Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 -8.7 °C
Не говори всегда что знаешь, но знай всегда что говоришь.(Клавдий)
 

Ad

«Хыпар»: Хӑлхана «хӳптӗрлерӗ» Хэллоуин...

«Хыпар»08.11.2013 13:0720589 views

Паян шкул ачисемпе ҫамрӑксем чӑваш уявӗсене, йӑли-йӗркине, культурине мар - анӑҫран килнисене ытларах кӑмӑллаҫҫӗ. Юпа уйӑхӗн юлашки кунӗсенче, чӑн та, Хэллоуин тени хӑлхана «ҫӗртрӗ». Радиопа та ун пирки калаҫҫӗ. Телеканалсем те /уйрӑмах ҫамрӑксен «Дисней» каналӗпе/ асӑннӑ уява епле палӑртнине кӑтартаҫҫӗ. Шкулсенче те уявлаҫҫӗ ӑна халӗ. Юпан 31-мӗшӗччен ачасем ятарлӑ тум ҫӗлеҫҫӗ, кавӑнран сӗтелҫи ламписем хатӗрлеҫҫӗ. Интернетра кирлӗ материалсем пухаҫҫӗ. Хэллоуина хӑйне евӗр бал-маскарад тейӗн: кам кӑна ҫук-ши унта? Вупӑр, юмӑҫ, усал-тӗсел, ар ҫури, юн ӗҫен, усал кушак, тухатмӑш... Юн ӗҫенсен аллисем «хӗп-хӗрлӗ», вупӑр карчӑксен ҫӑварӗнчен ҫутатакан асав шӑлсем курӑнаҫҫӗ. Сӗтел ҫинче - «ҫутатакан» кавӑнсем...

Хэллоуин Самайн уявпа пӗрешкелтерех. Самайн авалхи ирланд чӗлхинчи Samhain сӑмахран пулнӑ, «ҫу вӗҫленнӗ» тенине пӗлтерет. Каярах вӑл Ирландире чӳк уйӑхӗн ятне ҫаврӑннӑ.

Оксфорд фольклор словарӗпе килӗшӳллӗн Самайн Британи утравӗсем ҫинчи пур халӑхӑн уявӗ те пулнӑ. Вӑл вилӗмпе тата тӗлӗнтермӗшсемпе ҫыхӑннӑ. VIII ӗмӗртен вара Пӗтӗм ҫветтуйсен кунне уявлама тытӑннӑ. Самайна та, Хэллоуина та юпа уйӑхӗн 31-мӗшӗнче ҫӗрле уявлаҫҫӗ. Шотландире тата Ирландире паянхи кунчченех вилнисене лӑплантарма ятарлӑ йӑла-йӗрке ирттереҫҫӗ. Юпа уйӑхӗн 31-мӗшӗнче мӑн аслашшӗ-мӑн асламӑшӗ, йӑхташӗсем пирки халап каласа параҫҫӗ.

XVI ӗмӗрте юпан 31-мӗшӗнче килӗрен ҫӳресе пылак ҫимӗҫ ыйтасси йӑлана кӗнӗ. Ачасемпе аслисем пусмаран ӑсталанӑ маска тӑхӑннӑ, кӑштах ашкӑннӑ та. Ятарлӑ тумпа ҫӳресси, «Джек лампине» тӑвасси XIX ӗмӗр вӗҫӗнче - XX ӗмӗр пуҫламӑшӗнче ҫеҫ пуҫланнӑ. Каярах Шотланди тата Ирланди ҫыннисем АПШна куҫса кайма тытӑнсан Хэллоуин унта та сарӑлнӑ.

«Ҫутатакан» кавӑна хатӗрлесси кельт йӑли-йӗркинчен куҫнӑ. Вӑл чунсене тасатмӑша ҫул тупма пулӑшать-мӗн. Шотландире ҫарӑк Хэллоуин палли пулнӑ. Анчах Ҫурҫӗр Америкӑра ӑна йӳнӗрех тата меллӗрех ҫимӗҫпе - кавӑнпа - улӑштарнӑ. Америкӑра асӑннӑ ҫимӗҫрен 1837 ҫулта пуҫласа лампа хатӗрлени паллӑ. Сӑмах май, АПШра касса вакланӑ кавӑн Хэллоуин «киличченех» пахча ҫимӗҫ, тыр-пул пухса кӗртнин паллисенчен пӗри шутланнӑ. Хэллоуина уявланӑ чухне чылайӑшӗ Муми тумне тӑхӑнать. Кил-ҫурта катемписемпе праҫник сӗмне кӗртеҫҫӗ. Хэллоуинӑн тӗп паллисем - вилӗм, усал-тӗсел, оккультизм тата монстрсем. Йӑлана кӗнӗ тӗссем - хура тата хӗрлӗрех сарӑ. Кавӑнран хатӗрленӗ лампа усал-тӗселе хӑвалама пулӑшнине халӑх питӗ ӗненнӗ.

Халӗ Америкӑран, Аслӑ Британирен Чӑваш ҫӗрне таврӑнма вӑхӑт. Пӗр вӑхӑт Раҫҫейре Хэллоуин уявне ирттерме чарнӑ. Халӗ ҫак йӑла шкулсене каллех таврӑннӑ. Аваллӑхпа кӑсӑкланакансем пӗлтернӗ тӑрӑх - чӑваш хутлӑхӗнчи хӑш-пӗр ялта та Кавӑн уявне палӑртасси йӑлара пулнӑ. Тепӗр тесен чӑвашсем те юпа уйӑхӗн вӗҫӗнче - чӳк уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче вилнисене асӑнаҫҫӗ. Ӗлӗкрех выльӑх пусса юн кӑларса чӳк тунӑ, ҫурта ҫутнӑ. Ҫакӑ, килӗшӗр, Хэллоуина аса илтерет.

Шел те, шкулсенче паян чӑваш халӑхӗн авалхи йӑли-йӗрки, уявӗсем валли вӑхӑт сахал уйӑраҫҫӗ. Чӳк, Уяв Ҫинҫе, Сурхури /Раштав/, Улах, Акатуй, Аслӑ вӑйӑ, Ҫимӗк пирки ҫамрӑк ӑру питех тӗшмӗртмест.

Ҫапах та пӗлӳ ҫурчӗсенче ҫамрӑксем валли мӗнле уяв йӗркелесе ирттерме пулать-ха? Ача сачӗсенче хӗле ӑсатнине - Ҫӑварние - палӑртасси йӑлана кӗнӗ-ха. Йӗпреҫ районӗнчи Пучинкере вара ҫу уйӑхӗн вӗҫӗнче аслӑ классенче вӗренекенсемпе вӗрентекенсем чӑваш тумне тӑхӑнса вӑйӑ картине тӑраҫҫӗ. Питӗ аван ку! Аслӑ классенче вӗренекен хӗрсемпе каччӑсем Сурхури /Раштав/ уявлама пултараҫҫӗ. Унта вӗсем юмӑҫ яма /паянхилле/, юрлама, ташлама пултараҫҫӗ. Уява ҫӗнӗлле сӗм кӗртни те пӑсӑк пулмӗ. Пуҫаруллисем, тен, Улах йӗркелеме те мехел ҫитерӗҫ. Унта хӗрсен ал ӗҫӗ тума та, апат-ҫимӗҫ хатӗрлеме те май килӗ.

Анӑҫран килнӗ уявсене тиркессӗм килмест. Вӗсем тем пек аван пулсан та хамӑр йӑла-йӗрке манӑҫса пынӑшӑн чунӑм ыратать.

Роза ВЛАСОВА

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
[Comments (60)]

Comments:

Agabazar // 3232.44.4599
2013.11.18 05:11
Agabazar
Тĕнчере ним те ĕмĕрлĕх мар: Хеллоуинсем çеç ĕмĕрлĕхе!
Якур // 4128.65.2724
2013.11.18 07:28
Эс,Акасапар, хăвна виртуаллă тесе килĕшен, апла пулсан мĕн вăхăт ирттерсе ларан? Тавай реальный урапа çине куçар! Акасапар и реальность не совместимы!
bor1959 // 1039.8.4424
2013.11.18 12:52
Тĕнчере ĕмĕрлĕх тата Акасапар,мĕншĕн тесен вăл виртуаллă( сăмахран,библи тата святой писани те ĕмĕрлĕх-вĕсем те виртуаллăрах).
bor1959 // 1039.8.4424
2013.11.18 17:00
Пĕлместĕп кама ĕненет Акасапар.Анчах та Библинче те, Ветхий Завет-ра та Турă пурнете "Эс" тесе чĕнет,Киремет те çавăн пекех пирĕншĕн.
Тимӗр // 3800.90.0080
2013.11.18 22:33
Акапасар.Ухмаха ан пер.Сана калаç:академик Волков,Станьял,Праски Витти,Юхма,Кибеч,Мадуров йĕркеллĕ те тĕрĕс тесе йышăнаç эсĕ тесен.Пĕр эсĕ кăна кутăнлашан.Вăт кала:кам вара эсĕ?
Agabazar // 4016.99.0682
2013.11.18 23:09
Agabazar
bor1959://Анчах та Библинче те, Ветхий Завет-ра та Турă пурнете "Эс" тесе чĕнет,Киремет те çавăн пекех пирĕншĕн.// Вăт "Библие", "Ветхий Завета" кайăр та, унта ыттисене "Эс" теме пуçлăр...
Agabazar // 4016.99.0682
2013.11.18 23:12
Agabazar
Timer:"...академик Волков,Станьял,Праски Витти,Юхма,Кибеч,Мадуров..." Кăна тĕн тата мĕскер çитмест? Сире "Вăрра тытнă" вĕт, тата мĕн кирлĕ?

Сывă пултăр Хеллоуин!
Якур // 3692.7.8121
2013.11.19 00:42
Ара, куçкĕрет ухмаха перет кунта пĕр каччă. Шкул ачи пек пĕрмаях "поймали на слове","вăрра тытнă" тата ыт. темтепĕр кăшкăрашать. Фу,намăс. Латнă ытти халăх çынни ăнланмасть, каккуй кунта хисеплеме пире.
bor1959 // 1039.8.4424
2013.11.19 09:07
Акасапар:"Вăт "Библие", "Ветхий Завета" кайăр та, унта ыттисене "Эс" теме пуçлăр.."-тет пирĕн ăсчах. Пирĕн ăшра яланах условно библи,Киремет асамĕ пулмалла.Анчах та паянхи пурнăçпа килĕшÿллĕн. Унсăрăн Акасапарсем ĕнсе çине хăпарса ташлаççĕ.
bor1959 // 1039.8.4424
2013.11.19 09:15
Р.Власова:"Уява çĕнĕлле сĕм кĕртни те пăсăк пулмĕ. Пуçаруллисем,тен,Улах йĕркелеме те мехел çитерĕç.Унта хĕрсен ал ĕçĕ тума та,апат-çимĕç хатĕрлеме те май килĕ.".Питĕ аван шухăшсем,çак ĕмĕте ĕçе кĕртсен мĕн тери лайăх пулмалла кил хуçи пулас каччăсене мăшăр суйласа илме.Ĕçченлĕх, сăпайлăх, типтерлĕх, сăн-сăпат енчен пулас мăшăра суйласа илме мĕн тери Пуян тĕнче уçма пулать.Йĕркелекенсем кирлĕ, нумай калаçмасăр тытса туса хуракансем.

Pages: 1, [2], 3, 4, 5, 6

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters