Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 -2.7 °C
Одно зеркало важнее целого ряда портретов.(В. Менцель)
 

Ad

«Хыпар»: Ӗмӗр-ӗмӗр асра

«Хыпар»09.05.2013 10:495089 views

Ҫӗр-шыв историйӗнчи манӑҫми ҫутӑ та сӑваплӑ кун мӗн чухлӗ аяккарах кайса пырать, унӑн пӗлтерӗшӗ ҫавӑн чухлӗ ӳснӗн туйӑнать. Таса тӳпере хура хӗреслӗ самолетсем вӗҫме тытӑнсан, нимӗҫ фашисчӗ таканлӑ аттипе пирӗн ҫӗр ҫине ярса пуссан, хула-ял ҫийӗн пушар ҫулӑмне ҫӗклесен, чи хӑрушши - ватти-вӗттине шеллемесӗр вӗлерме пуҫласан совет халӑхӗ тӑшмана хирӗҫ кар тӑнӑ. Орден-медаль илӗртмен вӗсене, чап шыраман, ҫӑмӑллӑх пирки шухӑшламан ҫав самантра. Пӗр тӗллевпе пӗтӗҫсе фашистсене аркатнӑ, рейхстаг ҫийӗн Ҫӗнтерӳ ялавне вӗлкӗштернӗ.

Чӑваш Ен те Ҫӗнтерӳ кунне ҫывхартассишӗн пысӑк тӳпе хывнӑ. Вӑрҫӑн малтанхи кунӗсенчех республикӑра пурӑнакан 2500 ҫын, вӑл шутра 400 хӗрарӑм, хӑйсен ирӗкӗпе фронта кайма хатӗррине пӗлтернӗ. Халӑх ополченийӗн ретне 6 пин ҫынна яхӑн ҫырӑннӑ, вӗсенчен чӗрӗкӗ - хӗрарӑмсем. Чӑваш Енре 9 дивизи йӗркеленнӗ, кашниех паттӑрлӑхпа палӑрнӑ. Вӑл шутра - стрелоксен легендарлӑ 324-мӗш дивизийӗ те. Ҫав ҫулсенче Чӑваш Енрен 208 пин ҫын мобилизаци йӗркипе ҫара кайнӑ, вӗсенчен 106 пинӗшӗ ҫапӑҫусенче пуҫ хунӑ. Вӗсем ҫӗнтерӗве ҫывхартассишӗн пурнӑҫне шеллемен. Вӑрҫӑран таврӑнайманнисен йышӗнчен ҫурри хыпарсӑр ҫухалнӑ.

Фронтра паттӑрлӑх кӑтартнӑшӑн 54 пин ентеше орден-медальпе чысланӑ. 71 ҫынна /ҫак шутра 19-ӗшне вилнӗ хыҫҫӑн/ Совет Союзӗн Геройӗн ятне панӑ. Вӗсенчен 51-шӗ 28 ҫула та ҫитмен. Кунсӑр пуҫне республика тулашӗнче ҫуралса ӳснӗ тата пурӑннӑ 22 чӑваш хисеплӗ ҫак ята илнӗ. Чӑваш Енри 11 фронтовик - Мухтав орденӗн тулли кавалерӗ. «Берлина илнӗшӗн» медальпе 3261 ҫынна наградӑланӑ. Чӑваш ҫыннисем нимӗҫ фашисчӗсене хирӗҫ Беларуҫ, Польша, Итали ҫӗрӗсенче йӗркеленнӗ партизан отрячӗсенче те ҫапӑҫнӑ.

Тылра лӑш курмасӑр тӑрӑшнӑ ентешсен ӗҫне те пысӑка хурса хакламалла. 400 ытла ҫын промышленноҫра, транспортра тата ял хуҫалӑхӗнче малта пынӑшӑн орден илнӗ. 120 пин ытла ҫынна «1941-1945 ҫулсенче Тӑван ҫӗр-шывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче хастар ӗҫленӗшӗн» медальпе чысланӑ. Пирӗн халӑх чӑннипех мухтава тивӗҫлӗ. СССР Патшалӑх оборона комитечӗн хушӑвӗпе килӗшӳллӗн Сӑр тӑрӑхӗнче те хӳтӗленӳ ӗҫӗсем тунӑ - окоп-блиндаж чавнӑ. Унта куллен 85 пин ҫынран кая мар ӗҫленӗ. Вӗсен 70 проценчӗ хӗрарӑмсем пулнӑ.

Чӑваш Ен ҫыннисем салтаксене ӑшӑ тумтирпе, апат-ҫимӗҫпе пулӑшнӑ. Пуҫтарнӑ укҫапа икӗ бронепуйӑс, «Чӑваш Осоавиахимӗ» ҫар самолечӗсем, «Чӑваш комсомолӗ» самолет эскадрилйи, «Чӑваш Ен тракторисчӗ» тата «Чӑваш Ен колхозникӗ» танк колоннисем йӗркеленӗ. Вӑрҫӑ ҫулӗсенче Чӑваш ҫӗрӗ 70 пин ҫынна, ҫак шутра 28 пин ачана, хӑйӗн хӳттине илнӗ. 17 госпиталь ӗҫленӗ, вӗсенче 72 пин салтак сипленсе сывалнӑ.

Михаил Шолоховӑн «Вӗсем Тӑван ҫӗр-шывшӑн ҫапӑҫнӑ» романӗнчи Иван Звягинцевӑн витӗмлӗ сӑмахӗсем аса килеҫҫӗ: «Пирӗн ӗҫе нимӗнле ӗҫ кунӗсемпе те виҫеймӗн!» Ҫак ӗҫ 1418 талӑк пынӑ - фронтра та, тылра та. Пирӗн салтак уттине пӗтӗм тӗнче илтнӗ. Мӗншӗн тесен ку тавӑрушӑн ҫунакан ҫынсен утти кӑна мар, Европа халӑхӗсене ҫӑлакан мухтавлӑ ҫынсен утти пулнӑ.

Аслӑ Ҫӗнтерӳ ҫутине ӗмӗр-ӗмӗр упрамалла. Тӑшманпа ҫапӑҫса туптаннӑ Совет Ҫарӗн ҫар опычӗ - малтан тӑшмана тӗп тума, кайран, вӑрҫӑ хыҫҫӑн, ҫӗр-шыва ишӗлчӗкрен ҫӗклеме ӗҫ тата экономика ресурсӗсене мобилизацилемелли опыт паян та вырӑнлӑ. Ҫак опыт реформӑсене пурнӑҫа кӗртекен паянхи Раҫҫей ҫарне, ҫӗр-шывӑмӑрӑн экономикине те пулӑшать. Ҫитӗнекен ӑрӑва, Раҫҫей пуласлӑхне, патриотсен тата паттӑрлӑх тӗслӗхӗсем кирлӗ. Ҫӗнтерӳ ҫути - тӗрлӗ ӑру, тӗрлӗ наци, тӗрлӗ шухӑш-ӗненӳ ҫыннисене пӗтӗҫтерекен иксӗлми вӑй. Ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗ - пӗтӗм халӑх мӑнаҫлӑхӗпе ас тӑвӑмӗн кунӗ, унӑн манӑҫми паттӑрлӑхӗпе ҫирӗплӗхӗн, ӗненӗвӗпе чӑтӑмлӑхӗн символӗ.

Ҫӗнтерӳ кунӗ савӑнӑҫ туйӑмӗпе тулнӑ уяв ҫеҫ мар, вӑл - хурлану та, ас тӑвӑм та. Сӑмахӑма ҫакӑнпа вӗҫлесшӗн марччӗ. Хальтерех кӑна Шупашкар хулинче пурӑнакан М.Николаевран ҫыру ҫитрӗ. «Чун ыратнипе ҫыратӑп, - тет автор. - Эпӗ атте вӑрҫа кайнӑ чухне 9 ҫулта пулнӑ. 1943 ҫулта вӑл вилни ҫинчен пӗлтерни килчӗ. Ҫак сӑмахсене Тӑван ҫӗр-шывӑн Аслӑ вӑрҫинче вилнӗ-ҫухалнисен ячӗпе калатӑп. Вӗсене те чыс тума май тупасчӗ. Ҫӗнтерӳ кунӗнче кӑна вӗсене аса илни ҫителӗксӗр. Пирӗн те, мӑнуксен те атте-асаттен медальне тытса курас килет. Вӑрҫӑра пуҫ хунисен тӑванӗсен те Аслӑ Ҫӗнтерӳ 70 ҫул ҫитни хуйхӑ мар, чӑн-чӑн уяв пек пултӑрччӗ».

Ӑнланатӑп, йышӑнатӑп: чӗре витӗр тухнӑ сӑмахсем кашнин чунне витермелле. Манӑн аттен пиччӗшӗ те, аслӑ лейтенант, пӗр ҫапӑҫура пуҫ хунӑ. Вӑл паттӑрсен вилӗмӗпе вилни ҫинчен килнӗ «хура хутсӑр» пуҫне урӑх нимӗн те юлман асаннен. Хӑй куҫ хупичченех упрарӗ ӑна, каярах аттене парса хӑварчӗ. Халӗ эпӗ упратӑп.

 

Юрий СТЕПАНОВ

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
[Comments (5)]

Comments:

Agabazar // 2567.02.9284
2013.05.10 16:57
Agabazar
Ну мĕн калас пулать? Эпир пурте мухтанине юрататпăр. Апла пулин те вăл çул çине тăмăпăр. Çĕнтерÿ кунĕ пирки, 2-мĕш тĕнче варçи çинчен халиччен пайтах çырнă. Вулакана çатăрласа илес тесен капла кăна çырнипе мая килмест!!! Пур вĕт журналистикăра ИЗЮМИНКА сăмах! Вăт шăпах çавă кирлĕ. Ыттисем мĕн шутлаççĕ-ши?
Игорь Сайман // 3214.17.7523
2013.05.11 21:06
Ятарласа "Тăван çĕршывăн аслă вăрçи" термин пирки. Ытлашши тăскаланчăк. Кулленхи ахаль калаçура унпа çăвартан тислĕк хыптарсан та усă курас çук. Кунашкал "термин" вулаканра та позитивлă туйăмсем çуратас çук. Вара тĕлĕнетпĕр(тĕлĕненçи тăватпăр):"Хаçата ма вуламаççĕ?.."
2013.05.11 21:22
Аçтахар Плотников
«Ятарласа "Тăван çĕршывăн аслă вăрçи" термин пирки. Ытлашши тăскаланчăк.»
Аслă аттелĕх вăрçи вара лайăх-им? «Тăван çĕршывăн аслă вăрçи» — вăл хуть чăвашларах илтĕнет.
Тимӗр // 1462.25.3176
2013.05.11 21:46
Вăрçă тăван çĕршывăн пулма пултарать-и?
Игорь Сайман // 3214.17.7523
2013.05.11 23:31
"Аттелĕх" сăмахпа усă курма 60 çула яхăн каялла Митта Ваçлейĕ сĕннĕ. XX тата XXI ĕмĕрсем ылмашăннă тапхăрта Геннадий Юмарт пропагандăланă.

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters