Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 -2.7 °C
Я знаю, что я ничего не знаю.(Сократ)
 

Ad

: Амӑшӗ хӗрӗ валли каччӑ шырать

11.04.2011 15:4910981 viewsEdit Delete
Кашни амӑшӗн ӗмӗчӗ - ачисене телейлӗ пултарасси. Манӑн та хӗрӗме телейлӗ тӑвас килет, ҫавӑнпа ун валли каччӑ шырама Интернета тухрӑм. Пӗрре те шӳтлеместӗп. Манӑн хӗрӗм - илемлӗ, ӗҫчен, тирпейлӗ, ӑслӑ, пултаруллӑ,ырӑ кӑмӑллӑ, ӑста алӑллӑ,вӑл пӗҫернӗ апата ҫисен чӗлхене ҫӑтса яма пулать. Кашни ӗҫе тӗплӗ тӑвать, йывӑрлӑхра пулӑшма яланах хатӗр,ҫынпа калаҫма пӗлет, ҫавӑнпа ӑна ялта та, вӗреннӗ ҫӗрте те, ӗҫӗнче те яланах ырлаҫҫӗ. Университетра 5-мӗш курсра вӗренет, ҫав вӑхӑтрах ҫур ставкӑпа ӗҫлет те. Ӗҫӗ чӑвашлӑхпа ҫыхӑннӑ. Хӗрӗм хулари пурнӑҫа килӗштермест, яла юратать. Мӗнле идеалла хӗр ку теҫҫӗ пуль пӗрисем... Кашни амӑшӗшӗн хӑйӗн чӗппи чи лайӑххи теме пултараҫҫӗ теприсем. Чӑваш хӗрӗсем чылайӑшӗ ҫакӑн пек мар-и вара теме пултаратӑп эпӗ сире хирӗҫ. Манӑн пӗр хӗр кӑна мар, анчах та хальлӗхе ыттисен йӗркеллех-ха. Кӑна мӗн пулнӑ-ши тетӗр пуль? Пулнӑ ҫав. Хӗрӗмӗн савнийӗ - ял каччиех, ниҫта та ӗҫлемест (хушӑран шапаша кайса килкелет), ӗҫет, туртать, техникумран та вӗренсе тухаймарӗ, кӑмӑлӗ енчен - хамӑн куҫ умӗнчех ӳснӗ те -аванах мар, ӗҫсен йӗрки ҫукрах.. Ну, калӑр-ха, нивушлӗ манӑн пӗлсе тӑрсах ҫак каччӑпа ҫемье ҫавӑрттармалла ачама? Мӗн нуша курма? Шухӑшласа пӑх тесе калакаланӑ эпӗ хӗрӗме, анчах унпа ан ҫӳре тесе хытарса каламан. Кам пӗлет, тен, кайран хама айӑплаҫҫӗ тенӗ. Ҫак кунсенче хӗрӗм: "Савӑн, анне, тек унпа ҫӳреместӗп",_ терӗ. Ку сӑмахсене пӗр хутчен ҫеҫ каламан мана хӗрӗм, ҫавӑнпа ним тӑхтаса тӑмасӑр ӗҫе пуҫӑнас терӗм. 22-ре ман хӗрӗм. паллах, пӗччен пулмалла мар унӑн. Хамӑр ялта халиччен тепринпе ҫӳренӗ пирки тек никампа та калаҫас ҫук-ха вӑл. Тӗрӗссипе, ӗҫмен-туртман каччӑ ҫук та темелле кунта. Вӗреннӗ ҫӗрте пӗтӗм хӗр. Ӑҫта тупмалла-ха йӗркеллӗ каччӑ? Ӑҫта ҫӳрет-ши ун валли турӑ ҫырни?.. Пулӑшӑр-ха!!!
 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
[Comments (31)]

Comments:

Mama // 4181.36.9515
2011.04.13 21:28
Турă çырни алăк патнех килет теççĕ-ха.Ман йăмăксем юлташĕсем паллаштарнипе качча тухрĕç,ача-пăчаллă, çемьере телейлĕ.Йĕркеллĕ каччăсене харсăр хĕрсем наччасрах хăйсене качча илтереççĕ çав. Юлашки вăхăтра хĕрсем ячĕшĕн качча кайма васкамаççĕ. Володя та тур çырнине тупайман курăнать, е çемьере телейсĕр...
2011.04.13 21:47
Манăн ывăлăм 16-ра çеç, тăванăмăрсем хушшинче шырăм-ха.
Эсир Паллашу уйрăмĕнче качча шырарăр-и? http://forum.chuvash.org/cgi-bin/ikonboard.cgi?act=ST;f=17;t=1326
Mama // 3438.90.4143
2011.04.14 07:26
Кил сиктерсе мар, кашни килтех.Лайăх вĕреннĕ ачасем пурте хулана тарса пĕтрĕç.
Амăшĕ // 1824.13.4851
2011.04.14 08:16
Пĕр хĕрарăм, эсĕ туйса илнĕ: эпĕ чăнах та "18 качча кайнисен" шутне кĕретĕп, çавăнпа манăн хĕрĕмсене хам пек шăпаллă пултарас килмест. Тÿрех телейлĕ пулччăр!
Пирĕн ялта та Шупашкар хĕрĕ çемье çавăрнă, ĕнине те сăвать, хуçалăхри пĕтĕм ĕçсене пурнăçлама пултарать. Упăшки çеç типме пĕлмест, арăмне те, ачисене те хисеплени курăнмасть...
Амăшĕ // 1824.13.4851
2011.04.14 08:24
Володя! "Хĕрÿ 22 çула çитнĕ. Çак вăхăтра çемье туса ача çуратмалла. Хăв ухмахне халăха ан кăларсамччĕ!"- тетĕн эсĕ. Кам ухмахла сăмахлать-ши кунта? Амăшĕ хĕрĕн телейĕшĕн пăшăрханни ухмахланни шутланмасть тесе шутлатăп.Тĕрĕс калать пĕр хĕрарăм;"Володя чăн чăваш арçынĕ пек çынна хăртма çеç пĕлен пулмалла"
Пер херарам // 4037.68.5041
2011.04.14 11:59
Чимĕр-ха, ялта çуралнă авланмалли каччăсенчен ĕçкĕпе иртĕхменнисем нумайрах вĕт ĕнтĕ.Вĕсене те пулин хулана вĕренме кайсан хула хĕрĕсем çавăрса илеççĕ те вĕçертмеççĕ.
Ман хамăн ывăлсене тем пек ялти сăпай та ĕçчен хĕрпе пĕрле тăвас килет те темле çав...Амăшĕ,эс маттур,маххă ан пар,( эп те чăваш чĕлхи вĕрентетĕп.)
Саня матки Валерикки // 2040.1.2039
2011.04.14 17:16
Чаплă амăшĕн чаплă хĕрĕ епле-ха вара путсĕр каччăн савнийĕ пулма пултарнă? Хуйăхăра çын çине кăларса пулăшу ыйтни лайăх ĕнтĕ вăл,тăхлачă. Ийя,ийя... "Наши победят!","Ура!",тесе малалла талпăнăр,тăхлачă.Ийя.Иртĕ хуйăху,куçăра ан шывлантарăр.Ийя çав.
Пер херарам // 6000.4.2356
2011.04.14 20:47
Саня матки Валерикки,сана хăта темелле-ши,тăхлачă темелле-ши,
хĕр чух хĕрĕх теççĕ,путсĕр каччи вăл çав шутран,эс палхар-суварсем çинчен калаçнă чух ытлаванçын пекех туйăнан, хĕрарамсемпе калаçнă чух вĕсене хисеплени сисĕнмест...
Амăшĕ // 1150.49.8422
2011.04.14 22:13
Тимĕрке Митяйĕн канашĕпе "Паллашу кĕтесне" кĕрсе пăхрăм. Каçарăр , унта кулса-шÿтлесе çеç çыраççĕ тесе шутланăччĕ. Страницăран страницăна куçрăм та -- эпир пурте пĕлекенсем те пур иккен унта.Валерикки, эсĕ вĕсенчен те куласшăн-и? "Несовременнăй" çын-им эсĕ? Кайса кил-ха "Паллашу кĕтесне" разведкăна, ан ÿркен.
2011.04.14 23:48
Амăшĕн шухăшĕпе ма килĕшмелле мар,тавлашакансем те пур тата. Ачасен пуласлăхĕшĕн малтанах шутламалла,каччине те,хĕрне те суйламалла. Пĕлсе тăрса хĕре юлхава качча пани мĕн тени пулать ?Камран кам çуралассине ашшĕпе амăшĕ кăна курма пултараç, çамрăксем юратупа суккăр.

Pages: 1, [2], 3, 4

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters