта паллашма пултараҫҫӗ.

Хайхи ӗнер Раҫҫей Почти ман пата Черкесов хуравне ҫитерчӗ. Ак ҫапларах вӑл пулчӗ:

Черкесов хуравӗ

 

Шупашкар хула администрацийӗнче чӑвашла пӗлекенни ҫук пулас, ҫавӑнпа та вырӑсла пӗлменнисем валли хамах куҫарса парам:

Хисеплӗ Николай Алексеевич!

More...

 
[Comments (9)]

Шӑлсӑр йытӑсем вӗреҫҫӗ шӑхӑрса

  26.03.2015 12:59 | 3169 views

Шӑлсӑр йытӑсем вӗреҫҫӗ шӑхӑрса,

Шӑхӑрса ларать шак типнӗ тараса...

Эпӗр ӗмӗрне те пит пуян пулман

Иртӗнсе лармаллӑх кӗмӗл укҫаран.

 

Суккӑр кушаксем йӗрлеҫҫӗ шӑршпала...

Этемсем ирттеҫҫӗ курмӑш, суккӑрла...

Эпӗр ӗмӗрне те пулӑшу ыйтман,

Хамӑрах пултарнӑ май килнӗ таран!

 
Pages: 1, ... 239, 240, 241, 242, 243, [244], 245, 246, 247, 248, 249, ... 371
Orphus

Banners

Counters

0 Flood Chat