Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +0.3 °C
Идея это не голая абстракция, а скорее побуждение к действию.(Ален)
 

Ad

Владимир: Ирӗклӗх тата ирӗклӗ сӑмах.

Владимир26.06.2013 15:124494 views

Ирӗклӗхпе ирӗклӗ сӑмах ҫирӗм ҫул ытла алхасать ӗнтӗ. Алхасать. Хутьте мӗн ҫырнине те халӑх ҫине кӑларма май пур. Кирлӗ-и вӑл, е ҫук –и, кама та пулин, ку урӑх ыйту. Ирӗклӗх. Итлес килет- итле, вулас килет - вула, курас килет – кур. Ваттисем ахаль каламан: килӗшмест тӑк, пӑрӑнса ут тенӗ. Суйма ан кансӗрле. Ирӗклӗ сӑмахсӑр ирӗклӗхӗ те ҫук, паллах. Чиновнике те ирӗклӗ сӑмах шӑнчӑрлама пултарать, теҫҫӗ хӑшпӗрисем. Чӑннипе вара ку пайтах урӑхла пулса тухать. Чӑннипе вара вӑрӑпа куштана самай ҫак ирӗклӗ сӑмах ирӗклӗх парать те ӗнтӗ. Мӗнле капла вара тетӗр-и? Мӗншӗн тесен, хаҫатра, телевизорта, радиора кашни кун пекех вӑрӑ –куштансем ҫинчен калаҫҫӗ, вӗсен пурнӑҫне кӑтартаҫҫӗ. Анчах та пӗрне те арестлемеҫҫӗ, тӗрмене хупмаҫҫӗ. Камӑн ҫапла пурӑнас килмест ши вара? Пуринте! Урӑхла каласан: патшалӑхӗ хӑй пире ҫапла пурӑнма хӑнӑхтарать! Хистет. Ҫапла кӑна пурӑнмалла тет!

Этем теме те хӑнӑхать,- тенӗ пӗр литературӑ геройӗ. Паян куран, ыран илтен, виҫмине тӗлӗнме те пӑрахан. Кайран ху та ҫаплах пулса тӑран. Тӗлӗнмелле, цензурӑ вӑхӑтӗнче хаҫатра е телевиденире усал япалана питлессен тюрех прокуратура хаяррӑн ӗҫе тытӑнатччӗ, халӗ вара ирӗклӗх тата законлӑх вӑхӑтӗнче хаҫатри ҫуп-ҫапа никам та тинкермест. Ку кӑна мар, эпир хамӑр та экран ҫинче, е хаҫатра усал тата сӑнсӑр япаласене кӑна тинкерсе шыратпӑр. Питрен сурсан та шӑлӑнатпар та, сурчӑк куҫа ҫимест текелесе малалла утатпӑр. Шутлӑр ха, кам ирӗклӗрех: эпир паянхисем, укҫасӑр никамшӑн та пӗр пус тӑманскерсем, е эпир ӗнерхисем. Астӑватӑр-и, авалхи хаҫатсенче ятарласа колонкӑсем пурччӗ: «Хаҫат ҫырчӗ. Мӗн хуравланӑ?». Хаҫата, е горкома ҫыру ҫырсассӑн пурпӗрех тӗрӗслетчӗҫ, хуравлатчӗҫ. Чиновник чӑнах та халӑхран хӑранӑ. Халӑхран мар пулсан та, горкомран чӗтренӗ. Паян кашни хаҫатра, телепрограммӑсенче тӗрӗсмарлӑхсемпе хӗремесленсе кӗрешеҫҫӗ. Вара? Мӗн те пулин улшӑнчӗ –и? Ҫук. Улшӑнмасть те! Мӗншӗн тесен ирӗклӗх тата законлӑх! Тытман- вӑрӑ мар! Эсӗ пӗр пуслах сӑтӑр ту- сана ҫиӗнчех хупса лартаҫҫӗ, лешӗ миллион вӑрласассӑн та патша пек ҫӳрет. Судпа айӑпланман тет. Эсӗ айӑпласа пӑх-ха уна! Тӗрӗсмарлӑхсемпе кӗрешме ҫуралнӑ ирӗклӗ сӑмах, тӗрӗсмарлӑха хӑй сыхлать паян. Кунӗ-кунӗпе детективсем пӑхса ларатпӑр, унти вӑрӑ-хурахсен пурнӑҫӗпе ӑмсанса. Хаҫатпа телевидени паян ӗлӗкхи пек мар. Куна ан ту, ун пек ан пул, ҫавӑнтан вӗрен темеҫҫӗ. Халӗ кашни хӑйне мӗн килӗшнине суйлать. Мӗн суйлатпӑр ха эпир? Юхан шывран ыйтӑрха: ӑҫталла юхма ҫӑмӑлрах, тӑвалла е анаталла? Вӑт эпир те ҫавӑнталлах. Пӗр эрне хушши пӗри те хаҫат туянмасассӑн, телевизор ямасассӑн, интернета кӗмесессӗн пӗлетӗр и мӗн пулса тухать? Вӗсем пурте хупӑнаҫҫӗ! Мӗншӗн тесессӗн вӗсем пурте пирӗн укҫапа ӗҫлеҫҫӗ. Ӗлӗк патшалӑх кашнине алӑран е ӗнсерен тӑвалла, тасалӑха туртнӑ. Паллах ӗнтӗ, хальхи кун, ҫав воспитани меслетӗсем кулӑшла курнаҫҫӗ. Анчах та ҫын малалла туртӑннӑ! Паян вара, патшалӑх, иксӗмӗре аялалла ӳкме чармаҫҫӗ, ҫемҫерех пултӑр тесе тӗрлӗ «чӳшелӗк» сарса парать. Халӑх яланах кӗтӳ евӗрлӗ пулнӑ, паян вара ӑна «пусу качаки» (козел отпущения) те кирлӗ мар иккен. Паян кашни хӑйне хӑй хуҫа. Кашни ирӗклӗ! Кашни мӗн тӑвас тет ҫавна тӑвать, мӗн туянас килет ҫавна туянать. Укҫу пултӑр кӑна! Укҫу пур тӑк-эсӗ хуҫа! Хальхи закон: укҫуна кӑтарт та хуш кӑна. Пурте сан умра пулӗ! Рынок! Ҫакӑн евӗрлӗ этеме ӳстерсе ҫитӗнтерме ирӗклӗхпе ирӗклӗ сӑмах кирлӗ те. Сӑмахӗсем нумай пулмалла, тӗрлӗрен пулмалла. Анчах пӗр сӑмахӑн та тӗлли пулма кирлӗ мар! Ҫын сӑмаха ӑнланса калаҫма, е каланине ӑсра тытма пултармалла мар! Тӳллеккӗн, лӑпкӑн, ачашлакан ҫил евӗрлен. Калӑпӑр, ӗнер пулса иртнӗ пушар пирки мӗн пур хаҫат, радио, телевидени эрне хушши пӗр чарӑнмасӑр сюпӗлтетет. Эренерен урӑх япала тупӑнать, вара пушар пирки пурте манса каяҫҫӗ. Тепӗр уйӑхранах никама та сан пушару кирлӗ мар! Пушара тюснӗ ҫыннисем те никама та кирлӗ мар! Эфирта питӗ нумай информаци пулнӑ пирки, эпир ун ӑшӗнче путатпӑр, хамӑра хамӑр палӑртса уйӑрма пӑрахатпӑр, кӗтӳленетпӗр. Анчах та ҫак кӗтӳн тытӑмӗ юнӗ тата кӗске. Урӑхла каласассӑн, паян хаҫат, радио, телевидени пирӗн пурнӑҫ ертӳҫисем. Кам аллинче вӗсем, эпир те ҫавсен аллинчех. Хальхи хаҫатсенче, телевиденире ӗҫлекен ҫынсене, совет вӑхӑтӗнче хутпа карандаш та шанса паман пулӗччӗҫ. Мӗншӗн тесен ӗҫлемелле пулнӑ пуҫпа! Хырӑмшӑн мар, кутпа та мар! Эс мӗн ҫырнине тӗрӗсленӗ ҫке! Сана пичетлерӗҫ пулсассӑн- эсӗ мӗн пур ҫӗр шывӗпе чапа тухма пултарнӑ. Халӗ вара цензура ҫук пулсассӑн та, ҫуп-ҫап хушшинче хутран-ҫитрен тухакан «шедевр» ҫухалса каять. Ӑна илтеймеҫҫӗ те, кураймаҫҫӗ те. Ку вара цензураран вӑйлӑрах япала пулса тӑчӗ. Эсӗ ҫырма пултаратӑн, анчах та сана вулаймасӑр та хӑварма пултараҫҫӗ. Алфавитра 3 теҫетке сас палли кӑна пулсассӑн та, вӗсенчен, ирӗклӗхе пула, вуласа пӗтерме май ҫукла пуш сӑмах купи пухӑнсах тӑрать. «Пуҫламӗшӗнче сӑмах пулнӑ, ҫав сӑмах Турӑ пулнӑ!» Ҫавӑнпа та кашни сӑмах ылтӑн вырӑнне пулмалла. Паян вара пуш сӳпӗлтетни, пуш шав, реклама мӗн пур вырӑна тултарса тӑкӑнса тӑрать. Эпир ирӗклӗ, мӗн кирлине хамӑрах суйласа илетпӗр тесе шутлатпӑр. Шереметсем! Хальхи патшалӑха ирӗклӗ сӑмах самай пысӑк пулӑшу. Ху сисмесӗрех пурнӑҫ хуҫисене мӗн кирлине ҫӑтса ярса пуҫа хыватӑн, вӗсене кирлӗ пек пурӑнатӑн. Шутласа тӑнлама вӑхӑт ҫук ҫке. Ҫавӑнпа та, эпир хамӑра хамӑр ҫӑлса ретлӗ пурнӑҫ ҫулӗ ҫине тухас тетпӗр пулсассӑн ирӗклӗ сӑмаха тӗп тумалла. Ку цензура мар. Ку ҫыраканӑн, радиопа телевиденире ӗҫлекенӗн хӑйӗн ӗҫне тӗрӗс хак пани. Ку цензура мар, ку патшалӑх халӑх ҫине тухакан усал сӑмахшӑн явап тыттарма пултарни. Мӗн усал, мӗн киревсӗр, мӗн халӑха усӑллӑ пулнине вара тӗрӗс те ҫирӗп закон сыхламалла. Анчах та кам пӗлет ши ҫав закона, кама шанса пама юрать ши ҫак йывӑр пархатарсӑр ӗҫе?

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters