Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +26.3 °C
Кирпич ни с того ни с сего никому и никогда на голову не свалится.(М.Булгаков)
 

Ad

Blog Updates

Улачӑла Клилук кӳлӗ вӑрттӑнлӑхӗ

  05.04.2014 21:24 | 3762 views

Канадӑра улачӑла (е пӑнчӑллӑ) кӳлӗ пур. Унӑн ячӗ Клилук. Е ӑна Споттед теҫҫӗ. Кӳлӗ питӗ илемлӗ. Вӑл мӗншӗн ҫапла улачӑла-ха? Шывра минерал нумай пухӑннӑ. Клилукра, ытти кӳлӗпе танлаштарсан, магни сульфачӗ, кальци, натри сульфачӗ тата ытти япаласем (кӗмӗл, титан йышшисем) - чи нумаййи.

Ҫулла кӳлӗри шыв самай пӑсланса пӗтет, ҫавна май минералсенчен хӑйне евӗр утравсем тӑрса юлаҫҫӗ. Кӳлӗре пысӑк пӑнчӑсем юлаҫҫӗ. Ҫулталӑкӑн тӗрлӗ вӑхӑтӗнче минерал йышне кура вӗсем тӗрлӗ тӗслӗ пулаҫҫӗ. Ҫулла унри усӑллӑ япаласем хытаҫҫӗ, ҫавна май пӑнчӑсем тавра ункӑ пулать.

More...

 

Тӗнчене ҫӑлайӗ-ши илем?

  05.04.2014 19:22 | 3834 views

Тӗнчене ҫӑлайӗ-ши илем? Ку ыйту чӑннипех те кӑсӑклӑ, шухӑша ярать. Чи малтан «илем» сӑмахӑн пӗлтерӗшне тупар-ха. Кашни этем илеме хӑйне майлӑ курать. Пӗри илеме ҫут ҫанталӑкпа этем хушшинчи ҫыхӑнура туять, тепри вара илеме культура аталанӑвӗнче асӑрхать. Апла пулсассӑн «илеме» пӗр сӑмахпа уҫса параймӑн. Эстетика туйӑмӗ ҫынра аталанса пыни лайӑх пулӑм. Илемлӗхе курма, туйма пӗлмен ҫын телейсӗр те пуль ман шутпа.

More...

 
[Comments (10)]

National Geographic издательствӑн пуш уйӑхӗнчи чи лайӑх сӑнӗсем

  27.03.2014 11:54 | 4630 views

Паллӑ издательство ҫуркуннен пӗрремӗш уйӑхӗнче тунӑ чи лайӑх сӑнсемпе паллаштарать.

Сӑмах май, кашни кун издательствӑна кашни кун сахал мар сӑнӳкерчӗк килет — вӗсем планетӑн тӗрлӗ кӗтесӗсенчен килсех тӑраҫҫӗ. Ҫӗршер фотограф кирлӗ саманта кӗтсе илсе чуна тивекен сӑнсем ҫапаҫҫӗ. Ad.me портал ҫав сӑнсенчен чи кӑсӑклисене суйласа илнӗ. Кунта Румыни те пур, Аргентина та, Танcани те — пирӗн Ҫӗр чӑмӑрӗн тӗрлӗ кӗтесӗсем сӑнланнӑ. Вӗсемпе сире те паллашма сӗнесшӗн.

Патша киккирикӗ, Хаян (Гаяна), © Эндрю Снайдер:

Пӑрлӑ туннель, АПШ, © Эндрю Инаба:

Каҫхи шӑркалавҫӑ, Куба, © Мерлин Д.

More...

 

Сказка ложь, да в ней намек- добрым молодцам урок!

  24.03.2014 14:33 | 25528 views

Говорят, что было предсказано:

- что конец США будет быстрый и ужасный;

- из-за экологической катастрофы в Мексиканском заливе теплое течение Гольфстрим изменило свое влияние на Америку. Последние два года зимы в США и Европе аномально холодные. Дальше будут еще холоднее. Климат уже меняется;

- что ученым в США запрещено говорить о грядущем изменении климата на континенте. Чтобы избежать паники;

- что США пролившие море крови народов мира,сегодня вынуждены сокращать расходы на армию, и им нечем будет защититься от мести остального мира;

- что доллар скоро выйдет из мирового оборота и США придется слезть с шеи остального мира;

 
[Comments (71)]

Ӗпхӳри Чӑваш вырсарни шкулӗн шӑпи епле пулӗ-ши?

  23.03.2014 09:58 | 3379 views

Ӗпхӳри Уес училищи (унта Чӑваш вырсарни шкулӗ вырнаҫнӑ) хӑйӗн истори сӑнне ҫухатма пултарать. Кун пирки «Ӗпхӳри арххӳтӗлев» юхӑм представителӗ пӗлтернӗ.

Ҫак ҫурта Ӗпхӳри уес училищи валли 19-мӗш ӗмер варринче хута янӑ. Кунта 1892 ҫултанпа чӑвашсен паллӑ математикӗ тата педагогӗ Павел Миронов ӗҫленӗ. Ҫавӑнпа 1990-мӗш ҫулсем пуҫламӑшӗнче ҫурта Чӑваш вырсарни шкулне панӑ. Таврапӗлӳҫӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, ӑна ҫӗнетнӗ хыҫҫӑн ҫурт унчченхи сӑнне ҫухатӗ.

More...

 
[Comments (1)]

Икӗ питлӗ Раҫҫей патшалӑхӗ

  19.03.2014 09:38 | 15238 views

Кун пирки ҫырмасан та паллӑ ӗнтӗ, анчах шӑпӑрт пӗрре те тӑрас килмест. Суя япалана пӗрре те чӑтма пултараймастӑп ҫав. Ан тив мана «предатель» тесе каласан та (чи хӑрушши хальхи вӑхӑтра — ыттисемпе пӗр шухӑшлӑ пулманни патшалӑха хирӗҫ пулнипе танлаштарни :( )

Сӑмахӑм мӗн пирки-ха? Ӗнерхи митингра «Мы против национализма!» текен плакатпа тухни пирки. Тӗрӗссипе хальхи халӑх хавхаланӑвӗ мӗнпе ҫыхӑннӑ? Шӑп та лӑп вырӑс национализӗмӗпе. Ара телевизор пире кунӗн-ҫӗрӗн ҫавӑн пирки пӗлтерсе тӑчӗ вӗт — вырӑс халӑхне хӳтӗлетпӗр, вырӑсла калаҫакансене кӳрентерме памастпӑр тесе.

More...

 
[Comments (44)]

16/0314. Админа-Чӑваш карти

  17.03.2014 10:34 | 3451 views

Ырӑ вахӑт сире кирлӗ ӗҫ туса пыма!!!

1. Картӑна пичетлесен эпӗ илетӗп.

2. Чӑвашень картине пӗтӗм пӗчӗк ял, сала ячӗсене кӗртме чӑн та майлӑмар пуль.

3. Апла пулсан, ӗҫе малалла тӑсас тесен, малашне тата районсен картисене чӑвашла тума пулать. Унта географи ячӗсене нумайрахта, тӗплӗнрехте тума пулӗ.

4. Пичетлес умӗн картӑна сайтра терлӗ ҫынсем пӑхса, хӗйсен курнӑ йӑнӑшсене тата хӑйсен районӗсенчи ятсен е ялӗсен ячӗсене чӑвашла мӗнле пулнине тӗрӗслесен, кирлӗ сӗнӳсемпе улшӑнусем кӗртме хистесен аван пулӗ.

 

Агабазар, килӗшетӗп.

More...

 

17/03/14. "Стратегия и тактика развития чувашского народа"

  17.03.2014 10:31 | 3468 views

"Стратегия и тактика развития чувашского народа"- Ҫапла, малалла ӑҫталла тата мӗнле Чӑваш халӑхӗн (Чӑвашсен) аталанмаллине кӑсӑклӑ тата тӗплӗ шухӑшласа палӑртсан, тӗллев лартсан аван пулать.

Ҫакне калас килет, ҫӗр чӑмӑрӗ ҫинче питех нумай халӑхсем (патшалӑхӗсем вара халӑхсен шутӗнчен нумай сахалтарах), ҫакна пула хӑшпӗр халӑхсем пӗр патшалӑхра пӗр-пӗринпе пӗрле пурӑнса аталанма тивет. Эпир, Чӑвашсем, Раҫҫейре ҫӳлерех каланӑ пек патшалӑхра пурӑнатпӑр. Ку ҫакӑн пек шухӑш патне мана илсе ҫитерчӗ-Чӑвашсен аталану тӗллевӗ тата ун патне ҫитерекен меслетсем пирӗн пек пурӑнакан нумай халӑхсеннипе тан, вӗсен тӗллевӗсемпе пӗр.

More...

 

Чебоксарцы об украинском кризисе

  17.03.2014 10:00 | 70870 views

Вместо предисловия

24 февраля 2014 года в Блоге чувашского национализма опубликована статья «Зеркало Украинской революции». В ней сравнивается положение украинского и чувашского народов, независимого государства Украина и Чувашской Республики и говорится о перспективах двух народов и республик.

О кризисах в Новейшей истории

Осенью 1962 года разразился Карибский кризис. СССР и США, весь мир стояли на пороге ядерной войны. К счастью, в результате переговоров двух сверхдержав кризис разрешился мирным путем.

Некоторые политические обозреватели сравнивают Карибский кризис с нынешним Украинским кризисом февраля-марта 2014 года.

More...

 
[Comments (245)]

Путин Буш ҫулӗпе каяс тет пулас

  07.03.2014 23:49 | 27274 views

Лента пӗлтерет:

«Посмотрите на рейтинг Путина, который сейчас зашкаливает — это уникальное совершенно явление, оно продолжается, когда лидер страны тем более на фоне таких турбулентностей не только сохраняет свой рейтинг, а он его увеличивает», — заявил Песков.

Кунта ним ҫӗнӗлӗх те ҫук. Ку ҫулпа хӑй вӑхӑтӗнче АПШ президенчӗ Буш утса пӑхсаччӗ. Суйланас тесе вӑл Иракра вӑрҫӑ пуҫланӑччӗ. Ҫапла май вӑл халӑха патшалӑхри йывӑр лару-тӑру пирки мантарса патриотизм хумӗ ҫинче пуканне сыхласа хӑварчӗ. Мӗн калӑн — вӑрҫӑра ӗҫсем чӑн та лайӑх пыраҫ пулсан — патшалӑх пуҫлӑхӗн те рейтингӗсем ӳсеҫ.

More...

 
[Comments (97)]
Pages: 1, ... 265, 266, 267, 268, 269, [270], 271, 272, 273, 274, 275, ... 372
Orphus

Banners

Counters

0 Flood Chat