Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 -2.7 °C
Мы действуем лучше, нежели мыслим.(Вовенарг)
 

Ad

: Амӑшӗ хӗрӗ валли каччӑ шырать

11.04.2011 15:4910977 viewsEdit Delete
Кашни амӑшӗн ӗмӗчӗ - ачисене телейлӗ пултарасси. Манӑн та хӗрӗме телейлӗ тӑвас килет, ҫавӑнпа ун валли каччӑ шырама Интернета тухрӑм. Пӗрре те шӳтлеместӗп. Манӑн хӗрӗм - илемлӗ, ӗҫчен, тирпейлӗ, ӑслӑ, пултаруллӑ,ырӑ кӑмӑллӑ, ӑста алӑллӑ,вӑл пӗҫернӗ апата ҫисен чӗлхене ҫӑтса яма пулать. Кашни ӗҫе тӗплӗ тӑвать, йывӑрлӑхра пулӑшма яланах хатӗр,ҫынпа калаҫма пӗлет, ҫавӑнпа ӑна ялта та, вӗреннӗ ҫӗрте те, ӗҫӗнче те яланах ырлаҫҫӗ. Университетра 5-мӗш курсра вӗренет, ҫав вӑхӑтрах ҫур ставкӑпа ӗҫлет те. Ӗҫӗ чӑвашлӑхпа ҫыхӑннӑ. Хӗрӗм хулари пурнӑҫа килӗштермест, яла юратать. Мӗнле идеалла хӗр ку теҫҫӗ пуль пӗрисем... Кашни амӑшӗшӗн хӑйӗн чӗппи чи лайӑххи теме пултараҫҫӗ теприсем. Чӑваш хӗрӗсем чылайӑшӗ ҫакӑн пек мар-и вара теме пултаратӑп эпӗ сире хирӗҫ. Манӑн пӗр хӗр кӑна мар, анчах та хальлӗхе ыттисен йӗркеллех-ха. Кӑна мӗн пулнӑ-ши тетӗр пуль? Пулнӑ ҫав. Хӗрӗмӗн савнийӗ - ял каччиех, ниҫта та ӗҫлемест (хушӑран шапаша кайса килкелет), ӗҫет, туртать, техникумран та вӗренсе тухаймарӗ, кӑмӑлӗ енчен - хамӑн куҫ умӗнчех ӳснӗ те -аванах мар, ӗҫсен йӗрки ҫукрах.. Ну, калӑр-ха, нивушлӗ манӑн пӗлсе тӑрсах ҫак каччӑпа ҫемье ҫавӑрттармалла ачама? Мӗн нуша курма? Шухӑшласа пӑх тесе калакаланӑ эпӗ хӗрӗме, анчах унпа ан ҫӳре тесе хытарса каламан. Кам пӗлет, тен, кайран хама айӑплаҫҫӗ тенӗ. Ҫак кунсенче хӗрӗм: "Савӑн, анне, тек унпа ҫӳреместӗп",_ терӗ. Ку сӑмахсене пӗр хутчен ҫеҫ каламан мана хӗрӗм, ҫавӑнпа ним тӑхтаса тӑмасӑр ӗҫе пуҫӑнас терӗм. 22-ре ман хӗрӗм. паллах, пӗччен пулмалла мар унӑн. Хамӑр ялта халиччен тепринпе ҫӳренӗ пирки тек никампа та калаҫас ҫук-ха вӑл. Тӗрӗссипе, ӗҫмен-туртман каччӑ ҫук та темелле кунта. Вӗреннӗ ҫӗрте пӗтӗм хӗр. Ӑҫта тупмалла-ха йӗркеллӗ каччӑ? Ӑҫта ҫӳрет-ши ун валли турӑ ҫырни?.. Пулӑшӑр-ха!!!
 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
[Comments (31)]

Comments:

Атл // 6113.5.1789
2011.04.15 16:51
3-мĕш, 4-мĕш арăм пуян ханăн пулма хатĕр -и Сирĕн хрьсем?
Видео пăхăр - БУЛгАРсем ÿкернĕ
Ан васкр - Рай кĕтет ЧУВаш хĕрĕсене - пуян БУЛгАР каччисем.
Аслă арăмăн тарçисем пулма хатĕр-и сирĕн хрьсем?
Мĕн кĕтĕ урăх чăваша?
2011.04.15 17:00
Cилюка Валери çырнă:
Камран кам çуралассине ашшĕпе амăшĕ кăна курма пултараç, çамрăксем юратупа суккăр.

Ашшĕпе амăшĕн ĕмĕчĕ - ачисем хăвăртрах, çамрăк пулмасăр, вăсĕн пек ватă çын пулччĕр-и :).
Саня матки Валерикки // 2356.10.7329
2011.04.15 17:51
Чăваш ăрăвне-йăхне,ЮННЕ пĕтĕм тĕнче илтмелле кăшкăрса АМĂШĔ хурахлатни пулăшас çук.Ялта спирт,сăмакун сутакансене хирĕç вăрçа тухмалла.Кашни каччăн "стержень" текенни çирĕп мар.Вĕсене пулăшас тесе тăрмашмалла.Ур çын пурнăç çине урăхла пăхĕ.Вара ирсĕр яш та аванланĕ.
2011.04.15 19:01
Мĕн акан,çав шăтать -тесе каласшăнчĕ. Генофонд çинчен те амăшĕ тĕрĕс çырать. Питĕ маттур хĕрарăм!
Саня матки Валерикки // 1689.2.6511
2011.04.18 17:45
Админ! "Единая Россия" партинчен пулăшу ыйтмалла!Ма ман сăмаха илтместĕн, вуламастăн?
Саня матки Валерикки // 1689.2.6511
2011.04.18 18:19
"Единая Россия" партинчен пулăшу ыйтса пахмалла АМĕШНЕ.Ман шутпа çакăн пек хуйăха вĕсем ăнланмалла!
Саня матки Валерикки // 1689.2.6511
2011.04.18 18:28
Пĕр хĕрарăм, чиперĕм!Ятсăр майра!Ыр пикене,хитре хĕре,лайăх чăваш хĕрарăмне сăмах çитейми калăттăм,ÿксе:"Тав чăваш Туррине сана мана панăшăн!",-тесе калăттăм.
Амăшĕ // 9035.7.0620
2011.04.18 20:57
Валерикки хăтам, мĕншĕн халĕ те лăпланаймастăн? Сана хуравланисене Админ кунта темшĕн çырмасть. Мĕн тăвăн, вăл редактор. Тен, майĕпен эсĕ те лăпланăттăн. Аттук, ытла та чĕрÿ патне илнĕ-çке эсĕ манăн тĕнче илтмелле кăшкăрнă сăмахăмсене.
Пер херарам // 3364.11.5304
2011.04.18 21:56
Валерик хăта, эп майра мар, эс мана мĕн каласшăн пулнине ăнланмарăм,шухăшна уçăмлăрах çыр,хăтаçăм.
Амăшĕ // 3628.4.3008
2011.04.18 22:51
Мĕнлерех хисеплеççĕ чăваш арçынĕсем хĕрарăмсене - ку йăлтах çакăнта çырнинче курăнать...

Pages: [1], 2, 3, 4

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters