Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +22.3 °C
Хорошо одетый человек тот, кто считается с собой и с другими. (П.Карден)
 

Ad

aleksin_v' Blog

Тракторист тата комбайнер профессине суйланӑ

  30.03.2025 10:21 | 1034 views

Таврапӗлӳ кӗтесӗ

Ака уйӑхӗн пӗр кунӗнче Ҫӗнӗ Ачча ялӗ ҫумӗнчи ана ҫинче тимӗр сухапуҫ кӑкарнӑ «Фордзон-Путиловец» трактор кӗрлеме пуҫланӑ. Ял ҫыннисем чӑтаймен, «хурҫӑ ута» курма ушкӑнӗпех укӑлчаран тухса тӑнӑ.

– Хайхи трактор тени пӗкӗ ҫӳллӗш кӑна, анчах ҫурпилӗке туххӑмрах ҫавӑрса хучӗ, – тӗлӗнсе сӑмахланӑ шурсухалсем. – Лашапа кунӗпех тертленсен те ку каҫалӑка сухаласа пӑрахаймастӑн.

Трактортан кӑкарнӑ сухапуҫ ҫинче ҫап-ҫамрӑк хӗрача ларса пыни те вӗсене шалт тӗлӗнтернӗ:

– Ак япала, ку пике хамӑр ялсемех иккен, Шалтикасри Йӑванӑн хӗрӗ Евруҫ, кӑҫал кӑна Канашри машинӑпа трактор станцийӗнче плугарьсен курсӗнчен вӗренсе тухрӗ.

More...

 
[Comments (4)]

Вӑл хӑварнӑ йӗр

  12.03.2025 19:54 | 1657 views

Таврапӗлӳ кӗтесӗ

2005 ҫулхи ута уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче мана А.Н. Николаев-Аслут журналистика ветеранӗпе курса калаҫма тӳр килнӗччӗ. Ҫавӑн чухне вӑл С.А. Артемьев учитель-фронтовикпа туслӑ пулнине пӗлтӗм. «Кун пирки асаилӳ ҫырсан аванччӗ», – терӗм ӗҫтешпе сывпуллашнӑ чух. Тепӗр кунах вӑл телефонпа шанкӑравларӗ, «заданине» пурнӑҫлани ҫинчен пӗлтерчӗ. Анчах вӑл асаилӳ мар, вырӑсла тӗрленчӗк ҫырнӑ иккен. Унти хӑш-пӗр фактсене тӗрӗслес тӗллевпе алҫырӑвне ялти юлташсене вулаттартӑм.

More...

 
[Comments (2)]

Типой хуттӑрӗ ӳссе ларайман

  27.02.2025 19:29 | 2874 views

Таврапӗлӳҫӗ кӗтесӗ

«Раҫҫей патшалӑхне пӗр ҫирӗм ҫул лӑпкӑн аталанма май туса парсан ӑна эсир паллаймӑр та…» Ҫапла хӑюллӑн ҫирӗплетсе каланӑ Раҫҫей империйӗн правительствине ХХ ӗмӗр пуҫламӑшӗнче ертсе пынӑ П.А. Столыпин хӑй пуҫласа янӑ реформӑсем пурнӑҫа кӗрессе ҫирӗп шанса. 1906 ҫулхи чӳкӗн 9-мӗшӗнче тухнӑ саккунпа килӗшӳллӗн ҫӗр ӗҫлесе пурӑнакансене хӑйсем усӑ куракан ана-ҫарана харпӑрлӑха куҫарма ирӗк панӑ. Анчах пысӑк улшӑнусем «ҫӳлтен» килнӗ пулин те хура халӑх ӗмӗртен килекен йӗркесене пӑрахӑҫа кӑларма васкаман.

More...

 
[Comments (1)]

Театра юратнӑ, медицинӑна ытарайман

  07.02.2025 19:38 | 3690 views

Астӑвӑм

Чӑваш халӑх ҫыравҫи, драматург, Чӑваш театрне йӗркелекенсенчен пӗри тата сиплевҫӗ П.Н. Осипов ҫуралнӑранпа 125 ҫул ҫитнине К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш академи драма театрӗнче паллӑ турӗҫ.

Петр Николаевич пурнӑҫӗнче тӗлӗнмелле самантсем чылай пулнӑ. Вӑл илемлӗ сӑмах вӑйӗпе чӑвашсене чӑмӑртанма чӗнекен, вӗсен сывлӑхне упракан пулма ҫӗр ҫине килнӗ. Ҫакна палӑртрӗҫ юбилей каҫӗнче тухса калаҫакансем.

Пӗрремӗш спектакль

П.

More...

 
[Comments (39)]

Кинодкумент сӑмахпа каланинчен ытларах ӗнентерет

  02.02.2025 20:02 | 2052 views

Искусство тата вӑхӑт

Мускаври «Центрнаучфильм» киностуди ӳкернӗ «Дело его жизни» документлӑ фильма иртнӗ ӗмӗрӗн 70–80 ҫулӗсенче ҫӗршыври кинотеатрсемпе клубсенче час-часах кӑтартнӑ, аслӑ тата вӑтам шкулсенче усӑ курма ун копийӗсене ансӑр пленка ҫине куҫарнӑ. Педагогика ветеранӗсен тӗлпулӑвӗсенче, юбилей каҫӗсенче те ӑна хапӑл тусах ҫавӑрттарнӑ. 20 минута пыракан картинӑна чӑвашсен ҫӗнӗ ҫырулӑхӗ 100 ҫул тултарнине халалланӑ, унта Иван Яковлев пурнӑҫӗн тӗрлӗ тапхӑрсене, вӑл тунӑ ӗҫсен историлле пӗлтерӗшне кӗскен те витӗмлӗн уҫса кӑтартнӑ.

More...

 
[Comments (5)]

Алра пулсан хуткупӑс

  19.01.2025 11:15 | 2079 views

Чӑваш Республика культурин тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, «Татмӑш ен» халӑх ансамблӗн ертӳҫи В.К. Дмитриев палӑртса хунӑ калаҫӑва пуҫласа яриччен ҫӳлӗк ҫинчен хуткупӑсне илчӗ те кӑмӑла ҫӗклекен кӗвӗ калама тытӑнчӗ. Пӳлӗме уҫӑ варкӑш вӗрсе кӗчӗ тейӗн ҫав. Эх, мӑнтарӑн хуткупӑсӗ! Ахальтен мар ӑна уяв чунӗ теҫҫӗ. Тӗлӗнмелле мар-и, йывӑр шухӑшсене вӑл туххӑмрах сирсе ярать, ал-урана ҫӑмӑллӑх кӳрет иккен. Виталий Кузьмич «маншӑн пулсан хуткупӑс» каларӑша та хӑйне май ӑнлантарать.

More...

 

«Ман атте – Хӗветӗр Уяр ҫыравҫӑ»

  10.12.2024 22:27 | 6527 views

Валерий Алексин

 

«Эпӗ кӗнекешӗнех килнӗ пулӗ ҫак тӗнчене. Ӑна хаклама тата ӗмӗрлӗх упрама. Тата ӑна кам та пулин хапсӑнасран сыхласа пурӑнма…» Ҫапла ҫырнӑ чӑваш халӑх ҫыравҫи Хветӗр Уяр хӑйӗн ӗҫӗ-хӗлне кун-ҫул тӳпинчен хакласа. Ҫак йӗркесене автор хӑй пирки анчах мар, хӑйӗн аслӑ хӗрӗ пирки те каланӑ пулас. Луиза Федоровнӑн пӗтӗм пурнӑҫӗ кӗнеке ҫӳлӗкӗсем хушшинче иртнӗ теме пулать. Миҫе ҫухрӑм утнӑ-ши вӑл кӗнеке урамӗсемпе? Ҫак ҫул, тен, инҫет Сахалина кайса килме те ҫитӗ.

Ҫӗрпӳри культурӑпа ҫутӗҫ училищине хӗрлӗ дипломпа пӗтерсен вӑл Ленинградри библиотека институтне вӗренме кӗнӗ.

More...

 
[Comments (25)]

Атьӑр пурте «УЯВА»

  15.07.2024 22:14 | 3822 views

«Тутарстанри Сиктӗрме ялӗнче ирттерекен чӑваш культурин уявне ҫулсеренех хӑна нумай килет, кӑҫал та 15 пинрен кая мар пуҫтарӑнмалла». Ҫапла пӗлтерчӗ «Татаринформ» агенство ятарласа ирттернӗ пресс-конференцире. Калама кӑна ҫӑмӑл: пин ҫурӑ та мар, вун пилӗк пин-ҫке! Кун чухлӗ халӑха кӗтсе илсе вырнаҫтарма, юрлама-ташлама, канма лайӑх майсем туса парас тесен хуҫасен самаях пилӗк авма тивет.

Пирӗн «Икарус» пилӗк сехет чупнӑ хыҫҫӑн ирхине ҫичӗ сехет тӗлне анлӑ ҫултан пӑрӑнса Сиктӗрмери культура ҫурчӗ умне ҫитсе чарӑнчӗ.

More...

 
[Comments (5)]

«Поэзи маншӑн – тасалӑх»

  14.06.2024 20:16 | 5496 views

Ӑсталӑхпа чӑнлӑх

Чӑваш кӗнеке издательствинче ҫак кунсенче вырӑссен аслӑ поэчӗ А.С. Пушкин ҫуралнӑранпа 225 ҫул ҫитнине халалласа «Я помню чудное мгновение…» «Асрах асамлӑ ҫав самантӑн…» сӑвӑсен пуххи вырӑсла тата чӑвашла пичетленсе тухрӗ. Кӗнекене пухса хатӗрлекенӗ тата чӑвашла куҫараканӗ — Василий Кошкин-Кервень.

— Паллӑ ӗнтӗ, чаплӑ поэтӑн асамлӑн кашласа ларакан «вӑрманӗнче» анлӑ ҫулсемпе лайӑх такӑрланӑ сукмаксем кӑна мар, тӗрлӗрен вӗтлӗхсемпе чӑтлӑхсем те чылаях.

More...

 
[Comments (7)]

Ҫӗпӗрте, Иртыш хӗрринчи Чӑваш сӑмсахӗ ҫинче

  03.04.2024 09:41 | 5088 views

Ремезовов ҫулҫыравӗнчен: «Ружей же не было у кучумлян, только луки и стрелы, копья и сабли, у чувашей было две пушки, казаки заставили их умолкнуть, и те сбросили их с горы в Иртыш. Когда стоял Кучум на Чувашской горе, то, видя большие потери среди своих, молился со слезами сам и все неверные, приказав агунам и абызам своим взывать с мольбою к кумирам, но спали боги их, и оказался (Кучум) беспомощен и опозорен, тесним невидимою силой, и задумал бежать. А сражались три дня без сна неотступно».

More...

 
[Comments (6)]
Pages: [1], 2
Orphus

Banners

Counters

0 Flood Chat