Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 -1.7 °C
Есть секреты, которые не позволяют себя рассказывать.(Эдгар По)
 

Ad

Аçтахар Плотников: Президентӑмӑрӑн кун кӗнекине сӑнанӑ май

Аçтахар Плотников02.02.2011 17:003980 views
Тӗнче тетелӗ чӑвашланать. Майӗпен-майӗпен пулин те. Влаҫ та вӑл еннелле туртӑнни вара пушшех те савӑнтарать. Ҫавах та йӑнӑшсем, ҫитменлӗхсем ҫук мар. Эп кунта тиркесе мар, вӗсене майӗпен юсасса шанса кӑтартас тетӗп :)
Президентӑмӑрӑн кун кӗнекинчи чӑвашла пайне пӑрахманни, ӑна тултарсах пыни мана питӗ савӑнтарать, кӑмӑла каять. Орфографи йӑнӑшӗсем ҫуккине те лайӑх (манӑнах вӗсем умлӑ-хыҫлӑ тухаҫҫӗ, япӑх вуланӑ чухне юлаҫҫӗ те...).
Шел те чӑвашла пайне вулама май ҫук. Вырӑслине ӑнланма самай ҫӑмӑлрах. Чӑвашлине вулан-вулан та пӗр вуннӑмӗш хутӗнчен тин тӑна кӗрет. Аббревиатурӑсене ӑнлантармасӑр хӑварни те япӑх — ҪЙХТЮ (выр. ТСЖ! /товарищество собственников жилья/), ҪЙК (ЖК!), ПҪЙСК мӗн иккенне вырӑслине кайса пӑхма тиврӗ. Вырӑсла ТСЖ, ЖК ялан илтӗнеҫҫӗ те халӑх вӗсене, вӗсем мӗне пӗлтернине лайӑх ӑнланать. Чӑвашлисене ҫавах та ӑнлантарса памаллах. Ӗҫӗ ячӗшӗн ан пултӑр.
Кун кӗнекинчи ҫырусене малтан вырӑсла ҫыраҫҫӗ пулас, кайран вара чӑвашла куҫараҫҫӗ. Куҫаруҫи чӑваш чӗлхине шкул программи шайӗнче ҫеҫ пӗлнӗрен предложенисем вуланмаҫҫӗ. Тӗслӗхрен «Сӑмахран, Хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн » теес вырӑнне «Сӑмахран, хула администраци пуҫлӑхӗн» тесен лайӑхрах вуланать. Ҫак вӑрӑм предложенирех «...иртнӗ ҫултинчен 9,8 процент ытларах ӳстерме сӗннӗ.» вырӑнта «ытларах» сӑмах та ытлашши («ӳстерни» сӑмахра унсӑр та вӑл пӗлтерӗш пур). «...ытларах ӳстерме сӗннӗ» тенине вуласан пирӗн влаҫ шучӗпе тӗрлӗ ҫурт кооперативӗсем хаксене ҫителӗксӗр, вӗсене (хаксене) тата тепӗр 9,8% ытларах ӳстерме сӗннӗ пек туйӑнать. «...пӗтӗмӗшле пухӑвӗнче сӳтсе явмалла тата ҫирӗплетмелле...» — кунта та вырӑсла шухӑш ҫеҫ, эпӗ куҫарнӑ пулсан «... пӗрле пухӑнса сӳтсе явмалла, ҫирӗплетмелле» тенӗ пулӑттӑм.
Ытти ҫитменлӗхсем (ӑсталасси енчен):
- енчен те ҫырусенче чӗлхе ялавӗ ҫине пуссан тӳрех ҫав ҫырӑвӑн тепӗр чӗлхеллӗ вариантне куҫнӑ пулсан — питӗ лайӑх пулӗччӗ. Халӗ вара — малтан тӗп страницӑна куҫарать, кайран вара пуса-пуса ҫав ҫыру патне ҫитмелле.
- чӑвашла шухӑшсем курӑнмаҫҫӗ. Ак, «Ҫулсем ҫинчен» пайрах 1 шухӑш пур тесе пӗлтерет (вӑл манӑн пулас), анчах та ӑна ниепле те вулаймастӑн, вырӑслисем ҫеҫ курӑнаҫҫӗ. Вырӑсли те чӑвашли те пӗрле пулни питӗ лайӑх, анчах та пурте курӑнсан — тата та лайӑх пулӗччӗ.
- «Дневник архивӗ» пайра тапӑл (таблица) пуҫелӗкӗсене (заголовокӗсене) куҫарман — «заголовок», «дата создания», «дата модификации», «кол-во цитат», «кол-во ком», «дата последнего комментария». Пулмалла ӗнтӗ: «Ҫыру ячӗ» («Пуҫелӗк» ӑнланма йывӑртарах...), «Хушнӑ» е «Хушнӑ вӑхӑт», «Ҫӗнетнӗ» е «Ҫӗнетнӗ вӑхӑт», «цитата шучӗ», «шухӑш шучӗ», «хальтерех кӗртнӗ шухӑш вӑхӑчӗ».
- цитатӑсен шучӗ тӗрӗс шутланмасть — вырӑслинче те, чӑвашлинче те. Сӑмахран, «Кашниех пуҫаруллӑ тата яваплӑ пулнинчен ӑнӑҫупа ырлӑх килет» (эпӗ хам «Ӑнӑҫупа ырлӑх курасси кашни пуҫарулӑхпа яваплӑха туйнинчен килет» тесе куҫарнӑ пулӑттӑм) пайра 4 пулмалла пек, анчах 1 ҫеҫ тесе кӑтартать.

Пӗтӗмешле илсен, кун кенеки лайӑх. Хӑйне евӗрлӗ ӗнтӗ, ытти кун кӗнекесенчен раснарах. Хӑнӑхсан — аптрамасть пек. Маларах пурте президентӑн хӑна кӗнекине ҫыратчӗҫ — халӗ кун кӗнеки пур. Ҫӗнетсе тӑрсан, унта ҫырнине шута илме тытӑнсан, ҫыракансемпе президентӑмӑр хушшинчи ҫыхӑну йӗркеленсен халӑх туртӑнӗ пулӗ тесе шутлатӑп. Тепӗр тесен, пурри ҫук мар. :)
 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters