Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 -2.7 °C
От любви есть только одно средство: любить еще больше.(Генри Торо)
 

Ad

Аçтахар Плотников: Юхма Мишши. Атӑл шывӗ юха тӑрать

Аçтахар Плотников04.08.2010 22:234042 views

Шӑрӑх, сасӑ колонкисенчен Delain ушкӑн (симфониллӗ металл стилӗпе юрлаҫҫӗ) хӑйӗн юррисене шӑрантарать. Эпӗ вара хӗрсе кайсах ӗҫлетӗп.
Ҫапла вара паян пӗр ӗҫ туса пӗтертӗм темелле :) Юхма Мишшин «Атӑл шывӗ юха тӑрать» историллӗ романне кӗртсе пӗтертӗм. Историллӗ роман темен пулӑттӑм — тем тесен те ҫак стильпе ҫырнӑ хайлавсене роман-халап шайне кӗртсен тӗрӗсрех пулӗ. Историллӗ пулӑмсене тӗпе хурса ҫырнӑ роман-халап! Во! Вырӑс литературинче кунашкал хайлавсене «фэнтези» тенӗ пулӗччӗҫ. Шел те, чӑваш литературинче ку стиль тымар ямарӗ темшӗн. Те юмахсем (фэнтези ман шутпа вӑл «хальхилле юмах») пирӗн туллиех пулнӑран, те жанрӗ чӑваш литературиншӗн ытла ют пулнӑран. Те литератури самай хавшанӑ та тӗнчепе тан утса пыраймасть. Калама хӗн. Роман-халап вара чӑваш литературинче пайтах: Юхма Мишшин «Хуркайӑксен ҫулӗ» романсен ярӑмӗ; Анатолий Кипечӗн «Улӑп таврӑнни», Николай Максимовӑн «Шурӑ акӑш ҫулӗ». Тата та пур пулӗ — эпӗ пӗлместӗп.
Пӗр преподаватель мана Юхма Мишшин пултарулӑхне тӗпчесе статья ҫырма сӗннӗччӗ — тен, каярах, пушансан, ҫырӑп та пулӗ. Халӗ вара кӗскен ҫак роман пирки калам.
Чӑн та Юхма Мишшин хӑй стилӗ. Ҫапах та унӑн ҫыравҫӑ пултарулӑхӗ пур, ҫук тесе калама май ҫук. «Кӑвак ҫӗмренӗ» мана уйрӑмах килӗшнӗччӗ (вуласа пӗтермен-ха...). Драматизмлӑ самансемпе вулакан чунне пӑлхатма та лайӑх пӗлет. «Ахӑр самана» романӗнче (8-мӗш романӗ) пӗр вырӑнта хӗр-пӗрчие сӑнӑпа тивӗртсе вӗлернине вуланӑ хыҫҫӑн куҫҫуль тухрӗ... Ку романра ҫавӑн пекех чуна пӑлхатаканни ҫукччӗ пулин те шухӑшлаттараканни, пуласлӑха курма вӗрентекенни ман шутпа нумай. Чӑн та патша пулсан хӑвӑн пирки манмалла, пуҫра та чунра та патшалӑх кӑна пулмалла. Ҫакна манса кайсан тӑшмансем тӳрех сиксе килеҫҫӗ, сӗрепене ярса илеҫҫӗ.
Хӑй хайлавӗ пирки анлӑрах, тен, каярах, чӑн та Юхма Мишшин пултарулӑхне тишкермелле статья ҫырма ларсан ҫырса парӑп. Халӗ урӑххи пирки.
Юхма Мишши ман шутпа чӑваш халӑхӗшӗн чӑн та питӗ пӗлтерӗшлӗ ӗҫ тӑвать. Ҫак романсен ярӑмне ҫырса пӗтерме турри ӑна сывлӑхне патӑрах ӗнтӗ! Хӑшӗсем ӑна вӑрҫаҫҫӗ пулин те ҫак роман ярӑмӗ чӑваш халӑхӗшӗн кирлӗ япала. Историне илемлӗ литература урлӑ ӑша хывни питӗ вырӑнлӑ ман шутпа.
Ҫапах та Юхма Мишши илемлӗ литературӑна политикӑна кӗртсе яни пи-и-и-итӗ килӗшмест. Эпӗ ярӑмри пур романне те вуланӑ теме пулать. «Купрат патшине» ҫеҫ вуласа пӗтермен. Кашнинчех ҫыравҫӑ хӑйне килӗшмен ҫынсене питлени сисӗнет. Икӗ романӗнче Кипече курайманни сисӗнетчӗ. Хӑшӗсенче ҫырнине халь астумастӑп, анчах та Кипеч ятлӑ ҫынна Юхма Мишши сутӑнчӑк ҫынна тӑвать. Пӗринче вара ҫаплах ҫырса хунӑччӗ — Кипеч хӑйӗнчисем пурте сутӑнчӑк имӗш... «Купрат патшара» Н.Фёдорова япӑхпа асаннине астӑватӑп. /вуласа пӗтермен-ха :)/. Ку романра вара унашкал персонаж — Туркай. Ятне вуласассӑнах ҫыравҫӑ кама тӗпе хунине сисрӗм. Темшӗн хирӗҫнӗ-ха ӗнтӗ вӗсем. Паллах, кунта сӑлтавӗ ҫыравҫӑсен союзӗсем хушшинче пулса иртнӗ хирӗҫ-тӑру пирки пырать пулӗ-ха... Пӗлместӗп. Романра вара Юхма Мишши Туркая ислетнӗ кӑна — псевдонимӗнчен те кулнӑ, харкамҫӑна сутӑнчӑк питпе сӑнланӑ. Юрать-ха Кипечӗ ҫук :) 2004 ҫул тӗлне Кипеч ҫине кӳренни тен маннӑ (темиҫе романра Кипеч ятлӑ харкамҫӑна япӑхпа асӑннӑ хыҫҫӑн мана питӗ интереслӗччӗ — мӗнпе хирӗҫме пултанӑ-ши вӗсем пӗр-пӗринпе? Шел, халь те пӗлместӗп) та пулӗ. Те иккӗшне пӗр романра асӑнас темен. Ҫапах та кӳренни манӑҫа тухнӑ пулӗ. «Кӗмел кӗперӗнче» те, «Ахӑр саманинче» те ҫуккӑччӗ пулас.
Романра совет тапхӑрӗнче пулса иртнӗ тӳнтер ӗҫсене те сӑнласа парать. «Чӑнлав» пайсенче. «Эврикипе» «Профессор «йӑнӑшне»» уйрӑммӑн та курсаччӗ — кунта вара вӗсем ҫак романӑн пайӗсем пулса тӑнӑ.
Чунҫӳревре ҫӳренӗ май ҫав 1944 ҫулта пулса иртнӗ суя пулӑм сирӗлменни, тутарсем пире пӑлхарсен анинчен халӗ те хӑвалани питӗ лайӑх курӑнчӗ. Чӑн та хӑш-пӗр чухне питӗ кулӑшла вӗсен пулса тухать. Леш «...по татарским преданиям... ...сражались против врагов...» майлӑ ҫырнисен те вӗт тымарӗ ҫак 1944 ҫулта тӗпленнӗ. Ҫырасса халь ҫырнӑ пулин те тымарӗ 70-80 ҫул каялла пулса иртнинче.
Юлашкинчен мен калам? Вуласа тухӑр. Пӑсмӗ.
 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters