Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 -2.7 °C
Любовь живет обманом, а дружба - откровенностью.(Оноре де'Бальзак)
 

Ad

Аçтахар Плотников: Туптанӑ эрешсем пирки

Аçтахар Плотников03.06.2011 20:145281 views
Хулара туптаса тунӑ картасем нумай курӑна пуҫларӗҫ — чӑн та илемлӗ курӑнаҫҫӗ ӗнтӗ. Шел те, хитрелӗх хыҫҫӑн кайса пӗр япала пирки вӗсем манса каяҫҫӗ — оригиналлӑх вӗсенче ҫук. Кукӑртса, ҫавӑрса туптаҫҫӗ те — ӗҫӗ пӗтнӗ теҫҫӗ. Анчах та унашкал эрешсем хуть Шупашкарта, хуть Мускавра, хуть Кейӳ хулинче — пур вырӑнта та пӗрешкел.
Чӑваш ерешӗсене усӑ курса тунӑ тимӗр картасем те пур — вӗсем чӑнах та ют хуласенчен килнисемшӗн кӑсӑклӑ (ара, вӗсем патӗнче унашкалли ҫук-ҫке). Ӳкереҫҫӗ, кӑсӑкланаҫҫӗ.
Шупашкара чӑнах та туристсене ытларах йыхӑрас килет пулсан — пирӗн тӑрӑхра ытти хуласенче тӗл пулманни мӗн те пулин пулмалла. Агрегат савучӗ пӗр вӑхӑт карталамалли илемлӗ эрешсем шӑратса кӑларатчӗ — вӗсем хулара халь те пур-ха («Чувашия» хӑна ҫурчӗ патӗнче, хӑш-пӗр кӗперсем ҫинче тӗл пулаҫҫӗ), анчах та кӑларма пӑрахнӑран, тата хакла ларнӑран пуль, нумайланмӗҫ, вӑхӑт иртсен пӑрахӑҫланӗҫ. Туристсене пирӗн хулапа кӑсӑклантарма музейсемпе тӗрлӗ вырӑнсем пулни ҫеҫ ҫителӗксӗр ман шутпа — ахаль вырӑнсене те уйрӑмлатса, оригиналлӑлатса тухмалла. Ҫав шутра туптаса тунӑ тимӗр картасенче чӑваш эрешӗсене ытларах усӑ курни те вырӑнлӑ.
//паллах, эрешне епле тӑвасси — саккаслакантан килет...
 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
[Comments (3)]

Comments:

2011.06.04 09:43
Аксар Чунтупай
Пит аван шухăш. Ку ыйтăва хула администрацийĕнче çĕклемелле. Депутатсем патне тухмалла...
Атл // 1010.67.8144
2011.06.04 21:41
Есть общество цыган в республике - они мастера -кузнецы..И наши -мастера, рядом был Васильсурск, где лучшие колокола России делались руками предков наших тоже.
Даже лучшая ярмарка в Европе была когда-то там, позже перевели в Нижний Новгород.
2011.06.05 10:46
Аçтахар Плотников
Тимĕрçисем пур-ха, ăстасем çук мар. Ман хамăн крестнăй та тимĕрçĕ (пенсире халь). Сăмахĕ вĕсем (тимĕрçсем) тунă картасем пирки.

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters