Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 -8.7 °C
Время есть мысль или мера, а не сущность.(Антифонт)
 

Ad

marusya: Юратупа туслӑх

marusya10.05.2012 16:033951 views
Туслӑхпа юрату.
Туслӑхпа юрату ҫут тӗнчене ҫынпа пӗрлех килнӗ теҫҫӗ. Темиҫе ҫӗр ӗмӗр каяллах ҫынӑн пурнӑҫӗ юратупа туслӑх ҫинче тытӑнса тӑрать. Этем пӗтӗм ӗмӗр тӑршшӗпех кампа та пулин туслашса пурӑнать. Анчах пурте туятпӑр- и, ӑнланатпӑр- и- ха ҫак туйӑмсене?
Туслӑх кашнине кирлӗ, ӑна нимӗнпе те улӑштарма ҫук. Тус- юлташ пулмасан эпир хамӑра ҫунатсӑр туятпӑр. Туссем- ҫывӑх, пӗр пӗрин шухӑшне ӑнланакан ҫынсем. Ӑна чӗрери вӑрттӑнлахсене, шухӑшсене уҫса паратӑн, шанатӑн, ӗненетӗн. Тус тупнӑ чухне ҫын хӑй пекрех ӑнланакана, шухӑшлакана, ӑс- хакӑлпа пӗр шайра тӑракана шырать, тӗл пулать, тупать. Ҫавӑн пек тус шанчӑклӑ та, тавҫӑруллӑ та
«Тус ҫук пулсан, тупма тӑрӑш, тупсан упрама тӑрӑш»,- тенӗ ваттисем.
Тус тупма ҫӑмӑлах мар. Ӑна тупсан, упрама та йывӑртарах. Ҫавӑнпа та кашни ҫынӑн, хӑйӗн тусӗ валли пур енчен те тӗрек пулмалла. Вара ҫак туслӑх чи ҫирӗппи, чи вӑйли пулӗ. Ӑна никам та аркатаймӗ… Пур ҫын та туслӑхпа юрату ытамӗнче пулса курнӑ пулӗ. Ҫут ҫанталӑк парнеленӗ сӑваплӑ туйӑмсенчен тарса хӑтӑлма ҫук. Юратупа туслӑх- этем пурнӑҫӗнче чи вӑйлӑ, чи хӑватлӑ, ҫав вӑхӑтрах чи кирлӗ туйӑмсем. Ҫак туйӑмсене ҫӗр ҫинче пурӑнакан кашни ҫынӑн упрама пӗлмелле.
Ҫапла ҫаврӑнать юрату тытса тӑракан пурнӑҫ кустӑрми. Ҫынна сӑн- пит хитрелӗхшӗн кӑна юратмаҫҫӗ. Чи кирли- вӑл чун илемӗ. Тантӑшсем хушшинче нимрен те палӑрса тӑманнин кӑмӑлӗ ытарма ҫук лайӑх пулма пултарать, теприн- пукане пек чипер хӗрӗн- чунӗ чӑлах, ултавпа тулса ларнӑ. Ҫакна асра тытмалла ҫамрӑк ҫынсен
Юрату ҫын хӑйне юратнипе мар, тепӗр ҫынна юратнипе ҫирӗп. Ху килӗштерекен эгоист туйӑмла ҫынна юратни час- часах ҫемъе арканни патне илсе ҫитерет е пӗр- пӗр инкек авӑрне илсе кӗрсе ӳкерет.
Пурнӑҫ пуҫланнӑ пекех юрату та аннеренех пуҫланать. Ҫак чи хаклӑ ҫыннӑмӑра юратнинчен вара, чи сӑваплӑ туйӑмсем ҫуралаҫҫӗ. Аннерен куҫнӑ юратупа, пӗчӗк ҫын тӑван тавралӑха, кил- йыша, тус- тантӑша, ҫупӑрлать. Ҫак туйӑм юратнӑ ҫыншӑн ырӑ ӗҫсем тума хавхалантарать. Яшлӑх картине кӗрсен вара хӗрпе каччӑ хушшинче илемлӗ те асамлӑ туйӑм вӑранать. Икӗ юратнӑ чӗре пӗрлешсе йӑва ҫавӑрсан- ҫӗнӗ пурнӑҫ пуҫланать…
Фадеева Аня
ЧППУ студентки
 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters