Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +8.3 °C
Музыка не может мыслить, но она может воплощать мысль.(P. Вагнер)
 

Ad

Аçтахар Плотников: Heroes of Might and Magic V

Аçтахар Плотников09.10.2006 16:014032 views
Кунта пӗри чӑвашла ытларах ҫыр тесе ыйтатчӗ. Мӗнех, чӑвашла ҫырса кӑтартам-ха вара :)

Шӑматкун эпӗ ӑна туянтӑмах. Вӑйӑ тухнӑранпа нумай вӑхӑт иртнӗ-ха ӗнтӗ, ҫавӑнпа та ҫӗнӗ япала ҫинчен ҫырасси пулмасть...

Мӗн каласшӑн-ха эпӗ ку вӑйӑ ҫинчен. Хӑш-пӗрисене вӑл килӗшмен пулсан мана килӗшрӗ. Кӑштах пур ӗнтӗ, килешменни, анчах та пӗтӗмӗшле чӑнах та килӗшрӗ.

Мӗн килӗшмерӗ:
* Видеосенче сӑнарсем калаҫаҫҫӗ, анчах вӗсен ҫӑварӗ уҫӑлмасть.
* Шӑшипе усӑ курнӑ чухне питӗ асӑрхануллӑ пулмалла. Питӗ тӗл пусмалла, унсӑр пуҫсӑр йӑнӑшасси аякра мар.
* Ҫапӑҫусенче камерӑна пӗр тӗлте ҫыхса хунӑ. Ӑна пула хӑш-пӗр енчен, сан пӑхас килнӗ енчен ӗнтӗ, пӑхма май ҫук.
* Темшӗн питӑ нумай пысӑклатнӑ хыҫҫӑн (камера ҫӳле хӑпарсан ӗнтӗ), ман компьютер кӑштах чарӑна-чарӑна ӗҫлеме пуҫлать.
* Хӑрушкасем вилнӗ чухне пӗр енлӗ кӑна вилеҫҫӗ. Енчен те темиҫе тӗрлӗ ӳксе вилнӗ пулсан ман шутпа интереслӗрех пулӗччӗ.
* Хӑрушкасем пӗр вырӑнта тӑраҫҫӗ. 4 серийӗнче вӗсем утса ҫӳрени питӗ интереслеччӗ.
* Эх... хулисем тата мана килӗшмерӗҫ. Вӗсем пурте пӗр пек. Пер типлисем ӗнтӗ. Хула патенче юханшыв ҫук пулсан та шала кӗретӗн те... унта юханшыв... Юрать-ха, ҫапӑҫу хирӗнче тавралӑх улшӑнать.

Мӗн килӗшрӗ:
* 4 серийӗпе танлаштарсан хӑвна темле питӗ вӑйлӑ пек туймастӑн. Леш серийӗнче пӗрре те выляма интереслӗ марччӗ.
* Кашни ҫара лайӑхлатма пулать.
* Паттӑрсем чӑнах та вӑйлӑ.
* Хӑрушкасене хитре ӳкернӗ.

Халлӗхе ӑнланса ҫитереймерӗм-ха:
* Паттӑрсем хӑйсем ҫапӑҫмаҫҫӗ. Ку те лайӑх, те япӑх...
* Хӑрушкасем паттӑрсемсӗр ҫӳремеҫҫӗ. Тен лайӑх та пулӗ. Малтан хӑрушкасене хӑйсене яма пулатчӗ... халӗ вара паттӑрсӑр пуҫсӑр ҫӳремеҫҫӗ.
 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters