Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +2.3 °C
Дайте нам лучших матерей, и мы будем лучшими людьми.(Ж.П. Рихтер)
 

Ad

Аçтахар Плотников: Наци конгресӗ иртнӗ хыҫҫӑнхи шухӑшсем

Аçтахар Плотников28.10.2013 10:4273526 views

Ҫапла, 8-мӗш Аслӑ Пуху иртсе кайрӗ. Тӳре-шара хӑйӗн тивӗҫне турӗ теме пулать — Чӑваш наци конгресне хӑйӗн аллинчен ямарӗ.

Юрӗ, Николай Фёдорович, япӑх ҫын мар тейӗпӗр. Анчах та ку суйлава епле ирттерни мана пӗрре те килӗшмерӗ. Уйрӑмах мана Николай Угаслова суйлассине халӑха мар, тӗрлӗ тӳре-шарана шантарни питӗ кӑмӑла хуҫрӗ. Енчен те Николай Фёдорович чӑн та тивӗҫлӗ ҫын пулсассӑн — ара суйлаттар халӑха! Чӑн-чӑн тивӗҫлӗ кандидат пек хӑйне кӑтарттӑр! Ҫук-ҫке, шанмаҫҫӗ, яланхи пекех чееленсе хӑтланаҫҫӗ.

Кама суйларӗҫ-ха? Чӑн та чылайӑшне Николай Угаслова суйласан кам ӗҫлесси пирӗ кӑсӑклантарчӗ. «Манӑн команда пур», — тесе шантарчӗ Николай Фёдорович. Вара хайхи халӑх вырӑсла каласан «кота в мешке» суйларӗ пулать. Кам ун командинче тӑрать? Мӗнле ҫынсем вӗсем? Халӑх (суйлакансем теес килмест), паллах, Николай Угаслов ЯТА суйларӗ. «ТУС» компанине лайӑх ертсе пынӑран, тӑван тавралӑхне те яланах пулӑшса тӑракан ҫынна тивӗҫлӗ кандидат терӗҫ пулас. Сӳтсе явнӑ чухне те «Угаслов командине» мар (ара, вӑл хӑй каларӗ-ҫке, эп хам мар, ман команда ӗҫлӗ тесе), хӑйне тишкерчӗҫ.

Малаллахи вара Николай Фёдоровичӑн «команди» еплерех пулни курӑнчӗ — вӑл, иккен, хальхи ЧНК ушкӑнех. Вице-президенчӗсем ҫавсемех юлчӗҫ, президиумра та малтанхисемех юлчӗҫ тесен те йӑнӑш мар. Программине вӗсем тӑратрӗҫ-ха, анчах чӑн та, Олег Цыпленков ыйтӑвӗ те ҫивӗчех тӑрать — енчен те ку программа вӗсен пулнӑ пулсан, мӗншӗн вӗсем ӑна малтанхи 4 ҫул хушшинче пурнӑҫламан? Хальхи команда та ҫав ҫынсенченех тӑрать пулсан ӑна пурнӑҫа кӗртессипе те чӑн та иккеленӳллӗ.

Элтепӗр пирки. Эп унччен 2007 ҫулхи Аслӑ пухӑва хутшӑнсаччӗ. Сӑмах май, ун чухне, пуҫлӑхра Николай Фёдоров ларатчӗ пулин те, Аслӑ пухӑва лекме нимӗнле йывӑрлӑх та ҫукччӗ. Николай Фёдоров чӑвашлӑх аталанӑвӗшӗн сиенне самай тунине (ман шухӑшпа) шута илсен те Аслӑ Пухӑва вӑл хисеплени ун чухне лайӑхрах туйӑнатчӗ. Тепӗр тесен пуху хушшинчех тухса кайнине астумастӑп. Ку хутӗнче Михаил Васильевич вара шӑпӑрт кӑна ҫухалчӗ. Юрӗ, пухӑва вӑл варринче мар, пуҫламӑшӗнчех килчӗ тейӗпӗр — ҫапла май халӑхпа та кӑшттих курнӑҫса илчӗ — анчах ман шутпа каяс умӗн (тен ӗҫӗсем те ҫук мар-тӑр) тӑхтав вӑхӑтӗччен чӑтмаллаччех ӗнтӗ.

Наци конгресӗн ҫӗнӗ Президенчӗ мӗн илсе килет? Вӑхӑт кӑтартӗ. Чӑн та ӗҫлесе кайӗ пулсан — аван пулмалла. Анчах та мана илес пулсан — эп вӗсене шанман, хам ӗҫе вӗсемсӗрех туса пынӑ.

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
[Comments (270)]

Comments:

bor1959 // 1039.8.4424
2014.02.18 18:57
Тимĕр е Бор пирки суя сăмах сарма Бездельник-Акасапар çеç пултарать.Чăвашсен-суварсен бездельниксем пулман нихçан та, унсăрăн вĕсем сыхланса юлаймастьчĕç,унсăрăн чăвашсем хăйсен ансат та çав хушăрах философилле хуçалăхне тытса пыма,вăрăм хĕле чăтса ирттерме пултаримастьчĕç.Акасапар бездельниксене мухтаса пирĕн халăха намăс кÿреть.
Agabazar // 3280.14.7961
2014.02.18 19:07
Agabazar
Атнер:"Тимер сурхури пустуях ирттерет,Мадурова пулăшать..."
Мадуров хăтана нимĕнле Тимер пулăшăвĕ те кирлĕ мар. Мадуров хăта Тимĕрсĕрех чăн чăваш. Вăрттан кĕтесре сурхури пекки ирттернипе малалла кайма çук. Станьялсемпе Мадуровсем Тимĕр пулăшăвĕсĕрех чăн чăваш.
bor1959 // 1039.8.4424
2014.02.18 19:17
Бездельник-Акасапар хăв мĕн те пулин туса кăтарт-ха "вăрттăн" маррине.Шупашкарта,Хĕрлĕ Лапамра çăварни уявĕ туса пар-ха халăха. Пустуях каларăм Акасапара.Çăварни мар,çăмарта хăпартни туса паримастăн, айванкка-имшеркке.Çынсене питлесе ларан тата,намăссăр.Кĕçççе пит,"вшивый" даже не интеллигент, а пытающийся изображать себя интеллигентом.
Тимӗр // 4916-2612
2014.02.18 23:11
Акапасар,куçар:"собака лает-караван идет".Йăлтах йĕркеллĕ.Станьял та вунă çул иртсен конгреса килчĕ пулăшма çĕнĕ пуçлăхсене.Мăн канаша килчĕç Тургай,Цыпленков,Лукиянов.Мана савăнтарать Мадуров та Станьялта кун сиктерсех хам пата шăнаравлани.Аксакалсем хак пани çĕнĕ вăй хăват парать ĕçлеме.
Тимӗр // 4916-2612
2014.02.18 23:14
Сурхурине кашни çулах телевиденинчен килсе ÿкернĕ,кайран кăтартнă теççĕ.Шупашкарти чи паллă"Çăлкуç"кафене пырса кур,Акапасар.Тен Çăварни ирттерсе парăн халăха?
Якур // 3696.37.3695
2014.02.19 06:32
Чăн ши,Суя ши? Акапасар тăван халăха УЯВ та мар, питĕ ĕнентерÿллĕ чăваш ПУЛĂМĔ йĕркелесе парать тет. Çав пулăм 7 куна пырать тет. Унта пĕтĕм чăвашлăхшăн çунакансене чĕнеççĕ тет.Çав Пулăма Акапасар влаç пулăшмасăрах йĕркелет тет.Маттур,Акапасар! Наци паттăрĕ!
Павел С. // 4186.57.1361
2014.02.19 11:56
Апла пулсан, чыс та мухтав Акапасара!
bor1959 // 1039.8.4424
2014.02.20 10:05
Мĕскер пулăмĕ йĕркелеме пултарать Акасапар? Суя сăмах сарса ан çырăр-ха! Якура тĕлĕк курăннă пуль,тепĕр тесен, тĕлĕкре те кунашкалли пулас çук! Акасапар шăл йĕреть кăна, ним те тăвас-йĕркелес ХЕВТИ çук та, пулма та пултаримаç!
Атнер // 3913.58.4645
2014.02.21 18:22
Тĕрĕс.Ошибка природы теççĕ ун пеккисене.
bor1959 // 1039.8.4424
2014.02.24 13:30
"Ошибка природы"-çутçанталăк йăнăшĕ çапла пулать-и вăл Атнер хăта? Пурнăç тăршшĕпе нумайăшĕ йăнăша тÿрлетме тăрăшаççĕ, Акасапарăн тăрăшни курăнмаç.

Pages: 1, [2], 3, 4, 5, 6, 7, ... 27

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters