Элита пĕр поколенинче пулмасть.Паянхи кун ялсенчен тухассине кĕтсе ларасси вăл-утопи.Хамăр пурте хулана тарса килтĕмĕр те чăввша упраса хăварас яваплăха каллех ял çине йăвантаратпăр.Хăв мĕн турăн интернетра ларнисĕр пуçне?.Кама реально пулăшрăн?
elm // 3450.80.3813
2014.01.05 22:23
Timer // 1002.81.2172
2014-01-05 20:16
Элита пĕр поколенинче пулмасть.Паянхи кун ялсенчен тухассине кĕтсе ларасси вăл-утопи.Хамăр пурте хулана тарса килтĕмĕр те чăввша упраса хăварас яваплăха каллех ял çине йăвантаратпăр.Хăв мĕн турăн интернетра ларнисĕр пуçне?.Кама реально пулăшрăн?
Эй Тор-Тор!!Ку ачана чăвашла калаçма-çырма ма вĕрентместĕр вара? Ним латти çок-çке!
Конми // 1133.56.9371
2014.01.06 01:11
Алла усса нăйкăшар мар,вăйăмăра пĕрлештерсе: 1)ача сатĕнче (ялта та!) катăклăх туйăмне актарма чармалла; 2)шкулта наци мăнаçлăхне амалантармалла: эпир хальхи цивлизацин никĕсне хывăннă чĕлхе,çыру,тĕнпе философи,ăслă(лă)х тымарĕсене куçкĕрет курмалла упраса хăварнă халăх ачисем; 3)халăхăмăра нишлĕхрен тухмалли çула кăтартар;4)пĕр-пĕрне кĕвĕçсе туллар мар, ĕçе кÿлĕнер.Манар мар: акмасăр ним те ÿсеймĕ.
Володя: Депутатсене суйланă чух "пуш параппан" çапакансене суйлама кирлĕ мар. Сăмахран, вĕсем "пуш параппан" çапмаççĕ- такам юррине юрлаççĕ. Ĕçе, закон ĕçне, пĕлекен çынсене суйламалла. Ним çукран, хуть "таса алăллă" тата "таса чунлă" çынсене уйăрма вĕренмелле.
Мĕн калан, депутатсене кам суйлать, халăх мар вĕт - "Единая Россия"!
"Единая Россия" - вăл паллах парти. Кашни партин хăйĕн программи-тĕллевĕ пур. Çав программăна çынсем пурнăçа кĕртеççĕ. Çав çынсем пирки эпĕ çÿлерех каланăччĕ те. Таса чунлă тата таса алăллисене уйăрса палăртма вĕренмелле. Тасамаррисене закон майĕпе сирсе яма хăнăхмалла. Урăх майсем халăхăн урăх çук.