Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +1.3 °C
Жизнь - борьба.(Вольтер "Фанатизм или Пророк Магомет")
 

Ad

Agabazar: АПТРАМАНИСТАН

Agabazar23.12.2013 18:3326720 views

АПТРАМАНИСТАН

гимн

 

Хӗвел пӑхать, ҫиҫсе вылять шевле,

Вӗрет сипетлӗ варкӑш каҫӑн-ирӗн;

Канашласа кашлать парка вӑрман,

Уй-хир сасси кӗрет кашни киле.

Ӑҫта-ши ку тавралӑх? — Ку вӑл — пирӗн

Чӑваш ҫӗршывӗ, Аптраманистан!

 

Тӳсӗмлӗхпе тӗлӗнтерен чӗлхен

Витӗмлӗхне кунта куллен туятпӑр.

Хӑвачӗ унӑн иксӗлмӗ нихҫан!

Эпир ӗмӗртенпе, ӗмӗрлӗхе

Ҫак аслӑ Атӑл тӑршшӗнче пурнатпӑр.

Чӑваш ҫӗршывӗ — Аптраманистан!

 

Килет пулин те терт ҫине нуша,

Малашлӑхӗ тивлетлӗ тӗп чӑвашӑн:

Нихҫан та пирӗн халах аптраман.

Поэтӑн пиллӗхне хывса ӑша,

Эпир ахальтен мар ҫапла каласшӑн:

Чӑваш ҫӗршывӗ — Аптраманистан!

 

Эс пирӗн шанчӑк, пирӗн ӑраскал,

Нихҫан асран кайми чӑваш ҫӗршывӗ.

Тӗреклӗ ларнӑ эсӗ авалтан,

Паян пире куллен паран вӑй-хал,

Чун-чӗрене аннемӗр евӗр ҫывӑх

Чӑваш ҫӗршывӗ, Аптраманистан!

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
[Comments (81)]

Comments:

bor1959 // 1039.8.4424
2013.12.27 10:17
ТАкасапара:Текст на чувашском языке:
Çурхи тěнче вăраннă чух:
Хаваслă кун шăраннă чух,
Чун савăнать: чěре сикет,
Çěршывăм çинчен юрлас килет
bor1959 // 1039.8.4424
2013.12.27 10:23
Яшсем-хĕрсем вылянă чух,
Атте-анне ăс панă чух,
Чун савăнать:чěре сикет,
Татах та нумай пурнас килет. Япăх мар вĕт,Акасапар хăта. Илле Тукташ, чухăн элĕк Хресчен ачи çырнă йĕркесем кусем. Ансат,çав вăхăтрах пафослă малалла ĕмĕтлентерекен йĕркесем!
Agabazar // 2140.50.4206
2013.12.27 13:50
Agabazar
<<Чун савăнать:чěре сикет,>> Гимна савăнăçлах мар самантсенче те янраттараççĕ. Сăмахран, виле пытарнă чухне.

<<Чăваш тěнчи çěкленнě чух,>> Мĕнлерех "çĕкленÿ" вăл, енчен те чăваш тĕнчи кашни çулах катăлса пырать пулсан?

Ман шутпа, Илле Тукташ тексчĕ ăсталăх (поэзи ăсталăхĕ) тĕлĕшпе те çÿллĕ шайра мар.
Agabazar // 2363.07.5027
2013.12.31 20:27
Agabazar
Тĕрĕслĕхшĕн савна каласа хăвармалла. Тукташ текстĕнче "Чăваш тĕнчи çекленнĕ чух" тени пулман, пулма та пултарайман.

Тукташ тата Лебедев хăйсен хайлавне Сталинла СССРа халалланă пулнă.
Якур // 2897.92.7086
2014.01.01 01:34
Тĕрĕслĕхшĕн савна каласа хăвармалла.Авалхи чăвашсем-несĕлсем çын çуралсан та,ĕçленĕ-каннă чухне те, çын пытарнă чух та яланах юрланă. Кашни вăхăтăн хăйне евĕрлĕ гимнĕ пулнă. Пурне вĕрентме тăрăшакан Акапасарăн çавăн пек вăрттăнлăхсене пĕлмеллех-уш. Тукташăн гимн йĕркисем "ăсталăх тĕлĕшпе çÿллĕ шайра мар" пултăр. Шăрчала çÿллĕ шайрине, вутта кĕретпĕр сан йĕркесене йышăнатпăр( только украин текстне мар).
Agabazar // 8600.6.5300
2014.01.01 17:47
Agabazar
Ку текста ("Аптраманистан") çынсен умне кăларса эп чăваш гимнĕ шутласа кăлартăм теесшĕн мар. Тĕслĕх вырăнне. Ыттисем те çавна пăхса хайлаччăр.

<<( только украин текстне мар).>> Украин тексчĕ тата кама пит хытă чышать-ши? Мĕн пур унта кĕçĕтттерекенни?
Якур // 1243.19.7576
2014.01.01 18:09
Акапасар пичче е шăллăм темелле-и? Малтан çыр И.Тукташăн йĕркисенчен вирлĕрех, вара халăх умне кăлар. Кашни тĕслĕх вырăнне çырма пуçласан кунта пулать каллех "калхус".
Agabazar // 8600.6.5300
2014.01.01 18:32
Agabazar
Ну калăр эппин мĕн енчен килĕшмест сире "Аптраманистан"? Вуласа тухрăр-и-ха ăна, е вуламасăрах хăвăр шухăшăра каласшăн?
Вихтăр // 1160.63.0741
2014.01.02 13:32
Хам та вуласа тухрăм "Аптраманистан" шедевра. Ахăртнех,Акапасар çыраканĕ пулать пулмалла. "Не зацепило"-теççĕ вырăссем. Тен,кĕввине итлесе пăхсан ман туйăм улшăнĕ. Итленĕ хыççăн пулăм хушатăп.
Agabazar // 4211.09.0448
2014.01.02 16:48
Agabazar
Не зацепило-тăк, не зацепило!
Апла пулсан лайăхраххине хăвар ăсталăр!

Е малашне те "Чăваш тĕнчи çĕкленнĕ чух!" тесе суя хăпартланупа юрлама пултаратăр!

Чăваш тĕнчийĕ вара "çĕкленме" шутламасть те! Пачах урăхла: аннăçем анса пырать......... => => =>=>......=>.....

Пирĕн урам анаталла.

Pages: 1, ... 3, 4, 5, 6, 7, [8]

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters