Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +0.3 °C
В жизне нет ничего лучше собственного оппыта.(В. Скотт)
 

Ad

Аçтахар Плотников: Чӑваш наци конгресӗ «ТМЯП» шайӗнчен тухасшӑн мар?

Аçтахар Плотников05.03.2014 14:1420495 views

ТМЯП тени ӗнтӗ кунта — тулли мар яваплӑ пӗрлӗх тенине пӗлтерет, хайхи вырӑсла ООО тенине. Ку эп шухӑшласа кӑларнӑ япала мар, хайхи Тимӗр Тяпкин ушкӑнӗ каланӑ сӑмах. Ҫавна тӗпе хутӑм ӗнтӗ.

Мӗншӗн ку сӑмаха пуҫларӑм-ха. Ӗнер Митта Ваҫлейӗн преми лауриачӗсене чысланӑ мероприятире пултӑм. Хисеплӗ преми темелле ӗнтӗ, анчах та ЧНК ҫыннисем унта темшӗн курӑнмарӗҫ. Те чӗнмен ӗнтӗ вӗсене, те пӗлмен, те Илле Иванов ӑна ертсе пынипе унта хутшӑнасшӑн пулман.

Чӑваш наци конгресне хӑй вӑхӑтӗнче чӑвашлӑхшӑн тӑрӑшакан тӗрлӗ организацисене пӗрлештерекен япала пек тума ӗмӗтленнӗ-ҫке. Апла-тӑк наци конгресӗн ҫавӑнашкал пысӑк уявсене, пӗлтерӗшлӗ мероприятисене хутшӑнмаллах ӗнтӗ. «Ку — ют юшкӑн, ак ку — пирӗн ушкӑн» тесе уйӑрса тӑмалла мар.

Ҫавах ман шанас килет — Купрат патша каланӑ сӑмахсене ӑша хывса эпир чӑвашсем хӑҫан та пулсан пӗрлешетпӗрех, пайланса пӗтнӗскерсене пире пӗрлештерекен орган ҫуралатех. Чӑваш наци конгресӗ ҫӑк ӗҫе хӑйӗн ҫине илнӗ пулсан питӗ аван пулӗччӗ.

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
[Comments (62)]

Comments:

Тимӗр // 4916-2612
2014.03.16 10:38
"Фонд Волкова"паянхи кун ,шел пулин те,çук пулмалла.Тĕнчипе паллă академикăн ĕçне тăсма пултаракан чăваш халлĕхе çукрах пулмалла.Пурăннă чух ун йĕри-тавра нумайăн" явăннă",паян унăн вилтăпри çине чĕрĕ чечек хурма вăхăт тупаймаççĕ.
bor1959 // 1039.8.4424
2014.03.16 15:48
Академик Волков пирки те, профессор Димитриев пирки те нумай шăлне йĕрчĕ Акасапаркка.Тĕрĕс çыратăн Тимĕр хăта чечек пирки. Какуй унта чекек, тусан шăлакан çук хĕрес çинчен.Тусан пирки питĕ продвинутăй Акасапаркка, питĕ ăнланать кам тусанĕпе Çăкăр çинине. Анчах проф.Димитриева юлашки çула ăсатнă хыççăн питĕ шăл йĕрчĕ, а хăй вилтăпри çинче пĕрре те пулман.Паян каллех кĕрсе тухрăм Яуши масарĕ çине.Унта Димитриев вырăнĕ чи юхăнни.А Акасапара пурпĕрех, унăн вовремя кăшкăрашмалла, арэ ăна палласа юлтăр халăх.
Тимӗр // 4916-2612
2014.03.16 21:08
Бор,тавах сана чăвашсен чи сумлă та "юлашки"сумлă историкăн В.Д.Дмитриев вилтăпри умĕнче пуç тайма пултарнишĕн.Намăс пире пурнакансене хамăр халăхăн паллă çынесен вилтăприйĕсем чечексĕр пулнишĕн.Тепĕр тесен,урок пурне валли те хамăра.Ачамăрсем хăть пырса çÿреймеç-им йĕрке тума?.Чи малтан килте çемьере пурăннă чух йĕрке тумалла.
Вихтăр // 8416.7.0979
2014.03.16 21:31
Татах тепĕр хут Тимĕр юлташ тĕрĕс каланине кăтартса юлашки тĕслĕх. Чи малтан çемьере йĕрке тумалла, чи малтан çемьере тăван чĕлхепе калаçмалла. Мухтав Тимĕре чăвашлăхшăн вăхăт шеллемесĕр шахвăртса çÿренĕшĕн.
Вихтăр // 8416.7.0979
2014.03.16 23:15
Историкăн хушамачĕ Димитриев пулнă пулмалла. Анчах та ĕçĕ кунта мар. Эпĕ астăватăп Çак асăннă аксакала, хăй вăхăтĕнче тутарсен историксене "вырăна лартма" пултарнă историке юлашки çула ăсатнă чухне пурте Тупа турĕç Унăн ĕçне малалла тăсма. Эпĕ астăватăп agabasar текен каччă сурчăк сирпĕтсе тупăшрĕ bor юлташпа прощальнăй митингра чăвашла калаçмалла е вырăсла? Piarщик agabasar обнулился.
Атнер // 3913.58.4645
2014.03.17 16:34
Гуманитари институчĕнчи ĕçтешĕсем çура тухсан паллă историкăн вилтăпири çинче палăк вырнаçтарасси пирки шутлаççĕ.Курăпăр,пулăшăпăр.
bor1959 // 1039.8.4424
2014.03.18 10:45
Каллех чăваш хастарĕсен, май пулсан чăваш усламçисен вăй хумалла ĕнтĕ палăк хăпартса лартма. Патшалăх, вĕрентÿпе культур министерствисем нимех те шутласа кăлараймаççĕ пулĕ. Çав номенклатура текен çынсен питĕ интереслĕ "мышлени-ăнланулăх". Пуçлăхра чухне вĕсене зомбировать тăваççĕ пулмалла та вĕсем начинают верить в свое бессмертие.
Атнер // 3913.58.4645
2014.03.18 16:17
Пĕтĕмпех патшалăх çине тиер мар.Тав турра,инвалидсем мар -ха эпир.Юлташсем,ТăВАНСЕМ тивĕçлĕ ку сăваплă ĕçе хăйсем çине илме.
bor1959 // 1039.8.4424
2014.03.20 12:14
Юрать килĕшĕпĕр.Халăхăн,кĕскенрех каласан, хастар ачисем тумалли ĕç темелле ĕнтĕ каллех палăк лартасси.Çапла пултăр. Анчах "çĕнĕленнĕ" конгресс йĕркелемелли япаласем пур пулех ĕнтĕ кунта.Таллеров çыравçăн палăкĕ лайăх ларать юнашарах, ахăртнех тăванĕсем вăй хунă.
Тимӗр // 4916-2612
2014.03.20 21:54
Конгрес халлĕхе Угаслов çинче тытăнса тăрать.Малтанхи ертÿçĕ хăварнă парăмсене татаса пармалла,юсав ĕçĕсене тумалла.Пулăшас текенсем курăнсах каймаççĕ ха халлĕхе.

Pages: 1, [2], 3, 4, 5, 6

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters