Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +1.3 °C
Ибо не знают они, что много дурных, мало хороших.(Гераклит Эфесский)
 

Ad

: Диплом ӗҫне - укҫалла! Ҫыраканӗ - хӑйне вӗрентекен....

01.05.2011 21:333540 viewsEdit Delete
Пире ачаранах тӑван чӗлхене юратма, ӑна хисеплеме вӗрентеҫҫӗ. Анчах ҫакӑ темшӗн пирӗн чун-чӗрене кӗрсе вырнаҫмасть. Килтен тухса автобуса ларсанах чӑваш чӗлхине манса каятпӑр. Пӗли-пӗлми, чӗлхене хуҫа-хуҫа вырӑсла пуплеме тытӑнатпӑр. Чӑвашпа чӑваш вырӑсла калаҫма тытӑнать...
Халӗ чӑваш чӗлхине аталантарассишӗн, ӑна пӗтме парас мар тесе темӗн те тума тӑрӑшаҫҫӗ, анчах усси ҫукрах-ха. Калаҫнипех ирттерсе яраҫҫӗ. Витӗмлӗ ӗҫсем ҫав-ҫавах курӑнмаҫҫӗ-ха. Аслӑраххисем тӑван чӗлхепех калаҫаҫҫӗ-ха, анчах ҫитӗнекен ӑру шухӑша ярать. Пӗр шухӑшласан тӗлӗнсе каймалла - чӑваш ялӗсенчи ача сачӗсенче мероприятисене вырӑсла ирттереҫҫӗ! Сӑлтавӗсенчен пӗри паллӑ-ха: вырӑсла сценарисене интернетран тупма ансатрах. Анчах капла эпир хамӑр чӗлхене ача садӗнчех путарма пуҫлатпӑр-ҫке.
Шкулта та чӑваш чӗлхине аталантарасси ячӗшӗн кӑна пулса пырать: урок тулашӗнчи мероприятисем пурте вырӑсла иртеҫҫӗ. Стена хаҫачӗсене те вырӑсла кӑлараҫҫӗ. Юрать-ха ҫулталӑкра пӗрре чӑваш чӗлхи эрни иртет. Вӗрентекенсем ачасене чӑвашла вӗрентме ҫӑмӑл мар тесе нӑйкӑшаҫҫӗ, вӗренекенсем кӗнеке вуламанни пирки те асӑнаҫҫӗ. Ку тӗрӗс ӗнтӗ. Анчах ҫак лару-тӑруран тухмалли кӑсӑклӑ меслет тупнӑ вӗсем: сочиненисене кӗнекесемпе усӑ курса ҫырма сӗнеҫҫӗ. Сочиненисен пуххисене хӑйсемех илсе параҫҫӗ. Ҫапла хӑтлансан ӑҫтан пирӗн тӑван чӗлхе аталантӑр, ачан тавра курӑмӗ пуянлантӑр? Тӑван халӑх культурине пӗлмен ача амӑшӗн чӗлхине хисеплеме пуҫласси нихӑҫан та пулмӗ.
Ҫамрӑксенчен чӑваш ҫыравҫисен хайлавӗсем ҫинчен ыйтсан вӗсенчен пӗр-иккӗшӗ кӑна хуравлӗ, «Хура ҫӑкӑр», «Сӗве Атӑла юхса кӗрет», «Таната» романсен авторӗсене тӗрӗс асӑнма пултарӗ. ЧПУ чӑваш филологи уйрӑмӗнче вӗренекен студент вулавӑшра Марфа Трубина вырӑнне «Турбина» ҫырнӑ «Ача чухнехи» кӗнекине ыйтнӑ. Ҫакна илтнӗ библиотекарӗн куҫӗ чутах ҫамки ҫине хӑпарса ларман. Вӑл, хӑй те ҫак уйрӑмран вӗренсе тухнӑскер, тата нумай каласа тӗлӗнтерчӗ.
Студентсем пирки сӑмах пуҫларӑм пулсан ҫакна та асӑнас килет. Диплом ӗҫӗ ҫырма вӑхӑт ҫитеспе вӗрентекенсем студентсем хыҫҫӑн чупма пуҫлаҫҫӗ. Мӗншӗн тетӗр-и? Диплом ӗҫне укҫалла илтерессишӗн! Тӗлӗнмелле вӗт. Пӗр студентпа калаҫни аса килчӗ: “Пӗрле вӗренекенсенчен 11-шӗ хатӗр диплом ӗҫӗсене туянчӗҫ, эпӗ хамах ҫырас терӗм. Ҫакӑ манӑн вӗрентекене килӗшмерӗ. Вӑл ытти студентсене: «Кам хӑй ҫырать, унӑн ӗҫне «4» паллӑран пысӑка хакламаҫҫӗ», - тесе систерсе хунӑ. Ҫакӑ мана пырса тивнине тӳрех ӑнлантӑм. Ҫапах маншӑн хам тӗпчесе ҫырнӑ ӗҫ «5» паллӑран та хаклӑ. Диплом проекчӗпе тӑрмашнӑ вӑхӑтра маларах пӗлменнине тата нумайрах тупма пултартӑм, хам валли ҫӗнӗлӗхсем уҫрӑм». Хайхискерӗн ӗҫне, малтан систернӗ пекех, «4-ран» ҫӳлерех хакламан. Ҫапах вӑл ҫакӑншӑн кулянни сисӗнмерӗ. Чӑваш уйрӑмӗнче вӗренекен диплом проектне ҫырса хӳтӗлеймесен каярахпа ачасене мӗнле пӗлӳ пама пултарӗ-ши? Вӑл чӑвашлӑха аталантарма вӑй-хӑват ҫитерӗ-ши?
«Халь ют чӗлхе вӗренни вырӑнлӑрах», - тенине нумайӑшӗнчен илтме тӳр килет. Хирӗҫлеме сӑлтав ҫук. Анчах та асатте-асанне чӗлхине юратман ҫын юттине парӑнтарайӗ-ши? Ҫук, пирӗн чӗлхе «мӗскӗн» мар. Ӗлӗкех тӗпченӗ ӑна, унӑн сасӑ тытӑмӗнчен тӗлӗннӗ. Пирӗн вара мӗншӗн чӗлхепе культура ҫине тӳнтер енчен пӑхмалла?
Ҫӗнӗлӗх енне ӑнтӑлса аваллӑха манар мар, чӑваш ятне ҫӳле ҫӗклеме пултарнӑ, ҫутта кӑларнӑ сӑнсене чунра упрар. Тӑван чӗлхене хисеплеме вӗренер. Пирӗн чӑваш чӗлхи мӗн тери пархатарлӑ, тӑван культура мӗн тери пуян. Шел, ҫакна эпир ӑнланасшӑн мар.

Ҫӑлкуҫ: http://hypar.ru/nws/show/58/10407/index.php?id=s011900172753
 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
[Comments (1)]

Comments:

2011.05.04 12:16
Аксар Чунтупай
Пĕтрĕ пĕлÿлĕх системи....

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters