Иосиф Александрович Дмитриев ман асӑмра вӑхӑтӑн-вӑхӑтӑн, пурнӑҫри самантсемпе асра юлнӑ. Чи малтанах, эпӗ ӑна пӗрремӗш хут 1978-мӗш ҫулхи ҫулла Чӑваш академи драма театрӗнче курнине астӑватӑп. Эпир ун чух Мускаври М.С. Щепкин ячӗллӗ аслӑ театр училищине вӗренме кӗме пултарулӑх экзаменӗсем тытатпӑр. Пӗр ҫамрӑк ҫын театр картишӗнче темиҫе ачана сӑвӑ вулама пултарайманнишӗн вӑрҫсах тем калать. Ахӑртнех, вӑл комисси ларакан вырӑнтан тухса артист пулма вӗренме кӗрес текен ҫамрӑксене картишне тухсах ятлама шутланӑ пулас.
Мускаври М.С. Щепкин ячӗллӗ аслӑ театр училищинче эпир, пулас артистсем, 1978-1983-мӗш ҫулсенче вӗреннӗ. Училище Мускаври Малый театр ҫумӗнче вырнаҫнӑ пирки пире унта ытларах Малый театрта ӗҫлекен артистсем вӗрентетчӗҫ. Эпир, паллах, малтанах актер ӑсталӑхӗпе пире миҫе педагог вӗрентме пултарассине пӗлме пултарайман. Шупашкарта конкурссем иртнӗ май, юлашки иртекен турсенче эпир хамӑрӑн пулас икӗ преподавателе пӗлеттӗмӗрччӗ-ха. Вӗсем пире суйласа илме ятарласа Шупашкара килнӗччӗ.
«КУРАКАНСЕНЕ ХИСЕПЛЕС ПУЛАТЬ!» Ҫапла кӑшкӑру палли лартсах ят панӑ Леонид Агаков писатель, театровед 1959-мӗш ҫулхи ҫу уйӑхӗн 13-мӗшӗнче «Коммунизм ялавӗ» хаҫатра К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ лартнӑ спектакльсене пахаласа ҫырнӑ хӑй статйине. Леонид Яковлевич Агаков писатель, 1935-мӗш ҫулта Мускаври патшалӑх театр институтӗнчи театроведени факультетӗнчен вӗренсе тухнӑскер, Чӑваш театрӗн спектаклӗсем пирки статьясем ҫырсах тӑнӑ, тӗрӗс тата вӑхӑтра критиклеме тӑрӑшнӑ, кирлӗ чух театр коллективне хавхалантарма та пултарнӑ.
Тепӗр ҫул, 2022 ҫулта Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ валли Ленинградри театр, музыка тата кинематографи институтӗнчен чӑваш студийӗ вӗренсе килни 50 ҫул ҫитет, ҫур ӗмӗр. 1972-мӗш ҫулта Чӑваш академи драма театрӗ валли 19 хӗрпе каччӑ вӗренсе килнӗ вӑл институтран. 8 артист Чӑваш театрӗнче нумай ӗҫлеймен, тӳррех тӗрлӗ еннелле саланнӑ. Вӗсен хушшинче талантлӑ артист Владимир Бурмистров та, Вӑрнар район каччи. Чӑваш театрӗнче ӗҫлеме пултарайман ытти артистсен ячӗсене те асӑнса хӑварам, вӗсем: Зинаида Андреева, Альберт Белков, Валентина Громова, Иосиф Дмитриев, Николай Ильин, Владимир Маломайкин, Леонид Трифонов.
«Чӑвашкино» ҫинчен ырӑ мар хыпар илтрӗм те, сайтра пичетленнӗ статьясене чуна ыраттарса вуласа тухрӑм. Комментарисем ҫырни пулӑшаяс ҫук, статья ҫырма шутларӑм. Калас сӑмаха каламалла тата кирлӗ вӑхӑтра каламалла. Вӑхӑтра каламан сӑмах пирки мӗн чухлӗ нуша куратпӑр: чӗлхе те вакланнӑ, Наци лицейӗ те арканнӑ, Чӑваш театрӗ те пӗтсе ларнӑ… Туллиех проблема!
«Чӑвашкино» ҫинчен эп вуниккӗри ача Тани Юн ҫырнӑ, 1972-мӗш ҫулта Чӑваш кӗнеке издательстви кӑларнӑ «Иртнӗ кунсем, ҫулсем» кӗнекере вуласах тӗлӗннӗччӗ.