Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 -1.7 °C
Легче простить врага, чем друга.(Ницше)
 

Ad

Аçтахар Плотников: Наци конгресӗ иртнӗ хыҫҫӑнхи шухӑшсем

Аçтахар Плотников28.10.2013 10:4273634 views

Ҫапла, 8-мӗш Аслӑ Пуху иртсе кайрӗ. Тӳре-шара хӑйӗн тивӗҫне турӗ теме пулать — Чӑваш наци конгресне хӑйӗн аллинчен ямарӗ.

Юрӗ, Николай Фёдорович, япӑх ҫын мар тейӗпӗр. Анчах та ку суйлава епле ирттерни мана пӗрре те килӗшмерӗ. Уйрӑмах мана Николай Угаслова суйлассине халӑха мар, тӗрлӗ тӳре-шарана шантарни питӗ кӑмӑла хуҫрӗ. Енчен те Николай Фёдорович чӑн та тивӗҫлӗ ҫын пулсассӑн — ара суйлаттар халӑха! Чӑн-чӑн тивӗҫлӗ кандидат пек хӑйне кӑтарттӑр! Ҫук-ҫке, шанмаҫҫӗ, яланхи пекех чееленсе хӑтланаҫҫӗ.

Кама суйларӗҫ-ха? Чӑн та чылайӑшне Николай Угаслова суйласан кам ӗҫлесси пирӗ кӑсӑклантарчӗ. «Манӑн команда пур», — тесе шантарчӗ Николай Фёдорович. Вара хайхи халӑх вырӑсла каласан «кота в мешке» суйларӗ пулать. Кам ун командинче тӑрать? Мӗнле ҫынсем вӗсем? Халӑх (суйлакансем теес килмест), паллах, Николай Угаслов ЯТА суйларӗ. «ТУС» компанине лайӑх ертсе пынӑран, тӑван тавралӑхне те яланах пулӑшса тӑракан ҫынна тивӗҫлӗ кандидат терӗҫ пулас. Сӳтсе явнӑ чухне те «Угаслов командине» мар (ара, вӑл хӑй каларӗ-ҫке, эп хам мар, ман команда ӗҫлӗ тесе), хӑйне тишкерчӗҫ.

Малаллахи вара Николай Фёдоровичӑн «команди» еплерех пулни курӑнчӗ — вӑл, иккен, хальхи ЧНК ушкӑнех. Вице-президенчӗсем ҫавсемех юлчӗҫ, президиумра та малтанхисемех юлчӗҫ тесен те йӑнӑш мар. Программине вӗсем тӑратрӗҫ-ха, анчах чӑн та, Олег Цыпленков ыйтӑвӗ те ҫивӗчех тӑрать — енчен те ку программа вӗсен пулнӑ пулсан, мӗншӗн вӗсем ӑна малтанхи 4 ҫул хушшинче пурнӑҫламан? Хальхи команда та ҫав ҫынсенченех тӑрать пулсан ӑна пурнӑҫа кӗртессипе те чӑн та иккеленӳллӗ.

Элтепӗр пирки. Эп унччен 2007 ҫулхи Аслӑ пухӑва хутшӑнсаччӗ. Сӑмах май, ун чухне, пуҫлӑхра Николай Фёдоров ларатчӗ пулин те, Аслӑ пухӑва лекме нимӗнле йывӑрлӑх та ҫукччӗ. Николай Фёдоров чӑвашлӑх аталанӑвӗшӗн сиенне самай тунине (ман шухӑшпа) шута илсен те Аслӑ Пухӑва вӑл хисеплени ун чухне лайӑхрах туйӑнатчӗ. Тепӗр тесен пуху хушшинчех тухса кайнине астумастӑп. Ку хутӗнче Михаил Васильевич вара шӑпӑрт кӑна ҫухалчӗ. Юрӗ, пухӑва вӑл варринче мар, пуҫламӑшӗнчех килчӗ тейӗпӗр — ҫапла май халӑхпа та кӑшттих курнӑҫса илчӗ — анчах ман шутпа каяс умӗн (тен ӗҫӗсем те ҫук мар-тӑр) тӑхтав вӑхӑтӗччен чӑтмаллаччех ӗнтӗ.

Наци конгресӗн ҫӗнӗ Президенчӗ мӗн илсе килет? Вӑхӑт кӑтартӗ. Чӑн та ӗҫлесе кайӗ пулсан — аван пулмалла. Анчах та мана илес пулсан — эп вӗсене шанман, хам ӗҫе вӗсемсӗрех туса пынӑ.

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
[Comments (270)]

Comments:

Agabazar // 7790.0.5742
2013.12.30 19:43
Agabazar
bor1959:"Австро-венгри империйĕнче çырнă Гимнпа" Хальхи Чăваш Республикин Гимнне Сталин Империйĕнче çырнă.
bor1959 // 1039.8.4424
2013.12.30 20:17
Эп сехĕрленмен,сехĕрленме шутламас та Акасапар-хăта. Чăваш гимн текстне çыракан элĕк ачи Илле Тукташ сăмахсене Гимн çырап тесе çырман.Сана,Акасапар,пĕлсе тăма:Чăваш-сувар Гимн кĕввине суйласа илнĕ Н.Хведоров вăхăтĕнче, ку сам понимаешь Сталин империйĕ сарăлнă вăхăт марах-уш. Татах сана пĕлме:И.Тукташ çамрăклах ăшри никамапăхăнмарлăхпа пуян пулнă.
bor1959 // 1039.8.4424
2013.12.30 20:27
Эп Акасапар-хăта хăшпĕрисем пек "бездельник" мар, чăвашлăхшăн пулакан пулăмсене хутшăннăшăн укçа тата темтепĕр тÿлемелле тесе ухмаха ерместĕп. Пачах урăхла, хамран май пулсан кăларма тăрăшатăп. Çавăнпа санпа калаçнă чух ман сăмах кĕске:малтан пĕр пулăм йĕркелесе мар,ыттисем йĕркеленĕ пĕр пулăма хутшăнса кăтарт.Вара калаçăва малалла тăсма юрать. Халлĕхе хохолсен, поляксен тата румынсен гимнĕсене куçарма пултаран!
Agabazar // 2363.07.5027
2013.12.31 20:32
Agabazar
bor1959:"...укçа тата темтепĕр тÿлемелле тесе ухмаха ерместĕп..."

Вара мĕнпе таранса пурăнатăр? Çветтуй Сывлăшпа-и? Килйышăра епле тăрантарса усратăр?
Тимӗр // 3079.16.5130
2013.12.31 21:14
Ĕçлет Бор хăйĕн ĕç вырăнĕнче.Чăвашлăхпа спекуляци туса зарплата илсе лармастăп тенине Акапасарсăр пуçне пурте ăнланни каламасăрах паллă.Чăвашлăха аталантарас тесен хăвăн укçуна хывмалла.
Якур // 2897.92.7086
2013.12.31 23:47
Ай-йяй-яй! Чăваш темине усă курса тăранса порнашшăн çынсем нумайланса кайрĕç. Юрăçсем, писатель-поэтсем, артистсем, вĕрентекенсем тата наци темипе пулăмсем йĕркеленĕ пек тăвакансем. Анчах та наци темине хÿтĕлеве тухакансем хушшинче пĕр-ик Тимĕр тата Аксарпа Вихтăр. Пшик, ыттисем хăраççĕ ĕç çухатасран.
TITTAGRISHSHI // 4148.96.9381
2014.01.04 06:03
ЧНК ĕçНЕ УРăХЛАТМАЛЛАХĕНТĕ. ЧНКА-Н СТАТУСĕ ПЫСăККă ЧАВАШ ЕНЧЕ
ЧНКР АН АСЛăРАХХИ ЧăВАШСОВЕТ ПУХăНăВĕÇЕç ПУЛМАЛЛА.МĕНШĕН ЮХМА
МИШШИНЕ ИТЛЕСШĕН МАР. ВăЛ ПИТĕ ĕРĕС КАЛАТЬ ВĕТЬ.
Владимир // 1088.5.2431
2014.01.09 16:45
ЧНКн хăйĕн сайчĕ пур-им? Çук пулсассăн мĕнма уçас мар вĕсен? Ку сайтри пек тÿррĕн калаçма май пулатчĕ.
bor1959 // 1039.8.4424
2014.01.09 17:29
Акасапар-хăта çырать:"Вара укçасăр мĕнпе таранса пурăнатăр ? Çветтуй Сывлăшпа-и? Килйышăра епле тăрантарса усратăр?". Кунта мĕн тĕлĕнмелли пур. Тимĕр,Станьял,Тымарлан,Аçтархан тата ытти хастарсем чăвашлăхшăн ĕмĕрех тимленĕ тÿлевсĕр, тата укçине хăйсен кăсьинчен те кăларнă.Çемье тăрантармалăх тата аталанмалăх ĔÇленĕ çанă тавăрса. Çавсенчен тĕслĕх илетĕп. Чăвашлăх вĕсен ăшĕнче.
Agabazar // 4340.3.0022
2014.01.09 19:16
Agabazar
Патшалăх укçине урăхларах меслетсемпе перекетлемелле мар-ши?

bor1959: "Тимĕр,Станьял,Тымарлан,Аçтархан..." Çак çынсен çÿхе кĕсйисене хырса илнипе патшалăх çав тери вăйлăн пуйса кайрĕ-ши?

Pages: 1, ... 7, 8, 9, 10, 11, [12], 13, 14, 15, 16, 17, ... 27

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters