Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +25.3 °C
Я служу публике, но не поклоняюсь ей.(Б. Шоу)
 

Ad

: еврей сенатӑра чаваш халӑхне хӳтелеме хӑварчӗҫ

20.02.2011 12:5914372 viewsEdit Delete
Нарӑс 18-шенче Чӑваш Патшалах канашӗ иртрӗ. Ҫак ларура Федераци Совечӗнчи Чаваш патшалах канашен представителӗ - Леонид Лебедев хутшӑнче. Калас пулать, Леонид Лебедев сенатор 8 (сакӑр) ҫул хушши ӗнтӗ Чӑваш халӑхне Раҫҫей Совет Федерацийӗнче кӑтарста тӑрать. Хамӑр Республикаран сумлӑ а пултаруллӑ чӑваш ҫынни тупайман пуль ентӗ? Мен тӑвать вӑл унта - никам та пӗлместь? Анчах та пирӗн депутатсем ку ыйтупа интересленмеҫҫӗ. Вӗсем хӑйсене тата чиновниксене шалу укҫине хӑпартас пирки кӑна ҫунаҫҫӗ. Лебедева сенатортан кӑларас тесе Игорь Моляков депутат кӑна ыйту ҫӗклере, анчах ытти депутатсем шыв сыпнӑ пек ларчӗҫ. Ку ссылкӑпа Патшалах канашен ларуне курма пулать:
chuvashiya.livejournal.com/128843.html

Пирӗн Чӑваш наци конгрессӗн президенчӗ тата вице-президенчӗсем халӑх хушшинче кӑкар ҫапма юратаҫҫӗ: "Чӑвашсем - Раҫҫейре 3-меш халӑх, вӗсем пур влаҫ органӗсенче те ӗҫлемелле!!! ", ҫапах та сӑмса айӗнчи япаласене курмаҫҫӗ. Халиччен Совет федерацийенче, Чӑваш республикинчен чӑвшла пӗлмен 2 еврей халах представителӗсем ӗҫленӗ (Слуцкер тата Лебедев). Слуцкер вырӑнне ЧР перремӗш президентне Н.В. Федорова лартнӑ. Анчах, пӗлекен ҫынсем каланӑ тӑрӑх, НВФ Раҫҫей министр юстиции пулнӑ чухне, анкетӑра национальность йӗркинче хӑйне: " вырӑс" тесе ҫырса янӑ теҫҫӗ. Тем тесен те, НВФ арӑмӗ те еврей теҫҫӗ. Эппин, чӑваш халахӗпе еврей халӑхӗн туслӑхӗ ӑҫтан пуҫланса кайнине пӗлме пулать... Халӑхсен туслӑхе лайӑх та кирлӗ япалла, анчах пысӑк влаҫ органӗсенче(Совет Федерацийенче) чаваш халӑхне хутӗлекенсем чӑвашран пулманни тӗнче мӑшкале!!! Кӑҫта пирен поэтсем, писательсем, наци юхӑмен ҫыннисем, чӑваш маттур арӗсем? Мана паян ҫак япалашӑн намӑс, тӑван халӑхшӑн намӑс. Ҫавӑнпа хама чӑваш тесе мар, Сувар ят килӗшӳллӗрех тесе шутлатӑп. Шутласа пӑхӑр ха ентешсем: Чӑваш культура министрӗн 3 ҫумӗсенчен иккӗшӗ: Вячеслав Фошинпа Лира Тазетдинова чӑвашсем мар, чаваш культури пирки нимӗн те пелмеҫҫе, анчах ҫав вӑхӑтрах паллӑ та пултаруллӑ режиссер Вячеслав Оринов пек талантлӑ ҫынсем ӗҫсӗр юлчӗҫ. Ҫакӑн пек тискерлехсем Чӑвшра кана курма пулать, тутар, пушкӑрт, мордва е мари ҫершывенче ҫакан пек халӑха хирӗс влаҫ органӗсем хӑтланмаҫҫӗ. Ҫак япала тем тесен те халӑх айванлӑхенчен,шыв сыпнӑ пек чӑваш интеллигенцийенчен пулса тухрӗ. Кун пек малашне пулсан,Жириновский калани пек пулать: республикӑсене петермелле, крайпа облаҫсем кана пулмалла. Чаваш республикине Ульяновск облаҫҫӗпе перлештермелее, Ленин сумне пӑртак хамар ҫине илме...
 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
[Comments (28)]

Comments:

2011.04.17 22:02
Тимер.Сăварсем паян килсе çитрĕç.Тавах тăванăм! Сăмахунтан ĕçÿ кая юлмасть.Хĕвел паллисене илсе çитерчĕç,питĕ хитре ,сумлă кăларнă. Кунта газовиксем çулăм паллисемпе çÿреç ,пуçĕсене каçăртса.Ыран сăмсисене шăлса ярап, пĕлччĕр эпир камне )))))
Атл // 8902.8.4362
2011.04.18 14:07
Сувары в армии Хазарии 100 лет отгоняли арабов, защищая и Византию - оттого эта часть булгар не приняла ислам.
Удачи Вам всем!
Тимер // 8568.8.6851
2011.04.19 00:09
Суварсем ют тĕне йышăнман. Вĕсен турри вăл çутçанталăкпа çыхăннă. Паянхи кун та эпир хамăр турăсемпе пурнатпăр.
Атл // 1937.51.8407
2011.04.19 14:26
Веды-сувар..Верно, веды в окрестностях Ядрина жили, но про вирьял пишут - из булгар.
Гуннов крестил Кардостат.
Атл // 1937.51.8407
2011.04.19 14:49
"Епископ Кардост и возглавляемое им посольство из семи священников пробыли в "земле гуннов" 14 лет и провели здесь целый ряд мероприятий и даже "выпустили" в 544 г. писание на гуннском языке."(Магомедов М.Г.)
2011.04.20 20:24
Атл.Гун чĕлхипе çырни чăнах та пур-ши? Кам вуласа курнă,камăн чĕлхипе танлаштарма пулать?
Атл // 3621.92.8303
2011.04.22 02:50
Валерий,Д.И.Иловайский,1876г.-интереслĕ:Аттила ячĕ пирки çырнă.."Гуннский вопрос"..Чăвашсен пек юханшыв ячĕ
http://www.oldru.com/begin/49.htm

Атнер // 8568.8.6851
2011.04.23 20:19
Тинех Атла ăнланма пуçларăм. Вăп каласшăн пулмалла пирĕн несĕлсем хунсем тесе. Килĕшмелле. "Хунская держава-союз племен и народов"-çыраççĕ историксем. Суварсем те унта кĕнĕ 5-мĕш ĕмĕрччен. Атилла вилет 453-мĕш çулта,ывăлĕсем пĕр-пĕринпе çапăçса пĕтереçĕ хунсен империне.
Атнер // 8568.8.6851
2011.04.23 20:24
"После смерти Атиллы вспыхивает гражданская война между народами Гунии,вплоть до самоуничтожении.Так что было стерто из их исторической памяти даже имя "гунн"-çыраççĕ авалхи историксем.
Атл // 1571.56.7361
2011.04.24 02:31
Возможно всё: с одной стороны стали "булгарами",не зная языка булгар, с другой - верны предкам:ГЕРОЯМ своим,ибо, каковы бы не были - это их предки!

Pages: 1, 2, 3

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters