2018 ҫулта калавсен Кашкар Махмучӗ ячӗллӗ пӗтӗм тӗнчери 5-мӗш ӑмӑртӑвӗ пулать

«Ҫыравҫӑсен ирӗклӗ пӗрлӗхӗ» (ҪИП) юридици сӑпачӗ йӗркелемесӗр ӗҫлекен Чӑваш тӑрӑхӗнчи халӑх пӗрлӗхӗ (штаб-хваттерӗ Чӑваш Республикин тӗп хулинче Шупашкарта вырнаҫнӑ, ертӳҫи Виталий Родионов профессор, филологи ӑслӑхӗсен докторӗ) «Еврази ҫыравҫисен пӗрлӗхӗ» юридици сӑпачӗ йӗркелесе ӗҫлекен пӗтӗм тӗнчери халӑх пӗрлӗхӗпе пӗрле (штаб-хваттерӗ Турци Республикин тӗп хулинче Анкарара вырнаҫнӑ, ертӳҫи Якуп Омероглу доцент, ветеринари ӑслӑхӗсен докторӗ) 2018 ҫулта калавсен Кашкар Махмучӗ ячӗллӗ пӗтӗм тӗнчери 5-мӗш ӑмӑртӑвӗн чӑваш тапхӑрне ирттересси ҫинчен пӗлтерет.
More...
В.Г. Родионов,
филологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор, Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ, Шупашкар хули, Чӑваш Республики
«Малалла, Яковлев патнелле!»: И.Я. Яковлев пултарулӑхне ҫӗнӗлле хак пани

Эпӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче вӗреннӗ ҫулсенче, 1973 ҫултаччӗ пулас, аслӑ патриархӑмӑра халалланӑ юбилей пухӑвӗнче Кашкӑр Хуначи (Г.Н. Волков) ҫапларах чӗнсе каланӑччӗ: «Малалла, Яковлев патнелле!» Зал сӗрлесе кайнӑччӗ ун чухне, хӑшӗ-хӑшӗ ура ҫине тӑрсах кӑшкӑрашрӗ.
More...

Ҫак йӗркесене эпӗ Григорий Скворцовӑн «Манӑн несӗл» ятлӑ сӑввинчен илтӗм. Хайлав ҫапларах йӗркесенчен пуҫланать:
Мӑн Хапӑсра ҫуралнӑ эпӗ,
Унтах эп ӳснӗ пӗчӗкрен,
Ҫӗр ӗҫлекен хресчен хисепӗ
Йӑхра ман пулнӑ ӗмӗртен.
Ман асатте сухаҫӑ пулнӑ,
Ҫӗре юратнӑ чӗререн,
Ҫу кунӗнче ҫаран та ҫулнӑ,
Е тырӑ вырнӑ ҫур ҫӗрччен.
Сӑвӑҫӑн аслашшӗ (маҫакӗ) Ҫтаппан ятлӑ пулнӑ, вӑл ывӑлӗсене яланах ӗҫлеме хистенӗ, ҫӗр ӗҫне юратма хӑнӑхтарнӑ, суха тутарнӑ, сӳре сӳреттернӗ, чӑн чӑваш (ӗҫченлӗх — чӑвашлӑхӑн пӗр палли-ҫке!
More...