Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 -1.7 °C
Бог - это то бесконечное, что требует от нас праведности.(Мэтью Арнольд)
 

Ad

Аçтахар Плотников: Чебоксары мар! Шупашкар!

Аçтахар Плотников22.01.2011 20:115095 views
Паян «Ялавӑн» 1988 ҫулти 4-мӗш номерӗнче ҫакнашкал ҫыру асӑрхарӑм:
Шупашкар ҫинчен сахал мар сӑвӑ-юрӑ хывнӑ. Халӑх тӑван хуламӑр ҫынчен савӑнсах юрлать. Инҫе ҫула тухсин та кашниех часрах унта таврӑнма ӗмӗтленет.
Шел пулин те, юлашки ҫулсенче эпӗ акӑ мӗн асӑрхарӑм: ҫамрӑксем час-часах Шупашкар сӑмаха юриех вырӑслатса калаҫҫӗ, «Чебоксара кайрӑм», — тенине Ҫӗрпӳрен килекен автобусра пӗрре мар илтнӗ эпӗ. Ман шутпа, Шупашкар — чӑвашсен хушшинче тахҫан авалах ҫуралнӑ ят. Ҫавӑнпа та калаҫура-мӗнре ӑна пӑсас марччӗ. Тен, вырӑсла «Чебоксары» тенине пӑрахӑҫламалла: вӑл темле тӑрӑхласарах каланӑ пек илтӗнет. Ан тив, пуриншӗн те Шупашкар пултӑр. Коми АССРӗн тӗп хули Сыктывкар, Мари республикин — Йошкар-Ола, Казах ССРӗн — Алма-Ата... Кун пек тӗслӗхсем татах илсе кӑтартма пулать. Чӑваш АССРӗн тӗп хули пур чӗлхепе те Шупашкар ятлӑ пулмалла.
Сӑмах май каласан, пирӗн тӗп хуламӑрти пысӑк универмага «Шупашкар» ят пани пурне те — чӑвашсене те, вырӑссене те, ытти халӑх ҫыннисене те — питӗ килӗшрӗ. «Съездил в «Шупашкар», «Купили в «Шупашкаре» тенине час-часах илтме пулать. Эппин, пуҫламӑшӗ пур.

А. Иванов, Шупашкар рӑйонӗ.

Питӗ кӑсӑклантарса ячӗ. Ку вулакан ҫырӑвӗ. 20 ҫултан ӗҫ-пуҫ мӗн патне ҫитессине пӗлнӗ пулсан автор мӗн калӗччӗ-ши?
Хальхи халӑха ҫакнашкал сӗнӳ парсан вӑл сана тӳрех «Йӳтерӗн-и?» теет пулӗ :).
 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
[Comments (9)]

Comments:

Пер херарам // 1636.59.7469
2011.01.22 20:20
Мĕн тени вăл "ÿтерĕн", эп пурнăçран юлнă пулмалла.
Пер херарам // 1636.59.7469
2011.01.22 20:47
Йÿтерĕн тесен тĕрĕсрех мар-и?
2011.01.22 20:59
Аçтахар Плотников
Эсир тĕрĕс мĕнле çырăннине пĕлетĕр-ши? тесе çапла çыртăм :)
Йăнăшрăм, пулкалать :) Юсарăм.
Пер херарам // 1636.59.7469
2011.01.22 22:08
Темех мар.
Тĕрĕс çырать çыру авторĕ:"Чебоксары тени тăрăхласарах илтĕнет",-тесе.Шупашкар тени аванрах, хăватлăрах,тата та çывăхрах...
MIKISH // 2111.44.9405
2011.01.22 23:20
Халĕ документ çине Чебоксары хуратса Шупашкар çираймастпăр пуль... Çĕнĕ Шупашкарата Шупашкар тăваймарăмăр ...
Тимер // 8568.8.6851
2011.01.23 10:55
Хамăрăн Шупашкар кăна тесе каламалла.Эпĕ,сăмахран,визитка çине тата хăш-пĕр хут çине Шупашкап тесе çырма тăрăшатăп.Эсир те çавăнпек тусан ман çине тĕлĕнсе пăхмĕчĕç чиновниксем.
Тимер // 8568.8.6851
2011.01.23 22:21
Шупашкар паллах.
тимерсень // 4186.23.0052
2011.01.24 17:04
Шупашкар - звучит! А что такое Чебоксар...на каком языке можно обьяснить это название? Нелепость какая-то, когда существует вполне понятное и объяснимое название города от народа. Кто такой чуваш, как это можно обьяснить? Ляпсусы историков и политиков...Пора их поправить.
Странник // 4158.22.9171
2011.01.26 12:05
Авалхи картосенче Шупашкар выроненче Веде-Суар хулине котартно. Ун пек пулсан, пирен Шупашкар-та ваторах пулать пуле.

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters